Сĕве Атăла юхса кĕрет. Иккĕмĕш кĕнеке :: Виҫҫӗмӗш пайӗ. Хусан ишӗлчӗкӗсем
— Аçу мана пăхăнса тăракан икĕ яла туртса илсе кама пачĕ, анчăк çури? Сана марччĕ-и, Енибек? — ăна ярса тытас пек, сĕтел урлă кармашса ыйтрĕ Сарри. — Çав ялсен Сăр тăрăхĕнчи улăхĕсене кам çулса пурăнать?
— Ара, ăна аттене пама Сафа-Гирей хăй хушнă!
— Хушнă! Пĕлетпĕр эпир мĕнле хушнине. Пит лайăх пĕлетпĕр. Кай, ман санпа калаçас та килмест. Тепĕр тесен эп ăнланса çитерейместĕп-ха: мĕнле тивĕçпе килсе кĕчĕ Бурнаш ывăлĕ патша ĕçкине? — Кăна Сарри ыттисемшĕн каларĕ. — Кунта Хусана илессишĕн çапăçнă чаплă çынсем ĕçсе çиеççĕ. Хусаншăн хăрушă вăрçă пынă чухне эпир сана курмарăмăр, Енибек. Эс вăл вăхăтра ăçта пултăн? Малтан эс пирĕнпе пĕрлеччĕ, пирĕн хыççăн йăкăртатса çӳреттĕн. Кайран пăхатпăр та — пирĕн Енибек çук, таçта тарнă. Мĕн, ман çĕрсене туртса илес тесе Сăр тăрăхне кайса килтĕн-и?
— Ниçта та тарман. Мана Горбатый-Шуйский Нухай çулне сыхлама ячĕ, — чунтан вĕчĕрхенсе хуравларĕ Енибек.
— Темĕн-çке. Эпир ăна-кăна сисмерĕмĕр. Сана, тутар мăрсине, Нухай çулне сыхлама ярас çук-ха вырăссем. Кăна эп ĕненместĕп.
— Суять. Çапăçуран юри пăрăнса çӳренĕ вăл. Ак халь, вăрçă пĕтнĕ хыççăн, кунта килсе тухрĕ, — терĕ Акпарс та.
— Ун пекех мар пулĕ ĕнтĕ. Эсир Енибека çав тери ан тапăнăр-ха, — харкашăва йăвашлатасшăн пулчĕ Камай.
— Çавăн пекех. Ыранах ыйтса пĕлетпĕр воеводăран. Суятăн пулсан пуçна хамах касса тататăп, Енибек, — хаярланнăçемĕн хаярланчĕ Сарри. — Тасал эс кунтан, Бурнаш таврашĕ. Эп сан йĕрĕнчĕк сăну çине пăхса сим пыл ĕçме пултараймастăп.
— Эс ху йĕрĕнчĕк.
— Йĕксĕксем эсир пурте, Бурнаш ывăлĕсем. Тăхăр ывăл пулнă тет-и-ха сан аçун? Пурте сан пекех йĕксĕк-и вĕсем?
— Эс ху йĕксĕк.
— Намăссăр эсĕ, Енибек.
— Эс ху намăссăр, — ун сăмахĕсемпех тавăрса пычĕ Бурнаш ывăлĕ.
— Тасалмастăн-и? Апла пулсан эпир Акпарспа иксĕмĕр хамăр тăрса каятпăр. Ыран сан пирки калаçма иксĕмĕр те Горбатый-Шуйский патне каятпăр.
— Кайăр, — терĕ Енибек ура çине тăрса. — Анчах çакна та ан манăр: эс паян мана çапла кӳрентернине эпĕ виличчен те манмастăп. Акă алла çăкăр тытса калатăп: аллах пĕрре, ман сăмахăм та пĕрре. Сана çакăншăн тавăрмасан çĕр çинче те пурăнам мар. Эсĕ те усал сăмахсемпе чуна витертĕн, Акпарс. Сыхланăр, Ту енче вĕçекен çара çерçисем! Ĕçкĕ пĕтсен эп сана, Сарри, Хусан шывĕ хĕррине хĕçпе çапăçма чĕнетĕп. Хăраса ан тарнă пул вара. Çавăнта пыр.
