Сĕве Атăла юхса кĕрет. Пĕрремĕш кĕнеке :: Улттӑмӗш пайӗ. Хусанти ӗҫсем
— Мĕн турăр эспр, тăрлавсăрсем, киремет шăтăкне анса кайманскерсем?
— Кур-ха, мĕнле ашкăнаççĕ вĕсем! Юмăç карчăка кӳлле яраççĕ!
— Выляма çамрăкраххи тупаймарăр-им?
— Çылăха та пĕлмеççĕ!
Каччăсен вара хĕрсене лăплантарас тесе ирĕксĕрех ĕç мĕнле пулнине тĕпĕ-йĕрĕпе каласа памалла пулчĕ.
— Эпир айăплă мар унта, итлĕр эппин, — терĕ Ятламас. — Паян Тенюш мана вăрманта тĕл пулчĕ те калать: «Ĕнер каç пирĕн утта вăрласа кайнă», — тет. «Ăçтан?» — тетĕп. «Уçланкăри купаран», — тет. «Ма тытмастăн? Сыхла та вăррине тыт», — тетĕп. Вăл вара мана ӳкĕтлеме пуçларĕ. «Пĕччен нимĕн те тăваймастăп вăрра, атя иккĕн сыхлатпăр», — тет. Пĕрле пынăшăн аппăшне качча пама пулчĕ. «Ун пек хитре хĕршĕн ма каяс мар», — тетĕп.
— Ан суй, Ятламас, ун пек каламан ĕнтĕ пирĕн Тенюш! — илтĕнчĕ хĕр сасси. Ыттисем пурте ахăлтатса кулса ячĕç.
— Каларĕ çав, ак хăйĕнчен ыйт.
— Эп ахаль тумастăп сана терĕм.
— Вăл мĕн тени пулать вара? Эс мĕн парассине ăçтан пĕлем-ха эп, Тенюш? Тен, чăнах та аппуна паратăн.
— Юмансар ялĕ инçе çав, капла майĕпен кайсан час çитейместпĕр пуль, — сăмахпа тĕртсе илчĕ пĕри Ятламаса.
— Çитетпĕр, ан хăра. Васкакан упăшкинчен савăнман тет.
— Эп арăмĕнчен тенĕ пек астăватăп.
— Ну, арăмĕнчен пултăр. Хăйсем кансĕрлеççĕ те, мĕнле каласа парас ман? Итлĕр ара. малалла калатăп. Малалла мĕн пулнăччĕ-ха, Тенюш? Эс пăртак пулăшса пыр.
— Иксĕмĕр утă хураллама кайрăмăр.
— Э-э, тĕрĕс, иксĕмĕр утă сыхлама кайрăмăр. Выртатпăр хайхи. Вăрă пырасса кĕтетпĕр. Пырсанах уринчен ярса илетĕп ĕнтĕ, анчах никам та курăнмасть уçланкăра. Тенюш манăн пĕтĕм вăйпа хуп турттарать, эпĕ çăлтăр шутласа выртатăп. Манăн тем тесен те вăрă тытмалла. Вăл ытлашши харлаттарма тытăнсан аяк пĕрчинчен тĕкетĕп. Лăпланать хайхи, унтан каллех пуçлать. Пĕр сăмахпа каласан выртрăмăр-выртрăмăр, никама та тытаймарăмăр. Илтетĕп, ялта автансем авăтаççĕ — çур çĕр çитрĕ. «Атя, хĕрсем саланиччен яла кĕрер», — тетĕп Тенюша. Тăтăмăр та уçланкăран тухса кӳлĕ патнелле утатпăр. Хайхи пăхатпăр — пирĕн умра темле купа мĕкĕлтетет. «Э-э-э, — тетĕп хам тĕллĕн, — акă вăл эпир кĕтнĕ çын! Пирĕн пата пыман, урăх уçланка çул тытнă». Купа айĕнче темле çын пырать-ха, те хĕрарăм, те арçын, эпир Тенюшпа нимĕн те пĕлейместпĕр. Кӳлĕ хĕрринчи сукмакпа пынă чухне манăн çак çыннăн вăйне кăшт тĕрĕслесе пăхас килчĕ. Кун урисем тăн-тăн-и-ха тетĕп. Качак пӳрнепе перĕнтĕм çеç, умра