Тутимĕр :: ТÄваÑÑÄмÄÑ Ð°ÐºÑ
Пуçтарнă чух та эпĕ чĕнмĕп,
Сана çеç илĕп, Асамат.
Асамат
Сана пĕр юрă: çук та çук!
Пăлхав иртсен, шаль тутăр илĕп,
Хура сăмсаллă куракран
Чечен саркайăк тăвăп эпĕ.
Пуян телейлĕ йăвара
Улпут майри пек ларăн эсĕ.
Чупкалĕ çичĕ тарçă-тĕрçĕ
Сан умăнта, сана юрасшăн
Куян пек халхине тăратĕ.
Курак
Пĕрре те хамăн ĕмĕрте
Çынна хушман, хамах танкканă.
Пултарăп-ши?
Асамат
Пыра-киле
Вĕренĕн те тарçусене
Линкка-линкка ташши ташлатăн.
Çапла-и, карчăк?
Курак
Эччĕ, пуйăп,
Çырма шапи тиек пулсан,
Çулла хĕп-хĕрлĕ юр çусан.
Тутимĕрпе Эрпике кĕреççе.
Тутимĕр
Усал сăмах — тула! Ашши —
Сире! Аван-и, ватăсем?
Курак
Улма çулçи пек силленсе
Кĕтетпĕр иксĕре, Тутимĕр.
Тутимĕр
Курак инке — сип-симĕс çулçă,
Анчах та Асамат пичче:
Пĕр турата пуçу çине
Ӳкерĕп, тенĕ ват юман пек
Пăхса ларать. Сăн-пичĕ сулхăн.
Асамат
Пĕр чĕптĕм çиллĕм çук, Тутимĕр. Кивелнĕ ватă шăммăм-шаккăм
Сурать, те çумăр пуласса.
Тутимĕр
Хулпуççине вайпут тумтирĕ
Туртса пусмасть-и, йывăр мар-и?
Эрпике
Миталлă, çутă çăлтăрлă
Ан лар, атте, кăлар та ывăт!
Курак
Юмахăн леш патша кукши пек
Сасартăк манăн Асамат
Килсе кĕрсен, хăранипе
Шари çеç çурăлчĕ чĕре.
Асамат
Сиртен малтан мемме чĕлли
Çĕкленĕ эпĕ. Ан вĕрентĕр.
Пурин те сирĕн ĕçĕр çук,
Кăкăр çине çут çăлтăр мар,
Шапа çаксан та.
Курак
Урлă-пирлĕ
Сăмах ан çап, ĕнерлĕ пул!
Пĕр вилнĕ ăмăрткайăкран
Çерçи тĕк илтĕр те тумлантăр,
Çапах сасси ун чик-чирик.
Ăна хăйне, каппайчăка,
Хĕрхи те тапĕ.
Асамат
Эпĕ тапăп
Сана, кар-кар хура курак.
Курак
Арлан пек хăр-хар харкашса
Ан хирĕç.
Эрпике
Пыл-сăра сыпсан,
Аттен хаярĕ иртсе кайĕ.
Тав ту, анне!
Курак
Тавсъе, Тутимĕр!
Телейлĕ пул. Çӳренĕ чух
Çĕрле çулна çутаттăр уйăх,
Тăр-кăнтăрла хĕвел вăй патăр.
Аксан, тырру сан ӳстĕр тикĕс,
Çĕлен шуса тухми çăра,
Турпас пекех шултра пучахĕ,
Хăмăш пек хулăм хăмăлĕ.
(Сыпса пăхать, Тутимĕре курка тыттаратъ.)
Тутимĕр
Тавах сана, Курак инкеçĕм,
Сана та, Асамат пичче!
Нихçан та сирĕн херĕп пурнăç
Ан пултăр, акнă тыррăра
Телейлĕ сиплĕ çумăр çутăр,
Эсир çӳренĕ вырăнта
Чечек те шăттăр, сулхăн патăр
Йăмра та.
Курак куркине хăй куркипе шаккать. Иккĕшĕ те ĕçеççĕ.
Курак
Эчче, сулхăн патăр
Пире вăл ватă çынсене.
Чĕлхӳ юмарт иккен, Тутимĕр.
Курка тип-типĕ — хамăрла.
Мĕскершĕн эсĕ, Асамат,
Пĕлĕт пек хура.
Эрпике
Капланнă çумар пĕлĕчĕ
Пире аçа çапасшăн мар-и?
Асамат
Эп алăк хăлăпĕ-и сирен?
Килен-каян пурте мана
Хыпаласа пăхса иртесшĕн.
Курак
Ларасчĕ пирĕн йĕкĕр мăйăр
Тĕшленнĕ пек Тĕшши —пире!
Хуппи кайинччĕ аякка,
Лере, ав, шăпăр шăтăкне.
Эпир тăваттăн шăкăл-шăкăл
Ачашшăн калаçас чухне
Чĕлхӳ çăвар маччи çумне
Тăрать-и çыпçăнса, старик?
