Сĕве Атăла юхса кĕрет. Иккĕмĕш кĕнеке :: Тӑваттӑмӗш пайӗ. Кӗтмен хӑнасем
— Кăшт кĕтсе пăхар, — терĕç кашнинче пĕр-пĕрне. — Ыранхи кун çĕнни мĕн илсе килет. Турă кĕтме, чăтăмлă пулма хушнă.
2. Мăрсан хăлхи питĕрĕннĕ
Пăлхава ертсе пыракансем пĕрре те кунашкал йăваш калаçмарĕç. Вĕсем тулхăрса кăна тăчĕç, Хусана, Сĕве хулине юнарĕç, унти наместниксемпе воеводăсене чи усал сăмахсемпе асăнчĕç. Çармăс мăрси Мамич-Бердей, хăйĕн çыннисемпе тин çеç килсе çитнĕскер, Хусана темиçе çын яма сĕнчĕ, Скуратовпа Лихорев баскаксене вĕлерни çинчен наместникпа воеводăсене пăлханакан мĕн пур халăх ячĕпе пĕлтерсе хумалла терĕ.
— Калаччăр ăна: тата кăлара-кăлара ятăр баскакĕсене куланай пуçтарма. Эпир вĕсене çăкăр-тăварпа кĕтсе илме хатĕр.
— Ун пек ашкăнса çынсене пĕтерес мар, мăрса, — хирĕçлесшăн пулчĕ Элĕк. — Пурне те вĕлерттереççĕ вĕсем, çавă анчах.
— Вĕлерттермеççĕ, хăраççĕ халь вĕсем пире тарăхтарма, мĕншĕн тесен вырăссен унта çар сахал, — килĕшесшĕн пулмарĕ Мамич-Бердей. — Тепĕр тесен виçĕ çын шел-им саншăн, Элĕк мăрса? Хăвăннисене хĕрхенетĕн пулсан ман элчĕсене яр эппин. Ман паттăрсем ним мар каялла таврăнаççĕ. Воевода патне кĕмеççĕ те вĕсем, хамăр çынсем урлă кăна пĕлтереççĕ наместника.
Мĕн хыпарпа-тăр, Хусана элчĕсем чылаййăн тухса кайрĕç. Сарри шучĕпе, ку элчĕсем Мамич-Бердейпе Усеин-Сеит çыннисем мар, Элĕкпе Янчура çыннисем пулчĕç. Темскер, пăлхава ертсе пыракан мăрсасем питех килĕштерсех каймаççĕ пулас хăйсен хушшинче. Элĕкпе Янчура шанмаççĕ Усеин-Сеитпа Мамич-Бердее. «Сутаççĕ вĕсем пире юлашкинчен, — терĕ ĕнер Янчура Элĕке. — Куратăн пуль, пире пăхăнасшăн мар вĕсем. Ялан чĕрре кĕреççĕ, ялан вĕрентме пăхаççĕ».
— Сисетĕп, пире мĕнле те пулин айăпа кĕртсе хăйсем пуçлăх пуласшăн, — килĕшрĕ Янчура.
Саррие, çапăçура тĕрĕслесе пăхман çынна, ĕненсех пĕтереймеççĕ-ха пăлхавçăсен пуçлăхĕсем, çапах та систерсе хучĕç: çав икĕ тилĕ умĕнче сыхă пул, кирлĕ-кирлĕ мара персе ан яр терĕç. Çырма леш енчи мăрсасем — Сисетпе Сарай — килсен те çав сăмахсенех каларĕ Элĕк.
— Вĕсем кунта çапăçма мар, пуйма килнĕ пек туйăнать мана. Эп асăрханă, Усеин-Сеит Хусаналла кашни кун икшер-виçшер лав ăсатать. Пĕрре тĕрĕслемелле-ха вăл лавсене, мĕн тиенине пĕлмелле.
Сарри чунĕпе чăваш мăрсисем майлă пулчĕ. Тем тесен те Янчурапа Элĕке нимле Нухай та, Астраханьпе Крым та кирлĕ мар, вĕсем, Сарри хăраххи, вырăс воеводисемпе вăрçса кайнă та çавсене тавăрасшăн.