пыракан çын мăкăльт йăванса кайрĕ. Утă çыххи-мĕнĕпе кусса-кусса пычĕ те шыва шăмпăрт! турĕ. Эпир Тенюшпа тĕлĕнсе пăхса пыратпăр, мĕскер, ку çын кӳлĕ урлă утă купинчен тытса ишсе каçасшăн мар пулĕ те тетпĕр. Унччен те пулмарĕ, пирен çын «Хурах! Хурах! Путарчĕç, вĕлерчĕç!» — тесе кăшкăрма тапратрĕ. Кам кăшкăрать, кам путать — каллех пĕлместпĕр-ха. Сасăран çынна тӳрех ăçтан палласа илен? Юрать, ман Тенюш маттур. «Ятламас, ара, ку Сахвине инке пек туйăнать», — тет. Ăна туйăнать кăна-ха, эпĕ ĕнтĕ палласа илтĕм те чунтан пăшăрханса ăна çăлма чупса антăм. Шыва путакана çӳçĕнчен ярса тытмалла, кăна эп пит лайăх пĕлетĕп. Çӳçĕнчен ярса илесшĕнччĕ — тутăрĕ сĕвенчĕ те кайрĕ. Эп ăна кĕсьене персе чикрĕм те малалла талпăнатăп. Эх, тĕкетĕп çакна шалалла, эх, тĕкетĕп. Вăл нимпе те путаймасть. Хурахлатса çеç çухăрать. Ну, çитĕ тетĕп, халь туртса кăларма та юрать. Эх, сирĕн сĕтĕрсе пăхасчĕ, мĕнле йывăр Сахвине карчăк! Тупата, вунă пăт пур…
— Чăнах, питĕ йывăр. — çирĕплетрĕ Тенюш. — Пилĕк пăт туртмасан та вунă пăт туртатех.
— Илтрĕр-и, Тенюш мĕн калать? Çапах та туртса кăлартăмăр ăна. Ахлатса выртать хайхи. Унтан тăрса ларчĕ. Эп ăна калап: «Сахвине инке, утту юхса кайрĕ-çке санăн», — тетĕп. Вăл: «Эс юхтарса ятăн ăна!» — тет. «Тытса килсе парас-и?» — тетĕп. Нимĕн те чĕнмест. Тутăрне шырать — вăл ман кĕсьере ĕнтĕ. «Тенюш, Сахвине инкен тутăрне тупса пар, унсăрăн çара пуçăн киле мĕнле кайтăр-ха вăл?» — тетĕп. «Ĕнер пирĕн утта вăрланăшăн-и?» — тет ман Тенюш. Сахвине инке пуçларĕ вара пире ылханма! Эй, вăрçать, эй, ылханать. Эпир тӳссе тăраймарăмăр, пăрахрăмăр та утрăмăр кӳле патĕнчен. Кайса пăхăр, халĕ те ылханса ларать пулĕ-ха.
Хĕрсем ним калама та пĕлмерĕç. Чăнах, вăрçмалла-и кунта Ятламаспа Тенюша е мухтамалла? Сахвине карчăкăн алли кукăр, — ăна тахçанах асăрханă. Юмансарта чухнех калаçкалатчĕç ваттисем Сахвине инке çын япалине хапсăнни çинчен. Анчах вăл юмăç карчăк-çке, унăн турри хăй çумĕнче.
Çавăнпа хĕрсем те питех кăшкăрашмарĕç, тарăхмарĕç ун пирки. Хăш-пĕрисем ун хутне кĕчĕç.
— Ыттисене вăрлама юрамасть, ăна юрать, хĕрсем. Сахвине инке вăрламасть, илет çеç.
— Ăна çылăх пулас çук.
— Вăл киремет чĕлхине пĕлет çав, çылăхне ыранах каçарттарать ак.
Пĕри, иккĕленсе те пулин, хăратса каласа хучĕ:
— Çылăхĕ ăна вăрра тытакана пулать, атьсем, — терĕ. — Вăл киремете пуç çапать те çылăхне ыттисем çине ярать. Ăна вăрра тытнăшăн хаяр ӳкет.
Ку сăмахсем Ятламаспа Тенюша çеç килĕшмерĕç.
