Сĕве Атăла юхса кĕрет. Иккĕмĕш кĕнеке :: Иккӗмӗш пайӗ. Сӑхманлӑ ҫар
— Утямăш ханпа Сююнбике регентшăсăр пуçне эпир сире Мускава ăсатма Крым княçĕсемпе вĕсен арăмĕсене, Кучак уланăн икĕ ывăлне, Ак-Муххамед уланăн ывăлне тата вĕсен тарçисене паратпăр. Çак çынсене ăсатма пиртен Костров княçпа Али Мирген ходжа каяççĕ. Тархасшăн, йышăнăр. Асăннă çынсемпе вĕсен тарçисем пурте çак кимĕ çинче лараççĕ, — терĕ Бибар Растов кимĕ çинчи таçта уява кайма хатĕрленнĕ пек капăр тумланнă çынсем çинелле кăтартса.
— Йышăнăпăр, йышăнăпăр, — терĕ Серебряный хăй уйăрса янă çынсем çине савăнăçлăн пăхса. — Эсир никама та манса хăвармарăр пуль унта, стрелецки пуçлăхсем?
— Растов князь каланă çынсене пурне те илсе килтĕмĕр, воевода! — хаваслăн тавăрчĕ кремле кайса килнĕ çар пуçĕсенчен пĕри.
— Апла пулсан кайрăмăр. Руль хуçи, Новоград Свияжскинелле çул тыт!
Çапла каласа воевода пусма тăрăх патша кимми çине утса хăпарчĕ, ун хыççăн вырăссемпе пĕрле Сĕве вăрринчи хулана пыракан тутар княçĕсем, стрелецсен пуçлăхĕсемпе думнăй çынсем ларчĕç.
Кимĕ тапранса каймаллаччĕ ĕнтĕ, кĕсменсемпе ĕçлекенсем ишме тытăнас тесе кĕсменĕсене шывалла усăнтарнăччĕ, çав вăхăтра хĕрарăмсен ушкăнĕнче пĕри чуна кайса тивмелле хыттăн çухăрса ячĕ:
— Аман! Бисмиллах! Чăнах та илсе каяççĕ-и пире? Çавăн пек шăпа тухрĕ-ши вара маншăн?
Ку вăл Сююнбике сасси пулчĕ. Улăха хăйне ăсатма халăх йышлăн пуçтарăннине курса хан амăшĕ ура çине тăчĕ те, халь-халь вĕçсе каяс пек, ик аллипе те хăлаçланма тапратрĕ. Тахăшĕ ăна хăйĕн пуçĕнчен сӳсе илсе шур явлăк тыттарчĕ, Сююнбике çил çине тытса çав явлăка вĕçтерме пикенчĕ.
Кимĕ çинчи хĕрарăмсем пурте çари! те çари! çухăрса ĕсĕклесе йĕчĕç.
Воевода руль тытаканпа кĕсменпе ĕçлекенсене паллă пачĕ — ишме тăхтамалла, ханшăпа ытти çынсене Хусанпа сыв пуллашма вăхăт памалла.
Юлашкинчен Сююнбике явлăка çӳлте тытса ывăнчĕ пулмалла, тăраниччен макăрма хĕрарăм тарçăсен чĕрçийĕ çине тĕшĕрĕлчĕ. Ханша аллинчен вĕçерĕннĕ явлăк çилпе айккинелле вĕçсе кайрĕ, унтан, аманнă акăш пек, шыва ӳкрĕ, хумсем хушшинче вылянкаласа куçран çухалчĕ.
13. Хусан княçĕсем
Новоград Свияжскине тепре кайсан Черемисинов чăтаймарĕ, самантлăха та пулин Петр Семеиович Серебряный патне кĕрсе тухрĕ. Воевода палатинче унпа пĕрле нумай пулмасть Сююнбикене Мускава леçсе килнĕ Палецкий князь ларатчĕ.
Хусанти ĕçсене начар мар пĕлсе тăраççĕ пулин те княçсем унта Шигалее сыхласа пурăнакан стрелецки голована таçтан аякран, ют çĕр-шывран таврăннă çынна йышăннă пекех йышăнчĕç.