Вăл Хусан шывĕ еннелле ал сулчĕ те сĕтел хушшинчен тухса кăшт уткаласа çӳрерĕ. Унтан тепĕр тутар мăрсине асăрхаса ун çумне каллех сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕ.
Ту енчи мăрсасен ĕçки-çики пăсăлчĕ. Çак Енибеке пула вĕсем патша сăмахне те илтеймесĕрех юлчĕç. Библи сăмахĕсемпе тем каларĕ патша, такама ылханчĕ, такама хăратрĕ, çил вăйлă пулнăран-и е библи сăмахĕсене пачах пĕлменнипе, мăрсасем нимех те ăнланаймарĕç.
Патша сăмах каланă хыççăн ĕçкĕ тата вăйланса кайрĕ. Умра ларакан эрех-сăра куркисене пушатнисĕр пуçне хăнасем патша хăй пĕлекен чаплă çынсем патне ятарласа пара-пара янă черккисене шаккаса ĕçрĕç, вырăссемпе пĕрле «многие лета» кăшкăрчĕç. Йĕри-тавра тата ĕçсе супнă ахаль çар çыннисем — казаксемпе стрелецсем, пушкарьсемпе пищальниксем — ĕрлешни илтĕнсе тăчĕ. Тулли пичкесем кăлтăр та кăлтăр кусрĕç. Эрех-сăра пур çĕрте те шыв пек юхрĕ. Нумайăшсемшĕн эрех-сăра пек те туйăнмарĕ вăл, юн пек туйăнчĕ, кунта вуншар çул хушши юхнă этем юнĕ пек. Кăмăла тавăрса пур енчен те, хулапа посадран çеç мар, вăрманпа улăх енчен те, çĕрсе пăнтăхнă, хуртланнă пин-пин виле шăрши сăмсана кӳ те кӳ киле-киле çапрĕ.
Вырăссем тахçантанпах пукрава паллă тăваççĕ. Чаплă уяв пулмалла пукрав вĕсемшĕн. Хусана та ыран пукрав тенĕ чух илчĕç-çке. Анчах ытла та юнлă пулчĕ ку уяв хальхинче.
Ĕçкĕ пĕтнĕ хыççăн пурне те хулана чĕнчĕç — патша хăйĕн çывăх çыннисемпе, воеводăсемпе, бояр ачисемпе пĕрле иккĕмĕш хут Хусан курма каять иккен.
— Эпир ăна курса тăраннă, — терĕ Тукай, ыттисен кăмăлне сиснĕ пек. — Кунта хăсас килет те, урамсем тăрăх мĕнле çӳрĕн?
Ытти мăрсасем те ун евĕрлех шутларĕç — хулана чун туртмарĕ. Бурнаш ывăлĕ хăйсен кăмăлне пăсса хăварнăшăн-ши е ывăннипе пурте паянах Ар тăрăхне, хăйсене вырнаçтарнă вырăна, таврăнас терĕç.
— Пирĕн тепĕр тус — Камай çухалчĕ-ха. Ăна курмасăр мĕнле тухса каятпăр ĕнтĕ? — юлташĕсенчен куласшăн пулчĕ Сарри.
— Хула курма вĕçтерчĕ тутара тухнă чăваш мăрси. Халь вăл вырăссенчен тарсах хăйĕн килне чупать, — терĕ Тукай. — Нӳхрепĕсене тĕрĕслемешкĕн майлă вăхăт килсе тухрĕ уншăн.
— Мĕн тĕрĕслемелли пур вĕсене? Нӳхрепсем халь хулипех пушă. Çар кĕрсе кайсан нӳхрепре эрех ан шыра.
— Тĕрĕс, тĕрĕс, — терĕ Акпарс та. — Нимле эрех те юлман унăн. Суять вăл çак ĕçкĕ валли темиçе пичке патăм тесе.
— Халь ăна суйсан та килĕшет. Ав вырăс патши ăна мĕнле юратса пăрахнă. Черкке хыççăн черкке ярать ун валли.
— Эсир Камая ан кышлăр, хăвăр ялăрсем пирки шутлăр, — ăс пачĕ Сарри. — Хăвăрăн мĕн юлчĕ-ши унта нӳхрепсенче? Йăлтах пушанчĕç пулмалла сирĕн нӳхрепĕрсем.
