Сĕве Атăла юхса кĕрет. Иккĕмĕш кĕнеке :: Виҫҫӗмӗш пайӗ. Хусан ишӗлчӗкӗсем
— Савăнатăп, Ахтупай, — ун çумне йăпшăнчĕ Эрнепи. — Мана урăх ним те кирлĕ мар. Сана куртăм. Ывăлăма куртăм. Чечекпие эп кураяс çук, Ахтунай. Ман ун патне çитсе ăна ыталаса илмелĕх хевте юлмарĕ. Каçар, Ахтупай, юлмарĕ çав. Эп кĕçĕр е ыран вилеп, ман савниçĕм, ман юратнă упăшкам...
— Ан ухмахлан, мĕн калаçатăн эсĕ, Эрнепи? Мĕнле вилĕм çинчен сăмахлатăн, тусăмçăм? Пурнăç çĕнĕрен пуçланать. Эпир халĕ ăçта каятпăр тетĕн? Киле каятпăр, киле! — тусĕсене вăратасран хăрамасăр хыттăнах каларĕ упăшки.
— Пĕлетĕп, Ахтупай. Çапах та вилетĕп пулмалла. Сывлăш тухмасть, кăкăра хĕсет. Пӳлĕхçĕ ман пурнăç çулне картланă, Ахтупай.
— Тем пуплетĕн эсĕ, Эрнепи, тупата туршăн, тем аташатăн. Эс чирлĕ мар-и, Эрнепи?
Вăл ал лаппине арăмĕн çамки çине хучĕ. Ытла вĕри мар пек. Апла пулсан ма аптраса ӳкрĕ-ха вăл? Мĕне пĕлтерет ку, çине-çине вилĕме асăнни?
— Сана хаяр тивнĕ пуль, — терĕ Ахтупай кун пек чух хăйне амăшĕ мĕн каланине аса илсе. — Ман хаяр курăкĕ пур, вĕретсе ĕçтерес-и?
— Кирлĕ мар, — çав-çавах макăрма чарăнмарĕ арăмĕ. — Каларăм-çке, сана куртăм эпĕ, ывăлăма куртăм, урăх мана нимĕн те кирлĕ мар. Киле чипер çитĕр. Чечекпие, ытти тăвансене ман ятпа ытакласа чуп ту. Кала, телейсĕр Эрнепие çул çинчех пытарса хăвартăм те...
Ахтупая ку айванла сăмахсем йăлăхтарса çитерчĕç. Вăл ĕнтĕ хăй тĕллĕн тулашма та пуçларĕ. Çапах та Эрнепие нимĕн чухлĕ те çилленмерĕ. Хăй калаçма пĕлмерĕ вăл паçăр арăмĕпе. Кӳрентерчĕ ăна. Кӳрентерчĕ çав. Мĕнле сăлтав пулнă унăн арăмне ĕненмесĕр тăма, унтан та ытларах — чĕрре кĕме, чăркăшма? Тем тӳссе ирттернĕ-ха Эрнепи çак вунă çул хушшинче. Темле тискер мăрса патĕнче пурăннă вăл. Сăмахĕ мĕнле хăрушă — чура, хăрхăм. Урайĕнчи çӳп вырăнĕнче çеç пулнă вăл çын патĕнче. Çапах та чунне сыхласа хăварнă. Чунсăр юлнă çын кӳренме те пултарас çук. Ун пек калаçма юрамастчĕ унăн арăмĕпе. Мĕскер, çак вунă çул хушшинче Ахтупай тӳрккесленсе кайрĕ-ши? Ĕлĕк вĕсем пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланатчĕç-çке, халь ма ăнланаймарĕç? Арăмĕ тыткăнра пурăнни сивĕтрĕ-и вĕсене? Ку вăл ухмахла сăмах. Виç ача ашшĕпе амăшĕ тыткăнра ĕмĕр пурăнса та пĕр-пĕринчен сивĕнме пултараймаççĕ. Апла тăк мĕн пулса иртрĕ паян? Ма Хусантан тухнăранпах ют çынсем пек калаçаççĕ вĕсем? Чухлать те пек çакна Ахтупай, чухламасть те пек. Ăна халь, çак йывăр самантра, пĕр япала çеç паллă: унăн тыткăнран таврăнакан çынна пĕр усал сăмах калама та тивĕç çук. Эрнепи уншăн яланах çурхи малтанхи сывлăмпа çăвăннă чечек пек таса пулнă, халĕ те таса. Паçăр персе янă сăмахсемшĕн ыранах каçару ыйтатăп терĕ вăл хăйне, анчах паян юрамасть ун çинчен сăмах хускатма. Ут çинчи суранлă вырăна йĕппе чиксе ыраттармаççĕ.