— Ну, мĕнле унта, тутарсен шĕкĕр хулинче? Халĕ те сиксех вĕрет-и вăл хуран? Вучахне сӳнтерме пымалла мар-и пирĕн? — ыйту çине ыйту пачĕç вĕсем.
— Халлĕхе аванах пурăнатпăр пек-ха. Вучахĕ те чиперех çунать, хуранĕ те йĕркеллех вĕрет, — терĕ Черемисинов.
— Эпир пĕлнĕ тăрăх, кăпăк нумай тăкăнать тет унта. Тĕрĕс-и вăл?
— Пулкалать. Кăпăкне Шигалей пысăк кашăкпах илсе тăрать. Вăл енчен çав тери пултарать пирĕн хан.
— Кашăкпа мар пуль, çăпалапа илет пуль вăл кăпăка? — çав-çавах шахвăртса калаçрĕ Серебряный князь. — Ун пек эсир хуранта пăттине те хăвармастăр ак.
— Тата кăшт вĕретсе пăхар-ха, куç курать унта, — хуравларĕ Черемисинов.
Мускав хыпарĕсене пĕлтернĕ хушăра княçсем систерсе хучĕç: аслă князь Шигалей хан Хусанта хăйне мĕнле тыткаланипе питех те кăмăлсăр. Иртĕхсе кайнă хана кăшт тăн пама вăл Алексей Адашева е Посольски приказ пуçлăхне Иван Висковатăя яма шутлать.
— Хĕл кунĕнчех килĕ-ши вара Адашев? — пĕлесшĕн пулчĕ стрелецки голова.
— Хĕлле хыçлă çунапа килме çуллахинчен лайăхрах, Иван Семенович, — терĕ Палецкий. — Çул тăршшĕпе, кăмака çинчи кушак пек, тĕлĕрсе кăна пыр.
— Çапах шăнтас килмест-çке манăн патша казначейне.
— Шигалей ăшăтать унта.
— Хан ăна хулана та кĕртмест ак, курса тăрăр. Вăл пĕр пытармасăрах калать, Хусана воеводăсенчен пĕрне те кĕртместĕп, ан та килччĕр тет.
— Адашев воевода мар, — ун сăмахне тӳрлетесшĕн пулчĕ Серебряный. — Вăл служилăй çын кăна.
— Çапах вăл «Суйласа илнĕ рада» çынни. Кунта аслă князь ячĕпе килет, — терĕ стрелецки голова.
— Килтĕрех, — чăркăшма пăрахмарĕ Серебряный. — Саркаланса çӳретĕр эпир тунă хулара. Пирĕн хамăрăн ăс çитмест кунта, вĕрентĕр пăртак воеводăсене. Тепĕр тесен, Шигалее хăратса илмесен те май çук пулĕ хальхи вăхăтра, — сассине çемçетрĕ вăл. — Ытла никама та итлеми пулчĕ. Воеводăсен сăмахĕ те нимĕн те мар уншăн. Хăйне вырăссем хан туса хучĕç те, халь вăл пирĕнпе калаçасшăн та мар.
— Шигалее çавă пĕтерет те, — сăмах хушрĕ Палецкий князь. — Вăл Хусан ханлăхне вырăссемсĕр тытса тăрасшăн. Пирĕнсĕр хăйĕн ним тума та хевти çитмест. Пире те итлемест вăл, тутар княçĕсене те юраса пĕтереймест, çавăнпа та кашнинчех Хусантан хăваласа кăларса яраççĕ ăна.
— Санпа мĕнле вăл, Иван Семенович? Чиперех калаçать-и? — терĕ Серебряный князь.
— Чиперех калаçать. Çак ĕçе мĕнле тăвас тесе те ыйтать. Ĕçне вара пачах урăхла туса хурать.
— Усал та мар вăл, Шигалей, анчах кутăн.
— Пĕчĕк ача вăл, акă кам.
— Новоград Свияжские илсе килесчĕ ăна пĕрре. Лайăх кăна пĕçеркке парасчĕ.
