Тутимĕр :: ТÄваÑÑÄмÄÑ Ð°ÐºÑ
Ку мĕн-ха, ватă кинемей?
Пĕлетни?
Курак
Саламат, тăванăм.
Пĕри
Мĕскер тăваççĕ унпала?
Курак
Хĕнеççĕ çынсене.
Тепри
Çапсасăн,
Канать-и ӳт?
Курак
Кăвакарать.
Пĕри
Унтан мĕн?
Курак
Юн та пĕрхĕнет.
Пĕри
Çапсан, аван-и?
Курак
Тĕл пулман.
Пĕри
Сан, кинемей, пăртакçă çеç
Çиес килмест-и кучченеç?
Курак
Ăна кам çимĕ?
Пĕри
Саламат
Пасар кулачĕ пек çемçе.
Юппи те виççĕ, кинемей.
(Çурăм тăрăх сăтăрать.)
Пырать-и?
Курак
Ыратать, тăванăм.
Пĕри
Пире ĕçме сăра сарри,
Çиме шурри — автан какайĕ.
Курак
Ӳсмен автанĕ, чĕпĕ çеç.
Пĕри
Пыра лармастъ чи ватă чах та.
(Çапать.)
Курак
Ан хĕнĕр, ват çынна хĕрхенĕр.
Ахаль те упăшка патакĕ
Куллен ватать ман шăмшака.
Чăх çук. Карланкă йĕпетме
Сăри кăшт пулĕ.
Тепри
Хăвăртрах!
Çап-çамрăк пăрчăкан хӳри пек
Выляччăр ватă урусем.
Пĕр куç анчах хĕрĕх чăвашăн.
Куçу сан витĕр-и?
Курак
Куратăп.
Пĕри
Пыл сăра — кунта!
Кайран калаçăн.
Курак вăрах тăмасть, чĕрес килсе лартать.
Тепри
Чăх какайĕ?
Курак
Çук, терĕм.
Пĕри
Кӳршĕ-аршăн пур-тăр.
Сыхла та тыт — ăшалăпăр.
Ку лакăмра мĕскер?
Курак
Каяшĕ,
Çĕпреллĕ.
Тепри
Ну, чее чăваш!
Тутли пулать вăл лакăмра.
Курак
Ăна тухатнă. Ырă мар.
Иван
Пире чăвашăн киремечĕ
Тухатнă ăншăрчĕ тивмест.
Пăлханнă-и эсир?
Курак
Çук, эпĕ
Пĕрре те пăлханман, имин
Çынсем çӳреççĕ тĕркĕшсе,
Хĕçсем хăйраççĕ.
Пĕри
Виçĕ чăх
Тытcа кил халĕ кӳршĕрен.
Сана каланă. Марш! Ать-два!
Пĕлсем, ĕçсен, пуçа хĕртсен,
Пуçсем касма хăюллă алă.
Каймăстăн-и?
(Курака саламапа вĕтет.)
Курак
Вăрлас-и манăн?
(Макăрать.)
Тепри
Туя тытса тĕлле тӳп-тӳрĕ
Яра пар чăххăн уринчен.
Ахаль килсен — юпа çине!
Курак каять.
Пĕри
Сыпар та пит тинкер пăхар,
Пăлханнă халăх унсăрăн,
Пире тытса, пырша кăларĕ.
Тепри
Тавсье! Ан-тив. Пуç сывă пултăр!
Пуçа чăваш пуртти ан лектĕр!
Ĕçеççĕ.
Иван
Сăра хăмланнă, кăпăклă.
Чĕлхешĕн тутлă, пуçшăн йӳçĕ.
Пĕри
Паян чăвашăн çимĕк кунĕ,
Алран кайми суха уявĕ.
Çапах та ӳсĕр çын курмарăм.
Ăçта вĕсем? Ырра-ши ку?
Те инçетре, те çывăхра
Мăкăрланса хăпарчĕ тĕтĕм,
Çурхи яп-янкăр тӳпене
Тăратчĕ паçăр тĕтĕрсе.
Тепри
Ĕçĕр те — йĕнерсем çине.
Пĕри
Камран хăрамалла? Чăвашăн
Пуртти та сенĕкки анчах.
Пăшал пĕрре çеç кĕрлесен,
Çатма çинчи пăрçа пекех
Саланĕç чăл та пар.
Иван
Темле,
Саланĕ-и, пăрçа-и халăх?
Тарса пĕтсен, пире аванччĕ:
Çынна касмастчĕ пирĕн хĕç те,
Таса пулатчĕ чун та.
(Шухăша шять.)
Çук,
Пăрçа пек сикессе ан шанăр.
Вăл халăх ĕмĕр-ĕмĕр пусмăр,
Асап та выçлăх тӳсиччен
Пăртакçă пĕр самант анчах
Хăйне курасшăн ирĕкре,
Хăй виличчен улпутсене
Çакса пăвасшăн.