Ăна Мамич-Бердей пирки Тукай каласа кăтартни те аса килчĕ. Ту енне те пырса çӳренĕ кăçал çармăс мăрси. Тукая хăратса, питлесе тем те пĕр каласа тăкнă иккен. Алттыш патĕнче те пулнă вăл. Анчах Алттыш Тукай сăмахне итлесе кулчĕ кăна, хăй патĕнче Мамич-Бердей мĕн хăтланнине пĕлтересшĕн пулмарĕ. Шарлама кирлĕ мар тесе шутлать пуль: çармăс мăрси ун аслă хĕрне çураçса хунă текен хыпар та пур-çке-ха.
Элчĕсем Хусантан пит хăвăрт таврăнчĕç. Çук, Горбатый-Шуйский тытса хуптарман вĕсене, пуçлăхсене çапла çеç пĕлтерме хушнă: Мĕша тăрăхĕнчи мăрсасемпе çĕрпӳсен хăйсен çыннисене илсе килĕсене саланмалла, тек çар пуçтарма пăрахмалла, халиччен юн тăкнăшăн вырăссенчен каçару ыйтмалла. Воевода пăлхавçăсене государь ячĕпе каçарма, пурне те киле яма пулать.
Мăрсассмпе çĕрпӳсем ку хыпара кулса çеç йышăнчĕç. Воевода вĕсене каçарать-и? Вăл пулма пултараймасть. Мускавран вăтăр пинлĕ çар чĕнсе илнĕ пулсан Горбатый-Шуйский пăлхавçăсемпе урăхларах калаçасшăн.
Пăлхава ертсе пыракансен тавлашма, Нухайран е урăх çĕртен кама та пулин кĕтме вăхăт юлмарĕ. Çавăн пек пысăк çара хĕл кунĕнче вăрманта тата ялти хура пӳртсенче, мунчасенче тытса тăма май та çук. Эппин, çынсене часрах йĕлтĕрсем çине тăратмалла, утсем çине утлантармалла.
Ыран Атăл хĕррине тухатпăр тенĕ чух мăрсасем ялтан яла çӳрерĕç, выçлă-тутлă пурăнса халтан кайнă халăхпа калаçрĕç. Пăлхавçăсене хăйсем кампа тата мĕншĕн çапăçнине каласа ăнлантарма, хитре сăмахсем каласа хавхалантарма кирлĕ пулмарĕ. Кунта кăмака çинче выртма килменнине, килте вĕсене ачи-пăчи, тăванĕ-пĕтĕнĕ кĕтнине кашниех пит лайăх пĕлсе тăчĕ.
— Часрах илсе кайăр çапăçăва! Унсăрăн пыйтă-хăнкăла çисе ярать пире! Часрах аркатса тăкас çав Сĕве хулине! — хăйсем васкатрĕç тĕкĕрçĕсем.
— Лайăх кăна çапăçас та çуркуннеччен киле тапас! Пĕр шартлама сивĕ кун вара сăхманлă çар çула тухрĕ. Курчĕ Сарри: лаша сахалтарах пăлхавçăсен, йĕлтĕрне вара нумай хатĕрленĕ. Çураннисем пурте вăрманти тарăн юр çинче çӳремелли сарлăка йĕлтĕр сырнă.
Мăрсасем йĕнерленĕ утсемпе сиктерсе пыраççĕ. Вырăс воеводисенни пекех, кашнин тарçи пур, тарçăсăр пуçне — ялтан илсе тухнă темиçе тĕкĕрçĕ. Вĕсем учĕсене мăрсасем хыççăнах хăвалаççĕ.
Сарри ывăлĕ Атапай ав кăкăрне туй каччи евĕр каçăртнă. Аттенейпе ытти тĕкĕрçĕсем ăна пĕрре те юратмаççĕ: килнĕренпе вĕсемпе пĕрре йĕркеллĕ калаçса курмарĕ. «Вĕçкĕн, — тет Аттеней ун çине сивĕ куçпа пăхса. — Мăрса полса тăтăм тесе шутлать поль. Ăçта та полин кайма тăрсан утне те хăй йĕнерлемест. Эх, вырăссем тăн паччăрах ăна. Учĕ çинчен месерле чикеленсе антăрах вăл çапăçăва кĕнĕ-кĕмен».
