Сĕве Атăла юхса кĕрет. Иккĕмĕш кĕнеке :: Тӑваттӑмӗш пайӗ. Кӗтмен хӑнасем
Нумай çул каялла юмăçăн мунча пек пӳрчĕ аслатиллĕ çумăр вăхăтĕнче аçа çапнăран çунса каннăччĕ. Кун хыççăн ăна Тукай мăрса, тăван вырăнне хурса хĕрхенсе пуль, хăй тарçи туса хучĕ. Эрнепи Хусанта чуралăхра тертленнĕ хушăра юмăç турханăн Çĕрпӳри çуртне тытса тăнă иккен, унта аслă тарçă шутланнă. Юлашки вăрçăран таврăнсан Тукай хăйĕн çывăх тăванĕпе вăрçса кайнă, эс мана çаратса пурăнатăн тесе килĕнчен хăваласа кăларса янă. Илтимĕр вара тăван ялне таврăннă та хăйĕн пушă выртакан кил вырăнне каялла йышăннă, Тукая тарăхтарма тенĕ пек, кĕлпе кăмрăк çинче çурт туса лартнă. Кăна кура ял çыннисем сехĕрленсе ӳкнĕ: киремет тĕнĕпе пурăнакансен йăли тăрăх, аçа çапнăран çунса кайнă çурт вырăнне çĕнĕрен пӳрт лартма юрамасть-çке. Илтимĕр вĕсене хăй юмăç пулнине, вăл киреметпе калаçма пĕлнине аса илтернĕ. Кӳршĕ-аршăсен куçĕ умĕнчех юмăç пахчана «киремет карти» тытнă, типсе хăрнă ватă хурама çине темле тăм кĕлеткисем çакса тултарнă. Çынсем каланине ĕненес пулсан ун кĕлетĕнче те турăш пек япала — киремет хăми çакăнса тăрать. Анчах вăл ăна никама та кăтартмасть имĕш, унпа хăй кăна калаçать. Сăмах пур: Тукай мăрса хăй те килсе курнă тет тăванĕн киремет картине. Унта темĕн чухлĕ укçа, нухрат, çеçтенкĕ выртать тет. Тепĕр чухне йывăр чирпе е урăх инкекпе асапланакансем вăл картана чăх-чĕп, хур-кăвакал, путек таврашĕ килсе яраççĕ имĕш. Анчах юмăç килен-каяна пурне те хытарсах каласа ярать тет: илсе килнĕ выльăх-чĕрлĕхе ун пек ярса ан хăварăр, ăна киремет йышăнмасть, киремет парне таврашне ман урлă кăна йышăнать тесе асăрхаттарать тет. Тукай мăрса «Тупата туршăн, часах ку манран пуян çын пулать пуль» тесе каланă имĕш вара. Çуркунне вăл унăн ят çĕрне туртса илсе сухаласа пăрахтарнă тет. Пулман пуль тесе калама çук, турханăн унăн çилли хаяр.
Эрнепи киремет карти айккипе инçетрен пăрăнса иртрĕ. Утнă май хăй ялан турра кĕл турĕ.
Вăл пынă чух юмăç патĕнче çын пурччĕ, çавăнпа Эрнепин чылайччен картишĕнче кĕтсе лармалла пулчĕ. Çын тухса кайсан юмăç алăка уçса кăххăм-кăххăм ӳсĕрчĕ, ку ĕнтĕ кĕме юрать, ман патра никам та çук тенине пĕлтерчĕ.
Эрнепи пӳрте кĕчĕ те саппунĕпе чĕркесе тытнă путекне пĕр сăмахсăр урайне ячĕ. Пӳртре сĕм тĕттĕм, кĕтесре халь-халь сӳнес пек мăч-мăч туса çунакан çурта ăна пĕрре те çутатаймасть, çавăнпа Илтимĕр путекне шыраса тупса хыпашласах пăхрĕ.
— Эрнепи ятлăччĕ пек астăватăп, — терĕ юмăç алăка пырса çаклатса. — Куратăп, эс ĕçпех килнĕ ман пата.
— Ĕçпе килтĕм çав. Инкек сиксе тухрĕ пурăнан пурнăçра, — чĕтрекен сасăпа хуравларĕ Эрнепи. — Те хаяр ӳкрĕ ман çине, тем пулчĕ, сывмарлантăм юлашки вăхăтра...