— Вăрламасть пулсан ма çур çĕр тĕлĕнче йăраланса тухнă-ха вăл? — терĕ Ятламас. — Унăн кăнтăр кунĕнчех каймаллаччĕ те йăтса килмеллеччĕ. Çук çав, вăл çынсем çывăрсан каять. Ĕнер Тенюшсенне вăрланă ав, паян такамăнне йăтнă-ха.
— Çын япалине илекен çын пур пĕр вăрă, — терĕ Тенюш та. — Патша-и вăл, юмăç карчăк-и — пур пĕр вăрă…
Хĕрсем тавлашмарĕç. Анчах Сахвине инкене сивлесе те нимĕн те чĕнмерĕç. Ашшĕ-амăшĕсем илтсен тем каласа тăкĕç хăйсен ачисене. Юмăç карчăка хирĕç сăмах хушма юрать-и?
Тутăр пирки вара иккĕллĕ калаçу пулмарĕ. Ăна леçсе памалла турĕç. Ахаль тутăр мар-çке вăл, юмăç карчăк тутăрĕ, тен, ăна темĕн те пĕр туса тухатса пĕтернĕ терĕç. Ятламаспа Тенюшăн вара хĕрсемпе çуйăхса ларас вырăнне çĕр хута ял вĕçнелле утмалла пулчĕ.
Тепĕр кунне учӳк кăнтăрла тĕлĕнче пуçланчĕ.
Çанталăк питех те шăрăх тăратчĕ. Темиçе эрне çумăр çуманнипе тăпра кĕл пек типсе кайнă. Çул çинче пакăлчак таран тусан. Ун тăрăх çара уран утма та çук, вăл вутла пĕçерет. Таса кĕпе-йĕм тăхăннă халăх тĕрлĕ ĕçме-çиме йăтса ялтан ик çухрăма Сетнер уйĕ текен вырăна çăл кутне васкать. Вăл хирте кашнин ана татăкĕ пур, çавăнпа ваттисем чӳк тума унта вырăн суйласа илнĕ. Пысăк хуран çакса ярса пушмак пăру е юпах тиха какайĕпе хутăш пăтă пĕçерме те майлă унта, — юнашарах вăйлă çăл тапса тăрать. Вăрман çывăхра, вут-шанкине те килтен йăтмалла мар.
Хăйсене пăтă çиме чĕнессе кĕтсе хĕрсемпе каччăсем вăрманта таçта та çитсе курчĕç ĕнтĕ. Нумайăшĕ учӳк валли илсе килнĕ витрисемпе пуракĕсене çырла тултарнă. Алăсенче çыххи-çыххипе чечек — чакак курăкĕ, пыршăль курăкĕ, кăвакарчăн куçĕ, шур чечек, кăвак чечек, кӳкĕрĕлчен тата тем те пĕр. Пĕчĕкрех арçын ачасем вăрмантан, çимĕкрен таврăннă чухнехи пек, шăхличĕпе те сăрнайпа тухаççĕ. Вĕсене пăтă тивет-и, тивмест-и — ăна калама йывăр-ха, анчах шăхлич каласа ваттисен хăлхисене йĕрĕнтереççех, хăйсене вăрçа-вăрçа хăваланинчен кулса киленеççех ачасем.
Тахçанхи йăлапа чӳк апатне малтан ваттисем пуçларĕç. Вĕсем пăтта темиçе кашăк сыпса пăхрĕç, унтан кăшт вута пăрахрĕç. Сахвине карчăк мăкăртатса чӳк сăмахĕсене каларĕ. Курчĕ Ятламас, ун пуçĕнче ĕнер Тенюшпа иккĕш картишне пăрахса хăварнă тутăрах. Куçĕ витĕр мар пулсан та шыраса тупнă ăна мур карчăкĕ, пĕр якатмасăр-тумасăр, çӳп-çапран тасатмасăр çыхса тухнă.
Ваттисем пăрăнсан хуран патне çулланнă çынсем, вĕсем хыççăн пĕлтĕр-виçĕм çул мăшăрланнисем пычĕç, унтан — качăсем, хĕрсем. Хĕрсем учӳк пăттине пурте тутанса пăхрĕç-и е хăшĕ-пĕрисем кашăк та тытаймарĕç — ăна Ятламас курса юлаймарĕ, çав вăхăтра ун хăлхине хăрушă сăмахсем пырса кĕчĕç.