Аттеней хăйĕнчен хăй тĕлĕнет: тарçăра ытла нумаях ĕçлемен пулин те вăл ку таранччен Сарри мăрсана чăн-чăн хуçа вырăнне хурса пурăннă, хисепленĕ ăна, юрама тăрăшнă, ун сăмахĕнчен нихçан та тухман; халь чун туртмасть ак, калаçас та килмест унпа. Сасси те пит килĕшӳсĕр пек туйăнать. Мĕн пулса иртрĕ-ши тарçă чĕринче çак темиçе эрне хушшинче? Пĕлет-çке-ха вăл, ун кăмăлĕ халь, Сĕве хулинчен килнĕ хыççăн, улшăнчĕ. Темскер пытарма тытăнчĕ марса хăйĕн çыннисенчен, вĕсемпе ялан тӳрккес тыткаларĕ. Пĕр сăмах кăна калатăрччĕ çыннисене, киле хăçан каяссине çеç систерсе хутăрччĕ. Нимĕн те шарламасть-çке. Ав Элĕкпе Янчура хушшине хĕсĕенсе кĕнĕ те пырать вĕсемпе палкаса. Лешсен пирĕн вăрттăн калаçмалли пур тесе хăваласа ярасчĕ пĕрех хут.
Атăл урлă пăлхавçăсем пит хăвăрт каçрĕç. Лашаллисем сиккипе пынă çĕртенех хула хапхисем патне пырса тăрăнчĕç. Йĕлтĕрçĕсем утрав йĕри-тавра ярăнса çаврăнчĕç. Пĕр хапхаран стрелецсен ушкăнĕ кĕпĕрленсе тухрĕ, çавăнтах пищаль сассисем янраса кайрĕç. Хулари пĕр башня çинчен темиçе хутчен тупă кĕрслеттерчĕ.
Стрелецсемпе çапăçма Элĕкпе Янчура утлă çарĕ ыткăнчĕ. Тепĕр хапха патĕнче вырăссемпе Сисетпе Сарай çыннисем тытăçса ӳкрĕç. Хĕç пуррисем хĕçпе касаççĕ, тĕкĕрçĕсем ытла çывăха пымасăр ухăпа тĕллесе переççĕ. Сисетпе Сарай çыннисен пищальсем те пур иккен. Ар патĕнче сахал çапăçнă-и вĕсем вырăссемпе! Горбатый-Шуйский çарĕнчен туртса илнĕ пищальсем ĕнтĕ вĕсем.
Саррипе ывăлĕ малтанах çапăçăва кĕмерĕç, аякран сăнаса пăхса кăна тăчĕç. Часах мăрсан юнĕ вĕресе кайрĕ пулас, ун тӳсĕмĕ пĕтрĕ. Вăл хăй ват çын иккенне манса йĕнĕрен хĕç туртса кăларчĕ, урмăшнă саспа тем кăшкăрчĕ те лаша çилхи патнерех пĕшкĕнсе малалла вĕçтерчĕ. Унтан пĕр утăм юлмасăр Атапай сиккипе пычĕ. Вĕсем юлан утсен ушкăнне кĕрсе кайрĕç те çухалчĕç. Аттенейпе ытти виçĕ тĕкĕрçĕ мăрсапа ывăлне каялла Атăл леш енне каçсан тин шыраса тупрĕç.
— Ну, мĕнле, çапăçса куртăр-и, Аттеней? — ыйтрĕ мăрса ывăлĕн аманнă аллине шур пусмапа çыхса тăраканскер. — Паçăр эсир пиртен аякка тăрса юлнăччĕ хăвăрăн сăхăм лашисемпе.
— Сирĕн хыççăн ĕлкĕреймерĕмĕр çав, — терĕ Аттеней Сарри вĕсене вăрçманнишĕн хĕпĕртесе. — Кăшт çапăçса илтĕмĕр. Ухă такмакĕсем çурри пошă.
— Вĕсене тултарăр-ха яла çитсен. Элĕк калать, ырансенче тепре килетпĕр тет. Лайăх çапăçăр эсир, манăн ытти мăрсасем умĕнче намăс курмалла ан пултăр.
— Çынтан юлмăпăр ĕнтĕ, ытти тĕкĕрçсем мĕнле, эпир те çавăн пек, — мăрсана çиллентерес мар тесе сăмах хушрĕ Ухантей.