— Адашев е Висковатăй тăн параççĕ ак.
Тата нумай ятларĕç княçсем мĕскĕн Шигалее. Хушăран хĕрхенсе те пăхрĕç: кам пĕлмест, йывăр ĕç вăл, Хусан ханĕ пуласси. Шигалей те пурнăç çăмăл пулнăрапах çапăçмасть-тĕр тутар княçĕсемпе.
— Хамăра лартсан та нумай тытăнса тăрас çук эпир вăл Хусанта, — терĕ Серебряный халь çеç пулса иртнĕ калаçăва шӳтленĕ пек çеç кăтартма тăрăшса.
— Çисе яраççĕ, — килĕшрĕ унпа Палецкий. — Темиçе эрнеренех Булак путлăхне кайса ывăтаççĕ. Е, Шигалей пек, çĕр хута тухса тармалла пулать.
Чиперех пуплерĕç пулин те Черемисинов княçсем патĕнчен самаях кӳреннĕ туйăмпа тухрĕ. Алексей Адашева воевода мар, служилăй çын кăна тесе тĕртсе илни пĕрре те кăмăла каймарĕ ăна. Тепĕр служилăй çын умĕнче çапла калани вăл тем тесен те ăна хисеплеменни пулчĕ.
Унăн кăмăлĕ хăйне кĕтсе тăракан стрелецсене курсан çеç кăшт уçăлчĕ. Стрелецсем складсене çитсе çири тумтирĕсене улăштарса тăхăннă, çунасем çине хĕç-пăшалпа апат-çимĕç нумай тиенĕ. Çĕнĕ тумтирпе пурте çамрăкланса кайнă пек хăйсем. Çӳçсене кастарсан, пăртак сухалсене хыртарсан чăн-чăн каччăсемех пулса тăмалла çав.
Хусанта, кремльте, вырăс ратникĕсем йышлăн пурăнмаççĕ. Вĕсене Шигалей хăйне хураллама тата касимовецсене пулăшкалама çеç илсе кайнă. Новоград Свияжскине вĕсем сайра çӳреççĕ, килсен те кремльтен пĕчĕк ушкăнпа çеç тухаççĕ. Çапах та кунта вырăс хулипе килни вĕсемшĕн, ют çынсем хушшинче пурăнакансемшĕн, уяв пекех туйăнать пулмалла. Юлташĕсемпе килениччен калаçнă хыççăн Хусана хавассăн таврăнаççĕ вара.
Шĕкĕр хулара халь кавар çук пек. Анчах касимовецсем кашни кун посадран мĕнле те пулин мăрсана тытса килеççĕ. Хан нӳхрепĕнче ĕнтĕ темĕн чухлĕ князь тата мăрса ларать. Мĕншĕн хупать вĕсене хан, мĕншĕн çака-çака вĕлерет — вырăссем нумай чухне пĕлмесĕрех юлаççĕ.
Новоград Свияжскинчен пырса çитсен Черемисинова тӳрех Шигалей чĕнтерчĕ.
— Лайăх мар, лайăх мар, стрелецки голова, — ӳпкелешсе калаçрĕ вăл, — эс мана систермесĕрех воеводăсем патне çӳреме пуçларăн. Кун пек эпĕ хам элчĕ урлă аслă княçа та чуху пама пултаратăп. Черемисинов мана итлемест тетĕп.
— Эп Сĕве вăррине сана систермесĕр кайман! — тарăхса тавăрчĕ Черемисинов. — Виçĕ кун каяллах систерсе хунăччĕ, Новоград Свияжскине хĕç-пăшалпа тумтир илме каятăп тенĕччĕ.
— Каланăччĕ-и вара?
— Ытла час манатăн, Шигалей хан! Çынсене сăлтавсăр айăплатăн. Ху каларăн-çке, кун кайса кун кил терĕн. Эп çавăн пек турăм та.
