Таркăн :: Сăпай Ваçук
Вăхăт-вăхăт ăна савăнăç пăвса илет. Ним тăва пĕлменнипе аллисене хире-хирĕç сăтăрать вăл, йĕри-тавра алчăраса пăхать. Пĕччен пуласчĕ çакăнта. Вара мĕн тăвассине вăл хăй те пĕлмест. Е çул тăрăх чупĕччĕ ухмах пек, е пуç-хĕрлĕ тăрса аллисемпе утса кайĕччĕ. Ваçук ун пек те пултарать. Вăт мыскара пулĕччĕ. Пуп... хир варрипе пуçхĕрлĕ çӳрет тейĕччĕç.
Кирек мĕн тесен те, лайăх çут тĕнчере! Йăлтах майлашăнса пырать Сбоев Ваçук пурнăçĕнче. Кăçал вăл вунсаккăр тултарса вунтăххăра пусрĕ. Мĕнтен çитĕннĕ çын мар? Кĕлетки-çурăмĕпе ырхан та ĕнтĕ, теприне ватăлса виличчен те ӳт кĕмест. Кам мĕнле çуралать вĕт. Ун çулĕнче кил-йыш пуçĕ пулакансем те пайтах. Иртнĕ эрнере Ваçук Хусанти духовнăй семинарирен вĕренсе тухрĕ. Кĕркунне Петербургри академие вĕренме каять.
Çын ӳкĕтленипе мар, хăй ирĕкĕпе, çавна асăрхăр. Кам та пулин ăна: «Санран пур пĕрех йĕркеллĕ священник пулас çук — ытла нишлĕ эс; çитменне — ухсах. Чиркӳ çынни кĕрнеклĕ пулмалла. Пĕртен-пĕр çул сан — малалла вĕренесси», — тенĕ пулсан Сбоев çине тăрсах, юриех приход илме тăрăшĕччĕ. Мĕн кирлĕ священник пулас тесен? Авланмалла. Ку тĕлĕшпе те ун чăрмав пулмĕччĕ.
Шухăшне сисмерĕç-ши тенĕ евĕр, Ваçук ку тĕлте лавçă еннелле вĕлт çаврăнса пăхрĕ. Лешĕ хĕрсех утсен çурамĕ çинчи пăвансене тилхепепе тĕке-тĕке ӳкерет.
Вĕсем яла çитсе кĕнĕ çĕре килте мунча хутса кăлараççĕ ĕнтĕ. Сĕтел çинче тутлă апат-çимĕç пулать...
— Тата инçе юлчĕ-ши, Ухатер пичи? — йĕкĕт вирьялла о-па калаçать — «йолчĕ» тет, «Охатер пичи» тет.
— Пур-ха каймалăх. Майĕпе çеç юрттаратпăр та ара. Часрах çитес килет-и? — тĕпри утне хулăпа чăшт тивертсе илет лавçă.
Пĕр хушă вĕсем сиккипе чуптараççĕ. Кĕпер халтăртатса хыçа тăрса юлать. Хирĕç килекен ачасем ана çинелле тăрса кĕреççĕ. Хура пусă ерипен шуса иртет. Çул ик айккинчи ешĕл курăк лаптăкĕсем çеç, пир тăрăхĕсем пек, вĕçĕмсĕр тăсăлаççĕ.
...Йăрт-йăрт-йăрт-йăрт юртаççĕ лашасем. Лăст-лăст лăст-лăст силлесе пыраççĕ хӳрисене. Мăкăлт-мăкăлт, мăкăлт-мăкăлт сиктереççĕ тусанлă купарчисене. Ялти пурнăçа аса илтерсе ут тарĕпе тислĕк шăрши кĕрет. Çĕр пичĕ тăрăх вĕри хум юхать, тырăсене пултарать. Ыраш кĕçех пиçсе çитет ĕнтĕ. Тулăпа сĕлĕ сарăха пуçланă. Улăхра ула-чăла тумланнă çынсем утă тавăраççĕ. Ку ĕç, уяври пек, йышпа пĕрле пулса иртет. Вырмара çеç кашнин хăйĕн ани. Пуррине пытарма тăрăшать çын. Çукки пытарсан та курăнать.
Çамрăк Сбоев, чăвашсем пек каласан, Сăпай Ваçук, Хусантан килет. Çулĕ çывăх мар ун. Хусанпа вăл каякан Урхас Кушкă хушши çĕр çухрăма яхăн. Ĕнер кăнтăрлапа хуларан тухнă вĕсем, Атăл урлă каçма хăтланса чылай ирттернĕ, Сĕве хĕрринче çĕр каçнă. Халĕ ак чăваш çĕрне çитсе кĕчĕç. Хĕвел хĕртнĕçем хĕртет, пăвансем çыртаççĕ, тусан йăсăрланать.