Пăлхавçăсем Сĕве хулине тата темиçе хутчен кая-кая хупăрларĕç, анчах пĕтĕм вăйпа çапăçасси пулмарĕ. Стрелецсем кашнинчех ушкăнăн-ушкăнăн туха-туха çапăçрĕç те утлă çар килнине курсан ялан каялла кĕчĕç.
Çапла темиçе эрне иртрĕ. Çанталăк ăшăтас енне кайрĕ. Ялсенчен утă-улăм, апат-çимĕç турттарма йывăрланчĕ. Пăлхавçăсен тӳсĕмĕ пĕтнĕçемĕн пĕтсе пычĕ.
Тепĕр енчен, кашни кун çын çухатни, кашни кун е хула хапхисем умĕнче, е Хусан çулĕ çинче, е тата Атăл леш енчи вăрманта юр ăшне пута-пута çапăçни Салтыков воеводăна та тарăхтарса çитерчĕ пулас. Вăл пĕтĕм вăйне пухса хуларан тухма, пăлхавçăсене вăрмана шала кĕмесĕр аркатса тăкма шутларĕ.
Стрелецсем пысăк йышпа Атăл леш енне каçрĕç. Вĕсен тепĕр ушкăнĕ Морозов воевода ертсе пынипе Сĕве тăрăхĕнчи вăрмана кĕрсе кайрĕ. Çапăçма ик енне те йывăр пулчĕ: пăлхавçăсен вутпа перекен хĕç-пăшал сахал, стрелецсене ухăпа лектерес тесен ирĕксĕрех çул хĕрне тухмалла; вырăссем утсемпе çул пур çĕрте çеç вăрмана кĕме, тăшмана хăвалама пултараççĕ.
Çапах та Сĕве шывĕ тăрăхĕнче стрелецсем йĕлтĕрçĕсене нумай пĕтерчĕç. Юр пур çĕрте те юнпа пĕвенчĕ. Аманнисене стрелецсем хăйсен йĕлтĕрĕсем çине хурса хула патне турта-турта тухрĕç.
Салтыков, Атăл леш енчи çулпа каялла-малалла çӳрекенскер, ниçта та вăрмана кĕмерĕ. Ун стрелецĕсем те пăлхавçăсене йышлă пĕтерсе тăкрĕç. Анчах хăйне Атăл ку енче вырăссем пилĕк çĕр стрелец ытла çухатни çинчен пĕлтерсен воевода çарсене пĕр çĕре пуçтарма, çапăçма пăрахмасăр пĕчĕккĕн хула еннелле чакма хушрĕ. Казаксем юлан ут вĕççĕн ăçта çапăçнине вăл кураймарĕ.
Утлă çар йĕлтĕрçĕсене хăваласа кайса Галич çулĕ çине тухнă иккен, унта пăлхавçăсен утлă çарне тĕл пулнă. Казаксем пăлхавçăсем пысăк вăйпа хĕснине чăтайман, тĕрлĕ çĕрелле саланса пĕтнĕ.
Аслă воеводăна çакăн çинчен хыпар турĕç те часрах хулана чакма сĕнчĕç. Воеводăн хăйĕн çыннисен сăмахне итлемеллеччĕ ĕнтĕ, хулана васкамаллаччĕ, анчах вăл, тем çинчен шухăша кайнă çын пек, пĕр вырăнтах тăчĕ, вунă-вун пилĕк юлан утпа хулана тарма ăна çар пуçĕн мăн кăмăллăхĕ кансĕрлерĕ пулас. Çав вăхăтра çулпа юлан утсем йышлăн вĕçтерсе килни курăнса кайрĕ. Воевода пĕр сăмах каличчен ун çыннисем вĕсене хирĕç ыткăнчĕç. Салтыков хĕçне туртса кăларса хăй те çапăçма хатĕрленчĕ. Анчах вăл пĕр çынна та касса пăрахаймарĕ, икĕ пăлхавçă ăна пĕр харăс сăнăпа çаклатса çĕре ӳкерчĕç, тепри пĕшкĕнсе хĕçпе туртса çапрĕ.
Воеводăна хураллакан казаксене пĕр çын юлми вакласа тăкрĕç.