— Ним те ан кала, — чарчĕ ăна Илтимĕр. — Хăйĕн ĕçне пĕлекен юмçă ыйтса тăмасть, йăлтах хăй калать.
Вĕсем вара чылайччен чĕмсĕр ларчĕç.
Юмăç пĕр тăм чашăк шыв тултарчĕ те ăна лутра та пĕчĕк сĕтел çине пырса лартрĕ. Унтан тĕпелтен темле хатĕрсем, нухăт хулли, çăкăр чĕлли илсе пычĕ. Темле япалана çунтарса ĕнĕк шăрши кăларчĕ.
Эрнепие куçран пăхрĕ, ун ал тымарĕсене хыпашларĕ, унтан тарлă ал лаппине çамка çине хучĕ.
— Хаяр ӳкни те пур санăн, — мăкăртатрĕ вăл. — Çын сăмахĕ чĕрӳне кăшлать. Хĕне кайсах выртнă эсĕ, кăшт çеç вилсе кайман. Анчах пăшăрханма кирлĕ мар, чирӳ иртсе пырать. Чим-ха, тăхта, эп хаяр амăшĕпе калаçса илем...
Вара юмăç йăваш сасăпа, йăпăлтатнă евĕр, темле сăмахсем калама пуçларĕ. Эрнепи вĕсене хăлхана чиксе те юлаймарĕ.
— Куç хаярĕнчен сыват эс ăна, чĕлхе хаярĕнчен сыват, вĕри хаярĕнчен сыхла, сивĕ хаярĕнчен сыхла, вут хаярне ан яр, шыв хаярне ан яр, çул хаярĕнчен хӳтĕле, килти хаяра хăваласа кăлар. Аминь, аминь... Тьфу, тьфу...
Çапла чылайччен мăкăртатнă хыççăн юмăç Эрнепие каллех алăран тытрĕ, каллех алă тымарĕсене тĕрĕслерĕ.
— Тăван килтен нумайччен татăлса пурăннă эсĕ, йăмăкăм, çичĕ ют аллинче те пулса курнă. Пĕр вăрттăнлăх, пĕр инкек пулнă санăн пурнăçăнта, никам пĕлмен, никама каламан асап... хуйхă... Чим, сан ача пур, Эрнепи, ак юн тымарĕ мĕнле тапнинченех паллă — ача. Аякра хĕн-хур курса çӳрет сан ӳтӳнтен пулнă тăван ачу. Эсĕ ăна шыратăн, вăл сана шырать. Халех калатăп, ывăл-и вăл, хĕр-и... Халех калатăп. Ха, мĕнле иккĕллĕ тухать, пĕрре ывăл, тепре хĕр. Ан васка, халех калатăп, ывăл-и, хĕр-и. Ак тамаша, чăнах иккĕллĕ тухать... Мĕнле вара...
— Ывăл, — ку асапа тӳсме вăй çитереймерĕ Эрнепи.
— Чăнах ывăл. Ывăл! Сана шырать вăл, Эрнепи. Ак вăрăм çул. Ак куççуль, тĕл пулу...
Ку сăмахсене илтсен Эрнепин куçĕсем хуралса килчĕç, вăл сулăнса кайрĕ, лутра тенкел çинчен кăшт çеç çĕре шуса анмарĕ.
— Çитĕ, ыттине тепĕр чух пăхтарăн, — терĕ Илтимĕр хĕрарăм çак самантра мĕнле асапланнине туйса. Алăка çаклатнине вĕçертсе çапла асăрхаттарчĕ. — Юмăç пăхтарнине никама та ан кала, йăмăкăм. Хăвăн инкекне те никам та ан пĕлтĕр. Килтисем те ан пĕлччĕр. Асту...
Эрнепи алăк урати урлă упаленнĕ пек каçрĕ. Пӳрт пĕренисене хыпашлакаласа пусма патне çитрĕ. Анчах пусма тăрăх утса анма ун вăй юлмарĕ. Вăл алăк янахне ыталаса илчĕ те пăртак та пулин сывлăш çавăрса ярас тесе пĕр вырăнта хытса тăчĕ. Макăрма унăн куçра тек куççуль юлмарĕ пулĕ ĕнтĕ.