— Юрĕ-çке, юрĕ, уншăнах вăрçма кирлĕ мар, — терĕ хан. — Манăн ĕçсем начарланчĕç-ха кунта, стрелецки голова. Хулара кавар пур пек туйăнать. Эп сана çавăншăн чĕннĕччĕ.
— Мĕнле кавар?
— Аслă карачи Нуралей Ширин пăтратать тет княçсене. Эпĕ ăна тытса хупасшăн, Иван Семенович. Мĕнле шутлатăн, юрать-и аслă карачие тытса хупма? Уншăн мана Иван Васильевич хăлхаран туртмĕ-ши?
— Тытса хупасси тем мар, — терĕ Черемисинов. — Малтан тĕрĕслес пулать. Кашни сăмахшăн тытса хупас пулсан эс ак час карачисемсĕр, пĕр мăрсасăр тарса юлатăн.
— Хупас пулать çав, мĕн хĕрхенсе тăмалла сутăнчак мăрсасене? Вĕсем пире хĕрхенеççĕ тетне?
— Нуралей Ширин сана хирĕç калаçакан марччĕ-çке?
— Халь хирĕç çаптарать. Çав ертсе пырать кавара, эпĕ пĕлетĕп. Паян тытса килме хушатăп ăна.
— Тупата туршăн, ан васка, Шигалей Шейх Аулиярович. Аслă карачи кавар тăвакан çын пек туйăнмасть мана. Пĕлнĕ-пĕлмен тытса хупсан эпир каллех княçсене тарăхтаратпăр. Эс çавна манса ан кай. Вăл ахаль çын мар-çке, сан советнику. Ширин çухалнине пурте çийĕнчех асăрхаççĕ.
— Асăрхаччăр çав. Хăраччăр манран, ку Ширина та хĕрхенсе тăман теччĕр.
Каç кӳлĕм Черемисинов çакна курчĕ: касимовецсем кремль картишне çитмĕл мăрсана тытса килчĕç. Шигалей хушнипе вĕсене пурне те хан нӳхрепне хупрĕç. Черемисинов сĕкĕнсех хан патне кĕрсе кайрĕ.
— Мĕн хăтланатăн эсĕ, Шигалей Шейх Аулиярович? — терĕ вăл чунтан эрленсе. — Сан шутупа, çавсем пурте каварçăсем-и вара?
— Каварçăсем! — пĕрре те иккĕленмен пек каларĕ хан. — Ыран пĕтĕмпех çакса вĕлерме хушатăп.
— Иртĕхетĕн, хазрет Шигалей! Аслă князь сана çакăн пек ашкăнма хан туман!
— Иртĕхместĕп. Ханлăха Гирейсем хăварнă йăх-яхсенчен тасататăп, çавă анчах. Илтрĕн-и, сан тусу Нуралей Ширин Мускава тухса кайнă тет. Ахаль пулсан ăна та çакса вĕлереттĕмччĕ.
— Кирек мĕн ту, Шигалей хан, эп кун çинчен, эс çапла пуçтахланни çинчен Новоград Свияжскинчи воеводăсене каласа паратăп. Халех унта тухса каймалла пулать манăн.
— Каях, каях, — йĕкĕлтерĕ Шигалей. — Эп сана тытса тăмастăп. Тен, пачах килместĕн пуль Хусана?
— Воеводăсем мĕнле хушаççĕ, çавăн пек тăватăп, — терĕ Черемисинов. — Асту, эпир киличчен мăрсасене ан вĕлер. Эп ыран ирхине ирех каялла çитетĕп.
Вăл хăйĕн вырăнне юлакан стрелецки голована та çавăн пек асăрхаттарчĕ: воеводăсем хăйсен сăмахне каличчен тытса хупнă мăрсасене пĕрне те вĕлерме ан пар терĕ. Вырăс элчипе те çавăн пек калаçса татăлчĕç: ку ĕçе Сĕве воеводисемсĕр татса памалла мар терĕç. Анчах Шигалей элчĕ сăмахне те, стрелецки голова сăмахне те хăлхана чикмерĕ, çитмĕл мăрсана, вăл шутра икĕ Растова, Катăша, Карамыш ывăлне кремль картишĕнчех çакса вĕлерчĕ.