...Хăйне асăрхать йĕкĕт. Типшĕм те лутра ача (аякран пăхсан ачах çав ĕнтĕ, никам та ăна вунтăххăра кайнă тес çук) çатан урапа çине саркаланса хăпарса ларнă та мăн çын пек курăнма тăрăшса лавçăпа калаçса пырать. Пĕчченçи паврать. Ним курмасăр-илтмесĕр тенĕ пек, хăйпе хăй киленсе палкать, палкать. Уншăн çын лашисене те, хăйне те ĕçрен пăрса инçетри хулана пушăлла пынă, чăрманса çӳренĕ. Халĕ ав пĕрле яла таврăнаççĕ. Ытла та час манать-çке çын хăйĕн чăн хакне! Е çуралассах çапла çуралать-ши вăл? Виçĕ пус тăраканнин çине тăрсах виçе тенкĕ тăнăн курăнас килет. Хитре марри хитреленме тăрăшать. Ма пĕрмаях ют роле вылямалла, хăвăн мĕн пур пеккипе çырлахмалла мар?
Утсем туртăшса, кахалланса, лĕнк-лĕнк-лĕнк-ленк юртса пыраççĕ. Урапа та çавнашкалах кăрт-кăрт, кăрт-карт туртăна-туртăна илет. Кур-ха эс, утсем те пулин чупнă пек туса хуçине улталасшăн.
— Сирĕн çаксем çеç-и лашасем?
— Пур-ха тепре. Иртнĕ кĕркунне юпах тиха туянса ятăмăр та, пулчĕ лаша. Кăсене çех шанма çук-çке, килте те кирлĕ пулма пултарать. Йыш пысăк пирĕн. Вун иккĕн тан пурăнатпăр.
— Уйрăлса тухасси пирки самах тапратмаççĕ-и çамрăксем?
— Тапратĕччĕç те-ха, май çук-çке. Малтан йӳнеçмелле кăштах.
Ниепле те пĕр çĕре пуçтарăнаймасть Ваçук. Куçĕ пĕр япалана курать ун, шухăшĕ тепĕр çĕрте. Хăлхи лавçă сăмахне итлет, чĕлхи йăлтах урăх сăмахсем калать. Те кĕтет вăл темскер, те хăрать унран. Те савăннă вăл, те кăмăлсăр.
— Чар-ха лашусене, анам, Чикен аптратрĕ.
— Тăрр, пахча мĕлки. Хĕрсе çитрĕç те чарăнасшăн та мар. Тен, вар ыратать сан? Ма паçăрах каламарăн?
— Халь кăна чике пуçларĕ. Иртсе каять вăл, — текелесе çĕре анчĕ те Ваçук çул хĕррине тухрĕ. — Халь уттар ĕнтĕ хуллен.
— Тен, тăрам кĕтсе? Ун пекех васкамалли çук.
— Çук, çук, каях хуллен, — терĕ те йĕкĕт çул айккипе малалла утса кайрĕ.
Лашасем ăна ярăнса утса часах хăваласа çитрĕç, ирте пуçларĕç. Капла вĕсем чупнă пек туса пынинчен те ӳсĕмлĕрех каяççĕ-мĕн, Сбоев аран-аран, урапапа тан ĕлкĕрсе, тĕкĕлтетсе пырать. Хулара хăй уксаххине пытарма хăтланса асăрханса çӳреме хăнăхнипе кĕçех чăм шыва ӳкет вăл. Хытса ларнă ури ыратать ун. Урапа çăвĕпе таçта шăлавар пĕççи вĕçне вараланă вăл. Куçне тар кĕрет унне...
Çук, çуран утас тени те суя-мĕн. Сбоев вăтанса каялла урапа çине хăпарса ларать. Питне-куçне тутăрпа шăлать. Ăçта, мĕнре эппин чăнни?
Йĕкĕт сасартăк чĕнми пулнипе лавçă ун еннелле кĕтевлĕн пăхать. Эп кӳрентермерĕм-и сана тет пулас. Паллать ăна Сбоев Ваçук. Урхас Кушкăпа юнашар ялтан вăл. Вырăсла перкелешме те пĕлет. Ваçука курсан, калаçăва хăй тапратнă чух, пĕли-пĕлми те пулин, кашнинчех вырăсла калаçма тăрăшать вара. «Стуруви гак?» (Сывлăху мĕнле?) —тет. Пĕр хĕрĕхсенче вăл. Тĕреклĕ ал-ураллă, сарлака питлĕ, уçă сăнлă. Сбоев шухăшĕпе, пурте вĕсем (Ухатер вăйли те, вăл кăмăллă сăнли те) ун ĕçĕнче кирлĕ. Виççĕмĕш çул ĕнтĕ вăл ямшăк чупать.
— Çул çинче хăрушă мар-и, Ухатер пичи? Тĕрлĕ çĕрте çын тĕрлĕ пулать.
— Темĕн. Халиччен чиперех çӳренĕччĕ те. Тата эп пĕччен те мар. Халĕ санпа иксемĕр ав...
— Мана шансан усси нумаях пулмĕ.
— Ма? Вăй питти çын эс. Чĕлхе те пĕлен. Ăраскал та хӳтĕлет пуль çынна. Кукамай мана ăраскаллă ача тенĕ.
...Виçĕ енлĕ этем пек çӳрет Ваçук çынсем хушшинче. Виçĕ тĕрлĕ чун ун ăшĕнче.
