Сĕве Атăла юхса кĕрет. Пĕрремĕш кĕнеке :: Улттӑмӗш пайӗ. Хусанти ӗҫсем
Урасмет ку хаяр сăмахсене илтсе йăлтах тилĕрсе кайрĕ, йĕнерĕ çинче йăлт та йăлт! сиккелеме пуçларĕ. Унтан юмăç карчăк чарăнманнине кура тӳсеймерĕ, лаши çинчен тăрст! сиксе анчĕ те Сахвине инке картине хăрах урапа пĕрех тапрĕ. Карта пĕр сыпăкĕ çатăртатса ишĕлсе анчĕ, Урасмет куçне-пуçне вылятса юмăç карчăк умне çитсе тăчĕ.
— Апла сан хуçу Тукай-ха? — саламатне çĕклерĕ вăл. — Эпĕ мар-и?
— Эсĕ мар. Сана йышăнмастпăр эпир. Сана нимле хырсă-марçă та тӳлеместпĕр. Ме, вĕлерĕр, хăрамастăп сиртен. Эсир йышлăн, эп пĕччен, пур пĕр хăрамастăп!
— Сан хуçу Тукай мар, ак çакă! — Урасмет юмăç карчăка пĕтĕм вăйпа саламатпа туртса çапрĕ. — Ак сана, ак. Ме, туян, асăн мана лайăхрах…
Карчăк ик аллипе те пуçне тытса курăк çине йăванчĕ. Урасмет тахăшĕ тытса тăракан лаши çине ялт! çеç сиксе утланчĕ те шик! шăхăрчĕ. Юлан утсем Урасметăн çӳрен учĕ хыççăн вăрманалла тапса сикрĕç.
…Тукай мăрса хăйĕн аякри ялĕсем Урасмет аллине куçни çинчен Булат Ширинран илтрĕ. Улу карачи ăна ку хыпара савăнса тенĕ пек пĕлтерчĕ.
— Никам та каламан-и-ха, Тукай куназ, сана пирĕн хан Джанали хир енче темиçе ял памалла тунă, — терĕ вăл ытти кирлĕ ĕçсем пирки калаçса пĕтерсен.
— Тавтапуç. Уншăн Джанали хана çеç мар, сана та тав тумалла пек туйăнать, пысăк карачи.
— Паллах, эп те сăмах хушрăм.
— Тепĕр хут тав сана, пысăк карачи. Лери ялсем пирки ыйтмарĕ-и Джанали?
— Ыйтрĕ. Криуш патĕнчи ялусем санăн Урасмет хаким аллине куçаççĕ.
— Пулма пултараймасть! — кăварпа тĕкнĕ пек, яшт ура çине сиксе тăчĕ мăрса.
— Чăнах ара. Эс лар, лар. Ан кулян, кунти ялсем пысăкрах та, пуянрах та.
— Анчах мĕншĕн Урасмета памалла тунă-ха ман ялсене? Ма урăх çынна мар?
— Урасмет хăй çавăнта пама ыйтрĕ. Вăл унти çын-çке.
— Мĕнле чаплă ĕç турĕ вара вăл ханран ялсем илме?
— Ун пек ан хурла çынна, — хăтăрнă пек каларĕ Булат Ширин. — Миçе çул çĕрне-кунне пĕлмесĕр ĕçлет пирĕншĕн Урасмет. Куназ мар, мăрса мар, çапах та тăрăшать. Пирĕн ханлăх хăйĕншĕн вăй хуракансене манмасть, Тукай куназ.
— Вăл çапли çапла-ха, — мăкăртатрĕ Тукай мăрса. — Анчах эп кăна кĕтменччĕ. Эс мана кинжалсăрах чиксе пăрахрăн, аслă карачи, сăмахпах вĕлертĕн. Кирек кама лексен те Урасмета памалла марччĕ ман ялсене. Ара, вăл манăн ĕмĕрхи тăшман, аслă карачи! Çакна манса кайрăр-и вара? Миçе хутчен килсе элекленĕ вăл ман çинчен Хусана! Яла çунтарса ячĕ, манăн тĕп киле вут тĕртрĕ, хĕре вăрласа кайрĕ, тăршшĕпе ура хурса пычĕ. Çавăн хыççăн Тукай ялĕсене мĕнле ăна тыттармалла? Çунса кĕл пулччăр вăл ялсем, çĕр тĕпне анса кайччăр, анчах Урасмет ырă курса ан пурăнтăр вĕсенчен. Çук, улу карачи, эп кăна тӳссе ирттерме пултараймастăп!
