Сĕве Атăла юхса кĕрет. Пĕрремĕш кĕнеке :: Улттӑмӗш пайӗ. Хусанти ӗҫсем
Кайран, ик эрнерен, тăна кĕрсе кăштах этем нĕрне çитсен Черемисинов çакна пĕлчĕ: вырăссем илме май пур çĕртенех крепоçе илеймен иккен. Хăйсен вăйĕ чакса çитнине кура крепоçрен вырăс воеводисем патне юлан утпа тутарсен чаплă виçĕ çынни — Булат Ширин, Табай князь тата Апкай улан — тухнă та çапăçма, юн тăкма пăрахăр тесе ӳкĕтлеме тапратнă.
— Эпир парăнас çук, эсир крепоçе илес çук, — тенĕ вĕсем. — Сире килĕшӳ тума сĕнетпĕр. Мускава посольство яратпăр, аслă княçран каçару ыйтатпăр.
Иван Бельскипе Михаил Глинский килĕшнĕ. Вырăссем-тутарсене çакнашкал услови лартнă: ӳлĕмрен Хусан ханне пиртен илетĕр, эпир ирĕк памасăр кунта нимле хан та пулма пултараймасть тенĕ. Тутарсем хирĕçмен. Вырăс çарĕсем хыççăнах вĕсем Мускава посольство кăларса янă.
Сафа-Гирей çав вăхăтра чылай аякри Арскра хуйхăрса ларнă. Ăна Оболенский князь таçта çитиччен хăваласа кайнă, анчах тытайман. Хăйĕн вара çав çапăçуран сыввăн тухма тӳр килмен, ăна тутарсем вĕлернĕ. Вăл çеç мар, тата пилĕк воевода пуçĕсене хунă Хусаншăн пынă çав çапăçура. Тутарсен утмăл пине яхăн çын пĕтнĕ.
Мĕн кĕркуннеччен çын вилли пуçтарнă вăл çулхине Хусан таврашĕнче. Атăл юнпа хĕрелсе юхнă. Хăвасем хурлăхлăн кашланă. Çил вилĕм юрри юрланă.
Тата тепĕр хыпар та пĕлчĕ Черемисинов Мускава таврăнсан: аслă князь Иван Бельский боярина сутăнчăк тесе Белоозера пуç янă терĕç. Анчах тем тесен те куншăн думнăй дворянин айăплă мар — вăл Бельский çинчен патшана пĕр сăмах та çырса пĕлтермен.
3. Тата тепĕр посольство
Мускавра иртенпех чан сасси кĕрлет. Турра ĕненекенсем тĕлĕнсе ыйтаççĕ пĕр-пĕринчен:
— Мĕн уявĕ çак паян? Мĕн ятпа чан çапаççĕ?
Пĕри пĕлместĕп тесе тавăрать, тепри май пур чух шăл йĕрме тăрăшать.
— Мĕн ятпа пултăр? Сан сулахай уру çине шĕпĕн тухнă, çав ятпа!
— Асту, чĕлхӳ çине шĕпĕн ан тухтăр, антихрис!
— Ну, эппин, пирĕн кӳршĕ, çĕр çулхи Авдотья инке, ача çуратса панă, çавăнпа чан çапаççĕ.
— Чăнах те?
— Чăнах пулмасăр.
— Ĕненместĕп, çĕр çулхи çын ача тума пултараймасть.
— Ха, ĕненмест! Ху эс часах çитмĕле çитетĕн, çапах та хырăмунта ача пур. Ак ку мĕскер? — Чарусăр этем хĕрарăма хырăмĕнчен çапса кăтартать.
— У-у, çĕр çăтман этем, ланчашка! Эрчемес! Ан çыпçăннă пул, услап. Унсăрăн эп сана халех…
— Ан вăрçăр, — чарать вĕсене тепри. — Аслă княçăн тĕпчĕк çуралнă паян, çавăнпа чан çапаççĕ.
— Ан тĕлĕнтер. Чăнах-и? Ывăл-и вара, хĕр-и?
— Ывăл, ывăл. Санăн пулас кĕрĕвӳ.