— Пушанмасăр. Тем пулса иртет-ха унта, Ту енче.
— Çавăнпа киле тапас пулать, тусăмсем, киле, — эп сире ăнлантăм тенĕ пек каласа хучĕ Тукай. — Унсăрăн эпир Арск таврашĕнче выçă вилетпĕр е пире Япанча çыннисем леш тĕнчене ăсатаççĕ.
— Каламалла Горбатый-Шуйские, ятăр вăл пире киле. Чăнах, çынсем аптраса çитнĕ.
— Вырăссенчен апат-çимĕç ыйтмалла мар-и? Кун пек кансĕр пире, — сĕнсе пăхрĕ Алттыш.
Унпа пĕри те килĕшмерĕ.
— Вырăссем хăйсем те выçлă-тутлă пурăнаççĕ халь.
— Çимелли ыйтни вĕсене йĕкĕлтенĕ пек пулать. Юрамасть.
— Юрамасть. Ун пирки калаçса çăвар тутине те ан пĕтерĕр. Кунтан тасаласси çинченех шутлас пулать пирĕн, — сăмах çине тăчĕ Тукай. — Тĕкĕрçсене пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн Ту енне кăларса яма тытăнмалла. Выçса виличчен килĕсене çитсе ӳкчĕр. Лере те кирлĕ пулаççĕ-çке апăршасем. Тарçă-тĕрçĕсĕр пурăнма йывăр çут тĕнчере.
— Хамăрăн та васкамалла Атăл леш еннелле. Арăмсем кĕтсе ывăнчĕç пуль.
Урăх вĕсем ним çинчен те калаçасшăн пулмарĕç. Шухăшра вĕсен кашнин кил çеç пулчĕ. Тĕкĕрçĕсемшĕн çеç мар, мăрсасемшĕн те хаклă иккен тăван кил, тăван кĕтес.
2. Чулсем макăраççĕ
Мăрсасем кремль патне хăпарса кайса курăнми пул-сан, Иливана пĕр шухăш, пĕр ĕмĕт ярса илчĕ: унăн тем тесен те хулана çитсе килмелле. Урăх килсе çӳресси пулать-и Хусана, пулмасть-и, ăна турă пĕлет. Халь кайса пăхмалла вăл урама, хуçине тĕл пулсан халь тавăрмалла ăна. Нимле патша ĕçки те кăсăклантармарĕ Иливана. Мĕн сĕлеке юхтарса пăхса тăмалла чаплă çынсем, тĕрлĕ княçсем, мăрсасем ӳсĕр пуçпа шавласа ларнине? Тукай çапах та эс Хусана илнĕ чух лайăх çапăçрăн тесе пĕр черкке эрех килсе ĕçтерес пур-и е вырăс кулачĕ килсе тыттарас пур-и? Çук, курак кранклатса апатланнине курнипе çерçи тăранмасть.
Иливан умĕнче Хусан, ун тавралăхĕ сарăлса выртать. Ăна тыткăнра усранă çĕр-шыв, ăна вилĕм патне çитернĕ хула. Хитре теççĕ ăна пурте. Анчах Иливан ун урамĕсем тăрăх этемле çӳресе курман-çке, ун илемне пăхса савăнайман. Булак шывне, Кабан кӳллине асăнатчĕç ялан тутарсем, Хусан пасарне мухтатчĕç. Вĕсем çинчен те çын сăмахĕ тăрăх çеç пĕлет çав каччă. Хăй кайса курман.
Хуçа пӳрчĕ ăçтарах ларнине тĕшмĕртет-ха Иливан. Лашапа кайсан час çаврăнса килмелле те, хăрамалла-çке ун пек. Вырăссем тĕл пулĕç те мĕн туса çӳретĕн эс кунта тесе туртĕç те илĕç лашана. Тукай сисесрен те шикленмелле. Лашасăр кайнине пĕлсен те урать те-ха, ут утланса пуçтахланса çӳренине пĕлсен е утне вырăссене парса хăварсан хĕнесех вĕлерет вара.
«Çуран, çуран, çуран, — ӳкĕтлерĕ вăл хăйне. — Пĕр ура — унта, тепĕр ура — кунта. Инкек-синкек пулсан та пĕр сăмах...»