— Çывăр, — терĕ Ахтупай витнĕ тумтирне арăмĕ çинерех туртса. — Ним çинчен те ан шутла. Киле чиперех çитетпĕр ак. Унтан часах Иливан таврăнать. Пурнăç майлашса каять пирĕн.
Эрнепи шарламарĕ. Вăл, халтан кайнăскер, кăтăш пулчĕ курăнать. Ăна кансĕрлес мар тесе Ахтупай та шăпланчĕ. Çывăрса кайма ĕлкĕрчĕ-и, ĕлкĕреймерĕ-и — шартах сиксе вăраннине туйрĕ. Аллине арăмĕ еннелле тăсрĕ — Эрнепи çук. Унăн паçăрхи сăмахĕсене аса илсе ура çине сиксе тăчĕ. Унталла-кунталла пăхкаласа пĕр хушă каçхи шăплăха итлерĕ. Çав вăхăтрах ăна шыв шăмпăртатнă пек туйăнчĕ. Ахтупай пĕр шухăшласа тăмасăр Атăл хĕрнелле ыткăнчĕ. Курчĕ вăл, арăмĕ чарăна-чарăна тăрса шалаллах кĕрет. Хăйăрлă вырăнта самай аякка кĕнĕ хăй. Упăшки вăл мĕн тума шутланине çийĕнчех ăнланчĕ. Эрнепие хăваласа çитрĕ те ал çине çĕклесе илчĕ, çавăнтах хулпуççи çине çавăрса хучĕ.
— Мĕскер эс, Эрнепи? Пурнăç йăлăхтарчĕ-им сана? — терĕ вăл çыран хĕррине çитсен арăмне хул пуççи çинчен антарса.
Эрнепи ним те чĕнмерĕ.
— Атя часрах вучах патне. Эс йĕп-йĕпе. Шăнса пăсăлас тетнем? Ут теççĕ сана! — кĕтмен çĕртен хаярланса хыттăнах каларĕ Ахтупай. — Эх, инкек, эх, инкек... Мĕнле пырса кĕчĕ вăл шухăш сан пуçна? Йăлт тĕлĕнтерсе пăрахрăн мана, Эрнепи...
Эрнепи ун çине пăхмарĕ, питне ик аллипе хупларĕ те сассăр тенĕ пек макăрчĕ.
Ахтупай ăна вучах патне илсе çитерчĕ. Вутне çĕнĕрен чĕртсе ячĕ, арăмне вăйпах салтăнтарма тытăнчĕ. Эрнепи турткалашмарĕ, çапах кай, хамах хывăнатăп тесе те каламарĕ. Ахтупай ун çине хăйĕн сăхманне уртса ячĕ те арăмне вучах кутнелле тĕртрĕ, хăй ун кĕпине вут умне саркаласа тытса унпа юнашар тăчĕ. Ятламаспа Северьян ан илтчĕр тесе асăрханса сăмах хушрĕ:
— Каçар, Эрнепи. Тен, эп сана кӳрентертĕм пуль. Ара, кĕтмен çĕртен пулчĕ-çке эс каласа пани. Пуçа вырнаçать, чĕрене вырнаçмасть...
— Эс ĕненес çуккине эп малтанах пĕлнĕ, — нăшăклатрĕ арăмĕ. — Манăн çав тутар килĕнчех çакăнса вилмелле пулнă иккен. Ак халь сире, виçĕ арçынна, асаплантаратăп.
— Ан шарла. Халлĕхе вĕсене нимĕн те ан кала, — пăшăлтатрĕ упăшки.
— Мĕн пулнă, ма çывăрмастăр эсир, эсреметсем? — чаппан айĕнчен пуçне çĕклесе ыйтрĕ вĕсем мăкăртатнине илтнĕ Ятламас.
— Халех выртатпăр. Шăнтăмăр пăртак. Эс пире ан пăх, çывăр, — ним пулман пек тавăрчĕ Ахтупай. — Эрнепи ланкашкана анса кайнă ав. Кăшт йĕпеннĕ...
