Тутимĕр :: ТÄваÑÑÄмÄÑ Ð°ÐºÑ
Пĕтерчĕ ирсĕр упăшка,
Пуçри ăса та тĕтĕм пек
Вĕçтерчĕ çил çине.
Асамат
Усал.
Курак
Йĕртсе, куç çутине чакарчĕ.
Мана хăш чух, вайпут хуçа,
Автан та курăнса каять
Кăркка аçи пек.
Асамат
Ых, усал!
Мана эмелшĕн тав туса
Пĕр кучченеç хăвартăн.
Курак
Эчче,
Чĕп амăш хур.
Асамат
Ăна та вăл
Хăй илчĕ, чыхрĕ çăта пыр.
Курак
Ун карланкине тăрантăн-и?
Унта пĕр пар лашаллă ямшăк
Пырса кăрсен, пĕкки те путĕ,
Йĕс шăнкăравĕ те унтах,
Ман упăшка хырăмĕнче
Çĕрсе çухалĕ пĕтĕмпе.
Пĕрре ларсан, пĕр тирĕк пăтă
Пырне пĕр самантрах анать,
Лекмест те хырăмĕ тĕпне.
Асамат
Сан çăтă пырлă мăшăрна
Юхан-шăтан чир ярăп эпĕ,
Вĕлерĕп хальтерех.
Курак
Ан тив
Ăна, ан тив, вайпут хуçа.
Киле пăхма çын çук. Хам ватă.
Асамат
Ара, тăванăм, чунăмçăм,
Ăна тӳссе тăма вăй çук.
Ăна ăсатăп тамăка.
Курак
Вĕретнĕ сухăр та пиçме
Вăл пухнă çылăх çитмĕл çиччĕ.
Çапах ан тив.
Асамат
Çапах выртаççĕ
Ярт тăсăлса салтакусем.
Пĕрин сăмси те шăхăрмасть.
Вилмен-и, чĕмере тытман-и,
Хăнтăрамак таврашĕ мар-и?
Курак
Мана темле патша эмелĕ
Тыттартăн эсĕ хĕрхенсе.
Тутимĕре ĕçтерĕн, терĕн,
Сан хаклă эмелне чăмтартăм
Сăраллă лакăма. Сасартăк
Ак çакă мăнтăр салтаксем
Тӳп-тӳрĕ кĕчĕç ман пӳрте,
Саламатпа хĕне-хĕне
Хăпартрĕç сехрене. Кӳрше
Чăх вăрлама мана ярсан,
Тип-типĕ юлнă манăн лакăм.
Хăйсем пĕри те чĕрĕ мар.
Патша эмелĕ вырăнне
Мана эс наркăмăш паман-и?
Асамат
Тутимĕр вилтĕр, тенĕччĕ.
Чи шанчăклă салтаксене
Пĕтернĕ эсĕ. Çылăхна
Арку айне чикетĕн-и?
Асаматпа пĕрле хăвна та
Чирлетăп. Тупăк хатĕрле!
Курак
Ах, турăçăм! Каçар вайпут.
Каçар... Пăртакçă пурăнам.
Асамат
Чăнах та эсĕ, чунăмçăм,
Салтаксене юри кăнтман.
Çапах та санăн çылăху,
Мăйран арман чулне çакса
Хăварнă пек, чунна пăвать.
Эпир санпа çеç иксĕмĕр
Тату канашлă пулăпăр.
Шуйттан та, çын та сисмĕ.
Курак
Эччĕ,
Канашлă пулăпăр, эппин.
Асамат
Çук, пĕр мăскал та
йывăр çылах
Хăвармăп эпĕ сан çинче,
Пурне те йăтăп та куçарăп
Сан упăшкун ĕнси çине.
Çапла, эппин, ун варă чунĕ
Хăрушă тамăк вутĕнче
Тертлентĕр ĕмĕр-ĕмĕрех!
Курак
Юрать, эппин.
Асамат
Шуйттан Курак,
Ман вилĕме кĕтетĕн-и?
Вайпут çимерĕ сан хурна.
(Хурпа пуçĕнчен çапать.)
Ме, хып!
(Тутинчен çапать.)
Ме, ĕм-ха тукмакне!
Чипер пырса кĕр çăтмаха,
Пырса ларах вайпут çумне,
Унпа йĕтес те турт!
(Аллинчен çапать.)
Курак
Ан çап!
Чăнах та эс-и, Асамат?
Куç витĕр мар.
Асамат
Куçу çĕкленĕ —
Çамку çине. Ы-ых, сана!
Курак
Вайпут тумтирĕ тăхăнсан,
Сана кам паллĕ? Ан хĕне!
Асамат
Пăлхав иртсен, сана, Курак,
Салтаксене велернĕшĕн
Ăсатăп эпĕ Çĕпĕре,
Çăпан пек кĕлеме çапттарăп.
