Сĕве Атăла юхса кĕрет. Иккĕмĕш кĕнеке :: Тӑваттӑмӗш пайӗ. Кӗтмен хӑнасем
5. Мăян çулĕ
Тукай мăрса кăçал мăнукне — Нухратпа Пикпулат хĕрне — качча парасшăнччĕ — пулмарĕ. Туй шухăшĕ-и халь пĕтĕм халăх выçлă-тутлă пурăннă вăхăтра? Ун кĕлечĕсенче, çу каçиччен пăр татăлман чул нӳхрепĕсенче ĕçмелли-çимелли пĕтмен пулĕ-ха, тăвасах тесен туйне вăл начарах ирттерес çук, анчах çынсенчен лайăх мар-çке. Мăрса ухмаха тухнă, çынсем куççуль тăкнă вăхăтра туйпа, çĕн хăтапа ашкăнать тейĕç.
Кил картинчен кунсерен çын татăлма пĕлмест. Кашни пăртак та пулин çăнăх, кĕрпе, авăртман тырă ыйтать. Пĕрне парать хуçа, тепĕрне кĕлет алăкĕ патне те ямасть. Ăçтан пуриншĕн те турă пулăн. Пурне те парас пулсан часах ху та ыйткалама тухса кайăн. Илме кивçенле, ленкес вырăнне ленкес çурă е икĕ ленкес памалла илеççĕ ĕнтĕ, апла та пурне те телейлĕ тăваймăп.
Хăех курать Тукай: пӳлмисем ĕлĕкхи пек тулли мар. Пĕлтĕр вăл ясак питех те сахал пуçтарчĕ, пуçтарнă пеккине те пĕтĕмпе тенĕ пекех вырăс куланайçисем илсе кайса пĕтерчĕç. Пĕрре тархасласа «кĕтмелле» ыйтаççĕ мурсем, тепре аслăраххисем килсен хăратса пăхаççĕ. Парать, кăшт та пулин парать вара хуçа. Пĕлет-ха, кĕтмелле мар, пĕтмелле илеççĕ çăткăн баскаксем, анчах вĕсемпе те хирĕçсе пурăнма юрамасть-çке.
Тарçăсем сахалланчĕç ун килĕнче. Кашни ытлашши çăвара шутлаканскер, Тукай тарçăсенчен çуррине çеç хăварчĕ. Выльăхĕ чакрĕ унăн, анисем пĕчĕкленчĕç, тăрăнса ӳкиччен ĕçленĕ çĕртех тарçăсен хырăмсене пĕрме тиврĕ.
Халиччен хуçа нихçан та савăт-сапа илсе хăй тырă тултарса курман. Халĕ ав хăй тултарать, хăй валеçет. Мĕн чухлĕ илнине те патак çине хăй картласа, паллă туса хурать.
Çулĕ питĕ йывăр пулчĕ пĕлтĕр, ахаль мар халăхра ăна мăян çулĕ тесе ят пачĕç. Мăянне чăнах та нумай йăтрĕç ĕнтĕ, пахчасенчи, ял тулашĕнчи мăяна йăлтах вырса пуçтарчĕç. Юман йĕкелĕпе çăка çулçи те сахал мар кайрĕ пулас çăкăр пĕçернĕ çĕре.
Çырмасенче, кӳлĕсемпе пĕвесенче пулă кĕми пулчĕ. Ĕлĕк витри-витрипе шултра пулă сĕрсе кăларнă çĕрте халь шапа пăтти е вĕтĕ ырашпăтрипе шывçи çеç виççĕ-тăваттă тухкалать.
— Инкеке сиснĕ пекех, пахчасене, ана-çарана, кĕлетсемпе сарайсене шăши, йĕке хӳре тата каюра çав тери тапăнчĕ кăçал. Çуркунне вĕсем карта таврашне кăшласа пĕтерчĕç. Шыв-шур хыççăн çынсем çеремсене курсан хăраса кайрĕç: унта лапкăшпех шăтăк, ура пусма та вырăн çук. Кун пеккине ваттисем те астумастпăр теççĕ.
Вăрманта тискер кайăкпа вĕçен кайăк юлмарĕ тейĕн. Сунарçăсем, какай çисе çăкăра перекетлеме ĕмĕтленнĕскерсем, вăрмантан ялан тенĕ пекех пушăлла таврăнаççĕ. Ахтупайпа Иливан, ялта чи чаплă сунарçă шутланаканскерсем, хĕл каçиччен пĕр пăши те пĕр упа çеç тытса курчĕç. Какайсăр лармарĕç, паллах, анчах пур пек какая çуррине яхăн выçăпа аптракансене памалла пулчĕ.