Вăл хăйсем типĕнсе çитсен вучаха каллех урăх çĕре куçарчĕ, вучах тĕлне тасатса çĕнĕрен вырăн сарчĕ, Эрнепие выртма хушрĕ.
Эрнепи ирччен пĕрре йăшăлтатса кăтартмарĕ, вилнĕ çын пек, хускалмасăр выртрĕ. Упăшки вара мĕн ирччен пĕр енчен тепĕр енне çаврăнкаларĕ, выртма кансĕр пулнă пек, пуçелĕкне тӳрлеткелерĕ. Хăй чунĕпе, чĕрипе, пĕтĕм шăм-шакĕпе туйса тăчĕ: çумра вилес патне çитнĕ Эрнепи выртать. Халтан кайнăран кăна мар, урăххишĕн пусăрăнчĕ вăл паян. Унăн кăшт çеç тĕлкĕшекен пурнăç хавалне Ахтупай çапса хуçрĕ. Ах, мĕнле çитмелле-ши кун пек асаппа тăван кĕтесе, пурнăçа мĕнле юсаса ямалла-ши? Юсанĕ-ши вăл çакăн пек пăтăрмах хыççăн?
Тепĕр кунне вунă-вун пилĕк çухрăм утсан вĕсем тăваттăн Сĕве хули тĕлне пырса тухрĕç. Сăртра, ытла пысăках мар утрав çинче ларакан хула Атăл урлă лайăххăнах курăнать. Чиркӳ те пур унта, собор та, икĕ хутлă çуртсем те.
— Акă вăл, эпир Ахтупайпа иксĕмĕр лартнă чаплă хула! — кулчĕ Ятламас Сĕве хули еннелле савăнăçлăн пăхса. — Эй, тăрăшрăмăр-çке ун чухне вырăссемшĕн! Пыйтă кăшт çеç кăшласа ямарĕ пире. Анчах мĕнле каçмалла-ха унта? Куратăр-и, мĕн чухлĕ халăх кĕшĕлтетет тура. Пирĕн те çавăнта кайма лекет пуль. Эс, Северьян, çĕрпӳ вырăнне пул, пире каçма кимĕ çине часрах кĕртсе яр.
— Тăрăшса пăхăп, — терĕ Северьян. — Тем тесен те кĕçĕр пирĕн çав эсир тунă хулара çĕр каçасчĕ. Тен, патша валли хатĕрленĕ ăшă пӳртех вырнаçтарĕç пире...
— Çавăнта ĕнтĕ, урăх ăçта пултăр тата?
Вĕсем Атăл урлă каçнă чухне те çавнашкалах шăл йĕрсе пычĕç. Ахтупай çеç Эрнепие хул хушшинчен ярса тытрĕ те сылтăм çырана çитичченех çапла аллине пĕр вĕçертмесĕр ларса пычĕ. Каçхине пулса иртнĕ пӳкле ĕçе манаймасăр арăмĕшĕн шикленме пăрахмарĕ пулĕ çав. Ĕнер, çул çинче, Ятламас вĕсенчен çамрăк мăшăр тесе те тăрăхласа кулнăччĕ, паян арăмĕпе упăшки пит сĕлкĕш пынине курса чĕлхе вĕçне килнĕ сăмахсене тыта-тыта чарчĕ. Северьян та асăрхарĕ, Эрнепин этем сăнĕ çук, çĕрĕпе макăрнăран пулас, куç айĕсем шыçса кайнă. Тем пулса иртрĕ вĕсем чипер çывăрнă вăхăтра — Северьянпа Ятламас ăнланса та юлаймарĕç.
Новоград Свияжскинче вĕсем асаппа та пулин çар хуранĕнчен апат çиме пултарчĕç. Анчах Эрнепие пайта тивмерĕ. Эс çар çынни мар тесе ăна пĕр чашăк шӳрпе те памарĕç. Вара виçĕ çын апатне тăватта пайламалла пулчĕ. Пурнăçра темле чăрмав килсе тухсан та аптраса ӳкмен Ятламас кунта та ăслă япала шутласа кăларчĕ.
— Мана Эрнепи валли пĕçернĕ апат хуранĕ урăх çĕрте, урăх урапа çинче ларассăн туйăнать, — терĕ вăл юптарса. — Чим-ха, юмăç пăхам-ха малтан. — Вăл, ачасем хăтланнă пек, куçне хупрĕ, икĕ шĕвĕр пӳрнине хире-хирĕç илсе пычĕ. — Кӳратăр-и, тĕлме-тĕлех пулчĕ. Эппин, Эрнепи апатне шырама каятпăр!