Тукай тарçи сисрĕ-ха, ку теветкеллĕ ĕç ыррăн пĕтес çук. Анчах хăйĕн шухăшĕнчен каялла чакма та пултараймарĕ.
— Аттеней, — терĕ вăл малтан Сарри тарçипе калаçса пăхма шутласа. — Пĕлетĕн-и, ман пуçа пĕр шухăш килсе кĕчĕ...
— Мĕнле шохăш-ха вăл? — Иливан пăлханнине тӳрех асăрхарĕ лешĕ.
— Сана каланăччĕ-и çак, каламанччĕ-и... Эп Хусан тутарĕ пулнăччĕ ĕлĕк. Пĕр мăрса патĕнче сехметре пурăннăччĕ.
— Илтнĕ эп ăна. Такам каланăччĕ.
— Пĕлетĕн-и мĕн, Аттеней...
— Пĕлетĕп. Сисетĕп. Кайса кил, Иливан.
— Эсĕ мĕн ĕнтĕ... Тукай килсен...
— Ăнлантăм, иптеш. Анчах эс хăвăрт çӳре. Кайран патак çимелле ан полтăр, — Сăр тăрăхĕнчи чăвашсем пек «у» вырăнне «о» хушса калаçрĕ Аттеней.
— Тавах сана, тусăм. Эппин, эп вĕçтертĕм. Пĕр ура — унта, тепĕр ура — кунта.
Сăмахпа çапла та, ĕçпе мĕнле пулать çав. Иливан сăртра, кремль хӳттинче ĕçкĕ ĕçсе, шавласа ларакансем еннелле тепре пăхса илчĕ те утнă çĕрте утса, чупнă çĕрте чупса кремльтен хĕвел анăç еннелле ыткăнчĕ. «Ан ĕрĕх. Чупма юрамасть, — лăплантарчĕ вăл хăйне хăй. — Ун пек сана пĕр-пĕр таркăн тутар вырăнне хурса ним мар тытса чараççĕ».
Муралей хапхи патĕнче, ашшĕсемпе пырса тухнă чухне курнă пекех, кĕçĕн подьячисем ĕçлетчĕç — хăйсен умĕнче тăракан çĕтĕк-çатăк тумтирлĕ çынсенчен тем ыйтса пĕлеççĕ, вĕсем каланине хут çине çыраççĕ, вăрçаççĕ, хăш-пĕрисене чышкăпа хăмсарсах айккинелле хăвалаççĕ.
— Тăхтăр теççĕ, каяннăйсем! Ав ушкăн пуçтарăнать те, сире, турра маннăскерсене, Новоград Свияжскине ăсататпăр. Унта тăраничченех çитереççĕ ак.
Кăна илтсен Иливан чĕри такам чĕпĕтнĕ пек ыратса каять. Ав мĕн иккен: тыткăнра пурăннисене пуçтара-пуçтара Новоград Свияжскине ăсатаççĕ. Иливанăн та çавсен хушшинче пулмалла марччĕ-и ара. Паян кунчченех чура шăпине сĕтĕрмеллеччĕ, ыйткалакан пек çăкăр татки тархасласа ыйтмаллаччĕ. Иливан, хăй шучĕпе, ыттисенчен телейлĕрех пулчĕ. Выççи халь те выçă-ха, çапах вăл тыткăнран маларах хăтăлса ашшĕпе амăшне шыраса тупрĕ, тăван килне çитсе курчĕ. Ку çеç те мар, ытти çар çыннисемпе пĕрле, вырăссемпе пĕрле Хусаншăн çапăçрĕ.