Тĕлĕнсе каймалла, Ятламас тесен Ятламас пĕр тырăсăр хĕл каçрĕ кăçал. Ун сĕрме купăсĕсемпе тренчĕлĕсем йӳнелсе юлчĕç. Тата ăçта кайса сутăн вĕсене халь? Хусана кайма хăрушă, ялти пасарта вĕсене курмăш пулса çеç иртсе каяççĕ. Хăй куçĕпе хăй курчĕ Ахтупай, Ятламас арăмĕ пӳртрех ал арманĕпе мăян авăртса ларать.
— Çакăн пек пашалу пĕçерес терĕн-и, Велиме? — çăнăхне алăпа тытсах тĕрĕслерĕ Ахтупай.
— Мĕн тăвăн, пĕçерес пулать, — терĕ Велиме ун çине пăхмасăр. — Пирĕн Ятламас ыраш çăкăрне тиркекен пулчĕ, çакна çеç ыйтать.
— Ватăла киле хырăм ӳсме пуçласран хăратăп, — арăмĕ пекех хăйĕнчен хăй тăрăхласа илесшĕн пулчĕ Ятламас. — Мăян вăл ун пекех мăнтăрланма паракан марччĕ. Çавăнпа кĕркунне юри пуçтарса хутăмăр. Ку вара хырăма хытă тытать. Лупас хыçне кайсан та ним тăваймасăр çур талăк шухăшласа ларатăн. Эс ăна тĕрĕслесе курнă-и?
— Пурнăçра темĕн те пулнă пуль, Ятламас.
— Эп сана какайпа кăна пурăнать тесе...
— Какай çулла шăршланать çав вăл. Ăна валли чул нӳхреп кирлĕ.
— Чавмаллаччĕ.
Ахтупай Ятламасăн пăтаран çакса янă кĕслисемпе тренчĕлĕсене курса çаврăнчĕ. Пĕр тренчĕлне, хĕлĕх карнине, алла илсех тĕнкĕлтеттерсе пăхрĕ.
— Илмесне? — терĕ кил хуçи. — Пĕр чĕл çăкăрлах паратăп.
— Ун пек йӳнĕ хакпа туянмастăп. Кăшт хаклăрах ыйтсан... калăпăр, тренчĕл пуçне виç кăвакал аçи... тархасшăн, илме хатĕр.
— Паянах-и?
— Паянах та юрать. Анчах кăвакалне илме вăрмана ху пыратăн вара, — терĕ Ахтупай.
— Ăнлантăм, — леш мĕн калать тесе арăмĕ çине чăрр пăхрĕ Ятламас. — Илтетни, Велиме?
— Илтетĕп-ха, вăю çук-çке вăрмана каймалăх, Ятламас. Терт пур, термен çук тенĕ пекех пулса тухрĕ санăн.
— Какай çисен вăй кĕрет.
— Атя, атя, — хулран тытсах лăскарĕ юлташне Ахтупай. — Кăвакал амисем чĕпĕ кăларма пуçламан халь. Тытма çылăх мар. Ну, ăсан, карăк та пур путлăхлă вырăнсенче. Килте вилĕм кĕтсе лариччен вăрманта кайăк шыраса çӳрер.
— Эп ун çинчен шутланă-ха, — терĕ Ятламас. — Çав Ахтупайпа кайсан пушăлла таврăнакан марччĕ тетĕп. Вăл та чĕнми пулчĕ сунара тетĕп.
— Ак чĕнетĕп, хатĕрленкеле. Кĕçĕр çĕрле Сĕмел кӳлли патне çитсе выртатпăр. Ухă такмакне пахча хыçне ывăтман пулĕ-ха?
— Уххисем пур, эп хамах тирпейлесе хунă, — упăшкишĕн хуравларĕ Велиме. — Эй, халь çакăн пек касăлса çитнĕ вăхăтра пĕр кăвакал та теме тăратчĕ. Каях, чĕнекен пур чух каях, Ятламас.