— Çитĕ, лăплан, — чарчĕ ăна Булат Ширин. — Тупнă хуйхăрмалли! Хамăр Джаналие чунтан парăннине кăтартса пар, тата темиçе ял илетĕн. Мĕскер, ял пĕтнĕ-и пирĕн ханлăхра. Атя, эп сана хамăн шурăмпуç çăлтăрне кăтартатăп. Курман пулĕ-ха эс ăна?
— Курман, — терĕ Тукай Булат Ширин хыççăн тенкел çинчен йывăррăн çĕкленсе.
Чăнах, темшĕн-çке ăна Джанали туйне чĕнменччĕ. Ку туй пирки вăл çынсем каласа панă тăрăх кăна пĕлет.
Хусана пырса çитсен çамрăк Джанали Хусан княçĕсемпе канашланă та Мускава аслă князь патне пысăк посольство кăларса янă. Посольство урлă вăл хăйне хан туса хунă Василий Ивановичран çапла ыйтнă: ырă патша, пиртен Сафа-Гирей хан пулнă чухне юлнă пищальсене ан ил, вĕсем пире кунта кирлĕ пулаççĕ; сана хирĕç çапăçма мар хăварасшăн эпир вĕсене, хамăр тăшмансене, Мускавпа Хусан тăшманĕсене аркатма кирлĕ пулаççĕ вĕсем; пирен кунта туссем йышлă, анчах тăшмансем те çук мар. Аслă князь унпа тавлашса тăман, вăл ыйтнипе килĕшнĕ. Джанали тепĕр ыйтăвне те сивлесе тăкман Василий Иванович — вун çич çулхи хана авланма ирĕк панă. Хăйĕн çыннисемпе пĕр сăмахлă пулса Джанали, Сафа-Гирей пекех, арăмне Нухай ординчен илме шут тытнă. Вăл Юсуф княçăн хĕрне — çап-çамрăк Сююнбикене — çураçнă.
Кĕрсенех курчĕ Тукай, Сююнбике чăнах та шурăмпуç çăлтăрĕ пекех çиçсе тăрать. Хăй тин пĕве кĕрсе çитет-ха, ăна арăм тесе калама та çылăх; пĕвĕ яштака, Атăл хăви пек; пуçне хушпу евĕрлĕ вăрăм тăрăллă калпак тăхăннă, çийĕнче сарлака çанăллă вăрăм кĕпе. Кĕпе çаннисене ылтăн ука тыттарнă. Кăкăрĕ çинче Сююнбикен хаклă чулсем çакнă ису. Пырса тытас пулсан çамрăк арăмăн пилĕкĕ ывăçа кĕрет. Учĕ чăкăт пек шап-шурă хăйĕн. Анчах ку вăл имшер те шуранка ӳт тĕсĕ мар, хĕвел çинче ирĕкре ашкăрса ӳснĕ шурă чечек тĕсĕ.
— Санпа чăваш куназĕ Тукай паллашасшăн, пирĕн хисеплĕ Сююнбике! — терĕ Булат Ширин мăрсана ун патнелле илсе пырса.
— У-у! — тĕлĕннĕ пек пулса куçне чарса пăрахрĕ кĕçĕн çын. — Эп хам та ăна курма хавас. Анчах алă пама хăратăп-ха. Вăл, çавăн пек тĕреклĕскер, ман аллăма шатăрах хуçса пăрахĕ. — Тукай çине шăтарасла пăхрĕ те йăл кулчĕ, хитре хĕрарăм арçын кăмăлне сар çу пек ирĕлтерсе ячĕ.
— Каçар, эпĕ ăнсăртран çеç кĕтĕм кунта. Ахаль пулсан ниепле те пушă алăпа килес çукчĕ, — именерех калаçрĕ Тукай. — Аслă карачи сĕтĕрсе кĕчĕ мана…
— У-у, сăмахусем ылтăнран хаклă! — терĕ Сююнбике ăш пиллĕн. — Сан чи хаклă парнӳ — сан тĕкĕрçӳçем, сан аскерӳсем. Чăвашсем ухăпа питĕ тĕл переççĕ тенине илтнĕ эпĕ…
Çав вăхăтра арăмĕ патне унччен айккинче такампа калаçса тăнă Джанали пычĕ, ăна хăлхаран пăшăлтатса тем каларĕ те, вĕсем хăвăрттăн чаршав хыçнелле кĕрсе кайрĕç.
