Сĕве Атăла юхса кĕрет. Иккĕмĕш кĕнеке :: Иккӗмӗш пайӗ. Сӑхманлӑ ҫар
Петр Серебряный воевода хăйне çитнĕ-çитмен çакнашкал ĕç хушнине ĕненесшĕн те пулмарĕ.
— Ку ĕçе мана ан хушăр тесен эп ухмах пулнă пулăттăм, каятăп, çур çĕр тĕлĕнчех тухса каятăп! — яланхи пекех шавлăн калаçрĕ князь. — Хаваслансах килĕшетĕп, Михайло Иванович. Сююнбикене илме каймасан вара... Кампа тетĕн, Иван Семеновичпа пĕрле тетне? Ку та пите лайăх маншăн. Черемисиновпа ĕç тума пулать унпа.
Воевода патĕнчен тухсан вăл тӳрех Черемисинова шыраса тупрĕ, чупса пырса ăна ыталаса илчĕ.
— Чи малтан хăвна саламлама ирĕк пар, Иван Семенович! — терĕ вăл хыттăн. — Аслă князь сана стрелецки голова ятне панă тет, çапла-и?
— Панăччĕ, — терĕ тӳлеккĕн Черемисинов. — Виç уйăх каялла тивĕçлĕ пулнăччĕ эпĕ çав ята.
— Саламлатăп сана çав ятпа. Унтан çав ята илнĕ тесе çапла хушатăп: халех, пĕр тăхтаса тăмасăр, Хусана кай та тутарсен шĕкĕр хулине пĕр çапăçусăр ил. Утямăш ханпа ун амăшне — Сююнбике ханума кунта илсе кил. Ăнлантăн-и эп мĕн хушнине, стрелецки голова?
— Ăнлантăм та-ха, — кулса тавăрчĕ Черемисинов, — пĕччен илейĕп-ши эп Хусан хулине? Мана пĕр воевода кирлĕ пулмасть-ши? Санпа пĕрле пулсан илетпĕр пуль вăл хулана...
— Эппин, пĕрле кайăпăр, Иван Семенович.
— Хĕр вăрланă пек вăрласа килетпĕр-и Сююнбикене?
— Вăрласа мар, ыррăнах илсе килетпĕр, Петр Семенович! Санпа эп таçта кайма та хатĕр.
Хусана вĕсем тул çутăлнă-çутăлман тухса кайрĕç. Кăнтарла умĕн, хĕртсе хĕвел пăхнă вăхăтра, отряд Казанка хĕррине çитсе чарăнчĕ.
Вĕсене хирĕç кремльтен княçсемпе улансем тухрĕç, майĕпен утса, чыслăп, мăнаçлăн вырăссем патне çывхарчĕç.
— Хусан патшин амăшĕ, Сафа-Гирей арăмĕ пулнă Сююнбике аслă князь çыннисене йышăнма хатĕр-и? — ыйтрĕ воевода вырăссемпе тутарсем пĕр-пĕрне саламланă хыççăн.
— Утямăш хан амăшĕ, регентша Сююнбике, сире йышăнма хатĕр, — пуç тайса хуравларĕ Бибар Растов князь. — Вăл хай пӳлĕмĕнче сире кĕтет.
Тутарсемпе вырăссен ушкăнĕ васкамасăр сăрталла, кремль хапхи патнелле утрĕ. Ушкăн пĕр чĕнмесĕр хапхаран кĕчĕ. Пĕр чĕнмесĕр картиш тăрăх кайрĕ. Хан керменне пырса çитсен тутарсем алăк ик енпе тăрса вырăссене малалла иртме çул пачĕç.
Вырăссем кĕнĕ самантра Сююнбике пысăк палатăн малти пӳлĕмĕнче — светлицăра ларатчĕ.
— Хусан ханăн амăшĕ, хисеплĕ Сююнбике! — терĕ Петр Серебряный князь унран темиçе утăмра чарăнса тăрса. — Эсĕ тек ирĕкре мар. Çак самантран пуçласа эсĕ пирĕн турă аллинче, вырăс патшин, Мускав самодержецĕн аллинче шутланатăн.