Новоград Свияжскинче çĕрĕпе канашлу пычĕ. Воеводăсем Хусанти ĕçсем пирки апла та, капла та калаçса пăхрĕç, анчах ниепле те вĕçне-хĕрне тухаймарĕç. Пурте туяççĕ: кăткăс лару-тăру халь Хусанта, Шигалей княçсемпе çапăçса, вырăнсăр куштанланса пĕтĕм ĕçе пăтраштарса ячĕ, анчах аслă княçран хыпар илмесĕр ун ĕçне хутшăнма та хăрушă. Тĕрĕс мар тусан, патша хăй лартнă Шигалеех хӳтĕлеме тытăнсан вара мĕн тумалла? Ун чухне камăн явап тытмалла? Камăн палач пуртти айне пуçа хурас килтĕр!
Нумайăшсем хăйсене айăпласран хăраса патша хыпарçисем çитессе кĕтме сĕнчĕç. Черемисинов вĕсемпе ниçта кайса кĕме пĕлмесĕр тавлашрĕ.
— Тархасшăн вăхăта сая ан ярăр, — терĕ вăл. — Шигалей эпир ку таранччен тунă мĕн пур ырă ĕçе тĕп туса хума пултарать. Астăвăр, кайран йăлт çĕнĕрен пуçламалла пулать.
— Эс мĕн тума сĕнетĕн, стрелецки голова? — терĕ Семен Микулинский, нумай пулмасть çеç Новоград Свияжский хулин воеводи пулса тăнăскер.
— Эп пĕр япала çеç сĕнетĕп: Шигалее Хусанта хăйне кăна хăварма юрамасть. Алхасать-алхасать те тепĕр эрнерен шĕкĕр хуларан тухса тарать. Ĕçе ун патне çитермелле мар, иртĕхсе кайнă хана чармалла.
— Куна илтрĕмĕр-ха эпир, Шигалее чарас тесен мĕн тумалла? — тепĕр хут ыйтрĕ Микулинский.
— Эп пĕр май çеç куратăп, — хĕрсе кайнăскер, вĕриленсе калаçрĕ Черемисинов. — Хусана вырăс çарĕсен пĕр отрядне кĕртмелле. Халь унта стрелецсем ик çĕр çынна яхăн çеç. Ку сахал. Стрелецсемпе пищальниксене ытларах илсе каймалла. Çарсемпе пĕрле, паллах, воеводăсем те пулмалла. Анчах ку ĕçе вăйпа мар, Шигалейпе тата Хусан княçĕсемпе калаçса татăлса вĕсем ирĕк панă тăрăх тăвас пулать. Унсăрăн Хусанта мĕн пуçланса каяссине каламасăрах пĕлетĕр.
Черемисинов сăмахне пĕтерчĕ те ик аллипе те тенкелтен тĕренчĕ. Ăшра кулянса илчĕ: калас пеккине калаймарĕ пулас вăл, воеводăсене ним чухлĕ те ӳкĕте кĕртеймерĕ пулас. Хăй, эс те пулин пулăш тенĕ пек, Серебряный князь çине тимсĕлсе пăхрĕ. Лешĕ ăна асăрхарĕ курăнать, ларнă çĕртен хускалса илчĕ.
— Стрелецки голова тĕрĕс калать пек туйăнать мана, — терĕ вăл. — Паянхи лару-тăрура эпир Хусанта урăх нимĕн те тума пултараймастпăр. Шигалее пирĕн çарсене кĕртме сĕнмелле — çакăн пек ман шухăш.
— Эп те çапла шутлатăп, — терĕ Семен Микулинский. — Пирĕн сан сăмахна илтес килет, Михайло Иванович.
— Эп хирĕç мар, — терĕ Воротынский. — Урăх тĕрлĕ май пуррине курмастăп.
Черемисинов вара çар çыннинчен каллех элчĕ пулса тăчĕ. Ăна воеводăсен ячĕпе Шигалей ханпа тĕплĕн калаçса пăхма хушрĕç, — вăл тек ан кутăнлаштăр, Мускав представителĕсен сĕнĕвĕпе килĕштĕр, вĕсен сăмахне итлетĕр, Хусана, нумаях пулмасассăн та, вырăс çарĕсене кĕрттĕр.