Пĕр çĕрте ыйтрĕç, тепĕр çĕрте ыйтрĕç вĕсем тыткăнран килнисене ăçта апат çитереççĕ тесе, юлашкинчен, йĕр çине ӳксе тыткăнран таврăнакансене йышăнакан, вĕсене тĕрлĕ çĕрелле ăсатса тăракан çурт патне пырса тухрĕç.
— Çакăнта, — терĕ Ятламас. — Ав Хусантан килнисем вĕллери хурт пек сĕрлеççĕ.
Чăнах та картиш тулли халăх иккен кунта. Пĕрисем, чирлĕреххисем ĕнтĕ, хӳме çумĕнче выртаççĕ, теприсем сĕтел хушшинче çырса ларакан тиек умĕнче кĕпĕрленсе тăраççĕ.
— Ку тиек ахаль йышши мар, телей валеçекенни, — куç хĕсрĕ Ятламас. — Пар-ха, Эрнепи, хăвăн ярлăкна. Унсăрăн кунта пирĕнпе калаçмаççĕ те...
Эрнепи шупăр кĕсйинчен темле çаврашка тимĕр туртса кăларчĕ, пĕр сăмах чĕнмесĕр ăна Ятламаса тыттарчĕ.
— Эс ларса кан пăртак, кирлĕ чухне эп сана чĕнетĕп. Черет çитсен вăл ăна хăй умне тăратрĕ, тиекпе вырăсла калаçса Эрнепи пирки каласа кăтартрĕ.
— Ун пеккисем чылай, — Ятламас çурăмĕ хыçĕнчи ухă такмакне курса кăмăллăн калаçрĕ тиек. — Ту ен çыннисене те тыткăнра усранă, мур илесшĕсем. Вырăссене вара пинĕ-пинĕпе тытнă хăйсем патĕнче.
— Çапла, эпир хамăр куçпа куртăмăр. Эс ĕнтĕ, ырă тиек, ку хĕрарăма килне çитмелĕх апат туса пар, — сăмах тĕртрĕ Ятламас.
— Киле çитмелĕх тетĕн? — тĕлĕнчĕ лешĕ, — Ун килĕ инçе те мар. Икĕ кун утмалăх çеç.
— Сахалтан та пилĕк кун каймалла, — терĕ Ятламас.
— Эсĕ ун тăванĕ мар пулĕ те?
— Упăшки. Ак Хусана илессишĕн çапăçрăм та арăма ирĕке кăлартăм. Çавна шута ил, ырă тиек.
Тиек ун çине суймасть-и ку тенĕ пек чăрр пăхса илчĕ, пуçне сулкаларĕ те Эрнепие сĕтел çинчи купаран пĕр çаврашка, сĕтел сунтăхĕнчен çеçтенкĕ евĕрлĕ тепĕр çаврашка илсе тыттарчĕ, вĕсемпе ăçта каймаллине ăнлантарчĕ.
Вĕсем чалхăркка чĕлхеллĕ Ятламас мĕн калаçнине йăлт итлесе тăнă Северьянпа тата Ахтупайпа пĕрле урама тухрĕç. Эрнепи, Ятламас хулĕнчен çакăнса пыраканскер, арçынсене Хусантан тухнăранпа пĕрремĕш хут кул-ха кăтартрĕ.
— Эй, турăçăм, турă, пултаратăн та иккен эсĕ, Ятламас! — терĕ вăл. —Тавах сана маншăн... пирĕншĕн тăрăшнăшăн.
— Ара, мĕнле тăрăшас мар, эп сан упăшку-çке! — ытарлăн калаçма пăрахмарĕ лешĕ.
— Вăл пултăр-ха, — терĕ Северьян, — çапах та сана паян тесен паян çĕрпĕве лартма пулать. Хусанта чухне ма кĕрсе тухмарăн эс патша патне? Ним мар мăрса е çĕрпӳ туса хуратчĕ вăл сана...
— Кая юлман-ха, ĕлкĕрĕп, — ахăрчĕ Ятламас. — Атăлпа хăпарнă чухне тытса чаратăп ăна. Тукая ярлăк ан пар, вăл питĕ усал, тараплă этем, ун вырăнне мана турхан ту тетĕп.