Сююнбике, урам енчи чӳречерен пăхнă пек туса лараканскер, ун еннелле çаврăнчĕ, хăйĕнпе юнашар тăракан хĕрарăм тарçа алли çине ӳксе макăрса ячĕ. Хан амăшĕ патне тата темиçе хĕрарăм чупса пычĕç, вĕсем те ĕсĕклесе йĕме тапратрĕç. Çав хĕрарăмсенчен пĕри Серебряный князь умне чĕркуçленчĕ, юри хытă ĕсĕклесе тархаслама пикенчĕ:
— Вырăс княçĕ, ырă çын пулсам, — терĕ вăл, — пирĕн ханшăна халех илсе ан кай. Сывă мар вăл халь, питĕ чирлĕ. Мана ĕненмесен ак çак хĕрарăмсенчен ыйт. Аллах пур, ак хĕвел пур, пĕр суймасăр калатăп эп сана, вырăс княçĕ...
Черемисиновпа тата хăйсене кунта ăсатнă воеводăсемпе малтанах калаçса татăлман пулсан, паллах, княçшăн ку кĕтмен япала пулнă пулĕччĕ. Анчах вырăссем Сĕве хулинчен тухиччен пурне те шута илнĕ çав: тутарсем хирĕç тăрсан мĕн тумалла, Сююнбике кутăнлашсан е чирлĕ пулсан мĕн каламалла, ăна темиçе кунтан тин парса яратпăр тесен мĕн тавăрса каламалла.
Серебряный князь светлицăран каялла тухрĕ, тутар княçĕсенчен ханпа ун амăшĕн сывлăхĕ пирки ыйтрĕ.
— Сююнбике ытла сывах мар пек, — терĕ Али Мирген.
— Ăна пире ма маларах каламарăр? Вăл чирлине пытарса ма пирĕн питсене хĕретесшĕн пултăр? — хăтăрса тăкрĕ князь.
— Каçар, князь, — терĕ Бибар Растов. — Чăнах, ун пирки сире светлицăна кĕриччен каламаллаччĕ.
Серебряный вĕсене хăйĕн Шигалей ханпа канашласа пăхмалла пулни çинчен пĕлтерчĕ.
— Эпĕ нумай тăмастăп, килетĕп, — терĕ вăл.
Чăнах, Шигалей хăйĕн çыннисемпе хула тулашĕнче инçе мар кĕтсе тăнă курăнать, князь стрелецсен пысăк мар ушкăнĕпе часах кремле таврăнчĕ.
— Эпир çапла калаçса татăлтăмăр, — терĕ вăл хăйĕн кăмăлĕ улшăннине палăртмасăр, — Сююнбике кремльти пӳлĕмсенче тата вунă кун пурăнма пултарать. Анчах унăп палатăсенчен ниçта та тухмалла мар. Ун патĕнче ялан хурал пулмалла. Ăна хăйне хăй вĕлерме памалла мар. Эсир, пире кĕтсе илнĕ улансемпе княçсем, ходжасемпе шейхсем, ун кун-çулĕшĕн яваплă пулатăр. Ыйтса пĕлмелли пулсан халех ыйтса пĕлĕр, эп сире ăнлантарса пама хатĕр, — мăнаçлăн вĕçлерĕ вăл хăйĕн сăмахне.
— Пĕтĕмпех ăнланмалла, князь. Йăлтах эс каланă пек пулать, — хуравларĕ пуриншĕн те Али Мирген.
Вăл хушнипе княçсемпе улансем, ходжасемпе шейхсем воеводăна Казанка хĕррине çитиччен ăсатса ячĕç.
Ытла тимсĕлсе кĕтнĕрен-тĕр, Новоград Свияжскинчи воеводăсемшĕн çак вунă кун питĕ вăрах иртнĕн туйăнчĕ. Воротынский çуртĕнче ханшăпа ун ачи валли темиçе çутă пӳлĕм хатĕрленĕ ĕнтĕ, вĕсене лартса каймалли çатан урапасене те тикĕт сĕрсе хунă, ханпа ун амăшне илме каймалли кун çитмест те çитмест.