Эхер ăшу-чиккӳ çунсан,
Ăна сӳнтер, курка йăтса
Тутимĕре тав ту!
Асамат
Ман ирĕк!
Хĕре ахаль пама ухмах-и?
Тутимĕр
Çураçсанах, укçа умна!
Асамат
Çĕр тенкĕ хур!
Тутимĕр
Эрпикене
Пăхса ӳстернĕшĕн мерттес,
Хисеп те, тав та иксĕре.
Укçи ман хатĕр, кĕсъере!
(Сĕтел çине хурать.)
Асамат
Укçа сĕтел çинче выртсан,
Сана кĕрӳ теме, Тутимĕр,
Чĕлхемçĕм манăн хирĕç мар,
Курка тытма та сыллтăм аллăм
Хăех пырать, йăл-йăл анчах
Пăхать ман куçăм сан çине.
Тутимĕр
Шывпа апат пек, сывлăш пек
Сана укçа кирлех-и, хуньăм?
Асамат
Укçа çынна пăртакçă кирлĕ.
Çӳлти хĕвел те унсăрăн
Хевел пек мар, уяр чухне
Пăхса тăрать хĕп-хĕрлĕ сăнлă
Кушак пекех, ӳте чĕрет
Вĕри çап-çутă чĕрнипе.
Тутимĕр
Укçа сан халĕ лăк-тулли.
Вайпут укçи арчи санраччĕ.
Пăлхавлă халăха ăна
Парасчĕ, хуньăм, валеçсе.
Асамат
Вайпут кил-çурчĕ çуннă чух
Хура шыв авăрĕ пекех
Пăтранчĕ халăх, тĕркĕшре
Ют ял çынни, упа пекки,
Чее шуйттан, ура хурсан,
Сасартăк эпĕ такăнтăм,
Укçаллă арчана ӳкертем
Хул хушшинчен. Вара, кĕрӳ,
Шыва ӳкернĕ йĕп пекех
Арча çухалчĕ.
Тутимĕр
Эсĕ, хуньăм,
Ан суй, питне кĕççе ан вит.
Йĕрлерĕм юриех сан хыççăн.
Лаша утлантăн та тӳрех
Яла кустартăн. Çăп-çăра
Тусан çĕкленчĕ çул çинче.
Эрпике
Пуп куçĕ пек хăв ĕмĕтне
Сӳнтер, атте,
Асамат
Эп сан аçу-и?
Эрпике
Тăван атте.
Асамат
Ăспуç санран
Ыйтмастăп эпĕ. Хамăн ăс.
Тутимĕр
Эс халăх кӳллине ан сур.
Кайран шыв ĕçĕн ху.
Асамат
Кĕрӳ,
Тăпра çыртса тупа тăватăп.
Тутимĕр
Çыртах!
Курак
Асту, чунна ан сут!
Укçа пирки мана каларăн!
Ан тун!
Асамат
Кар-кар хура курак.
Сана-и? ых!
Курак
Мана, эппин.
Асамат
Çилленнипе чĕлхем хытать,
Кĕл хыпнă пек типсе тăрать
Çăвар та.
(Сăра ĕçет.)
Эпĕ тытăп-ха сана!
Курак
Мана, ара.
Асамат
Сана вĕлерĕп эп хамах,
Ыраш çăмахе пек пĕр ăссăр,
Пĕр ĕмĕтсĕр, пĕр шухашăр
Пуçна йытта çитерĕп.
Курак
Эччĕ,
Ыраш çăмахĕ пек таса
Ман мĕскĕн чунăм, хылчăксăр.
Хура çĕлен какайĕ çинĕ
Этемĕн чунсăр чĕрине
Витмест, тет, пĕр чипер сăмах та.
Ху эсĕ, Асамат, çĕлен,
Хура çĕлен какайĕ çинĕ,
Чунна пĕтернĕ, çавăнпа
Тупа тусах тунатăн халĕ,
Арча санра!
Асамат
Манра, Тутимĕр!
Ялтравлă ылтăн-кĕмĕле
Пытартăм çичĕ чул айне.
Тутимĕр
Этем-и эсĕ?
Асамат
Кашкăр — эпĕ!
Анне мана çуратнă чух
Пĕр кашкăр çурине пустарнă,
Ун кăпăклă вĕри юнне
Мана ĕçтернĕ.
Эрпике
Юн ĕçме
Çуралнă-и, аттеçĕм, эсĕ?
Асамат
Мана юн мар, укçа çеç кирлĕ.
Пĕр хăтсăр херĕп пурнăçра
Нумай тертленнĕ хыççăн эпĕ
Çиллентĕм, пултăм непĕссĕр,
Ылхантăм пĕтĕм тĕнчене.
Курак
Сасартăк пуйнă хыççăн, эччĕ,
Чăваш тухать хыт кукара,
Çынна ĕçме те шыв памасть,
Пурне те кураймасть анчах,
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...