7. Ваттисем
Урамра шуратса хунă пĕренесем çинче пĕр ушкăн çын ларать. Ялти чи хисеплĕ çынсем — ваттисем пуçтарăннă унта. Ĕçĕ вĕсен — алăри патакĕсемпе çĕре тăклаттарса ларасси кăна, анчах сăмахĕ — ĕçлĕ сăмах. Çанталăк мĕнле тăнинчен пуçланать те ку сăмах пĕчĕккĕн ытти япаласем çине куçать. Хăйсене кунĕн-çĕрĕн шухăшлаттаракан ыйтусене васкамасăр, ĕçлĕн пĕрле сӳтсе яваççĕ ваттисем.
Хальхинче çанталăк çинчен те ячĕшĕн çеç мар, чунтан пăшăрханса калаçрĕç кĕреçе сухалсем. Ара, сăлтавĕ те пур-çке ун пек калаçма: тыр-пула акса хăварни ик эрне çитет — пĕрре те çумăр çуса кăтартмарĕ; тăпра типет те типет. Хирти çулпа е урампа урапа иртнĕ чухне асар-писер тусан мăкăрланать.
— Çумăр пулмаллах пек ĕнтĕ — те хăйне, те ыттисене лăплантарасшăн Пикментей старик. — Виçĕм кун асăрхарăм, кăмака ани çунмаллипех çунчĕ. Ун пек чухне çанталăк йĕпене каякан.
— Аслати те вăрăммăн кĕрлесе кăтартрĕ ĕнтĕ, — иккĕленнĕ пек ларакан стариксене ĕнентересшĕн пулчĕ Теней. — Пулмаллах, пулмаллах çак кунсенче çумăрĕ.
— Темле çав, — терĕ Иштерек, кунта ларакансенчен чи ватăраххи. — Киремете кӳрентертĕмĕр пуль. Çылăхсем йышланса кайрĕç пуль пирĕн...
— Чӳк туса парне паманни те темиçе çул, — сăмах хушрĕ тепри. — Аттесен, асаттесен йăлине тытмастпăр та, çавăнпа хаса ярать киремет.
Чӳк тăвасси пирки сăмах кашни кунах хускалать-ха. Ваттисен шучĕпе, ирттермеллех ăна, пĕр ялпа çеç мар, темиçе ялпа чӳк тумалла. Унсăрăн кăçал та, иртнĕ çулхи пекех, пăр çапасса кĕтме пулать.
Вара сăмах çакăнпа вĕçленет: миçе лаша, миçе ĕне пусасси пирки юмăçпа тата киремет картине пăхакан мучавăрпа калаçса татăлмалла. Тукай мăрсапа та сăмах татмалла, паллах.
Турхан ятне асăнсан калаçу тата ытларах хĕрсе каять. Тукай мĕн хăтланни пĕрре те кăмăла каймасть ял çыннисене. Ваттисем систерсех тăчĕç пулин те мăрса хырçă-куланай пуçтарма чарăнăр тесе калама Сĕве хулине каймарĕ. Патша çăмăллăх пани виçĕ çул çитмен-ха — ялсенче пур çĕрте те куланай пуçтараççĕ. Хăш-пĕр çĕрте куланай пуçтаракансене хирĕç сенĕк йăтса тухни те пулнă ав. Ялта хĕрес турри валли часавни лартас мар тесе ним те тумарĕ Тукай. Вырăссем халăха кирпĕч турттарма хăвалаççĕ. Лартаççех ĕнтĕ вăл часавние, укçа пуçтараççĕ пулсан ăна тума чарăнмаççех.
Тукай мăрсан çылăхсем татах та пур иккен. Вырăссемпе вăрçас мар тесе вăл кӳршĕ ялта чиркӳ тума хăй ирĕкĕпе укçа панă, ялти вырăссене, Данилăпа Куприяна, чиркӳ валли кирпĕч çапма хушнă. Ку çеç мар, хăй тăванне, Çĕрпӳри тарçине Илтимĕре, килтен хăваласа кăларса янă, эс ман кĕлетсене пуш-пушă хăвартăн тесе ун ят çĕрне туртса илсе хăй акса хăварнă.