Аслă князь хушнипе Мускавран Дмитрий Палецкий княçпа Алексей Адашев окольничий килчĕç. Вĕсене аслă князь Шигалее Хусана леçме, ăна престола лартма янă иккен.
Княçпа окольничий киличчен кăна-ха Шигалей çунатланса çеç çӳретчĕ, кирлĕ-кирлĕ мар çĕрте шӳт тăватчĕ, пуринпе те кăмăллăн калаçатчĕ. Палецкипе Адашев патне кĕрсе тухрĕ те сасартăк пуçне пĕкрĕ. «Йăнăшпа патша тусĕ пулса тăнă этем, — вăрçрĕ вăл Алексей Адашева. — Ĕнер, малтанхи хут тĕл пулсан, ыталам пекки тăвать тата. Хăйма чӳлмекĕ курнă кушак евĕр çаврăнкаласа çӳрерĕ ман йĕри-тавра. Çав вăхăтра хĕвре мана çапмалли чул пулнă унăн. Мускавра кутне хĕссе ларас чухне маттурланса кунта килет, йĕксĕк этем...»
Каç кӳлĕм ăна Адашев хăй патне тепре чĕнтерсен Шигалей пушах пулин те темĕнччен каймасăр ларчĕ. Тулаштăр-ха, тулаштăр патша окольничийĕ терĕ вăл, каланă-каламан чупса пырать тесе ан шутлатăр. Эпир ун пек думнăй дворянсене нумай курнă. Ӳлĕмрен Хусан ханĕ валли çавăн пек условисем илсе килме пĕлтĕр вăл.
Окольничийпе калаçнă хушăра та пулас хан хăйне тӳрккессĕн тытрĕ, Адашев сăмахĕсене апла та, капла та тиркеме пăхрĕ.
— Юратмастăн эс мана, окольничий, темшĕн кураймастăн, — терĕ вăл. — Çавăнпа эп Хусана килнĕ чух ялан мĕн те пулин усал япала шутласа кăларатăн. Шигалее тепре тарăхтарам-ха, ĕмĕр асăнса пурăнтăр терĕн пуль.
— Ну, ну, тата мĕншĕн вăрçас килет-ха, Шигалей хан? — çилленмесĕр ыйтрĕ Адашев.
— Вăрçмастăп, анчах пытарса тăрас кăмăлăм та çук. Темшĕн юп курмастăн эсĕ мана. Мĕншĕн çилленсе пурăнатăн-ши мĕскĕн Шигалее? Кама усал тунă вăл Мускавра? Кам аллинчи çăкăр чĕллине туртса илнĕ? Ку условисемпе эс мана вĕлеретĕн. Вăй пĕтсе кайрĕ пĕтĕм...
— Эп сана хам сăмаха каламастăп, Шигалей Шейх Аулиярович, аслă князь сăмахĕсене калатăп, — ытла тапăннăран айăпа кăшт та пулин хăй çинчен сирме хăтланчĕ патша казначейĕ.
— Аслă княçа малтан кам вĕрентнĕ? Кала-ха, вăл кам сĕннипе çапла тума хушать? — терĕ Шигалей.
— Турра шĕкĕр, аслă князь ĕнтĕ çирĕмрен иртнĕ, ăна çын вĕрентни кирлĕ мар. Вăл санпа иксĕмĕре хăй вĕрентме пултарать.
— Эп сисетĕп, хăш-пĕрисем ăна вĕренткелеççĕ-ха. Ак çапла ту, ак çак çынна ларт, ак çак çынна ĕçрен кăлар тесе кăна тăраççĕ. Патша итлет, мĕншĕн тесен ăна вĕрентекеннисем çав тери ăслă.
— Аслă князь пирки çавăн пек калани вырăнлă-ши, Шигалей Шейх Аулиярович? Ку вăл чĕлхе чаракне çухатни мар-ши? — хăратасшăн пулчĕ Адашев.
— Эп аслă князь çинчен мар, ăна вĕрентекенсем çинчен сăмахлатăп, — терĕ Шигалей.