Ахтупай пусмăрласа тенĕ пекех юлташне турхан патне илсе кайрĕ. Леш кутăнлашнине кура ăнлантарса пачĕ:
— Пĕрре калаçмаллах унпа иксĕмĕрĕн. Картишĕнче те пулин ярса тытмалла ăна. Мĕн шутлать вăл вырăссем çинчен? Сарри хыççăн пăлхавçăсене шыраса Арск таврашне кайма шутламасть-и?
— Калаçать пирĕнпе, асту, — терĕ Ятламас. — Урамра сывлăх сунсан та нимĕн те чĕнмест.
— Пирĕн сăлтав пур: пĕрле каятпăр тесе Иливана яма ыйтатпăр. Эп ун тарçин ашшĕ пулĕ?
— Ашшĕ çеç çав эсĕ, вăл — хуçи, — тăрăхларĕ юлташĕ.
— Çапах та ыйтса пăхар. Атте хушрĕ, Тукайпа сăмахласа пăхăр-ха май килнĕ чух терĕ.
— Ятламас чĕлхерен паттăр вăл терĕ-и?
— Ăна та каларĕ, — пытармарĕ Ахтупай.
Турхан Иливаншăн турткалашса тăмарĕ, анчах кайран вĕсенчен мĕн кĕтнине те тӳрех каласа хучĕ:
— Мана валли кăвакал пулать-и вара? — терĕ.
— Пулать, Тукай ĕмпӳ, пулать, — юрама тăрăшрĕ ăна Ахтупай.
— Кайтăр ара. Хăй çӳрекен лашине те илтĕр вăрмана.
Ку сăмахсем уйрăммăнах Ятламаса савăнтарчĕç: апла тăк ашшĕпе ывăлĕ ăна, вăйсăр çынна, çуран нумай уттармаççĕ-ха.
Вăл çапла пулчĕ те: Ахтупайпа Иливан ăна иккĕн тĕрткелесех утне утлантарчĕç, унтан хăйсен мĕн пур япалине тыттарчĕç.
— Лайăх хĕр тĕлне пулах, ывăлăм, пуçу çине ĕмĕр тăршшĕпе ырлăх çуса тăтăрах çав, — тав турĕ мăрса тарçине Ятламас.
— Юрла, юрла, пулас мулла, — терĕ ашшĕпе юнашар хыçалта йытă çавăтса пыракан Иливан. — Анчах такмакри ухăсене кăларса ан ӳкер. Хăвăн пĕр ухă та çук пулĕ-ха, кĕслеçĕ?
— Пур, — терĕ ашшĕ. — Хусантан илсе килнисемех упранаççĕ унăн.
— Пире хуçа пушă вăхăтра çĕнĕ хивресем тутарать. Ĕнер пĕр лав каврăç турттарса килтĕмĕр, — пĕлтерчĕ ашшĕне Иливан. — Хивресем тума чĕллĕн-чĕллĕн çурса хутăмăр. Мĕн тума кирлĕ ăна çавăн чухлĕ ухă, атте?
— Аптрамалла. Сунара çӳремест вăл. Вăрçă пĕтнине пĕле тăркача та ухă тутарать-ши мăрса? Темле усал шухăш тытман-и вăл, çĕр çăтманскер?
— Пăлхавçăсем патне ан кайтăр. Эп çавăнтан çеç хăратăп, — терĕ Иливан.
— Ку таранччен кайманнине халь каяс çук ĕнтĕ. Е ывăлне вырăссем çакса вĕлернине манаймасть-ши?
— Ăна вăл виличчен те манмасть.
— Çапла пуль çав, — килĕшрĕ ашшĕ. — Кăвакал пама кайсан Ятламаса калаçтаратпăр-ха мăрсапа.
— Мĕн тетĕн, Ахтупай? — лаша çинчен сасă пачĕ Ятламас. — Ăçта сан кăвакалусем? Эп пĕрне те курмастăп-ха.
— Кăштах тăхта. Ак сисместĕн те, аçипе ами сан çĕлĕкӳ çине пырса та лараççĕ.
— Çăмарта тума-и?
— Чĕпĕ кăларма! — кăшкăрчĕ Ахтупай.
Вăл ывăлне йыттине вĕçертсе яма хушрĕ:
— Ан асаплантар Улая. Çул айккинче ирĕккĕн пытăр.
Йытă чĕн кантраран вĕçерĕннĕ-вĕçерĕнмен малалла тапса сикрĕ. Вăл пырса тухнă тĕлтен вĕтлĕхелле икĕ кăвакал вĕçсе хăпарчĕ.