— Илтимĕрĕ выçă вилмĕ-ха вăл, — сăмах тĕртрĕ Пикментей. — Вăл ял çĕрĕ çинче çум курăкĕ пек çеç пурăнчĕ. Хăй Çĕрпӳре, çĕрĕ — пирĕн патра. Анчах ун çĕрĕ ял халăхĕн пулмарĕ-çке халь, турхан аллине кĕрсе ӳкрĕ. Мана çавă пăшăрхантарать. Кĕрет те кĕрет мăрса ял çĕрĕ çине. Пĕрин анине туртса илет, тепринне...
— Часах пĕтĕм ял çĕрĕ ун аллинче пулать!
— Ара, хамăр паратпăр-иç! Кăçал, акма вăй çитереймесĕр, миçе çын тара пачĕ.
— Мĕн каламалли пур, — терĕ Иштерек. — Пур-çук çĕре те тара паратпăр. Кӳршĕ ялсенче те нумай тара илнĕ тет вăл.
Турхана ваттисенчен çакăншăн та ӳпкев сăмахĕ тиврĕ: ун патне хĕлĕпе тенĕ пекех темле палламан çынсем килсе çӳренĕ имĕш.
— Ара, кам пултăр, пăлхавçăсем киле-киле каяççĕ ун патне ялан, — тарăхса калаçрĕ Теней, мăрсапа юнашарах пурăнаканскер. — Ăна хăйсем патне йыхăраççĕ. Темле çар тума та ĕлкĕрнĕ тет ĕнтĕ пăлхавçăсем.
— Кайсан пĕтерет пире, яла тĕп тăвать, — терĕ Якăп. — Вăрçă вăрçса йăлăхрăмăр, çитет. Ывăлсем кăштах килте пурăнччăр.
— Ун тусĕ Сарри мăрса пăлхавçăсемпе çыхланнă тет ĕнтĕ. Çав илĕртет пулĕ-ха Тукая.
— Илĕртекенсем тупăнĕç вĕсем. Пирĕн хамăр ывăлсене вăрçа илсе кайма памалла мар. Вырăссене хирĕç çапăçмастпăр темелле.
— Ял хурал пӳртне чĕнмелле ăна пĕрре, — сĕнчĕ Пикментей. — Пĕтĕм халăх умĕнче каламалла. Ĕлĕк, турхансем итлемен чухне, пирĕн аттесем çавăн пек тăватчĕç. .
— Халь те çавăн пек тумалла!
— Чĕнмелле турхана хурал пӳртне!
— Пăлхавçăсемпе çыхлансан пĕтерет вăл пире!
— Вăхăтсăр ан шавлăр-ха, — чарăнма хушрĕ вĕсене Иштерек. — Халлĕхе пирĕн турхан килтех пурăнать. Каять-и, каймасть-и пăлхавçăсем патне — эпир нимĕн те пĕлместпĕр. Ман шутпа, малтан ун шухăшне пĕлмелле. Пухăва чĕнсен турхана тарăхтаратпăр çеç. Эппин темиçен пуçтарăнса ун патне килне каймалла. Вăрçса мар, йĕркеллĕн калаçмалла унпа. Хăвăр куратăр-çке, пирĕн турхан ухмах этем мар, ăна-кăна чухлакан çын. Тутарсене хăваласа ярса вырăссене кунта кам илсе килчĕ? Çавă. Хусана илессишĕн вырăссем майлă кам çапăçрĕ? Çавă. Апла пулсан вăл халь вырăссене хирĕç пăлхава тухмастех. Вырăссем пире виç çуллăх çăмăллăх пачĕç. Тутарсенчен эпир ун пек çăмăллăх нихçан та илсе курман. Тукай çакна пĕлмест-и вара?
— Пĕлет, пĕлет. Чăнах та, пирĕн турхан ухмахах мар-ха вăл, — терĕ Теней.