— Çапла-ши вара?
— Çапла, çапла, окольничий.
— Кун пек кăмăлпа Хусана тухса кайма кансĕр пулать сана, хазрат Шигалей, — терĕ окольничий вăл чăркăшнине тӳсĕмлĕн итлесе лараканскер.
— Эп унта кайма шутламастăп та! — касса татрĕ Шигалей.
— Чăнах те?
— Чăнах пулмасăр!
— Каймастăнах апла?
— Каймастăп.
— Эппин, Мускава çитсен аслă княçа çапла калас-и? Шигалей Шейх Аулиярович Хусан престолне йышăнма килĕшмест тес-и?
— Калама пултаратăн.
— Сана халиччен пĕлмен çын пулсан эп, Шигалей хан, ку сăмахсемшĕн çилленмеллипех çилленсе лартмалла. Ку çеç те мар, вĕсем çинчен тӳрех аслă княçа пĕлтермелле. Анчах хĕрпе калаçнă чухне каччă пек пулмалла теççĕ-и? Юрĕ ĕнтĕ, сăмахпа çапла перкелешни хамăр хушшăмăрта пултăр. Тепĕр енчен, эп хам та сисетĕп: эс хальхинче сăлтавсăрах кутăнлашмастăн. Чăнах, йывăр пулать сана Хусанта, Шигалей Шейх Аулиярович. Ту енчи çĕр-шывшăн вăйлă тапăнаççĕ ĕнтĕ Хусан княçĕсем.
Шигалей кӳçĕсем çуталса кайрĕç. Пулас хан окольничий çине ăшшăн, ăна савса пăхса илчĕ.
— Çапах та эс ăслă çын, Алексей Федорович, — терĕ вăл. — Ман чун мĕншĕн вĕчĕрхенсе тăнине çийĕнчех ăнлантăн. Ту енчи çĕр-шывшăн мана вăйлă тапăнаççĕ тетĕн. Тĕрĕс каларăн, анчах çителĕксĕр каларăн. Тапăнаççĕ çеç мар, çисе яраççĕ, Алексей Федорович. Пăлт чăмлак туса хураççĕ. Ту енне туртса илсе Хусанта хан пулма лартни вăл манран мăшкăллани пулать. Кур-ха, мĕн теççĕ, Алексей Федорович: — Атăл леш енĕ санăн, ку енĕ санăн мар. Леш енче хуçа эсĕ, ку енче хуçа мар. — Шигалей калаçнă май окольничий çумнерех куçса ларчĕ, йăпăлтатакан сасăпа çапла ыйтрĕ: — Çапах та кала-ха, Алексей Федорович, кам сĕннипе савăн пек услови туса пачĕ мана Иван Васильевич? Эп сăмаха тытма пĕлетĕп, ан хăра, никама та калас çук вăл япалана...
Адашев ăна кулса çеç тавăрчĕ:
— Тупата туршăн пĕлместĕп. Ман шутпа, аслă князь хăех çапла шутласа хунă. Тем тесен те, эпĕ ку условие чи малтан аслă княçран илтрĕм.
— Тыткăнрисене хăтармалла тени кам сĕннипе пулчĕ? Ăна та патша хăех шутласа кăларчĕ-и? Эх, çав сăмаха калакана эп пĕррех питрен çутăлтарса ярăттăм...
— Хăех пуль тетĕп. Тыткăнрисене хăтарасси пирки вăл ĕлĕк те час-часах калаçатчĕ.
— Чее эсĕ, окольничий! — кулчĕ Шигалей. — Пĕтĕмпех аслă князь çине яратăн. Эсир ĕнтĕ Сильвестрпа иксĕр хăлхасене тăратса итлесе кăна ларатăр пулать. Çапла-и?
— Пирĕн ĕç çавăн пек — терĕ Адашев. — Патша хушать, эпир тăватпăр. Çакăнта Сĕвене сикме хуштăр, сикес пулать. Эпир пурте аслă князь аллинчи çынсем, Шигалей Шейх Аулиярович.