Хĕрарăм ой! тесе çухăрса илет те вăрăм кĕпине тусан çийĕн сĕтĕрсе çынсем хыççăн Хĕрлĕ плошаде чупать. Унта аслă княçăн ывăл çуралнă ятпа тĕрлĕ ĕçме-çиме салатаççĕ.
Кремле çӳллĕ çĕлĕклĕ боярсем, вĕсен чаплă тумланнă арăмĕсем, ывăл-хĕрĕсем иртеççĕ. Йышлă залсенче пур çĕрте те парне купаланса выртать. Кашниех аслă княçа ыттисенчен маларах саламлама васкать.
Урăх ĕçпе паян патша никама та йышăнмасть. Элчĕсем кремль хапхи патне çитеççĕ те каялла çаврăнаççĕ. Тавлашса тăнин усси çук — кĕртме хушман, ĕçĕ те пĕтнĕ.
Хусан элчисене тепĕр кунне чи юлашкинчен йышăнаççĕ. Посольствăра: Табай князь, Теветкел князь, Ибрагим бакши. Вĕсем аслă княçа ывăл çуралнă ятпа саламлаççĕ. Малтанах калаçу шавлă пырать (амăш чĕччине тин ĕмме вĕренекен ача пирки темĕн те пакăлтатма пулать-çке), унтан хăйсем ытлашши кĕрлесе кайнине туйса элчĕсем шăпăрт пулаççĕ. Ĕнтĕ Василий Ивановичăн çиллес сăмахĕсене итлеме вăхăт. Вăл Хусан элчисене пĕр ыйту çеç парать:
— Калăр-ха, эсир ма вĕçĕмсĕр улталатăр? — тет.
Элчисем чĕнмеççĕ. Ку сăмахсене хирĕç мĕн тавăрса калама пĕлĕн?
Аслă князь тепре ыйтать:
— Ма улталатăр? Мĕн çинче тытăнса тăрать сирĕн ханлăх — пĕтĕмпех ултав çинче-и? Юрамасть-çке ун пек. Мĕнле хан вăл сирĕн Сафа-Гирей? Сăмах парать, çавăнтах хăй сăмахне манса каять, ăна пăсать. Сăмах парать, çав вăхăтрах хăратма та чарăнмасть. Нумай тытăнса тăрасшăн-и вăл ун пек? Тен, ĕмĕрех çавăн пек пурăнасшăн пуль?
Аслă князь чарăнать. Унăн элчĕсен сăмахне итлес килет. Мĕнле ăнлантарса парĕç-ши вĕсем хăйсем çапла çултан-çул улталама тăрăшнине?
Тутарсем сисеççĕ, ĕнтĕ калаçма та вăхăт. Табай князь, вăтанакан хĕр пек пуçне пĕксе çĕрелле пăхса лараканскер, кăшт хускалса илет те илемлĕ сасăпа калаçма тапратать:
— Каçар, аслă князь. Пире итлесе тăма та йывăр кук пек. Чăнах та темиçе хутчен те айăпа кĕтĕмĕр эпир сан умăнта. Анчах чĕререн калатăп, тек ун пек тумастпăр. Юлашки хут каçар та пире, эпир тупа туса каланине йышăн. Сафа-Гирей, сан шăллу, сăмах парать: тек вăл Мускав ирĕкĕнчен тухмасть.
— Ĕненмелле-и кăна?
— Ĕненмелле, аслă князь. Сафа-Гирей, сан шăллу, Мускав умĕнче тупа туса грамота çирĕплетесшĕн. Эпир вăл грамотăна кунтах алă пусма хатĕр, пирĕн хан, Сафа-Гирей, ăна Хусанта сан элчӳ умĕнче алă пусать. Çакăн пек ыйтупа килтĕмĕр эпир сан пата, аслă князь.
Тупа туса çырнă грамота хатĕр ĕнтĕ вăл, ăна Василий Иванович дьякĕсем алăрах тытса тăраççĕ. Унтан ку грамота сĕтел çинче чакăртатать — ăна икĕ енĕ те алă пусса çирĕплетеççĕ. Грамота памалли условисем пирки аслă князь хăйĕн боярĕсемпе тахçанах канашласа пăхнă. Вĕсем кĕске те татăклă: тыткăна лекнĕ вырăс çыннисене ирĕке кăлармалла, вăрçă вăхăтĕнче тытса илнĕ пищальсене каялла тавăрса памалла.