— Тин çеç, эпир çакăнта пуçтарăниччен кăна, Ахтупайпа Ятламас турхан патне килне кайрĕç, — ăнлантарчĕ Иштерек. — Пуш алăпа та мар, кăшт парне те илнĕччĕ. Эп вĕсене турханпа уй чӳк пирки йĕркеллĕн калаçса пăхма хушрăм. Калаçаймарĕç пулсан вара ваттисен пуçтарăнса каймалла. Йĕркеллĕ сăмах татнине нимĕн те çитмест, ял-йышсем. Васкакан арăмĕнчен савăнман тет. Васкар мар-ха, кăшт кĕтсе пăхар. Кам мĕнле те, эп çапла шутлатăп, тăвансем: кăçал пирĕн уй чук ирттермеллех.
— Тĕрĕс, тĕрĕс! — çирĕплетрĕç юнашар ларакансем пурте.
Çав вăхăтра, сăмах çине тенĕ пек, урам кукăрĕнче икĕ тĕреклĕ арçын — Ахтупайпа Ятламас — курăнса кайрĕç.
— Ак хайхисем килеççĕ те, — терĕ Пикментей вĕсене чĕнсе кĕтме алăк патнелле утса.
— Кăвакалĕсене илнĕ турхан, эппин, калаçу та пулнă вĕсен хушшинче, — савăнăçлăн пĕлтерчĕ Иштерек.
Ахтупайпа Ятламас, çулпа çамрăках мар пулин те, ваттисен шутне кĕмен-ха, вĕсене кун пек «пухусене» чĕнмеççĕ. Çавăнпа та вĕсем ваттисем патне кăшт именерех пырса тăчĕç. Хăйсем сăнран пăртак хĕрлĕрех те иккен. Эппин, турхан вĕсемпе черкке шаккасах калаçса ларнă.
— Турхан патне парнесемпе çӳретĕр апла? — вĕсенчен кулма пăхрĕ Теней. — Эпир ăна кунта вăрçса ларатпăр.
— Темшĕн вăрçатăр ĕнтĕ? — терĕ Ятламас ларма вырăн шыраса. — Тукайăн ун ыррипе усалли пурте пĕрле. Пире ак чиперех йышăнчĕ хальхинче.
— Сăйларĕ-и?
— Сăйларĕ. Чăнах, пит лайăх хăна турĕ.
— Ну, вара? Вара мĕнле? — тĕпчерĕ Иштерек сăмах мĕн синчен пынине систерсе.
— Вара калаçса лартăмăр.
— Эсир кăна калаçрăр-и е турхан та калаçрĕ-и кăштах сирĕнпе? — кулса ыйтрĕ Пикментей.
— Пурте калаçрăмăр. Турхан арăмĕ Чураппа та пурччĕ. Вăл та пиртен ӳксе юлмарĕ.
— Çапах та турхан мĕн терĕ сире? Тĕкĕрçсене пурне те пăлхавçăсем патне илсе каятăп терĕ-и?
— Ун пирки ан шикленĕр. Эп ялан вылянса тăма таканари шыв мар терĕ, — хăй шучĕпе чи кирли пирки хыпар турĕ Ятламас.
— Çавăн пекех каларĕ-и, Ахтупай? — ĕненмен пек, ывăлĕнчен ыйтрĕ Иштерек.
— Çавăн пекех каларĕ, атте.
Ваттисем кĕрр! кĕрлесе кайрĕç. Вĕсене турхан сăмахĕ питĕ килĕшрĕ курăнать. Шур сухалсем çапла шавласа илнĕ хыççăн саланма та хатĕрччĕ ĕнтĕ, анчах Иштерек ваттисене шăпланма ыйтрĕ.
— Кунта пасар мар, шавлани килĕшмест, — чи ваттин тивĕçĕпе вĕрентрĕ вăл. — Эпир паçăр чук пирки сăмах хускатнăччĕ. Тукай хирĕç мар пуль?
— Хирĕç мар, — терĕ Ятламас.
— Апла çак кунсенче ирттересчĕ ăна, ял-йышсем.
Икĕ тĕрлĕ шухăш пулмарĕ, уй чӳке ытти ялсемпе пĕрле çитес эрне кун ирттерес терĕç.
Ăçта пуçтарăнасси çинчен те калаçса татăлчĕç, яланхи çĕре, Сĕмĕл улăхне пуçтарăнас терĕç.