Мĕша тăрăхне таврăннă чухне малта йĕс шлем тăхăннă, йĕнер сăмси урлă Салтыков хĕçне хунă Мамич-Бердей пычĕ. Вăл халь хăйне ытти мăрсасем умĕнче темле чаплă ĕç тунă пекех тыткаларĕ. Чĕлхи те япшар пулчĕ паян унăн. Мăрса чарăнма пĕлмесĕр калаçрĕ.
— Нумай сыхларăм эп Салтыков воеводăна, упана йĕрленĕ пекех йĕрлерĕм, — каппайланчĕ вăл. — Малтан воевода пире хăратма Нурлапа Уржум патне пынăччĕ. Ун чухне хăваларăмăр — тытаймарăмăр. Раштав сиввинче эп хам çынсемпе ăна хирĕç Помар патĕнче çапăçрăм. Ун чухне те вĕçерĕнчĕ ман алăран. Тур каласшĕ виççĕ тесе ахаль каламан иккен. Виççĕмĕшĕнче тытрăмăр-тытрăмăрах ват супнăна. Пире юри кĕтнĕ пек, çул çинче тăра парать. Эп каярах юлнăччĕ те хамăрăннисене: «Чĕрĕлле тыткăна илĕр ăна, ан вĕлерĕр!» — тесе кăшкăратăп. Элĕк мăрса çыннисем усала сăнăпа хирсе те антарчĕç. Ак çакă, — вăл хăйĕн хыçĕнче воевода сапарне — тимĕр кĕпине — тытса пыракан юлан ут çинелле кăтартрĕ, — пĕтĕм вăйран хĕçпе туртса та çапрĕ. Питĕ шел, пĕр самантлăха та тăна кĕреймерĕ Салтыков, калаçаймарăм эп патшан çывăх çыннипе. Калаçмалли пурччĕ, аса илтересшĕнччĕ эп ăна хăш-пĕр тĕл пулусене...
Вăл, паянхи çĕнтерӳпе çунатланса кайнăскер, воеводăна ылханма, ун çинчен усал сăмахсем калама тытăннăччĕ, анчах Элĕк ăна чарчĕ.
— Юрĕ, çитĕ, Мамич-Бердей. Вилнĕ çын çинчен ун пек каламаççĕ. Аван мар. Ун чунĕ халь леш тĕнчере, хăйне мĕн кăшламалли пур?
Мĕша тăрăхне пăлхавçăсем çур çĕр тĕлĕнче тин çитрĕç. Тепĕр кунне икшерĕн-виçшерĕн вăрмантан йĕлтĕрпе тухакансем те нумай пулчĕç. Мăрсасемпе çĕрпӳсем хăйсен çыннисене тĕрĕслерĕç. Кашни мăрсан вуншар-çирĕмшер тĕкĕрç таврăнман. Сарри мăрсан Ухантейĕ таçта çухалнă. Вăл ăçта юлни пирки тĕкĕрçĕсем нимĕн те пĕлмеççĕ. Чăнах та, ăçта юлма пултарнă Ухантей?
— Тупăр, çĕр айĕнчен чавса кăларăр, анчах тупăр! — вăрмана хăваларĕ ытти тĕкĕрçĕсене хуçа. — Ма пăрахса хăвартăр эсир ăна? Ма çийĕнчех шырамарăр?
Ухантей ăçта аташса юлнине чăнах та нихăшĕ те асăрхайман иккен. Виççĕшĕ те астăваççĕ, чиперех пыратчĕ вăл хыçра, ухă хирлӳне алла илнĕччĕ. Кайран куçран çухалчĕ. Юлташĕсем ăçта кайтăр вăл, хăваласа çитет ара тесе кĕтсе тăма шутламарĕç.
Вĕсем хăйсем тĕллĕн те каятчĕç-ха юлташне шырама, анчах мăрса хăваласа яни тата лайăх пек туйăнчĕ. Эппин, шеллет вăл хăйĕн çыннисене, пĕрне те çухатса хăварасшăн мар терĕç.
— Шеллет, шеллет, юлашки çăкăр татăкне пама хатĕр! — кулчĕç хăйсем çавăнтах. — Вăл пире хĕрхеннĕрен çĕтĕк çăпата вĕçне тăрса юлтăмăр ĕнтĕ.