— Çапла пуль, çапла пуль, — ăна тек тĕпчеме те аптрарĕ Шигалей. — Эсĕ те шыва сикме хатĕр пулсан манăн ĕнтĕ калаçса тăмалли те çук, тухмалла та каймалла Хусана. Пырса кĕмелле те тӳрех княçсемпе, мăрсасемпе çапăçма пуçламалла.
— Каймалла, Шигалей хан, каймалла. Тен, княçсемпе те çапăçма тивет пуль. Анчах тыткăнрисене ирĕке кăларасси ма йывăр услови шутланать-ха саншăн?
— Эпĕ çаван пек каларăм-и, Алексей Федорович? — чееленчĕ Шигалей.
— Каларăн.
— Çавăн пек сăмах тухрĕ-ши? Ай час илтсе юлать сан хăлху ун пек япалана! Чее эсĕ, Алексей Федорович, чее. Ну, илтсе юлтăн пулсан тĕрĕссине калам. Çав тори йывăр ĕç вăл, тыткăнрисене ирĕке кăларасси. Мана мĕн пур княçсемпе, мăрсасемпе, шейхсемпе. мулласемпе вăрçтарса яраканни çавă пулать те. Хăвах шутла. Алексей Федорович, Ту енчи çĕр-шыв вăл Мускав аллинче юлсассăн та пусма çине тухса тăрсан тӳрех курăнмасть-ха. Кил картинчи чура е тарçă тӳрех куçа курăнать. Халь княçсем патне, мăрсасем патне кайса пăх-ха, кашни килте чура ĕçлет. Манăн вĕсене туртса илсе вырăссене памалла. Вара мана çав чура хуçи — князь е мăрса — мĕн калатăр? Шигалей лайăх пирĕн, эп ăна чунтан юрататăп темелле-и унăн?
— Эс тĕрĕс те калатăн пулĕ, Шигалей хан, — терĕ окольничий унпа тек вăрçма шутламасăр. — Анчах мĕн тăвас тетĕн, аслă князь ирĕкĕ çапла-çке — тыткăна илнисене ирĕке кăлармаллах пирĕн, ку вăл чи малтан тумалли ĕç. Саншăн ăна тума йывăр пулать, паллах. Эп ăнланатăп...
— Эс йăлтах ăнланатăн, Алексей Федорович. Килĕшетĕн те манпа. Ху çавах мана çавнашкал условисемпе Хусана леçсе хăварасшăн. Ай-ай, лайăх мар хăтланатăн, окольничий!
— Мĕн тăвас-ха манăн, Шигалей Шейх Аулиярович? Эпир питĕ пĕчĕк çынсем-çке...
Шигалей, пĕрре тăрса кайнăскер, каллех ун çумне пырса ларчĕ.
— Суятăн, Алексей Федорович, эс пĕчĕк çын мар, — терĕ вăл. — Эс — Иван Васильевичăн сылтăм алли. Вăл сана мĕнле итленине эпир пурте пĕлетпĕр. Эп халь сан вырăнта пулсан ак мĕн тунă пулăттăм: Мускава çитĕттĕм те аслă княçран ман валли çырса хатĕрленĕ условисене улăштарма ыйтăттăм. Хусан ханлăхĕ Ту енчи çĕр-шывсăр тытăнса тăма пултараймасть, ку вăл такамшăн та паллă. Ту енчи çĕр-шывсăр тăрса юлсан Хусан ханлăхĕ вара чăлах çынпа пĕрех пулать. Эс мана чăлах çын туса хурасшăн-и, окольничий?
— Чăлах çын тăвасшăн мар та-ха, — терĕ Адашев, — анчах эс ыйтнине пурнăçлама та май çук. Сана престол памалли условисене улăштарасси çинчен халь сăмах та пулма пултараймасть. Çав условисемпех каймалла пулать Хусана. Лару-тăру пĕтĕмпех пирĕн майлă халь унта. Хусана пĕр çапăçусăр, юн тăкмасăр пырса кĕретпĕр, мĕнле савăнмалла мар çавăншăн?