Çамрăк мăшăр патĕнчен тухсан Булат Ширинпа Тукай Сююнбикен куçа шартаракан илемлĕхĕ çинчен кăна калаçрĕç, çак хитре те чее, хăйне кура ăслă хĕрарăм Хусан ханлăхĕн малашнехи кун-çулĕнче мĕнле паллă вырăн йышăнса тăрассине вĕсем пĕлмерĕç-ха. О Нухай хĕрĕ Сююнбике! Нумай çын чĕрине вутпа çунтарать-ха вăл хитре пукане хăйĕн ĕмĕрĕнче, Мускавпа Хусанта та, Крымпа Нухайра та нумай шав тăвать çав пăтранчăк та тăвăллă çулсенче мĕн Хусана иличчен.
Тукай Хусантан киле таврăннă чухне те Сююнбикепех тĕлленсе пычĕ. «Хитре арăм тупнă Джанали хăй валли, — терĕ вăл йăлттам лашине хытăран хытă хăваласа. — Хитре. Анчах Хусан патшисен шăпи пит ăрăслă пулакан мар. Кăмăла каймасан ним мар хӳтерсе кăлараççĕ кремльтен княçсемпе мăрсасем, унтан каялла чĕнеççĕ. Ак эп астăвассах миçе хан çапла тытăнса тăчĕç унта. Абдул-Латиф, Магмет-Эминь, Шигалей, Сахиб-Гирей, Сафа-Гирей. Пĕр вĕçĕмрен ларнă патша пулман та пирĕн. Курăпăр, Джанали мĕнле хан пулĕ. Тен, хăваламĕç, пурте юратĕç ăна. Тен, вĕлересрен хăраса виçĕ уйăхранах хăй тухса тарĕ. Çапах та арăмĕ хитре. Килĕштерсе пурăнччăрах, телейлĕ пулччăр Нухай хĕрĕпе Ахмет тĕпчĕкĕ. Мана вĕсен ачине курма тӳр килтĕр».
Çамрăк ханшăпа тĕлленнĕ май вăл ирĕксĕрех хăйĕн Нухратне аса илчĕ. Çук, ăраскаллă пулмарĕ унăн хĕрĕ Сарри ывăлне качча тухса. Чиперччĕ, çав тери хӳхĕмччĕ вăл, пĕр-пĕр çĕре кайсан çынсем тĕлĕнсе пăхса юлатчĕç, анчах яшлăхра хăйне тивĕçлĕ çын тупаймарĕ. Сисет мăрса, пĕр юратусăр, чун ăшшисĕр пурăнаççĕ Пикпулатпа Нухрат. Ача тесен иккĕшне çыхса, пĕрлештерсе тăракан ача та пулин çук вĕсен.