— Сахвине инке, — терĕ пĕр карчăкĕ, Якуте амăшĕ, — кăçал чӳклемелли хĕр ача е арăм çук-и пирĕн ялта? Учӳкре вĕсен çылăхĕсене каçарттармалла мар-и?
— Пур! — терĕ Сахвине сассине хăпартса. — Пур. Иштерек хĕрне Альпие чӳклемелле кăçал. Çавă хĕр пуççăнах Ятламаспа алхасса пурăнать…
Урăх ăна калама памарĕç. Пур енчен те: «Чӳклес! Чӳклес!» — тесе кăшкăрса ячĕç. Ятламас, ку сăмахсем мĕне пĕлтернине питĕ лайăх пĕлекенскер, хăйĕн Альпине хӳтĕлеме ыткăннăччĕ, ăна темиçе çын ярса илчĕç, «юрамасть, санăн хутшăнма юрамасть, йăли çапла, Ятламас» тесе айккинелле сĕтĕрсе кайрĕç. Мĕн пулса иртнĕ вара çăл кутĕнче — вăл нимĕн те курмарĕ. Каччă вĕçĕмсĕр хăй юлташĕсемпе çапăçрĕ: «Кайса чарăр, тăвансем, тӳсеймест Альпи хĕрĕх витрене! Кайса чарăр. Сивĕ шыв-çке, çăл шывĕ, тӳсеймест хĕрĕх витрене. Вилет…» «Тӳсет, — терĕç юлташĕсем. — Кашни çул тенĕ пекех пулать ун пекки, халиччен никам та вилмен. Ашкăнччăр ĕнтĕ пăртак».
Ял çыннисем вара ашкăнчĕç. Пĕр чарăнмасăр шыв чашлатрĕ Альпин сив чир тытнă пек чĕтрекен шăмшакĕ тăрăх. Сахвине карчăк мăшкăлласа хыттăн шутласа тăчĕ: пĕрре, иккĕ, виççĕ… вун иккĕ, вун виççĕ, çирĕм пиллĕк, çирĕм улттă… йĕри-тавра учӳк хаваслăхĕпе ӳсĕрĕлсе кайнă халăх кĕрлерĕ. Унта та кунта хĕр ачана намăслантарас тесе каланă усал сăмахсем илтĕнчĕç. Альпи Сахвине карчăка ылханса темĕнччен çухăрашрĕ те лăпланчĕ. Вăл ăнланчĕ, ăна никам та итлес çук. Сапчăр, хĕрĕх витре мар, çĕр витре сапчăр. Уншăн халĕ пур пĕрех. Çакăнта вилсе выртсан та ним те мар Альпишĕн. Ят кайрĕ, ĕмĕтленнĕ ĕмĕт пăчланчĕ. Мĕне кирлĕ ăна çакăн хыççăн пурнăç?
Йĕп-йĕпе çерем çинче выртаканскер, хĕр ача аран-аран ура çине тăчĕ. Хăй тĕллĕн тавçăрса илме тăрăшрĕ: хăш вăхăтра тĕшĕрĕлсе анчĕ вăл çерем çине? Шывпа сапнă хушăра ура çинчех тăратчĕ-çке. Мĕн, тăнне çухатнă-и?
Альпи куçĕпе Сахвине карчăка шырарĕ. Ак вăл ун патне утса пырать те пĕтĕм халăх умĕнче калать: «Çылăху хăвăн çинче пултăр, Сахвине инке. Пӳлĕхçĕ курать, эп никампа та алхасса çӳремен», — тет. Унтан мĕскĕнленсе мар, пуçа каçăртса килнелле утать. Пурте курччăр, Иштерек хĕрĕ Альпи айăплă мар. Юмăç карчăк ăна паян кураймасăр, пĕр йӳтĕмсĕр çылăха кĕртрĕ.
Альпи астуса юлаймарĕ, шыраса тупрĕ-и вăл Сахвине карчăка, калас пек сăмахсене каларĕ-и? Хăй шучĕпе каланă пек туйăнать, килтисем эс тăнна çухатса персе антăн теççĕ.
