Сĕве Атăла юхса кĕрет. Иккĕмĕш кĕнеке :: Виҫҫӗмӗш пайӗ. Хусан ишӗлчӗкӗсем
— Çара кунта хăварма юрамасть, государь, — хăй тĕллĕн калаçнă евĕр калаçрĕ Адашев. — Ăна хĕл каçа тăрантма апат-çимĕç те, выльăх апачĕ те нумай кирлĕ пулать. Пирĕн хатĕрлесе хуни нимĕн те çуккă. Эппин, çимелли, тăхăнмалли тупас тесен пирĕн çывăхри ялсене — Ту енчи тата анат çармăс тăрăхĕнчи ялсене — кĕрсе кайма тивет.
— Ах, сыхланса калаçма вĕреннĕ-çке эсир пурте! — ăна пӳлмесĕр чăтаймарĕ патша. — «Кĕрсе каймалла пулать». Кала ĕнтĕ тӳрех: хамăр енне куçнă чăвашсемпе çармăссене çаратма тытăнмалла пулать те.
— Сăмахĕ пултăр-ха вăл, государь, ĕç сăмахра мар. Çапла вĕсен çăкăрĕпе пурăнма тытăнсан эпир вĕсене хамăртан сивĕтетпĕр. Куратăн-çке, ахаль çармăссем кашни кун çĕршерĕн килеççĕ. Пиртен хăйсен вырăссем енне куçман мăрсисене хирĕç кĕрешме çар ыйтаççĕ, пулăшу ыйтаççĕ.
— Пулăшас пулать вĕсене, окольничий. Шанчăклă мăрсасене хĕç-пăшал та пама юрать.
— Эп, государь, сан ятупа анат çармăссем патне татах жаловăннăй хутсем ятăм.
— Тĕрĕс тунă, — терĕ патша. — Татах çырăр. Висковатый дьяка сывлама ан пар. Çĕрĕн-кунĕн çырăр. Ахаль çармăссене унпа иксĕр хăвăр йышăнăр. Мăрсасене, çĕрпӳсене ман пата ярăр.
— Юрĕ, çапла тăвăпăр, государь.
Патша Адашев тухса кайнă чухне ăна тытса чарса ыталаса илесшĕнччĕ. «Ну, маттур та эс, ман окольничий! Боярсенчен темиçе хут ăслăрах эсĕ!» — тесе мухтаса тăкасшăнччĕ, анчах хăйне алла илчĕ. Юрамасть чуна ун пек çемçетме! Юрамасть хăвна пăхăнса тăракансене ун пек ачашлама. Пăсăлаççĕ вĕсем, мурсем, сана пăхăнми, санран хăрами пулаççĕ.
Темле тăрăшсан та боярсен думине кремльте ирттерме май килмерĕ. Унта чӳречесем çĕмрĕк иккен, кăмакисем те ванчăк. Вара боярсем патша чатăрнех пуçтарăнчĕç. Иван Васильевич хăй курăнмарĕ-ха, çавăнпа боярсем юнашар пĕчĕк чан илемлĕн тĕнкĕлтетнине итлекелесе пĕр-пĕрин çине урлă-пирлĕн пăхкаласа ларчĕç, унтан хыçалти тепĕр алăкран патша кĕнине курсан пурте ăна итлеме хатĕрленчĕç.
Боярсем хăнăхнă ĕнтĕ, Иван Васильевич хăйне вĕсемпе яланах сивлеккĕн тытать. Кулмасть, шӳтлемест, ытлашши сăмах вакламасть. Çапла майпа эп тинех айван та, çамрăк каччă та мар, эп — чăн-чăн патша тесшĕн-ши вăл? Çамрăкки çамрăк та-ха, çирĕм пĕр тултарса çирĕм икке çеç кайнă, анчах айван мар ĕнтĕ. Çичĕ çул каялла пĕтĕм Русь патши ятне илнĕренпе ăна никам та, нимле куштан боярин та айван тесе каласа курман.
Паян патша уйрăмах хаяр сăнлă. Хăш-пĕр боярсем хăйĕнпе сиксе тавлашасса пĕлет, çавăнпа-ши? Пуçласса вăл каллех псалом вулакан пономарь пекех пуçларĕ.