Пĕри
Ан кĕттер,
Курка тӳнтер!
Иван
Тăла сăхманлă,
Имшер ӳт-тирлĕ чăваша
Курсасăнах, аса килет
Çуралнă ялăм, вырăс ялĕ.
Тепри
Чăваш сăри, çап-çамрăк çĕмĕрт.
Çеçке çурса мухтаннă пек
Шап-шурă кăпăклă чухне
Тӳнтер те куркана пушат!
Чăваш пуçне касма алла хĕç Тыткаличчен тытса курас
Алла курка.
Иван
Ытла каппайчăк
Ан пул, илемлĕ ан калаç!
(Ĕçет, юрлама тытăнать.)
Асапран хура кĕпе çĕлерăм,
Хурлăхран — сап-сарă атăсем,
Инкекрен — çӳрен лаша йĕнерĕ, Пусмăртан — туптарăм такансем.
Эпĕ илтем патшаран хаярлăх,
Хаярпа туптарăм хĕçĕме,
Йĕрĕнсе ылхан, тăванăм-халăх,
Манăн пылчăк витнĕ чĕреме!
Сарлака çаçенхиртеччĕ утăм,
Кĕçенсе тăратчĕ ирхинĕ.
Эп, салтак, инкек йĕнерĕ хутăм,
Куççулпе çуса, лаша çине.
Урана хĕсет асаплă аттăм,
Пĕвĕме пăвать хура кĕпе.
Патшаран приказ илсен, юрттартăм Хир-хир урлă хурăн çулĕпе.
Ял-ял урлă, эĕ шыв-шыв урлă
Çитрĕм хам çуралнă çĕрĕме.
Ман курас килетчĕ хурлăх курнă,
Пусмăр тӳснĕ мĕскĕн аттеме.
Хĕрхенме чĕре те, чун та пур та,
Каялла кайма эп ирĕксĕр
Ман атте-аттеçĕм тытнă пуртă,
Вăл татса илесшĕн пулнă çĕр.
Эп сана тăван ачу пулии те,
Манăн тивĕç пур пуçна касма.
Эх, атте-аттеçĕм, йышăм ĕнтĕ,
Эх, патшамăр янă салама!
Чунăм çунтăр. Пултăр манăн айăп!
Эх, касса ӳкертĕм аттеме...
Куççулпе çуса та тасатаймăп
Хуп-хура юнланнă чĕреме.
Манăн ялăмра пăлхав шавларĕ,
Саланса çухалчĕ пĕлĕт пек.
Манăн хурлăхăм анчах каймарĕ,
Юлчĕ сĕм вăрман пек пĕтĕмпе.
Эх, кĕрле хура вăрман пек çиллĕм, Чĕрене хускат-ха варкăшса!
Манăн хĕçĕм, эх, ан патăр вилĕм Хальхинче атте пек чăваша!
Пĕри
Юрру чăнах-и, тĕрĕс-и?
Иван
Атте суха тума вĕрентнĕ
Ак çакă йывăр аллăмпа
Хĕç тытрăм, хамăн аттеме
Вĕлертĕм хамăн ялăмра.
Тепри
Чуну ăçтаччĕ?
Иван
Чĕререччĕ.
Хальхи пекех пурте асра.
Аттен тумтирĕ çĕтĕк-çатăк,
Сайра сухалĕ кăвакарнă,
Шап-шурă çӳç пĕрчисене
Çил хускатать пĕрер-пĕрерĕн.
Атте ман халăх хушшинче
Малта тăратчĕ, пуртă пурччĕ
Ун аллинче. Ачаранах
Пĕлеттĕм эпĕ ку пуртта,
Анне яшка пĕçернĕ чух
Унпа ваклаттăм вут-кăвайтă.
Салтак эшкерĕ халăха
Йĕри-тавра хĕссе илсен,
Аттемçĕм хытă çухăратчĕ,
Анчах çинçĕ сасси шавра
Килсе çитместчĕ хăлхана.
Хĕçе кăлартăм йĕнертен,
Хам лашана чĕвен тăратрăм,
Сиктерĕм халăх хушшине.
(Сиксе тăрать.)
— Атте! — тесе пĕрре анчах
Каланă хыççăн вăл: — Иван! —
Тесе ачашшăн кăшкăрчĕ,
Пуртти ун ӳкрĕ аллинчен.
Текех хăрушă пурнăçа
Ан куртăр, терĕм те хĕçпе
Тыттартăм шурă пуçĕ урлă.
Пĕри
Шапа пек сивĕ чунлă эсĕ.
Хĕрхенмеллеччĕ.
Иван
Çăмăл вилчĕ,
Сисмерĕ, ӳкрĕ ман ума.
Тепри
Чăн-чăн патша салтакĕ эсĕ,
Патшашăн хăвăн аçуна
Ху каснă.
Иван
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...