— Сафа-Гирей тупа тунине йышăнма тата грамотăна алă пустарма Хусана манăн çыннăм боярин ывăлĕ Иван Полев пырать, — тет аслă князь элчĕсене. Вăл Хусан çыннисене хăйĕн элчине лайăх кĕтсе илсе лайăх ăсатса кăларса ярасси çинчен те каласшăн, анчах шарламасть. Тепĕр тесен хăйсен те пĕлмелле, элчĕсене кашнинче Андрей Пильменова йышăннă пек йышăнмалла мар.
Хусан çыннисем иккĕленсе тăраççĕ — тухма юрать-и вĕсен, юрамасть-и, пĕтерчĕ-и аслă князь хăйĕн сăмахне е тата каламалли пур унăн? Пур иккен-ха, пĕтмен. Чи хăрушă сăмахсем юлнă патшан.
— Боярин ывăлĕ Иван Полев Хусантан таврăниччен эсир ман хăнасем пулатăр. Ĕçĕр-çийĕр, ман пата килсе çӳрĕр, эпир сире кӳрентерес çук. Мускав курăр…
Ку сăмахсене илтсен элчĕсем шартах сикеççĕ. Ав мĕнле иккен, нимĕн чухлĕ те шанмасть аслă князь Сафа-Гирее. Çапах та сăмахне лайăх çавăрса калама пĕлчĕ Василий Иванович — хăнасем терĕ. Ĕçмелле-çимелле иккен, ун патне килсе çӳремелле, анчах князь çыннисемсĕр пĕр утăм та ярса пусмалла мар. Хăçанччен çапла хăналанмалла-ши вĕсен аякри ют Мускавра?
4. Шигалей
Тимĕре хĕрсе çитсен туптаççĕ. Ваттисен çак сăмахне Шигалей питĕ те лайăх пĕлет. Тутарсем ун пек чух вăхăтра татман çырла хуртлă пулать теççĕ. Шигалейшĕн халь чи хăтлă, чи хĕрӳллĕ вăхăт ĕнтĕ. Хусантан хыпар килнĕ ав: Сафа-Гирей присяга тытмасть, пищальсене памасть. Вăл Хусан посольствине каялла яма хушать. Сафа вырăссем тыткăна илнĕ çынсемпе пищальсене тавăрса парсан çеç тупа тума хатĕр имĕш. Ун чухне те вăл Иван Полева мар, урăх элче тупа тăвать, аслă княçăн ун патне тепĕр элчĕ ямалла. Ун пек хирĕçет пулсан Сафа-Гирей Хусанта нумай тытăнса тăрас çук теççĕ Хусанти паллă çынсем те. Часах ак III Василий унпа урăхла калаçма пуçлĕ.
Ирхине ирех Шигалей патне аслă князь çынни чупса çитрĕ — Василий Иванович ăна каç кӳлĕм кремле чĕнет. Ма халех чупмалла мар-ши тупата кремле, ма каçчен кĕттерет-ши аслă князь? Шигалейĕн тӳсĕме пĕтнĕ ĕнтĕ. Часрах, часрах вĕçтересчĕ Хусана.
Пĕтĕм ĕç Шигалей шутланă пекех пулса пырать. Василий Иванович ăна савăнăçлăн саламласа кĕтсе илчĕ, ĕлĕкхи ырă вăхăтсенчи пек, хăйпе юнашар лартрĕ. Арăмĕ — Фатьма-Салтан — çеç çук çумра, ăна ма чĕнтермерĕ-ши аслă князь?
Василий Иванович элчĕсемпе нумай тавлашмарĕ, сăмаха нумайччен айккипе çӳретмесĕр каласа хучĕ: тек вăл Сафа-Гирее тӳсме пултараймасть, Мускав Хусана урăх хан ярать. Шутласа пăхчăр, урăх çынна ыйтчăр элчĕсем.