8. Иливанпа Сарье
Ашшĕпе Ятламас турхан патĕнче ларнă хушăра Иливан картишĕнче лашасене хыркăчлатчĕ. Ĕçе пăрахса вĕсемпе йĕркеллĕ калаçма та пултараймарĕ тарçă. Пĕрре мар-çке, иккĕ мар турханăн лаша — пĕр кĕтӳ. Вĕсене хыркăчласа тухма нумай вăй кирлĕ. Хуçа утсем каçăр та яка, «çăмарта пек» пулнине юратать. Ун учĕсем турта хушшинче те, йĕнер айĕнче те ташласа кăна пыччăр. Çавăнпа кунĕн-çĕрĕн тăрăшать тарçă. Тăрăшать те çав, пурĕ пĕр турхана юраса çитереймест. Тепĕр чухне вăл ăçти çукшăнах патак çиет.
Çапла пĕр эрне каялла вĕсем виççĕн — хуçапа арăмĕ тата вăл — Атăл хĕрринчи пĕр ялтан таврăнатчĕç. Шухăша кайса чиперех ларса пыратчĕ тарçă çатан урапа ларкăчĕ çинче, йăлттам утсем анаталла хăйсемех лайăх чупатчĕç. Унччен те пулмарĕ, арăмĕпе юнашар çемçе утă çине вырнаçнă хуçа ăна хул пуççи урлă чĕн пушăпа чашш! тутарчĕ. Çатан урапа тайăлнинчен сисрĕ Иливан — кайри хăрах кустăрма тухса ӳкнĕ. Пар лашана чармалла пулчĕ. Хуçапа арăмĕ урапа çинчен анчĕç.
— Суккăр тăмана! — вăрçрĕ ăна Тукай. — Çавна та курмасть эсрел ачи. Çынсем килеççĕ, ахаль пулсан сана лайăх ислетмелле те...
Чăнах та вĕсене хирĕç çырма леш енчен тулли лавсем килетчĕç. Иливан кустăрмана вăр-вар вырнаçтарса лартрĕ те, лавсенчен вут пек иртсе кайрĕç. Хирĕç килекенсем вĕсен мĕнле инкек пулнине сиссе те юлаймарĕç, паллах.
Çул тăршшĕпе куштанланса пычĕ хуçа çакăн хыççăн.
— Тĕрĕслес пулать урапа-хăмăт таврашне çула тухиччен! — тесе тăн пачĕ. Иливан килте урапана тĕрĕслемен пулать ĕнтĕ.
Виç-тăватă кун хыттăнах сурса çӳрерĕ хул пуççи чĕн пушă тивнĕ тĕлте.
Халь унăн пĕр кĕтӳ лаша пăхнисер пуçне хăмăт-пăяв юсамалла, темиçе вите тислĕкне тасатмалла, утă çулмалла, вутă татса çурмалла, картиш шăлмалла, тем те пĕр тумалла. Хисепĕ, пархатарĕ мĕскер? Пĕр ырă сăмах калани çук, килтисем валли нимле апат-çимĕç пани çук. Çавна ту та кăна ту, çавăнта чуп та унта кайса кил. Ашшĕпе Ятламас пынă чух çын вырăнне хурса кĕрсе лар тесе чĕнесчĕ пĕрех хут. Асту, чĕнет сана. Юрать Сарье, Нухрат хĕрĕ, кăвакал тукмакĕ илсе тухса çитерчĕ. Унсăрăн пулсан хăй тытнă кайăка тутанса пăхмасăрах юлмалла.
Мĕнле пулчĕ ку (ăна вăл сиссе те юлаймарĕ), Сарье ăна пĕчĕккĕнех, кашни кун шӳт тунипех, иртсе кайнă чух мĕнпе те пулин персе хăварнипех хăй майлă çавăрчĕ. Малтан вăл турхан мăнукĕ ăна йĕкĕлтет, ĕç çукран çапла хăтланать пуль тенĕччĕ, халь туять ĕнтĕ, Сарьен хăйĕн те чун туртăмĕ пур, хăй те хисеплет, кăмăллать вăл кунĕн-çĕрĕн картишĕнче, пахчара, витере тăрмашакан йĕкĕте. Кăмăлламасть пулсан каçпа, хĕвел ансан, кукашшĕпе кукамăшĕнчен вăрттăн ма картишне сике-сике тухать вăл? Иливана курсан куçĕсем ма çавнашкал ăшшăн пăхаççĕ унăн?
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...