— Матфей евангелире, виççĕмĕш сыпăкра, вуннăмĕш сăвăра çапла каланă: йывăç кутĕнче, ун тымарĕсем çинче, хатĕр хăрт выртать ĕнтĕ, ырă çимĕç паман кирек хăш йывăçа та касса вутта пăрахма хунă ăна. Çак Хусан, эпир вăйпа парăнтарнă Хусан, хăçан ырă ĕç тунă? Вăл мĕн вăхăт ĕнтĕ пире сăтăр кăна тăвать. Эпир тӳсрĕмĕр-тӳсрĕмĕр, анчах пирĕн тӳсĕмлĕх пĕтрĕ, эпир ăна, усал йывăçа касса пăрахнă пек, аркатса тăкрăмăр. Ак халь вăл пирĕн умра выртать. Халь эпир кунти халăхсене Христос сăмахĕсемпе çапла калатпăр: эсир, асап та хĕн-хур тӳсекенсем, пурте ман пата килĕр. Эп сире пурсăра та лăплантарăп...
Аса илĕр-ха тата эсир Иаков мĕн çырнине: «Турă мăн кăмăллă çынсене юратмасть, хăйне пĕр сăмахсăр пăхăнакансене канлĕх парать», — тенĕ вăл...
Алексей Адашев, боярсен хыçĕнче сĕтел хушшине лартман хăна пек шăлне çыртса тăраканскер, хăй тĕллĕн кулса илчĕ. «Ĕнер мана шухăшна тӳррĕн калама тăрăш тесе вĕрентрĕн, — терĕ вăл. — Паян ху мĕнле эрешлĕ калаçма тăрăшатăн! Эс кунти халăхсене хăвна пăхăнса пурăнма чĕнетĕн. Христос та, Иаков та çынсене чура пулма хушаççĕ. Хитре сăмах вăл хывăх вĕçтерни кăна...»
Çавăнтах окольничий йĕри-тавра пăхкаласа илчĕ. «Никам та илтмерĕ пулĕ те ман сăмахсене? Эп сасăпах каламарăм-и-ха вĕсене? Ку патшасене итлесе тем персе ярăн çав, турă умĕнче темле çылăха кĕрĕн?»
Иван Васильевич ĕнтĕ хĕрсе кайнă та турă сăмахĕсене мар, хăйĕн сăмахĕсенех калать.
— Хусан патшалăхне эпир парăнтармаллипех парăнтартăмăр. Турă пулăшсан (эп иккĕленместĕп, турă пирĕн таса ĕçе яланах хӳтĕлесе тăрĕ), çитес вăхăтра сарацинсене пурне те парăнтарăпăр. Хусан çывăхĕнчи халăхсем пурте пирĕн пата килеççĕ, пирĕн патăмăрта хӳтлĕх шыраççĕ. Хусанта тата Новоград Свияжскинче эпир хамăр наместниксене, стрелецсене, пищальниксене хăваратпăр. Мускавра Хусан дворецĕн Приказĕ пулать, Хусанпа Новоград Свияжский наместникĕсем çав Приказа пăхăнса тăраççĕ.
— Дворецкине кама лартма шутлатăн, государь? — пуринчен те хăюллăрах пулса ыйтрĕ Семен Микулинский.
— Приказ дворецкийĕ Данил Романович боярин пулать, — пĕлтерчĕ патша. — Наместниксем пулма Горбатый-Шуйскипе Петр Серебряный княçсене лартас терĕмĕр. Новоград Свияжскинче наместник пулма Борис Салтыковпа Петр Морозов воеводăсене лартас терĕмĕр. Боярсем хирĕç мар-и?
— Хирĕç!
— Хирĕç мар!
— Хирĕç! Хусана илнĕ чух вĕсенчен маттуртарах çапăçнă боярсем те пур. Çавсене лартмалла!
— Данил Романович начар çапăçрĕ-и вара? — тарăхса ыйтрĕ патша. — Горбатый-Шуйский начар çапăçрĕ-и? Пире темĕн чухлĕ сăтăр тунă Япанчана кам аркатса тăкрĕ?
— Лайăх çапăçрĕ, лайăх! — кăшкăрчĕ Палецкий князь.