Киле Альпие ашшĕ, шыва путнă çынна хурса килнĕ пек, урапапа турттарса таврăнчĕ. Çул çинче ун хĕрĕ вилнĕ пек выртса пычĕ. Картишĕнче хăйне йăтса антарнă чух çеç тăна кĕчĕ те ĕсĕклесе йĕме тытăнчĕ. Пĕтĕм чунтан хуçăлса макăрчĕ вăл, килтисем ăна ниепле те чарма пултараймарĕç. Юлашкинчен вăл мĕн пур вăйне пуçтарчĕ пулмалла, тăрса ларма хăтланса каласа хучĕ:
— Эх, аннеçĕм! Атте, асатте! Каçарăр мана… Вилсен те çакна пĕлĕр: эп нимĕн чухлĕ те айăплă мар. Ман ăраскалăм çавăн пек пулчĕ-тĕр.
Каçпа ăна вĕрилентерсе пăрахрĕ, вăл вутра çуннă пек ăшаланма тапратрĕ. Аташнă хушăра кăшт тăна кĕрсе темиçе хутчен шыв ыйтрĕ, çири тумтирне сире-сире пăрахрĕ, хăй чун çурăлса тухасла ахлатрĕ. Пинеç инкепе Эрнепи ун пуç вĕçĕнчен кайма пĕлмерĕç. Ун пичĕ тăрăх шăпăртатса юхакан шултра тара шăлсах тăчĕç. Пыл ярса вĕри чей ĕçтерчĕç ăна, сĕт пачĕç, темле курăксемпе, тымарсемпе сиплерĕç ăна. Альпи кăшт та юсанмарĕ. Вăл çав-çавах вутла çунчĕ.
— Вилет, — терĕ Пинеç куççуль витĕр. — Ним хаманĕ те çук. Эй, хĕрĕм, çапла вăхăтсăр уйрăлса кайăн-ши пиртен? Мĕнле пулчĕ-ха ку, мĕнле пулчĕ? Кун пек вилĕмпе вĕлерес килмест-çке манăн сана, пепкемçĕм…
Иккĕмĕш кунĕнче Альпи каллех тăнне çухатрĕ. Вĕриленни кăшт иртнĕ пек пулчĕ, хĕр ача сăнран самаях шуралчĕ. Унтан вăл тарăннăн сывласа илчĕ те лăпланчĕ. Пинеç ун ал лаппине тытса пăхрĕ те ӳлесе макăрса ячĕ.
Вăл çапла сарăмсăр вилнине çынсем ăраскал, шăпа, турă çырни терĕç. Анчах çав ăраскал тени чăнах та уйчӳк ирттермелли тискер йăла-йĕркесемпе çыхăннă-ши вара? Тата мĕнле хытă чун, кам валли, мĕн вăхăтлăха туса хатĕрленĕ-ши вĕсене?
9. Атăл леш енче
Альпие пытарнă хыççăн темиçе кунран Тукай ялĕнче икĕ çынна куçран çухатрĕç — Сахвине карчăкпа Ятламас таçта кайса кĕчĕç. Килĕсенче темле тустарсан та тупаймарĕç вĕсене. Ял çине сăмах тухрĕ: Ятламас тӳсеймесĕр Сахвине карчăка çапса пăрахса хăй те çакăнса вилнĕ пуль терĕç. Анчах нихăшĕн виллине те тупайманни çынсене тарăн шухăша ячĕ. Çитменнине, Урасмет алманчă пырса хăратса кайрĕ ял халăхне, ăçта çухалнине пĕлместĕр пулсан вĕсемшĕн эсир кăлтăк укçи тӳлетĕр тесе асăрхаттарса хăварчĕ.
Вăл çулхине çынсем вăрманта сехĕрленсе çеç çӳрерĕç, вĕсене таçта кайсан та виле сиксе тухассăн туйăнчĕ. Анчах вăхăт иртрĕ, хĕл пулчĕ, ял халăхĕ учӳк вăхăтĕнче пулса иртнĕ хăрушă ĕçе пĕчĕккĕнех манса пычĕ. Халь ĕнтĕ ун çинчен каласа кăтартни чăн пулнă ĕç пек мар, халап пек çеç илтĕнчĕ.
Иштерек килĕнче Ятламас вилнине ĕненмерĕç. Сахвине карчăка тавăрма пултарнă вăл, тен, вĕлерсех те хунă пуль, хăй вара уншăн пӳкле вилĕмпе вилме пултарайман. Çавăн пек харсăр каччă хăйĕн çине алă çĕклет-и терĕç.