— Куртăн-и, Ятламас? — ыйтрĕ Ахтупай ун аллинчен хăйĕн уххине илсе.
— Куртăм, куртăм, — терĕ юлташĕ мĕн пур хатĕр-хĕтĕрĕпе лаша çинчен шуса анса.
— Ме лашуна, Иливан. Унсăрăн эсир эп тытас кăвакалсене йăлт тытса пĕтеретĕр.
Çул хĕрринчи упасарри хушшинчен тепĕр кăвакал çĕкленчĕ. Анчах сунарçăсем ăна пеме ĕлкĕреймерĕç.
Кӳлĕ патне çывхарнă май кăвакалсем йышлансах пычĕç. Темиçе ухă йĕппи кăларса ярсан та сунарçăсем нимĕн те тытаймарĕç-ха. Çуркуннехи кăвакал кĕрхи пек мăнтăр мар çав вăл, çăмăллăн вĕçсе хăпарать те эс тĕлленĕ çĕре куçран çухалать.
— Юрĕ, васкар мар, — терĕ Ахтупай хиврине сулахай хулĕнчен çакса. — Кун пек эпир пĕр ухă йĕпписĕр тăрса юлатпăр. Лере, ушкăнпа вĕçнĕ çĕрте, шанчăклăрах.
— Эп пĕлĕт пек вĕçнине курмасăр пеместĕп те, — ухă йĕпписене пиçиххи хушшине чикрĕ Ятламас. — Ахтупай — мĕнле чаплă сунарçă — тытаймасть те, манран пулать-и...
— Кăвакала кĕслепе илĕртме май çук çав, — кулчĕ Ахтупай. — Кунта пеме пĕлни кирлĕ.
Кӳлĕ хĕрринче чăнах та темиçе хутчен кăвакал «пĕлĕт пек» иртрĕ, сунарçăсем пĕрер кăвакал тытса çерем çине пăрахрĕç. Иливан икĕ вĕтел — лачака чăххи — тытрĕ, вучах чĕртсен вĕсене пĕçерсе çиес терĕç.
Темле тĕплĕ шырасан та пенĕ ухă йĕпписене нумайăшне тупаймарĕç. Ирхине вара юлнă пек ухă йĕпписене перекетлеме лекрĕ.
Ахтупай Тукай валли ятарласа икĕ кăрăпчак тытрĕ — мăрса сунарçăсенчен ялан кăрăпчак ыйтнине вăл манман-ха.
Каялла таврăннă чухне Ятламаса каллех ут утлантарчĕç. Халь ĕнтĕ унăн сунара илсе кайнă ăпăр-тапăрсăр пуçне пушăтпа çыхса ик еннелле уртса янă кăвакалсем чылай пулчĕç. Тытса пыма майлă мар пулсан та Ятламас савăнчĕ: кун чухлĕ какайпа кăшт сывлăш çавăраççĕ вĕсем Велимепе иккĕшĕ. Темле тав тумалла ĕнтĕ Ахтупая ырă кăмăлĕшĕн: хăйĕн тахçанхи тусне мăян çулĕнче те какайсăр лартмарĕ-çке вăл.
6. Ĕмĕрлĕх хуйхă
Ваттисем тĕрĕсех каланă çав: çынна ĕç типĕтмест, хуйхă типĕтет тенĕ. Ĕçрен нихçан та хăраса тăман Эрнепи. Тырă вырнă, утă çулнă, вăрман хăртнă. Çăпата тесен, хĕр чухнех çăпата та тунă вăл — вĕсен килĕнче арçын пулман-çке. Упăшки те, пăянамĕпе пăятамĕ те ĕçре ӳпкев сăмахĕ каласа курман ăна. Иливанпа Чечекпие те ашшĕпе амăшĕ хăйсем пек пулма, тĕрлĕрен ĕçре вут пек çунса тăма вĕрентнĕ.
Халĕ те яра кун ĕçре иртет. Пăянамĕ çине тăнипе сывлăхĕ самай юсанчĕ Эрнепин. Хусантан таврăннă хыççăнах аптраса ӳкнĕ пек вырăнпа выртмасть вăл, юнлă сурмасть. Анчах пур пĕр ĕлĕкхи сăн кĕмерĕ-çке хăрхăм пулнă хĕрарăма. Питрен шуранка вăл, шăм-шак-кӳлеперен имшеркке. Чăнах иккен, хуйхăллă çынра сăн тăмасть. Ыттисем шарламаççĕ, курмăш пулаççĕ, Чечекпи пытарма пĕлмест-çке нимĕн те.