— Сĕве холинчен тохса килнĕренпе йăлт хăлхасăр полса ларчĕ пирĕн мăрса, — терĕ Аттеней. — Хăй те чĕнмест, эпир каланине те илтмест. Атапайĕ те çавах. Хăçан киле каятпăр, Атапай, терĕм те, мĕн тумалла халь килте, мана конта та начар мар тесе çеç хучĕ.
Ухантее вĕсем пĕр вунă çухрăмра, вăрманти вучах умĕнче шыраса тупрĕç. Аманнă пăлхавçăсем темиçен пуçтарăнса вăйлă вучах чĕртсе янă иккен, çĕрĕпе çав вучах умĕнче ларнă. Май килнĕ таран пĕр-пĕрин суранĕсене çыхнă вĕсем, чей вĕретсе ĕçнĕ, камăн мĕнле апат пур, çавна пайласа çинĕ. Лашисем вучах айккинче выçах тăраççĕ апăршасен, вĕсем касăлса çитнипе йывăç хуппи кăшлаççĕ.
Сарри çыннисене курсан вучах йĕри-тавра ахлатса выртакан пăлхавçăсем савăнса кайрĕç: кусем, юри килнĕскерсем, пăрахса хăвармаççĕ ĕнтĕ, пурне те Мĕша хĕрринчи яла илсе çитереççĕ терĕç пулас.
Ухантей мăйран йывăр аманнă, пуçне те çĕклеймест, çапах хăй хаваслă: вăл Атăл хĕрринчен хуçасăр тăрса юлнă пĕр çӳрен ута кăкарса таврăнать. Ку ут пирки пăлхавçăсем куççуль витĕр нумай кулнă пулас, халĕ те кулма пăхрĕç.
— Сирĕн тĕкĕрçĕпе мĕн калаçмалли пур, — терĕ пĕри, унпа юнашар выртаканни. — Вăл вăрçăран пуйса таврăнать. Эпĕ акă чăлах пулса юлатăп, манăн сылтăм алăра икĕ пӳрне çук.
Мăрса çыннисем Ухантей çапăçу хирĕнче тупнă çӳрен ут патне пырсах пăхрĕç. Пăхма чипер лаши, ватă та мар, такам касса хунă ăвăс тураттине кăптăртаттарать кăна.
— Чипер утах, Охантей, тăват ураллă, хӳри те пур, — терĕ Аттеней вучах патне каялла пырсан.
— Салтса ярăр эсир вăл лашана, ырă çынсем. Кайтăр вăл хуçине шыраса, — татах шăл йĕресшĕн пулчĕ юнашар выртакан пăлхавçă. — Унсăрăн сирĕн тĕкĕрçĕ, халиччен лаша тытса курманскер, ухмаха ерет. Кĕçĕр çĕрĕпе çав лаша патне упаленчĕ вăл, мĕскĕн, пĕрре куç хупмарĕ.
— Чăрмав ан пултăр тесе сана парас мар-и ăна? — пĕр çилленмесĕр тавăрчĕ Ухантей.
— Кирлĕ мар сан лашу. Эп тепре çапăçсан пĕр-пĕр воевода лашине тытса утланатăп. Ку вăл сан качака çеç.
Пулăшакансем тупăннине кура аманнă пăлхавçăсем пурте вырăнтан хускалчĕç, япалисене пуçтаркаласа йынăшса та, уксахлакаласа та пулин лашисем патне тапаçланчĕç.
Тĕреклетнĕ вырăна çитсен Аттеней тӳрех мăрса патне кĕчĕ, ăна Ухантей тупăнни çинчен хыпар турĕ.
— Тупăннă тăк лайăх. Ӳлĕмрен асăрхануллăрах пулăр, — терĕ Сарри. Аманнипе аманманни çинчен ыйтмарĕ те.
Ухантей вучах патĕнче йĕпе çапă çинче выртса самаях шăннă пулас, тепĕр куннех вĕриленсе ӳкрĕ. Мунчара та алăка ялан уçса хупнăран пĕрре тарларĕ, тепре ĕнтĕркесе выртрĕ вăл. Кăнтăрла юлташĕсемпе чиперех калаçрĕ тĕкĕрçĕ, каçсерен тăнне çухатса тем те пĕр кăшкăрашрĕ.
— Мĕн, кансĕр-им, Ухантей? Шутсăр ыратать-им? — терĕç юлташĕсем.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...