Тем çинчен те шухăш вĕçтерме пулать инçе çул тăршшĕпе лаша çинче сулланса пынă хушăра. Ырри те кĕрет пуçа, усалли те. Савăнмалли те сахал мар пулнă пурнăçра, кулянмалли те. Ак каллех кӳрентерчĕç ăна Хусанта, чуна кайса тивмелле сарăп турĕç. Темле илемлĕ хĕрарăма курни те сиплеме пултараймасть ку сурана. Унăн тăватă ялĕ çав эсремет аллинче! Криуш таврашне йăлтах çав ăçти çук этеме панă. Тукай мар, кĕлмĕç Урасмет хуçа вăл ялсенче. Тукай мар, ун тарçи пулнă çын пырать унта ясак пуçтарма. Чăнах, ку сарăпа тӳсиччен ярлăка вута пăрахса çунтарас е Карлă шывĕпе юхтарса ярас. Кам мăшкăлĕ турĕç сана, Тукай? Урасмет мăшкăлĕ турĕç. Тĕлĕнмелле, Булат Ширин çавăн çинчен лăпкăн çеç калаçса ларчĕ. Çийĕнчен ырлама пăхрĕ-ха çав вĕçкĕн хакима. Ханлăхшăн çĕрне-кунне пĕлмесĕр тăрăшать имĕш вăл. Асту, тăрăшать сана! Ун мĕн пур ĕмĕчĕ те ыттисене çаратасси кăна. Çын пурлăхĕ тесен Тукая çеç мар, аслă карачие хăйне те мăйран пăвса вĕлерме хатĕр вăл, нисĕпсĕр этем. Пĕр япалана çеç ăнланмасть Тукай тахçантанпа: мĕншĕн юри вăрçтарма юратать Булат Ширин Ту енчи мăрсасене, мĕн тума кирлĕ ăна вĕсем пĕр-пĕринпе вăрçса, харкашса пурăнни? Ĕлĕкрех Карамыш княçпа хирĕçтернĕччĕ вăл ăна, халь ак ялсемшĕн Урасметпа иккĕшне çапăçтарать. Мĕнле пайта тухать-ши аслă карачие вĕсем пĕр-пĕрне тӳпеленинчен, пĕр-пĕрин пирки элек сарнинчен? Усси пулĕ çав ĕнтĕ, унсăрăн вăл апла хăтланмĕччĕ. Вăрçса пурăнакан çын хăйĕн тăшманĕн кашни утăмне сăнаса тăрать, мĕн те пулин илтсен ун çинчен Булат Ширина систерет. Аслă карачие çавă кирлĕ те: вăл çын аллипе кăвар туртать. Урасмета Тукай аллипе, Тукая Урасмет аллипе пăвать. Пултарать ватă тилĕ, нимĕн те калаймăн!
Тукай пуçне самантлăха айванла шухăш пырса кĕрет: Урасметпа çапăçма пăрахсан лайăхрах мар-и? Вăл та Хусан çынни, Тукай та Хусан çынни. Вăл та турхан, Урасмет та пурăна киле турхан пулать. Тен, турхан тесе халех ярлык илнĕ-ха вăл. Тарăхса, тулашса лартăр Булат Ширин вĕсем килĕштернĕшĕн, Ту енчи çĕр-шыври ялсемшĕн, ана-çараншăн ыттисене çапăçтартăр.
Анчах мăрса ку шухăша часрах хăвалама тăрăшать. Урасметпа хирĕçмесĕр пурăнма май çук. Вĕсене шăпа тахçанах шывпа çапса ĕмĕрлĕхе уйăрнă. Çав кĕлмĕç этемпе, лаша вăррипе, чун иллипе килĕштерсе пурăнать-и Тукай? Çавна каçарать-и? Хуçапа тарçи пĕр тирĕкрен çиме пултараймаççĕ. Кĕмĕл кашăкпа йывăç кашăк юнашар выртма пултараймаççĕ. Вилсен те пĕр масар çине çĕре кĕмелле ан пултăр вăл Урасметпа.
Шухăш çăмхи малаллах кусать. Утсем те килеллех васкаççĕ. Теплере пĕрре вĕсем чарăнса хартлатса илеççĕ — çеçенхирти çул урлă кашкăр чупса каçать. Ашри тунсăха сирсе ярас тесе пулас, тарçăсенчен тахăшĕ юрă тăсать. Вăл телейсĕр юрату çинчен, хăйĕн хĕрĕ виçĕ çул кĕтсе те ăна кĕтсе илейменни çинчен, савни таврăнас умĕн шанчăкне çухатса юратман çынна качча тухни çинчен юрлать. Кун пек ытлашши шиклĕ мар. Юрă çула та кĕскетнĕ пек туйăнать.
Умра йытăсем такампа харкашаççĕ. Таçта пĕччен çутă мăчлатса илет. Эппин, çул çӳренсем çитес çĕре çитрĕç те пулас.
8. Ăраскал
Турă çырни алăк умнех килсе выртать теççĕ. Чăнах-тăр çав, ваттисем пĕлмесĕрех каламан пуль ку сăмаха. Альпи пурнăçĕнче те çавăн пек пулса тухрĕ. Киле килсех çавăтса тухса кайрĕ Ятламас ăна. Тем пек вăтансан та, тем пек турткалансан та вăй çитереймерĕ хĕр ун аллинчен вĕçерĕнсе тарма. Вăхăчĕ те çавăн пек пулчĕ ĕнер — килтисем пурте тĕрлĕ çĕре саланса пĕтнĕччĕ. Амăшĕ те пулин ĕне сума вăрмана кайнăччĕ ун чухне.