Анчах элчĕсен мĕн шутламалли пур? Вĕсем аслă княçпа юнашар кам ларнине лайăх кураççĕ, ку мĕне пĕлтерние те тĕпĕ-йĕрĕпех ăнланаççĕ. Посольство Хусан ханĕ пулма Шигалее ыйтать.
— Эпир хирĕç мар, — тет аслă князь. — Шухăшсем пирĕн тĕле килеççĕ. Шейх Аулияр ывăлĕ Шигалей сирĕн тахçанах суйласа илнĕ, Мускавпа калаçса татăлса лартнă ханăр пулать. Илĕр ăна, хан вырăнне хурса хисеплĕр.
Государь элчĕсене Василь-Новгород урлă киле кайма хушать. Лешсем ку сăмахсене ытлашши тĕлĕнмесĕр итлеççĕ, анчах куçран пăхсах паллă — çав тери хĕпĕртенĕ. Хĕпĕртемесĕр! Сафа тесе хăçанччен тыткăнра пурăнмалла кунта? Вĕсем аслă князь хушнисемпе пуринпе те килĕшеççĕ: Василь-Новгорода çитсен чăвашпа çармăс мăрсисене вырăссем майлă пулмашкăн ӳкĕтлеме, Хусанта пĕтĕм халăха Сафана хирĕç тăма чĕнсе калама пулаççĕ.
Çапах та Василий Иванович Шигалее посольствăпа пĕрле Хусана кăларса яма шикленет. Иртерех ăна Хусана яма. Малтан Чулхулара кĕтсе пăхтăр, вара мĕн тумаллине куç курать.
Кремльте канăçсăр кунсем пуçланаççĕ. Боярсем канашлаççĕ, дьяксем чупкаласа çӳреççĕ, воеводăсем учĕсене йĕнерлеççĕ. Кама элчĕ туса ямалли паллă ĕнтĕ — боярин ывăлĕ Головин каять. Ăна Хусанта паллă княçсемпе, уйрăммăнах правительствăра тăракан Булат Ширинпа тата Ковгоршадпа, мĕнле калаçмаллине вĕрентеççĕ. Вĕсем мĕн шутлаççĕ, вĕсем Сафа-Гирее хăваласа ярса Мускав аллинчен хан йышăнма килĕшеççĕ-и?
Черемисинов валли те ĕç тупăннă, унăн Хусан посольстви хыççăн Василь-Новгорода, унтан Ту енчи çĕр-шыва çитмелле, чăвашпа çармăс мăрсисемпе — Тукайпа, Саррипе, Акпарспа, Ковяжпа калаçмалла. Патша майрин тăванĕ Михаил Глинский Черемисиновпа пĕрле каякан ушкăна курчĕ те ăна ертсе пыракан думнăй дворянина хыттăнах вăрçса тăкрĕ.
— Çавăн пек сахаллăн кайма юрать-и Ту енчи çĕр-шыва? — терĕ вăл. — Пысăк йыш илмелле. Курччăр, туйччăр пирĕн вăя!
Ушкăна тата темиçе çĕр çын хушса пачĕç.
Аслă князь Мускавра, Шигалей Чулхулара Хусантан ырă хыпарсем кĕтрĕç. Хыпарсем усалах марччĕ, Мускавра Василий Иванович вĕсене савăнсах вулатчĕ. Шигалейшĕн вăл çул та, тата тепри те телейлĕ пулмарĕç. Турă панă телее шуйттан туртса илчĕ. Ку шуйттан никам та мар, унăн тăван шăллĕ Джанали пулчĕ.
5. Кавар
Сафа-Гирей кăмăлтан вĕри те тараплă. Тарăхнă, тулашнă вăхăтра ăна тытса чарма ан та шутла. Анчах çилленни ун час иртсе каять. Ĕнер вăрçнă пулсан паян ун пирки маннă та тейĕн. Мĕн пулнине аса илтерме çеç кирлĕ мар.
Арскра питĕрĕнсе ларнă чухне вăл Булат Ширина Хусана таврăннă-таврăнман тытса хупма шутласа хунăччĕ. Çавă вĕлерттермерĕ вырăс элчине Иван Полева. Çавă тата хăй Улу Мухаммед йăхĕнчен тухнипе мухтанакан Ковгоршад, Хусан хĕрарăмĕсем каланă пек каласан — Арзад Салтанэ, кансĕрлерĕ. Çакса вĕлерме хушнă çĕртен тытса чарчĕç, хан сăмахне те итлемерĕç. Мускав çыннисем тесен вилсех каяççĕ вара. Тем тесен те аслă княçпа вăрттăн çыру çӳретеççĕ пулмалла вĕсем.