— Анчах Данил Романович Мускав дворецкийĕ марччĕ-и вăл пирĕн?
— Мускав дворецкийĕ те вăлах пулать, — кунта эсир хуçа мар, эпĕ хуçа, кама лартас тенĕ, çавна лартатăп тенĕ пек, çирĕппĕн каларĕ патша.
Çар пиркн, ăна кунтан мĕнле илсе тухассн пирки вăл Владимир Воротынскне калаçтарчĕ.
— Çар тек Хусанта тăма пултараймасть, — пуçларĕ воевода çӳллĕ тенкел çинче ларакан патшапа юнашар пырса тăрса. — Çар хăйĕн ĕçне турĕ. Ыттине, кулленхи ĕçе, Хусан дворецĕн Приказĕ туса пырать. Хусанта та, Новоград Свияжскинче те тивĕçлĕ çынсем, паттăр çар çыннисем юлаççĕ. Вĕсем Атăлçи халăхĕсене вăрçă йĕркипе мар, Христос тĕнне йышăнтарса турă пулăшнипе тытса тăрĕç. Çар пире, боярсем, Мускавра кирлĕ. Девлет-Гирей Руçа юнама пăрахмасть ав. Эппин, Мускав тулашĕнче пирĕн вăйлă çар пулмалла. Çапла шутлать пирĕн государь, боярсем. Эсир, ун чи çывăх çыннисем, ун ĕçĕсене ырлама тивĕç...
Ку сăмах боярсене килĕшмерĕ пулас, вĕсем кĕрлесе кайрĕç.
— Кур-ха, вĕрентме пăхать боярсене!
— Те эпир-ха ун чи çывăх çыннисем, те эсир, Воротынскисем.
— Пĕтĕм ĕçе «суйласа илнĕ рада» туса пырать. Эпир вăл мĕн хăтланнине пăхса тăракансем çеç!..
— Боярсен шухăш-кăмăлне пĕрре те шута илмеççĕ.
Тата нумай кăшкăрашрĕç боярссм. Иван Васильевич итлесе ларчĕ-ларчĕ те тек тӳсме пултараймарĕ, хăйĕн çӳллĕ тенкелĕ çинчен çухăрса ячĕ:
— Чарăнăр! Пусарăр, тытса чарăр хăвăрăн мăн кăмăллăхăра пăртак! Эп сире кунта патша ĕçне тума чĕннĕ, çакăн пек кĕрлесе ларма мар. Пĕлетĕп эпĕ сире, сирĕн усал шухăшăрсене те витĕр курса тăратăп. Эсир, хăвăра кам çĕр панине, кам кормлени панине маннăскерсем, мана тĕп тăвасшăн. Атăл пăрĕ лариччен çапла тавлашасшăн та çул çинче вырăс çарне пĕтерсе хурасшăн. Вара çакăншăн мана айăпласшăн. Мĕн, тĕрĕс мар-им? Çапла тума хушатăп: çарсен ыран-тепĕр кунах вырăнтан хускалмалла. Наряда йăлтах кимĕсем çине тиетĕр, вăл Атăлпа хăпарать, утлă çар Володимир Воротынский ертсе пынипе сылтăм çыранпа пырать. Хусанпа Новоград Свияжский наместникĕсемпе воеводăсем, хăвăра валли чп лайăх стрелецсене, казаксене, пищальниксене суйласа илĕр. Çакăн пек ман сăмахăм, государь сăмахĕ. Дума пĕтрĕ, саланма пултаратăр.
Тата тем хушса хучĕ вăл, анчах боярсем ăна илтсе юлаймарĕç, Иван Васильевич, куçăм ан куртăр сире тенĕ пек, чаршав хыçне йăпăр-япăр кĕрсе çухалчĕ.
Калани те çителĕклĕ пулчĕ боярсемшĕн. Йывăр сăмахсем, кӳрентерекен сăмахсем илтрĕç паян вĕсем патшаран. Тата ытларах ăнланчĕç: боярсен сăмахĕ витми пулчĕ. Ыран татах та йӳнелмĕ-ши вăл? Патша вĕсен аллинчен пачах вĕçерĕнмĕ-ши? Канашланинчен ытларах хушма, кăшкăрса тăкма, хăйне пăхăнтарма, ялан хăй пĕлнĕ пек тума пуçларĕ-çке. Иван Васильевич тусĕ, ун тантăшĕ (вăл та, патша пекех, çирĕм икке çеç кайнă мар-и) Курбский «суйласа илнĕ рада» çынни пулсан та дума пĕтсен ыттисем илтмеллех мăкăртатма пăхрĕ.