Калама та намăс, Альпи Иливана пĕччен хăварса тĕттĕм пуличченех каччăпа ĕшне еннелле тухса утрĕ. Никам та курмарĕ пулсан юрать-ха, çын курчĕ пулсан çĕр айне анса каймалла çав. Ятламасĕ те ытла хăюллă ĕнтĕ, ахăлтатса кулса çеç пычĕ хĕрпе юнашар.
Ĕшнерен вĕсем ирхи шуçăм киличчен те тухмарĕç. Пĕрмай чуп тунипе тути йăлт тăртанса кайнăччĕ Альпин. Вăл качча: «Мĕн вĕçĕмсĕр чуп тăватăн? Эпĕ санăн арăму мар пулĕ вĕт?» — тесе те пăхрĕ. Ятламас ăна: «Арăм. Паянтан эпир санпа мăшăрлă», — тесе çеç тавăрчĕ. «Çураçрăн апла? Мăшăр турăн мана?» — терĕ хĕр. «Ыран аçупа аннӳ патне пыратăп. Сана качча пама ыйтатăп. Асту, çулăк хатĕрлесе хур, Альпи, унсăрăн эп сирĕн килтен тухмастăп». — «Аттепе анне килĕшмесен?» — «Вара ялтан мур тĕпне тухса тарасси çеç юлать. Атăл тăрăх вырăссем патне хăпарас пуль е урăх çĕре вĕçтерес. Курса тăр, нимпе те ялта пурăнмастăп ун чух, Альпи». — «Ан кай, — терĕ хĕр. — Ялта ахаль те арçын çукпа пĕрех». Çаплах каларĕ çав, ан кай терĕ. Ятламас ăна ыталаса илчĕ те алли çине çĕклерĕ, ухмаха тухнă пек, вĕçĕмсĕр çавăрма пикенчĕ. Юрать вĕçерĕнсе тарчĕ унран хĕр, пахчи хыçне çитиччен хăваласан та тыттармарĕ ăна.
Паян Альпишĕн телейлĕ кун пулмаллаччĕ ĕнтĕ, унăн каччă çураçма пырасса çеç кĕтсе лармаллаччĕ. Анчах ĕçсем пĕрре те вăл шутланă пек килсе тухмарĕç. Вăрман варринчи ялта кăнтăр кунĕнчех ахăр самана пуçланчĕ. Пĕтĕм халăх хĕрсе ĕçленĕ, пикенсех ыранхи учӳке хатĕрленнĕ вăхăтра ламран лама хыпар сарăлчĕ: яла Урасмет килнĕ. Ку хыпара илтсен Альпин чĕри кăшт çеç çурăлса тухмарĕ. «Акă хайхи» теме çеç пултарчĕ хĕр. Килте пурте шуйханса ӳкрĕç.
— Иштерек, тихана арпалăха илсе каятăн пуль, — терĕ аслашшĕ.
Эрнепипе ачисем тата Альпипе амăшĕ вăрмана кайса пытанчĕç. Ашшĕ тихапа пĕрле пахчари арпалăха кĕрсе юлчĕ. Пĕр аслашшĕ çеç пытанма шутламарĕ ял пуçлăхĕнчен, ман вилĕмрен хăрас вăхăтсем иртсе кайнă, мана Урасмет пур пĕр нимĕн те тăваймасть тесе пӳртрех ларса юлчĕ.
Альпи хăйĕн Ятламасĕшĕн пăшăрханчĕ. Паттăрланса тӳрккес хакимпа тавлашăва кĕрсе каймарĕ-ши вăл? Халăхпа пĕрле вăрмана тарма ĕлкĕрчĕ-ши? Паян çураçу таврашĕ пулмасть ĕнтĕ, ăна ĕмĕтленмелли те çук. Вăл темех мар-çке, виçĕ çул кĕтнине темиçе кун кĕтме пулĕ. Ыран ак ялта учӳк пулать, шăпах майлă вăхăт килсе тухать Ятламас валли. Чăнах çапла тăвать пулĕ-ха каччă, ыран килет-тĕр çураçма.