Вĕсен шучĕпе, ват хусах ним тума аптранипе хир енне Тукай патне тухса тарнă. Ахтупай пĕлетех ĕнтĕ ун шăпи мĕнле килсе тухнине, яла килсен пĕтĕмпех каласа парать ак. Çуркунне, çуна çулĕ пăсăлас умĕн, Ахтупайпа виçĕ тĕкĕрçĕ киле килсе кайрĕç, анчах вĕсем Ятламас пирки нимĕн те илтмен иккен.
— Çухалчĕ, — терĕ Пинеç инке. — Çын йĕп мар — тупăнать теççĕ, акă вăл тупăнмарĕ. Хамăр ял кӳллине путса вилмерĕ пулĕ те вăл?
— Ачасем шыранă тет. Тупайман.
— Апла пит аякка, тулая тарнă вăл.
— Унта тарма пултарнă.
Ахтупай Эрнепипе Иливана тата пĕчĕк Чечекпие хăйĕнпе пĕрле хир енне илсе кайрĕ. Килтисене каласа хăварчĕ: Ятламас киле таврăннă-таврăнман унталла çул тыттăр. Тимĕрçĕ лаççинче ĕç тупăнать ун валли, Тукай темле усал пулсан та ăна Хусана ăсатас çук.
Ятламас çак вăхăтра чăнах та тăван ялтан аякра пулчĕ. Вăл, аманса пĕтнĕскер, темиçе кун вĕри апат çименскер, Атăл леш енче, çармăс ялĕнче, пуян мăрса Мамич-Бердей кĕлетĕнче ĕнтĕркесе ларчĕ. Кирек мĕнле усал ĕç тунă пулсан е мăрса çыннисемпе тавлашнă пулсан юратчĕ, ним айăпсăр çакланчĕ Ятламас сивĕ кĕлете. Кунта килсе тухнăранпа мăрса тарçисем ăна ялан кĕсле калаттарчĕç. Тепĕр чухне, чун уçăлнă вăхăтра, ват хусах вĕсене юмах та ярса паратчĕ. Темиçе кун каялла вăл тарçăсене сăмах майăн хăйĕн çинчен, чылай ĕлĕкрех Василь-Новгородра пулни тата тĕкĕрçĕсен ушкăнĕпе Мускава кайса килни çинчен каласа кăтартрĕ. Ку калаçăва тахăшĕ вăрттăн итлесе тăнă курăнать, унтан ӳстерсе, хăйĕнчен темĕн те пĕр хушса мăрсана каласа кăтартнă. Мăрса Ятламаса чĕнтерчĕ те çур кун тĕрлĕ майлă пăркаларĕ. Кам вăл, кунта мĕн сăлтавпа тарса килнĕ, вырăссем патĕнче миçе хутчен тата мĕнле ĕçпе пулнă? Малтан килсе кĕрсен нимĕн те шарламанччĕ ун çинчен, хăранăччĕ, халĕ вара унăн мăрсана пĕтĕмпех каласа пама тиврĕ.
— Эсĕ, талпас этем, каллех юмах яратăн-и е чăннине калатăн-и мана? — терĕ Мамич-Бердей.
— Чăннине, мăрса.
— Хăш ялне ма каламастăн эппин? Хăш мăрса патĕнчен тарнине ма пытаратăн?
— Ăна та тĕрĕссипе каларăм. Тукай мăрса çынни эпĕ, курсан хăйĕнчен ыйтма пултаратăн. Ак хĕвел пур, уйăх пур.
— Тукай çыннине вĕлертĕн пулĕ-ха? Е ун лашине вăрларăн пулĕ. Ахаль тухса тарман эсĕ ялтан. Çапла-и?
— Мĕншĕн тухса тарнине эп сана каларăм, мăрса.
— Юрĕ, ыйтса пĕлĕп. Асту, сую тухсан кутăн çакатăп вара.
— Хĕвел пур, уйăх пур, — хăйĕннех печĕ Ятламас. — Суйсан аçа çаптăр мана.
— Çапах та вырăссем патĕнче мĕн туса çӳренĕ эсĕ? Хĕр шыранă-и? Кĕтӳ кĕтрĕн-и? Ыйткаласа çӳрерĕн-и унта?
— Каларăм-çке, хам ирĕкпе кайман эпĕ. Тукай мăрса вăрçа илсе кайрĕ. Курсан хăйĕнчен ыйт, мăрса.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...