— Пачах итлеми пулчĕ пире Иван Васильевич. Калаçма та памасть думăра. Хусана илнĕ чух кирлĕччĕ эпир ăна, халь кирлĕ мар. Мĕн патне çитсе тухăпăр-ши капла ку хаяр патшапа? Тата мĕнле мăшкăл кăтартĕ-ши вăл пире ӳлĕмрен? — терĕ.
Ытти боярсем хăйсем те çапла шутларĕç пулин те ун тĕлĕнчен чĕмсĕррĕн иртрĕç. Турă сыхлатăр, аслă князь çинчен, патша çинчен çапла калаçма юрать-и терĕç пулмалла.
6. Тăван хурăнсем
Тукай тĕкĕрçисем Эрнепипе пĕрле Хусан çине чылайччен пăхса тăчĕç. Чунĕсем сисрĕç пулас çав: ӳлĕмрен вĕсем кунта тек килсе çӳрес çук. Юлашкинчен вăрçă пĕтрĕ-пĕтрех иккен. Ай-ай, нумая пычĕ вырăссемпе Хусан ханĕсем хушшинчи ку тавлашу, тавлашу мар — юнлă вăрçă. Тĕкĕрçĕсем виççĕшĕ те вăрçăран вăрçа çӳресех ватăлчĕç. Тукай хăй те ăнланчĕ иккен: вĕсем килмесен те пултарнă. Çавăнпа хăйĕнчен малтан киле кайма ирĕк пачĕ те. Тата тепĕр вăрттăн шухăш та пулчĕ курăнать тăрсан: часрах яла таврăнччăр та килтисене эпир сывă пулни çинчен пĕлтерсе хуччăр. Ахаль пулсан ярать сана киле! Сахалтан та тепрер уйăх тытатчĕ-ха хула тулашĕнче. Ав вырăссем васкамаççĕ. Хусана тасатмасăр, унта йĕрке тумасăр каймаççĕ-ха вĕсем.
Арçынсем кремль сăртĕнчен аялалла чупса аннăччĕ ĕнтĕ, Эрнепи хула еннелле тунсăхлăн тепре пăхса илчĕ, питпе хĕвел анăç еннелле тăрса турра кĕл турĕ. Чĕри кăкăртан сиксе тухас пек тапрĕ унăн. Ура вăйĕсем пĕтсе килчĕç. Ахтупай ярса тытман пулсан анса çитсен çĕре тăсăлса ӳкетчĕ пулĕ çав.
— Вилетĕп. Сывлăш питĕрĕнсе çитрĕ — терĕ вăл упăшки хулĕнчен çакăнса.
— Ан васка. Кан пăртак. Вĕсем утчăрах — Ахтупай аллинчи пĕрнине çĕре пăрахрĕ те Эрнепие ун çине лартрĕ. Юлташĕсем аякка кайнине пăхмасăр чылайччен тапранмарĕç вĕсем.
— Эс нимĕн те пĕлместĕн, тăванăм, — юлашки вăйне, пĕтĕм чун хавалне пуçтарса каларĕ Эрнепи. — Пирĕн кунта ача юлать-çке, Ахтупай!
— Мĕнле ача? Кам ачи? — арăмне чĕркуççисенчен çатăртаттарса тытса ыйтрĕ упăшки.
— Иксĕмĕрĕн. Ывăл. Вунна кайрĕ вăл кăçал.
— Эс ун чух шарламарăн-çке, — арăмĕн мĕнле ача пулма пултарнине чухласа илчĕ Ахтупай.
— Малтан пĕлмен çав эпĕ. Лере илсе çитерсен тин сисрĕм — ман çие юлнă.
— Вара ăçта халь ывăл... ывăлу?
— Хам та пĕлместĕп. Эп ӳстермен вăл ачана, Ахтупай. Çуратса патăм та эпĕ, виçĕ кунтанах ăна манран туртса илчĕç.