Иливан тек ниçта та чарăнса тăмарĕ. Посадăн пĕр урамĕпе иртрĕ, тепĕр урамĕпе. Тĕрĕссипе каласан, урампа та пымарĕ вăл — вĕсем çын виллипе тулса ларнă, пахча хыçĕсемпе кукăр-макăр çӳрекелесе Усеин-Сеитăн икĕ хутлă çурчĕ патне тухрĕ. Акă вăл тĕрме пек пысăк çурт — аялти хутне хĕрлĕ кирпĕчрен купаланă, çулти хучĕ — йывăç. Пӳртре вун пилĕк пӳлĕм тетчĕç. Картишĕнчи кĕлечĕсем те çурри кирпĕч, çурри пĕрене. Вĕсем те икĕ хутлă. Кĕлет хыçĕнче, сарай хыçĕнче пур çĕрте те чул купи. Этем йăтмалла мар капмар муклашкасем. Вĕсене Атăл хĕрринчен Иливанпа ытти чурасем турттарса килнĕ. Тата мĕн тăвасшăнччĕ-ши Усеин-Сеит чул купаласа? Чурасене хупса усрамалли тем пысăкăш нӳхреп е хăйĕн йышлă урхамахĕсене питĕрсе тытмалли вите? Çакна пĕлеймесĕрех тухса тарчĕ пуян мăрса патĕнчен Иливан. Тамăкран хăтăлма ункайлă вăхăт тупăнчĕ — Усеин-Сеитпа ун пилĕк ывăлĕ Сююнбикене ăсатма кайнăччĕ. Вырăс çынни Одинец урари тимĕр тăлăсене татмалли йĕкеве малтанах хатĕрленĕччĕ. Çур кун асапланчĕç çĕр пӳртре, анчах хуçасем килсе çитиччен тăлăсене татма ĕлкĕрчĕç-ĕлкĕрчĕçех, вилес патне çитнĕскерсем йăлăм вăрманне тапса сикрĕç. Пĕр ырă тутар ăçти çук парнешĕн вĕсене Атăл урлă каçарчĕ, унтан вĕсем, Одинецпа виçĕ вырăс, пĕр чăваш, Сĕве хĕррине пырса тухрĕç.
Мĕнле тарăхмарĕ-ши, тарçисене мĕнле хĕнемерĕ-ши Усеин-Сеит тăватă чура, çитменнине тата вăй питти арçынсем, тарнине пĕлсен?
Мăрса çурчĕн пĕр кĕтесси етре тивнипе кăшт ишĕлнĕ, çапах та хуралтăсем чиперех лараççĕ. Картишĕнче сăнчăрта пĕр кĕтӳ йытă сиккелекенччĕ, халь йытă сасси пачах илтĕнмерĕ. Эппин, кунта пĕр чун та юлман, йытти-мĕнĕпе е тухса тарнă, е вилсе пĕтнĕ.
Тимĕр хапхи хупăнса тăрать, анчах ăна питĕрмен. Хапха умĕнче пĕр хĕрарăм вилли выртать, Иливан ăна пĕшкĕнсех пăхкаларĕ — пĕлнĕ çын пекех, анчах Усеин-Сеит таврашĕ мар.
«Кĕрсех курас-и? — иккĕленсе шутларĕ Иливан. — Тек-тек килсе çӳрес çук, юлашки хут курам хуçа çуртне».
Çавăнтах чĕлхе вĕçне ылхан сăмахĕсем килсе капланчĕç, вĕсене вăл сасăпах каларĕ пулмалла.
— Хам хуçа! Хуçа мар — чун илли. Мĕн чухлĕ чура асапланса вилмен-ши çак çуртра? Уй, мĕнле кураймастчĕç вĕсем çемйипе вырăссене! Чăвашсене, çармăссене çын вырăнне хумастчĕç. Чунĕсене аллаха панă пулсан тем пекчĕ. Пĕттĕр, тĕп пултăр ку çурт, чул муклашки шыва путнă пек, çĕр айне анса кайтăр. Усеин-Сеит несĕлĕнчен пĕр çын та çутă кун ан куртăр.
Тĕкĕрçĕ асăрханкаласа хапхаран кĕчĕ те картишĕнче унта та кунта купаланса выртакан тумтир çине пăхса илчĕ. Вырăс стрелецĕсем кĕрсе тустарнă иккен мăрса кил-çуртне. Чаплăрах япаласене — савăт-сапапа, тумтире, атă-пушмака илсе тухса кайнă.
Иливан мăрсан хăна пӳлĕмне кĕмелли алăкĕ умĕнчи картлашка патне пырса тăчĕ. Ку картлашкапа вăл нихçан та хăпарса курман.
«Çын пур-ши унта? Пĕр тарçи те пулин юлман-ши? Çук-тăр. Стрелецсем никама та хăварман ĕнтĕ, вĕсене воеводăсем Хусан çыннисене пурне те хуларан та, хула тулашĕнчен те хăваласа кăларма хушнă-çке».