Ахтупай калаçăва пит хутшăнмарĕ, анчах ăшра çав тери хĕпĕртесе тăчĕ. Эрнепие чун кĕчĕ, вилнĕ çын ун куçĕ умĕнчех чĕрĕлчĕ, кулса кăтартрĕ. Арçынсем, Эрнепи чĕринче мĕн пулса иртнине ăнланмасăр ун çине тĕлĕнсе пăхаканскерсем, хĕн-хур, асап çапса хуçнă хĕрарăмăн йĕс шăнкăрав пек сассине илтрĕç. «Тавах сана, Эрнепи, талайна кăшт та пулин кăтартнăшăн, — терĕ ăшра Ахтупай. — Халь ĕнтĕ упăшку саншăн тек сехĕрленсе тăмĕ. Пуçу çинчи куçа курăнман хура пĕркенчĕк тинех сирĕлчĕ. Чăнах та маттур çав ман тусăм Ятламас, Эрнепие, пурнăçпа сыв пуллашасси патне çитнĕ Эрнепие, çĕнĕрен чун пама пултарчĕ».
Пĕр-пĕрне хире-хирĕç кăшăлпа ларса апат тунă чух Ахтупайпа Северьян асăрхарĕç, Эрнепи хăй те Ятламас çине ытараймасăр пăхать. Вăл ăна пĕрремĕш хут курчĕ тейĕн. Куçĕсем çиçеççĕ. Хăй те ăшра кулать пулас. Ятламасĕ пăхма хăруш пулса кайнă: чикан пек хуп-хура, сухалне тем вăрăмăш ӳстерсе янă. Лапсăркка çӳçĕ çĕлĕк айне те вырнаçмасть. Куçĕ çамрăк çыннăнни пек вутла çунса тăмасть пулсан, шăлĕ шур шăрçа пек шап-шурă та пĕр тикĕс пулмасан çитмĕл-сакăр вуннăран иртнĕ старик темелле çав.
Эрнепи астăвасса пит хитреччĕ Ятламас. Хĕрарăмсем юрататчĕç ăна. Ахтупай йăмăкĕ Альпи уншăн каçсах каятчĕ. Улахсенче çамрăксене купăс каласа савăнтараканни çавă пулнă. Ялти чи хăрушă юмăç карчăкне, Сахвинене, кунĕн-çĕрĕн вăрçтараканни те çавахчĕ.
Çак чăваша тухнă вырăс, Северьян, мĕнле чиперччĕ тата! Тукай хĕрĕ, Нухрат, вилетчĕ уншăн. Качча кайнă хыççăн та ун çумнех çыпăçатчĕ. Северьян ĕçленĕ çĕре, тимĕрçĕ лаççине, чупа-чупа пыратчĕ.
— Эрнепи, кĕсйӳсене тĕрĕсле-ха, сан унта апат илмелли мăйса тата юлнă пек туйăнать, — терĕ Ятламас умра выртакан çăкăр сăмсине çавăркаласа. — Кунпа эпир тем тесен те Тукай ялне çитейместпĕр. Тиекĕ лайăх, кăмăллă çын. Хулара чухне тепре ыйтса пăхар мар-и, Ахтупай?
— Кăнах пайла, — вăл мĕн каласшăн пулнине ăнланчĕ Ахтупай. — Ыран эпир Девлизер ялĕнче пулатпăр, унтан Нургали ялĕ те инçе мар. Килте пулсан авалхи тус пире выçă вĕлермĕ-ха...
— Килте пулмасан вара? — çăкăр сăмсине алла илнĕ çĕртен каялла хучĕ Ятламас.
— Арăмĕ ырă хĕрарăм унăн. Вăл мĕн те пулин тупса парĕ.
— Вăл та пулмасан?
— Вара пиçиххине хытăрах туртса çыхатпăр та килелле танклаттаратпăр.
— Çук, ун пек мар, — сăмах хушрĕ Северьян. — Вĕсен кӳлĕ пур унта. Сĕрекепе пулă тытатпăр.
— Эппин пайлатăп, — терĕ Ятламас. — Хусана килнĕренпе вупкăн пекех пахматсăр пулса кайрăм. Ялан калакла çӳренĕ пек çӳретĕп.
— Мана кирлĕ мар, — хăйĕн чĕллине каялла тĕртрĕ Эрнепи.
Ахтупай ун хутне кĕресшĕн пулчĕ:
— Ил, ил. Кайран çиетĕн.