Шĕкĕр хулана таврăнсан Сафа-Гирей иртнине йăлт манса Булат Ширина ытти княçсем умĕнчех тав турĕ. Мĕнле тав тăвас мар-ха — вăл çăлса хăварчĕ хулана. Чи йывăр вăхăтра, хан çук чух, вырăссем крепоçа тапăнса кĕнĕ самантра, хирĕç тухса килĕшӳ сĕнме ăс çитернĕ улу карачи. Бельскипе Глинский килĕшнĕ, тен, парнесем те илнĕ пулĕ-ха унран. Парнине саплама пулĕ, вăл темех мар, крепоçе çухатнă пулсан ăна мĕнле каялла тавăрмаллаччĕ Сафа-Гирейĕн? Улу карачийĕ ухмах мар унăн, вăл хăçан мĕн тумаллине пĕлет. Ăна сутăнчăк тесе айăплама сăлтав çук, Мускав майлисен тĕлĕшĕнчен çемçерех пулсан та чунĕпе вăл Хусан майлă, Хусана парăннă.
Тата тепĕр ĕçре те хăйĕн çивĕч ăсне кăтартрĕ Булат Ширин: унти мăрсасем урлă Ту енчи çĕр-шыва сыхласа хăварчĕ. Астăвать-ха çамрăк хан, вăл Мускава кайнă чăваш мăрсисене çийĕнчех çакса вĕлересшĕнччĕ, улу карачи ăна апла тума памарĕ. Ак халь, вăрçă пуçлансан, ку мăрсасем Хусан майлă çапăçрĕç. Самаях вăйлăн тустарчĕç вырăссене, Сафана Арска тарса пытанма çавсем пулăшрĕç. Чăвашпа çармăс, ирçе мăрсисене кăшт ачашлани те кансĕрлемест пулĕ, ялан нухайпа хăмсарнипе ĕç тăваймăн.
Çамрăк хан хăйĕнпе пĕрле Арскра пулнă темиçе княçпа, аскерсемпе пĕрле кремль картишне пăхса çаврăнчĕ те крепоçре нимĕскере те аркатманнишĕн хĕпĕртесе çӳле, хан пӳлĕмне, хăпарчĕ. Кунта çутă. Ансăр чӳречесенчен ирхи хĕвел урисем тăсăлса кĕреççĕ. Хан куçĕсем хĕрлĕ кантăк çинче чарăнса тăчĕç. Ун айккисем тин касăлакан суранран пĕрхĕнсе тухнă юн пек хĕрелсе кайнă. Вăрçă, вăрçă!
Мĕн чухлĕ юн юхмарĕ пулĕ вырăссемпе тутарсем хушшинче пулса иртнĕ хăрушă вăрçăсенче! Тата мĕн чухлĕ юхĕ-ши вăл ыранхи çапăçусенче?
«Ак эпĕ каллех хам пӳлĕмре, — хĕпĕртесе шутларĕ Сафа-Гирей хăй тĕллĕн. — Халь мана кунтан нимле вăй та хăваласа кăлараймасть. Вырăс çарĕ аякра, вăл ĕнтĕ Хусан çывăхне час килес çук. Килсен те хăрамастпăр унран. Крепость хӳмисене тĕреклететĕп, çара вăйлататăп. Тăшмансене, тĕрлĕ сутăнчăксене пĕрерĕн-пĕрерĕн тĕп тума ыйтатăп. Пĕччен тăрса юлтăр Булат Ширин Мускав майлисен ушкăнĕнче. Вара эп унпа калаçма пĕлĕп».