Курак
Хăв арăмна хăвах хĕрхен.
Ялта хыпар ян янриччен
(вилесем çине кăтартса)
Пуçтаркалар, старик.
Асамат
Хама та,
Çӳçӳ кăтра иккен тесе,
Пуçран шăла-шăла каçармĕç.
Тĕпсакайне ярар-ха, карчăк.
Тыт уринчен.
Курак
Усал шăрши
Çитет вăл çитмĕл çухрăма.
Асамат
Тул тĕттĕм чух карта хыçне
Пытарăпăр.
Курак
Майра патша
Хĕçпе пăшал тытма анчах
Пурне те сăхăм вăкăр пек
Çитернĕ-ши?
Асамат
Тутимĕре
Тытма каланă вĕсене.
Вĕсемшĕн пултăр алхасма
Ирех эрех. Çĕрле вара
Çемçе ӳт-тирлĕ тăлăх арăм.
Пĕр салтака сĕтĕрсе антараççĕ.
Курак
Пĕр вун пăтран ытла та йывăр
Туртать-тăр пĕр салтак. Ӳт пур,
Ăс-хакăл пĕчĕк.
Асамат
Ан палка!
Тепре сăра парса кăнтма
Кĕтетĕн-и салтаксене?
Курак
Салтак нумай-и?
Асамат
Пинĕпе.
Тепĕр салтака тĕпсакайне пăрахаççĕ.
Курак
(пуçне аллипе тытать)
Ах, пĕтрĕмĕр!..
Асамат
Мĕн пулчĕ, карчăк?
Курак
Пуçра ăс пур-и? Манăн пуçăм
Арпа ӳпли пек шăтăк-шатăк.
Ара, миçенччĕ? Виççĕнччĕ.
Пĕри, ватти, чеерехи,
Сăра çинчен хыпарлама
Тухса вĕçтлернĕ-вĕçтернех.
Пĕр чĕптĕм вăй тăрса юлмарĕ,
Хăранипе те ырнипе
Тăр-тăр чĕтрет хыса тымарĕ.
Асамат
Вут хыпнă пек çунать ăшчикĕм.
Сиксе ан сивĕ нӳхрепе,
Сăра ăс.
Курак
Хамăн пыр та типĕ.
(Чĕрес йăтса тухса каять.)
Асамат
Пăлхав иртсен, телей мехелĕ
Чăн килĕ, ырă куйкăрăш
Иленĕ манăн йăвана,
Унта вăл çавăрĕ йăва.
Текех çынсем хăйраччăр пуртă, Турчăкаран шăратчăр хĕç,
Ӳксе йăванччăр юн хăсса.
Чĕрисенчен шуйттан хупахĕ,
Çеçкесĕр хытă сарă курăк
Шăтса хумхантăр, ашкăртăр.
Мана мĕскер? Пăлхав пуйтарчĕ. Вайпутăн пĕр арча укçи
Паян ак манăн, Асаматăн,
Сăхманлă мăшăлти чăвашăн.
Пăлхав иртсен, кăтартăп эпĕ
Çара каска мăкланнине.
Улпут керменĕ евĕр çурт
Ял варринче лартса мухтанăп,
Тӳшек çинче хăяккăн выртăп,
Килти вăй-питлĕ тарçă-тĕрçĕ
Ĕçленине çеç курăп эпĕ,
Татах та тепĕр хут авланăп.
Вунçиччĕри çап-çамрăк арăм
Хăналăхри кĕрекере
Ман кăвакарнă сухала,
Хур сухала чапа кăларĕ,
Манпа юнашарах тăрса
Вăл иртĕ аслă урампа.
Леш ватăрах чее салтак
Килсе тухсан, вăл Курака
Вĕлерĕ çеç. Мана мĕскер?
Чĕрес йăтса Курак кĕрет.
Курак
Пасар пек халăх кĕр-кĕрлет.
Мĕн пулнă çав тери?
Асамат
Мĕн пултăр!
Пурттисене йăтса чĕнет
Улпут вăрманĕ.
Курак
Пирĕн те
Ĕне валли вите лартасчĕ.
Кайса çӳре-ха эсĕ те.
Асамат
Анкă-минкĕ
Пулман-ха пуçăм, çавăнпа
Юсран чее çӳретĕп эпĕ.
Хам укçапа хамах ларттарăп,
Улпутăн варманне касса
Хам пуçăма кайран кастармăп,
Курак
Суя-ши ял сăмахĕ? Эсĕ
Вайпут килне ухтарнă, тет,
Чылай укçа та илнĕ имĕш.
Асамат
Эп илмесен, тепри илетчĕ.
Çынсем ыйтсан, çăвар ан кар.
Курак
Илтмен. Курман...
Асамат
Салтаксене
Вĕлернине те хытă кун.
Палка анчах! Çапса ăсатăп
Масар çине, аннӳ патне.
Курак
Кăвар çине çара уран
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...