— Хуçа туртса илчĕ-и?
— Арăмĕ. Виççĕмĕш арăмĕ. Ун ача çукчĕ. Вăл упăшкине ывăл çуратса парасшăн пулнă. Упăшки килте марччĕ, ăна Хусан патши тытса хупнă тетчĕç.
— Вара? Вара мĕнле? Хырăмри ачапа мĕнле усрарĕç-ха сана? — ыйту хыççăн ыйту пачĕ упăшки.
— Арăмĕ пит çине тăчĕ. Мана хытарсах каласа хучĕ: çурат терĕ. Ачуна вĕлерсен хăвна та вĕлерттеретĕп, асту терĕ.
— Халь ачи ăçта? Халь ăçта вăл? — эрленсе те вĕриленсе тĕпчерĕ Ахтупай.
— Пĕлместĕп терĕм-çке. Тухса тарчĕç пуль. Ăна, хăйсем ӳстернĕ ывăла, мана парса хăвармаççĕ ĕнтĕ, — хăйĕнчен хăй тĕлĕнсе пит лăпкăн пуплерĕ Эрнепи. — Вăл эп ун амăшĕ пулнине те пĕлмест. Кăçал, Хусанта вăрçă пуçлансан, пĕрререн пĕрре калама тăтăм — манран тара пачĕ. «Суятăн, гяур!» — тесе хăварчĕ-ха тата.
— Тĕлĕнмелле хыпар пĕлтертĕн, — терĕ упăшки. — Апла ман тепĕр ывăл çӳрет-ха тĕнчере. Акăш-макăш кăсăклă япала...
— Ĕненмесним? — куçран чăрр пăхса ыйтрĕ Эрнепи.
— Пит ĕненмелле каларăн та, çаплах пулнă пуль тетĕп ĕнтĕ. Çапах та курасчĕ вăл ачана...
— Курма пӳрнĕ пулсан тем пекчĕ те... Çук пуль çав, çухалчĕ пуль вăл ача.
— Шел, шел, — терĕ упăшки. — Хам ачана та курма пӳрмен-ши? Ну, çӳретĕр эппин çак çĕр çинче эс çуратса янă пĕр тутар. Тата мĕн-ха, вăл чăвашла та пĕлмест пулĕ-ха?
— Пĕлмест ĕнтĕ. Кам вĕренттĕр ăна чăвашла. Пĕр сăмах та пĕлмест.
— Эй, тĕнче! — пĕççисене шарт! çапрĕ Ахтупай. — Çавăн пек мăшкăл турĕç-и мана нухайсем?
— Эс кăна мĕн шухăшпа калатăн, Ахтупай? — пĕтĕм вăйне пухса ура çине тăчĕ Эрнепи. — Ĕненмерĕн пулать эп каланине? Сан шутпа, арăму, ик ача амăшĕ, алхасса пурăнчĕ-ши вара? Апла эп пымастăп та. Кай пĕччен, хăваласа çит тусусене. Вĕсене те каласа кăтарт, ман арăм унта пĕр тутарпа ача çуратса панă, ачи чăвашла пĕр сăмах та пĕлмест те.
— Чарăн, Эрнепи! — терĕ Ахтупай ăна хул чăмăрĕсенчен тытса. Вырăнсăр каласа хучĕ. — Ах тур, аллусем те патак пек çеç тăрса юлнă-çке...
— Эс мăнтăрланса таврăнать тесе шутланăччĕ-и? Эх, хăвна вунă çул усрасчĕ сана чурара! — хăй кӳреннине пытарма пултараймарĕ арăмĕ. — Урусене таканласа лартасчĕ. Хĕрарăмсемпе алхасса пурăнăттăнччĕ вара...
— Чарăн, Эрнепи! — хыттăнах каларĕ Ахтупай. — Атя, утар. Унсăрăн вĕсем пире пăрахса хăвараççĕ.
Ятламаспа Северьян вĕсене чăнах та çухатнă ĕнтĕ. Вăрмана кĕрсе пĕр йывăç кутне ларнă та тем çинчен хĕрсе кайсах тавлашаççĕ.