— Пĕрре савăнатăп, тепре хурланатăп, Алексей Федорович, — терĕ Шигалей. — Эппин, мана кăшт йăпатса яр Хусана, условисем вĕсем пурăна киле улшăнма пултараççĕ те. Ма çавна каламастăн, окольничий?
— Мĕн тума улталас сана? Ун пек йăпатма эс пĕчĕк ача-и? Шĕкĕр турра, виççĕмĕш хут патшана ларатăн. Унти княçсене пĕлсе çитнĕ ĕнтĕ эс, кампа туслă пулмаллине, кампа асăрханса калаçмаллине лайăх чухлатăн. Куçран пăхсах пĕлетĕн, ак ку ман тус, ак ку ман тăшман тетĕн. Крымран килнĕ княçсем пит сахалланса юлнă халь Хусанта, вĕсене тыткалама ун пекех йывăр пулас çук. Тепре авлантарса яратпăр та, ши! шăхăрса çеç пурăнатăн хăвăн шĕкĕр хулунта.
— Эппин, ман Хусана тухса кайма хатĕрленмелле-и, Алексей Федорович? — тек кĕлешсе тăма шутламаннине систерсе ыйтрĕ Шигалей.
— Татах хан пулма хатĕрленмелле, Шигалей Шейх Аулиярович, хальхинче тĕплĕнрех хатĕрленмелле, — куларах тавăрчĕ окольничий. — Мĕскер, Новоград Свияжскине пĕç тăратса выртма килнĕ-и? Пире кунта канма яман, Шигалей хан. Куратăн, эсир тунă хула Хусана çĕнтерчĕ. Эппин, хăвăнтан ялан вĕçерĕнсе таракан кăсăяна тытрăн эсĕ. Вăл халь сан аллунта. Куннинче ĕмĕрлĕхех сан аллунта. Ыран ман çынсем хан керменне Сафа-Гирейпе Сююнбике шăрши-маршинчен тасатма каяççĕ. Тен, сан çыннусене, касимовецсене ярсан та кансĕрлемест унта?
— Кансĕрлемест, кансĕрлемест, — терĕ Шигалей. — Пĕрлех кайччăр вĕсем Хусана, кермене ман валли пĕрле хатĕрлеччĕр...
Сююнбикене илме иккĕмĕш хутĕнче те Петр Серебряный княçпа Иван Черемисинов стрелецки голована ячĕç. Малтанхи пекех, Черемисинов отрячĕ ханпа унăн амăшне Казанка шывĕ хĕрринче кĕтсе тăчĕ. Петр Серебряный князь иккĕмĕш хутĕнче кремле каймарĕ, ытти думнăй çынсемпе пĕрле стрелецсемпе пищальниксен ушкăнĕнчех юлчĕ.
Регентшăна кĕтнĕ май стрелецсем юрă пуçларĕç, воевода вĕсене кăшт чуна уçса илме чарма шутламарĕ. Анчах Казанка вăрринче патша киммисем курăнса кайсан князь аллине сулчĕ.
— Пăртак савăнтăр, çитет. Ханпа ун амăшне кĕрлесе те шавласа мар, чыслăн, йĕркеллĕн кĕтсе илмелле.
Стрелецсемпе пищальниксем ретĕн-ретĕн çыран ик енне вырнаçса тухреç, хĕç-пăшалĕсене хăйсен çумне тытса парадри пек хатĕрленсе тăчĕç.
Воевода патне çывхарас умĕн патша кимми çинчи кĕсменпе ишексем ĕçлеме пăрахрĕç те, пысăк кимĕ хăйăрла çырана сулăм вăйĕпе çеç пырса тăрăнчĕ. Кимĕ сăмси çинчен воевода патне юри сарнă пусмапа вăл янă вырăссем тата Бибар Растов княçпа Али Мирген ходжа анчĕç. Бибар Растов князь воеводăна, «пĕтĕм Хусан çĕрĕн» пухăвĕ йышăннă тăрăх, Хусан ханĕпе ун амăшне вырăссен аллине пама илсе килни çинчен пĕлтерчĕ.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...