— Анне, çакна çи-ха, кăшт вăй кĕтĕр, — тет вара мĕн те пулин тутли тупăнсан. — Анне, ма юсанмастăн эсĕ пĕрре те? Ялан шухăшлă эсĕ, ялан хуйхăллă. Çав шăллăм пирки, Нургали пирки шутлатни?
— Шутлатăп, хĕрĕм, кунĕн-çĕрĕн шутлатăп, — хуравлать амăшĕ.
— Хальччен вилнĕ те пуль вăл, пăрах ĕнтĕ уншăн хуйхăрма, — айваннăн каласа хурать хĕрĕ.
— Эс ăна курман, çавăнпа çапла калаçатăн. Пĕрре курнă пулсан ху та манаймастăнччĕ. Вăл сан тăван шăллу-çке, хĕрĕм. Унпа танлаштарсан сан шăпу телейлĕрех, Чечекпи. Сана нухайсем вăрласа кайсан та пĕчĕк тесе пăрахса хăварнă. Вăл нӳхреп пек çĕр пӳртре çуралчĕ, ют юн кил-йышĕнче ӳсрĕ. Ячĕ те тутар ячĕ унăн — Нургали. Ятне хамах тупса патăм-ха, анчах тутар ачи пулса ӳсрĕ-çке. Чăвашла пĕр сăмах та пĕлмест, апăрша.
— Сана амăшĕ вырăнне те хумасть пуль апла вăл халь?
— Хумасть пуль çав. Пĕрререн пĕрре каларăм эп ăна хам пирки, вĕсем Хусантан тухса тарас умĕн...
— Мĕн терĕн ăна? — пĕлесшĕн пулчĕ Чечекпи.
— Сан аннӳ иккĕ, пĕрре — çуратнă аннӳ, тепре хăвна пăхса ӳстернĕ аннӳ терĕм. Вăл ĕненмерĕ. «Суятăн! Ман пĕр анне кăна» тесе кăшкăрса тăкрĕ те мана пăрахса тарчĕ. Эп ăна хам чăваш пулни çинчен те, ăçта çуралса ӳсни çинчен те калама ĕлкĕреймерĕм. Питĕ каласшăнччĕ, хамăр ял ятне каласшăнччĕ ăна, çук, май килмерĕ.
— Чăнах пит телейсĕр вăл, ман шăллăм. Халь шыраса тупас тесен те тупаймасть.
— Тупаймасть ĕнтĕ. Çавăнпа çĕр çывăрмасăр ун çинчен шутлатăп. Хамăн тăван ачана таçта тĕнче шăтăкне пăрахса хăвартăм тетĕп.
— Аттепе Иливан шырама кайсан та тупаймаççĕ-ши? — кĕтмен çĕртен ыйтать Чечекпи.
— Ну, айван та эс, хĕрĕм, — хăтăрнă пек хуравлать амăшĕ. — Вĕсем курман-çке ăна, ăçтан тупайччăр? Хам кайсан, тен, тупнă пулăттăмччĕ ак...
— Пĕрле каятпăр, — ытаклать амăшне Чечекпи. — Тупатпăрах ăна. Ăçтан пĕлетĕн, тен, вĕсем Хусана каялла пынă. Çапла-и?
— Ним те пĕлместĕп, ним те пĕлместĕп, — тет амăшĕ куççульне шăлса.
— Сăнран кам пек вăл, Нургали? — татах тĕпчет хĕрĕ. — Ман пек-и, Иливан пек-и?
— Иливан пек, — хĕрне пуçĕнчен ачашлать Эрнепи. — Каснă-лартнă Иливан.
— Эй, пӳлĕхçĕ! Курасчĕ ман ăна, курасчĕ! — аллисене кăкăрĕ çине хурса калаçать Чечекпи. — Çав тери юратнă пулăттăм эпĕ ăна, анне, çав тери хĕрхеннĕ пулăттăм.