Хĕр ача чĕри кăрт-кăрт тапать. Чуна темле ырă туйăм ачашлать. Мĕнле туйăм вăл — умри телее тĕмсĕлсе кĕтни-и е хĕр ĕмĕрĕ иртсе кайнишĕн кулянни? Тен, иккĕшĕ те пĕрле пулĕ. Çапах та мăшăрлă, телейлĕ пурнăçа ăмсанни, ăна кĕтни вăйлăрах. Этем ĕмĕтпе пурăнать-çке. Нимле ĕмĕт те пулмасан мĕн туса пурăнас çак çут тĕнчере?
Каçхине урама тухсан Альпи çамрăксем хушшинче никама та мар, Ятламаса шырарĕ. Темскер, курăнмарĕ-ха вăл, ватă хусах. Хĕрсем пĕр-пĕрне пӳлсе кăнтăрлахи ĕçсем çинчен, Урасмет кампа-кампа вăрçни çинчен каласа кăтартрĕç. Çук, вĕсем ун савнийĕн ятне асăнмарĕç. Апла тăк ял пуçлăхĕ ăна тупайман. Тĕл пулнă пулсан вĕсем тем тесен те вăрçса каятчĕç. Ятламасăн чĕлхи йĕплĕ, мĕн те пулин тупса калатех ĕнтĕ ват хусах хăй юратман çынна.
Ятламас хĕрсен ушкăнне çур çĕр çитеспе кăна пырса ларчĕ. Ăçта пулнă вăл — ун çинчен каччă пĕр сăмах та шарламарĕ. Ун вырăнне халĕ çеç кӳлĕ хĕрринче пулса иртнĕ мыскараллă ĕç çинчен каласа кăтартма тапратрĕ.
— Хĕрсем, пысăк инкек пулчĕ кĕçĕр, — терĕ вăл хурлăхлă сасăпа. — Ларатăр эсир кунта, кăсăясем пек, кантăр вăрри шĕкĕлчесе, ăна-кăна нимĕн те пĕлместĕр.
— Эс каласан пурте пĕлетпĕр ак, — сăмах хушрĕ Альпи.
— Каласан пурсăр та çакăнтах йăванса каятăр.
— Чăн хăрушшине кăнтăрла куртăмăр, халĕ унтан усалли пулма пултараймасть, — терĕ пĕр хĕрĕ.
— Ку унтан та хăрушă. Итлĕр эппин: Сахвине карчăк шыва путса вилчĕ. — Ятламас çапла каларĕ те чарăнса тăчĕ. Хĕрсем сывлама пăрахнă пек шăппăн ларчĕç.
— Ан тĕлĕнтер, Ятламас! — терĕ пĕри сехĕрленсе.
— Чăнах ара. Ак Тенюшран ыйтăр.
— Чăнах, хĕрсем. Эп те куртăм, кӳлĕ тĕпнех анса кайрĕ Сахвине инке, — терĕ Тенюшĕ. — Хурах тесе мĕн чухлĕ кăшкăрчĕ, илтмерĕр-и вара?
— Çук, илтмен.
— Эх, эсир те çав. Чупса пымаллаччĕ. Тен, туртса кăларнă пулăттăр. Çылăхсăр чуна çăлнăшăн сăвап пулатчĕ.
— Вара эсир пулăшмарăр-и?
— Çук. Эпир ăна шаларах тĕртсе ятăмăр. Ятламас вăрăм çӳçĕнчен ярса тытса туртасшăн пулчĕ те — ĕлкĕреймерĕ. Сахвине карчăкăн тутăрĕ çеç сĕвĕнсе юлчĕ ун аллинче.
— Ак вăл ман кĕсьере, — терĕ ватă хусах. Вăл кĕсйинчен килте тĕртсе тунă тутăр кăларчĕ, ăна хĕрсене сарса кăтартрĕ.
— Унăн мар пуль-ха вăл, пĕр-пĕр хĕр тутри пуль!
— Улталаççĕ вĕсем! Килтен амăшĕнне илсе тухнă та…
— Çавăн, — терĕ пĕр хĕрĕ. — Сахвине инкен, эп лайăх пĕлетĕп. Вăл час-час çакна çыхса çӳретчĕ.
Хĕрсем вара пĕр тăруках шавласа кайрĕç.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...