— Кун пек кайса пулмасть, — терĕ Ахтупай вĕсем патне çитсен. — Эсир пире ан кĕтĕр, утăр та утăр çак çулпа. Кĕтес пулсан пире Сĕве хулинче кĕтĕр. Унта хула курса çӳрĕр иçмасса. Пиртен хытă каясси пулмасть...
— Ун пек юрамĕ, Ахтупай, — терĕ Северьян. — Ăçта васкамалла пирĕн? Яла пĕрлех пырса кĕресчĕ ĕнтĕ.
— Юрĕ, васкамăпăр, — килĕшрĕ Ятламас та. — Ак Северьянăн ури вăрăм. Çавă питĕ хытă таплаттарать. Майĕпентерех эс, Хусан паттăрĕ! — шӳт тăвасшăн пулчĕ вăл.
Северьянăн çăвар вылятас кăмăл пулмарĕ.
— Пĕрлех утăпăр, Ахтупай. Çул çинче тем сиксе тухасси пур, пĕр-пĕрне пăрахса хăварма юрамасть халь.
— Ара, хулара тупатпăр унта сире, — упăшки майлă пулчĕ Эрнепи.
— Калама çăмăл, — терĕ Северьян. — Çакăн чухлĕ халăх çинче аташса кайма та пулать.
— Васкамалли çук, туйпа çĕн хăтана каймастпăр, — кулчĕ Ятламас. — Арăмсем качча тухма ĕлкĕреймен пулĕ-ха.
Халь ĕнтĕ Северьянпа Ятламас çур çухрăм пек малалла каймассерен чарăна-чарăна тăчĕç, вĕсем Ахтупайпа Эрнепи ытла инçе татăлса юласран шикленчĕç.
Çапла васкамасăр пырса Тукай çыннисем кунĕпе утса та пĕр çирĕм çухрăм кăна кайрĕç. Малтанхи каçа вĕсен Атăлăн сулахай çыранне шыв патнех анакан хыр вăрманĕнче ирттермелле пулчĕ. Арçынсем ывăннă пулсан та хăйăр çине сарса вырăн тумалăх тата çĕр каçиччен çунтармалăх хырă лăсси, шултрарах турат йăтрĕç, хырăма улталамалăх шӳрпе пĕçерчĕç. Ахтупай вунă çул хушшинче пĕрремĕш хут арăмĕпе юнашар выртрĕ.
Атăл енчен вĕçĕмсĕр сивĕ çапрĕ, кĕрхи усал çил вĕрчĕ, йăтнă пек çапă часах çунса пĕтрĕ. Эрнепи, начарланса, ватăлса кайнăскер, сив чир тытнă пек чĕтрерĕ.
— Халех эп вучаха урăх çĕре куçаратăп, — терĕ Ахтупай, аптраса ӳкнĕскер. — Кăмрăкпа кĕле тасатсан сана вучах вырăнне вĕри çĕр çине вырттаратăп.
Вăл чăнах та вучаха урăх çĕре, харлаттарса çывăракан Ятламаспа Северьян леш енне куçарчĕ, Эрнепи çавах ăшăнаймарĕ. Шăнса ĕнтĕркенипе-ши е чунĕпе лăпланаймасăр вĕçĕмсĕр макăрчĕ, макăрчĕ.
— Эрнепи, Эрнепи! — йăпатасшăн пулчĕ ăна Ахтупай. — Кала, мĕн тăвас ман саншăн? Хăвна та, чунна та мĕнле ăшăтас? Пĕр ĕмĕр шырарăм сана çав ылханлă Хусанта. Пирĕн хĕр ача Чечекпи вунă çул кĕтрĕ сана тăван килте. Халь эс ăна хирĕç чупса тухсан паллаймастăн та — вăл пĕве кĕрсе хĕр пулнă. Çапах та пĕрле пурăнмалли çутă кун юлнă иккен-ха пирĕн. Иливан та, ывăлăмăр та, тупăнчĕ ав пĕлтĕр. Ак вăл киле таврăнать те, эпир санпа ĕлĕкхи пекех телейлĕ пулатпăр. Ан макăр, Эрнепи, эс хамăр пĕр-пĕрне тамăкра та пулин шыраса тупнăшăн савăнмастни вара?
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...