Упăшкипе Эрнепи кĕçĕн ывăлĕ пирки нихçан та сăмах тапратмасть. Çур çул ытла ĕнтĕ вĕсем иккĕн чухне Нургали ятне пĕрре те асăнман, вăл çут тĕнчере çук та тейĕн. Тӳрккессĕн, чуна ыраттармалла каласа хучĕ çав Хусантан таврăннă чухне Ахтупай. Ун хыççăн упăшкинчен сивĕнмеллипех сивĕнчĕ Эрнепи. Кур-ха, арăмне, вунă çул тыткăнра, чуралăхра пурăннă çынна, ĕненмерĕ пулать. Амăшĕ ятласа тăксан та чĕмсĕр çӳрерĕ. Каçармасть ăна уншăн Эрнепи, виличчен те каçармасть. Иливанпа Чечекпи пулмасан тахçанах аппăшĕ патне пурăнма куçмалла та, çавсене шеллет Эрнепи. Тем тесен те ашшĕ ĕненменнишĕн ачисем айăплă мар ĕнтĕ.
Хусантан таврăннăранпа Эрнепи ял çине те питех тухса çӳремест. Кашниех пĕлет пек ун инкекне, кашниех ăна шанмасть пек. Пурте ун çинчен «Ак çак хĕрарăм Хусанта тутарсемпе алхасса пурăннă, тутартан ача çуратнă» тесе шутланăн туйăнать. Кăшкăрĕччĕ, ăнлантарса парĕччĕ пурне те, анчах кам ĕненĕ ăна? Çумра, килте ывăл çук. Пулсан та шăл йĕрме пăхĕç-ха, ак çак ачана Эрнепи тутарпа тунă тесе пӳрнепе тĕллесе кăтартĕç. Тăван упăшки ăнланмарĕ пулсан ют çын ăçтан ăнлантăр?
Ача чухнех илтнĕ Эрнепи усал турă — хаяр амăшĕ — пурри çинчен. Хаярăн ури саккăр тетчĕç вара. Шыв хаярĕ, тăм хаярĕ, вилĕ хаярĕ пирки тем те пĕр каласа хăрататчĕç. Çав турă амăшĕ хăйĕн хаярне ячĕ ĕнтĕ Эрнепи çине. Никам урлă та мар, тăван упăшки урлă турĕ вăл çак синкерлĕ ĕçе.
Пăянамĕ вĕрентнипе хаяр курăкĕ те нумай çирĕ ĕнтĕ Эрнепи унтан хăтăлас тесе, хире тухса хĕвеле хирĕç виçĕ хутчен çаврăнса хаяр укçи те ывăтрĕ. Картишĕнче унăн халĕ те пăтă, пашалу, укçа хунă хаяр чĕресĕ çакăнса тăрать. Килтисем ăна ваттисен йăли-йĕркисене лайăх пĕлекен асламăшĕ çакнă тесе шутлаççĕ пулĕ-ха, шутлаччăр ара. Ку чĕрес «хаяр таврашне», «хаяр картине» мĕнле çакланнине асламăшĕ çеç чухлать.
Сунарçăсем çĕр выртмаллах вăрмана каяссине пĕлсен Эрнепи хăй тахçантанпах ĕмĕтре тытнă çĕре — юмăç патне кайса килес терĕ. Пăянамĕпе калаçса пăхрĕ вăл, ват çын илме хушнă парнесене тутăрпа çыхса хатĕрлерĕ, вара тĕттĕм пулнă-пулманах вăрттăн-кĕрттĕн тенĕ пек юмăç патне васкарĕ.
Ялта юмăçсем темиçен-ха вĕсем. Ваттисем те, çамрăкраххисем те, арçынсем те, хĕрарăмсем те пур. Эрнепи хăйĕн кăмăлĕпе Илтимĕре суйласа илчĕ. Илтимĕре ял çыннисем «çĕнĕ «юмçă» теççĕ. Çĕнни çĕнĕ мар-ха вăл, ĕлĕкех юмăç ĕçĕпе аппаланатчĕ. Ял куштанĕ Урасмет килĕнчен тарса килсен Эрнепи ун хаярĕнчен тасалас тесе ăна юмăç пăхтарнăччĕ. Ялти чи хаяр юмăç карчăк Сахвине мар (вăл ăна чун-чĕререн кураймастчĕ), Илтимĕр хăтарнăччĕ ăна ун чухне хаяр ӳкесрен. Ак вăтăр çултан ăна хаяр амăшĕ каллех çак юмăç патне илсе килчĕ.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...