— Хăвăн патна чикех, Ятламас, — итлесшĕн пулмарĕ ăна Эрнепи. — Пирĕн пур унта. Паçăрхи те юлнăччĕ-ха хутаçра.
Ку та кăмăла кайрĕ Ахтупая: арăмĕ Ятламас шӳтне йышăнмарĕ, хирĕç «хăвăн патна чикех, Ахтупай» теес вырăнне Ятламаса сĕнчĕ. «Пирĕн» ĕнтĕ вăл — унăн тата Ахтупайăн.
Упăшкипе ĕлĕкхи пек куçа-куçăн пăхса калаçмарĕ-ха вăл, çул çинче те унран кăшт юларах утса пычĕ, çапах та кăмăлтан самаях уçăлчĕ пек туйăнать.
Çывăхри яла çитеспе хăвăртрах утса унпа танлашрĕ те аллинчи хутаçне упăшкине тыттарчĕ. Ывăнтăм тесе те, çакна йăтса пыр-ха тесе те каламарĕ, тыттарчĕ çеç. Уншăн та савăнчĕ Ахтупай. Эппин, ĕнерхи алама ĕçшĕн чунпа ютшăнасшăн мар-ха арăмĕ, киле чиперех таврăнасшăн.
Ахтупай ăшра ăна татах хĕрхенсе илчĕ.
— Каллех танкăшма пуçларăр-и, çĕр çăтмансем? — терĕ вăл юлташĕсене аякран. — Эсир тутар ялне пирĕнсĕр пырса кĕресшĕн-и? Çук, тупаймастăр Нургалие мансăр!
Ятламаспа Северьян ăна тĕрĕс ăнланчĕç, Эрнепи хăваласа çиттĕр тесе майĕпентерех утма тытăнчĕç.
Вĕсен телейне, Ахтупайăн тахçанхи тусĕ Нургали килĕнчех пулчĕ. Пӳртрен чупса тухса картлашка çинчен анмасăр пăхрĕ-пăхрĕ вăл кулкаласа тăракан виçĕ арçынпа пĕр хĕрарăм çине, ниепле те палласа илеймерĕ.
— Те эпех кирлĕччĕ ĕнтĕ сире, ырă çынсем? Те йăнăшпа килтĕр кунта... — терĕ вăл тутарла.
— Пире Нургали кази кирлĕччĕ. Эп çул çинче çак сурханахсемпе вăрçса кайрăм. Тĕрĕслĕхе тупма пулăш пире...
Нургали пĕр вырăнтах тăпăртатрĕ, ун-кун пăхкаларĕ, ним калама аптрарĕ.
— Эп кази мар, — мăкăртатрĕ вăл. — Сире такам суйса янă. Кази кунтан ик кил урлă пурăнать. Вăл та тухса тарнă пулас...
Ахтупай çывăхарах пычĕ те алăран тытса Нургалне çĕрелле туртса антарчĕ.
— Эх, ватăлтăмăр эпир санпа, Нургали! Куçсем тайăлчĕç. Пĕр-пĕрне те паллаймастпăр.
— Чим-ха, чим, — терĕ лешĕ. — Эс Ахтупай пултăн-иç! Эй, аçа çапасшĕ! Ахтупай! — вĕсем пĕр-пĕрне ыталаса илчĕç. — Кази кирлĕ пулнă ăна! Мулла кирлĕ мар-и тата сире? Эмине! — кăшкăрчĕ вăл — Эмине, карчăкăм! Тау ягы çыннисем килчĕç. Хуранна çак часрах, чей вĕрет!
Картлашка çинче алăк хыçĕнче пытанса тăракан Эмине, Нургали арăмĕ, курăнса кайрĕ, вăл арçынсене пĕр сăмах каламасăр тӳрех Эрнепи патне чупса пычĕ те ăна пӳртелле илсе кĕчĕ. Пăртак кăмкан умĕнче çăвăнкаласа часах арçынсем те пӳрте кĕчĕç. Нумай та вăхăт иртмерĕ, тăватă арçын урисене тутарла хуçса урайне вырнаçса ларчĕç. Эрнепие кил хуçи хĕрарăмĕ арçынсене кăтартмарĕ, чаршав хыçне илсе кĕчĕ те, вĕсем иккĕшĕ çеç пăшăлтатрĕç. Хĕрарăмсен те, арçынсен те калаçмалли нумай тупăнчĕ.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...