Кĕрсе курнă тарçăсем каласа панине астăвать-ха каччă. Пӳлĕмĕсенче кавир кăна тетчĕç. Мăрса пӳлĕмĕнчи урайне пĕтĕмпех упа тирĕ сарса тухнă тет. Пĕренесем çумне коранран илсе çырнă сăмахсемлĕ, ылтăнăн та кĕмĕлĕн ялкăшса тăракан пир тăрăхĕсем, кавир таткисем çакса тултарнă тет. Çапах мĕн те пулин юлнă-тăр-ха.
«Юлашкинчен те пулин кĕрсе тухас мар-и? Тутар мăрсисем мĕнле пурăннине курам».
Капла шутласан Иливан çан-çурăмĕ çӳçенсе кайрĕ, сив чир тытнă чухнехи пек сăркăлтатса илчĕ. Ăна çав сăрлă алăка уçсанах хăйне хирĕç вун икĕ пуçлă çĕлен курăнса каяссăн туйăнчĕ. Тарас кунтан часрах, тарас. Ку çĕлен йăвине тек килсе курмалла ан пултăр.
Иливан ĕлĕкхине асăнса кăшт урампа иртес тесе малти тимĕр хапхана уçрĕ. Вун икĕ-вун пилĕк утăм турĕ, анчах малалла иртме çук — пур çĕрте те çын вилли. Чулсем юнпа пĕвеннĕрен хĕп-хĕрле. Утма та йĕрĕнмелле. Усеин-Сеит çурчĕ умĕнче тутарсем уйрăммăнах паттăррăн çапăçнă курăнать. Мăрсан пилĕк ывăлĕ те хӳтĕленĕ пуль çав ашшĕ çуртне. Хĕç-пăшал çитменнипе чулсемпе те пенĕ, сенĕкпе те чикнĕ, пуртăпа та каснă. Ав сенĕксемпе пурттисем çаплипех выртса юлнă. Вĕсем хуçисене кĕтеççĕ пек. Чулсем те Хусаншăн, ăна çав тери тискеррĕн аркатса тăкнишĕн ĕсĕклесе макăраççĕ пек. Пусатăн та, урана вут ăшаласа илнĕнех туйăнать. Пĕр-пĕрне хĕрхенме, каçарма пултарайман икĕ вăй тĕл пулнă иккен хула урамĕсенче, ун тулашĕнчи тăкăрлăксенче. Юлашки çын вилесем çине лачлатса ӳкиччен çапăçнă.
Тĕкĕрçĕ хапхаран каялла кĕчĕ, хăй пин хут кумнă картиш урлă каçса пахчана тухрĕ. Сывлăш пӳлĕннине туйса чарăнса тăчĕ.
«Тен, нӳхрепсенче апат шыраса пăхмалла? Мĕн те пулин юлнах ĕнтĕ пуян княçăн. Аттеней те тав тунă пулĕччĕ».
Ку шухăша та çийĕнчех хăваласа ячĕ. «Кирлĕ мар, — терĕ каччă. — Эп кунта вăрра килнĕ-и? Тата шыраса тупсан та çиме пултараяс çук эпĕ ун апатне. Пыра ларĕ, çăтаймăп».
Çав хушăра вăл хăйĕн çине пахчари йывăçсен хыçĕнчен такам шăтарасла пăхнине туйрĕ.
— Кам пур кунта? Тух, ан хăра! — терĕ вăл тутарла. — Ав ăçта ларнине те куратăп. Тух теççĕ сана!
Тĕмĕсем хыçĕнчен умлăн-хыçлăн иккĕн çĕкленчĕç. Тутăрĕсене тутарла çыхнă, çиелтен пысăк тутăр — эрпек пĕркеннĕ икĕ ватă хĕрарăм.
— Эс чăнах та тутарах-и? — хăраса ыйтрĕ вĕсенчен пĕри каччă патнелле темиçе утăм туса.
— Тутар мар, анчах тутарла пĕлетĕп, — терĕ тĕкĕрçĕ хĕрарăмсем ан хăраччăр тесе ухă такмакне сурăм хыçнерех пытарма тăрăшса.
— Кам эсĕ?
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...