Вăл паян тумалли ĕçсем çинчен шухăшларĕ. Хăрушлăх иртсе кайрĕ ĕнтĕ, арăма, тăвансене илсе килсен те юрать. Вырăссене хăваласа янă ятпа хăнасем пуçтармалла, чаплă ĕçкĕ-çикĕ ирттермелле. Иван Полева хан нӳхрепне куçармалла, ыран е тепĕр кун мĕнпур княçсемпе бексем, эмирсемпе улансем умĕнче çакса вĕлермелле. Тата тем тесен те Тукай мăрсана шыраса тупмалла, унпа калаçмалла. Оболенские çавах вĕлерчĕ курăнать. Хан эшкерĕ хыççăн ун çыннисем чакса пыратчĕç Арск еннелле.
Ту енчи мăрсана вăл юри чĕнтермерĕ — ĕçсем нумай пулчĕç. Ĕçкĕ умĕн çапах та пĕр самантлăха хăй патне сĕтĕрсе кĕчĕ-кĕчех ăна.
— Оболенский княçа сан çыннусем вĕлерчĕç-и, Тукай мăрса? — тăна кĕме памасăр ыйтрĕ унран Сафа-Гирей.
— Пĕлместĕп, — терĕ мăрса темшĕн хай хăйне вăрçасса кĕтсе.
— Мĕнле пĕлместĕн? Саншăн кам пĕлет тата?
— Тен, ман çынсемех пуль…
— Ан пытар, сан пек паттăра мĕскĕнленни килĕшмест. Сан çыннусем сĕтĕрсе антарнă ăна лаша çинчен. Ху курман-и ара?
— Хăрах куçпа курса юлтăм, — кулам пекки турĕ мăрса. Вăл чухласа илчĕ ĕнтĕ, хан ăна вăрçма мар, тав тума чĕнсе кĕчĕ. — Эп ăна чĕрĕлле тыткăна илесшĕнччĕ, пулаймарĕ, тахăшĕ чиксе пăрахма ĕлкĕрнĕ. Çавăншăн кулянатăп…
— Ан кулян, — терĕ Сафа-Гирей вăл суйнине пачах туймасăр. — Аслă княçăн чи хастар воеводисенчен пĕрне тирпейленĕ. Тĕрĕс тунă. Тавах сана уншăн. Паян хăнасен умĕнче хаклă парне илетĕн. Мĕн иккенне каламастăп, кайран курăн.
— Чĕререн тав тăватăп, аслă хан, пирĕн таса тĕнпе ханлăхăн шанчăкĕ.
Тукай ĕнтĕ аллисене кăкăрĕ çине хурса, чыслăн пуç тайса тухса кайма тăнăччĕ ĕнтĕ, анчах хан ăна тытса чарчĕ.
— Манăн тепĕр япала пирки ыйтмалли пурччĕ, дустăм. Кала-ха, Тукан мăрса, эсир мĕнле тĕнпе пурăнатăр унта, Ту енчи çĕр-шывра? Аслăран та аслă аллах тĕнĕпе-и — ислам тĕнĕпе-и?
— Ислам тĕнĕпе пурăнатпăр, — хуравларĕ мăрса.
— Пурте-и?
— Эпĕ хам ислам йышăннă, аслă хан.
— Ыттисем?
— Ыттисем те аллаха ĕненеççĕ. Эп пĕлнĕ тăрăх, Сарыев та, Акпарс та, Ковяж та, Мамич-Бердей та, Болдуш та ислам тĕнĕпе пурăнаççĕ.
— Арăмĕсем, ачи-пăчисем мĕнле? Вĕсем кама пуç çапаççĕ? — тĕпчеме пăрахмарĕ хан.
— Вĕсем те аллаха ĕненеççĕ.
— Суймасна, Тукай мăрса? Ячĕшĕн çеç йышăнман-и эсир мăхамет тĕнне?
— Суймастăп, аслă хан. Эпир ислама чунтан ĕненетпĕр, киремете пуç çапмастпăр. Суйсан çылăх пултăр мана. Аллах хăй тăвас тенине çĕр çинчи шанчăклă çыннисем урлă туса пырать. Аллах хăй ирĕкне пурнăçлаймĕ тесе шутлама çылăх. Аллах чăннипех те вăйлă, хăватлă, вăл тӳрĕ кăмăллă мар çынсене тавăрма та пĕлет, — коран сăмахĕсене аса илчĕ Тукай.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...