Ирхине ирех, хăй каланă вăхăтра, стрелецки голова Хусана таврăнчĕ. Кремле кĕрсен вăл нимрен малтан нӳхрепре юлнă темиçе князь шăпине пĕлесшĕн пулчĕ. Вĕсене хан паян тул çутăлнă-çутăлман çакса вĕлернĕ иккен.
Черемисинов ăнланса пĕтереймерĕ-ха: Хусана виççĕмĕш хут килсен мĕн пулчĕ Шигалее? Халиччен ялан чееленме тăрăшаканскер, халь ма пит ăссăррăн хăтланать вăл? Мăрсасене вуншарăн вĕлерсе каварçăсене хăрататăп тет-ши е хăй Хусанта нумай тытăнса тăрас çуккине сиссе тăшманĕсене пуриншĕн те тавăрса юлас тесе шутлать-ши?
Çав кун тата Шигалей Черемисинова йăлт тĕлĕнтерсе пăрахрĕ: вăл паян çĕнĕрен çуралнă тейĕн, стрелецки голова умĕнче йăпăлтатса çеç тăрать.
— Çитет, мăрсасене тек вĕлерместĕп, — терĕ ăна хавассăн йышăннă хан, — тăшмансене йăлтах пĕтертĕм. Ыттисене ĕнтĕ пурне те хам майлă çавăратăп. Сан воеводусем ухмахла шухăш тытнă. Хусана вырăс çарĕсене кĕртме юрать-и? Вара мана тутар княçĕсем мĕн калаççĕ? Тӳрех гяур теççĕ. Малтан чееленсе ху кĕтĕн, унтан вырăссене кĕртсе ятăн теççĕ. Хулара чăн-чăн вăрçă пуçланать. Çук, вырăс çарне кĕртме юрамасть, Иван Семенович.
— Эс пĕр ушкăнне çеç кĕртетĕн, Шигалей Шейх Аулиярович, — ӳкĕтленĕ пек калаçрĕ Черемисинов. — Княçсене ун çинчен малтанах пĕлтерсе хуратăн. Ан хăра, вырăс çарĕ Хусана ярса илме шутламасть. Ăнланатăн пуль, çар отрядне хулара йĕрке тума илсе килетпĕр.
— Çук, çук, кĕртместĕп. Паян пĕр отряд кĕрсе каять, ыран тепĕр отряд. Виççĕмĕшĕнче вара сире касимовецсем кирлĕ мар пулаççĕ. Шигалей те ытлашши пулать ун чух.
— Тĕплĕрех шутласа пăх, Шигалей Шейх Аулиярович, — терĕ стрелецки голова. — Эп пăртак тăрсан тепре кĕрсе тухăп. Асту, сан шухăшна манăн паянах Сĕве хулинчи воеводăсене пĕлтермелле пулать.
Черемисинов воеводăсене ыррине нимех те пĕлтереймерĕ. Шигалей сăмахĕ татăклă пулчĕ: Хусана вырăс çарне илсе килме памастăп терĕ вăл.
Воеводăсем ку хыпара илтсен шухăша кайрĕç. Вĕсем сисмесĕр тăма пултараймарĕç: тутар ханĕ пулнă май Шигалейĕн çакăн пек калама сăлтав та çук мар, вырăссене хулана кĕртсе яма чăнах та йывăр ăна, çав вăхăтрах воеводăсен Хусан хулине алăран та вĕçертес килмерĕ, — ытла нумайччен тавлашса пурăнчĕ вăл мăн кăмăллă та вăйлă Руçпе, ытла нумай вăй хучĕç вырăссем ăна ĕмĕрлĕхех хăйсене парăнтарассишĕн. Мĕн тумалла ĕнтĕ халь? Хăйне престола лартнă çынсене те итлемен ханăн кăмăлне мĕнле çемçетмелле?
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...