Пĕри — уçă кăмăлли, куньни; çынсемпе хутшăнма юратать вăл, вăй çитнĕ таран пулăшать вĕсене, хутсем-çырусем çыра-çыра парать. Чееленсе-мĕн туса мар, пĕтĕм кăмăлтан, юратса. Хăйне те килĕштереççĕ ăна ялта. Унтан та ытларах — шеллеççĕ. Тăлăх турат теççĕ. Çитменнине тата — уксах вăл. Ун пеккине ялта пурте пулăшма хăтланаççĕ. Ял мĕскĕнне ялах пăхмалла теççĕ. Кам та пулин усрава е тарçа илет, анчах ыйткалама кăларса ямаççĕ. Ĕмĕрхи йăла çапла пулнă чăвашăн.
Ваçука хăнанах чĕнмесен те (хăнасем тăрăх çӳреме çамрăкрах-ха вăл), пĕри те тепри кĕрсе тухма йыхăраççĕ. Çырласем, пахча-çимĕç йăттара-йăттара яраççĕ. Хăйсене нумай пурăннă çынсем тесе ялти ватăсем унпа пĕчĕк ачапа калаçнă пек калаçаççĕ вара. Кăштах вĕрентнĕ евĕр, хута кĕнĕ майлă, çӳлтен аялалла пăхса...
Малтан тарăхатчĕ Ваçук. Çынна кăтартса мар, паллах. Мĕнле ача пултăр вăл, вуннăран иртнĕ çын? Кайран — хăнăхрĕ ав. Çилленес тесен ăна хăйне те çилленме пулать-çке. Кунтă килсе ярсанах пĕр кун тăрас килместчĕ ун чăваш хушшинче. Пурте ют пекчĕ уншăн. Ăнланмалла мар. Курман кĕпе-тумтир. Пĕлмен чĕлхе. Илтмен ятсем. Хăнăхман йăласем. Туррисем те хăйсен иккен вĕсен. Вăрманта пурăнакан турăсем.
Çук, хамăрăнах лайăх пирĕн тетчĕ вырăс ачи Ваçук ун чухне татăклăн. Анчах килне пăрахса кайма — килĕ çукчĕ. Ашшĕ те çук Ваçукăн. Амăшĕ те.
Пĕрне вилнĕ темелле ĕнтĕ. Теприне тем каламалла. Качча тухнă.
Пĕри çук çинчех пур пултăр. Тепри пур çинчех çук.
Халĕ хăнăхрĕ те Ваçук, чи ырă кĕтес ăна çакăнта пек туйăнать. Чĕлхи те ытарма çук-мĕн чăвашăн. Йăлисем те этемле йăласемех. Сăвви-юрри те такам кăмăлне çавăрмалла. Тата мĕнле ĕçчен вĕсем, чăвашсем. Мĕнле сăпай. Туйĕ кăна темле оперăран-балетран ирттерĕ.
Тĕрĕс, тăван-пĕтен сахал Ваçукăн ку енче, ун вырăнне юлташĕ-пĕлĕшĕсем нумай. Тусĕсем пур. Пурăнма пулать.
Пирĕн чăваш теççĕ ăна хăй çуралнă яла, Чулхула кĕпĕрнинчи Чернухăна, кайсан тăрăхласа. Çамрăк Сбоев мухтанать кăна унпа. Çапла, чăваш тет. Вăл халăх чунне çывăхрах пĕлес пулсан эсир те хăвăра чăваш тейĕттĕр тет хăйсен ялĕсене.
...Пĕлтĕр çеç-ха вăл кăшт çеç вĕренме пăрахса Урхас Кушкăна пуçĕпе юлмарĕ. Мăн аккăшĕ чарчĕ. Мана вĕлерес мар тесен малалла вĕренĕн. Кун пирки урăх калаçмăпăр. Хулара пурăнсан чăвашусене эс ытларах усă кӳретĕн, ухмах, терĕ. Хĕрне тиркеместĕп эп, тархасшăн. Чăнах та хитре вăл, ăсĕ те çук мар ун. Анчах ун пек çырлана пăхма та пĕлмелле-çке. Апачĕ-çимĕçĕ те ăна уйрăмрах кирлĕ. Кĕпи-тум-тиррине те лайăхраххине пар. Э, çапла-çке, Ульти нимĕн те ыйтмасть пуль-çке. Пур пĕрех малтан вĕренсе тухмалла сан. Халиччен тӳснине тепĕр çула чăтса ирттерĕн. Вара, малалла вĕренессӳ килмесен, — паллах ĕнтĕ, унччен Ульти те шухăшне улăштармĕ, — кирек мĕн тăвăр вара терĕ.
Ваçукăн иккĕмĕш енĕ — вăл пурне те пĕлме тăрăшни. Пĕлӳлĕхшĕн çунни. Вăл хăй тăрăшас тенипе тăрăшни те мар-ха, çутçанталăк çавăн пек туса янă ăна. Ăвă нӳре çĕрте хăй тĕллĕнех чĕрĕлнĕ евĕр, Ваçук тă вĕренмесĕр тăма пултараймасть. Чăваш хушшинче пурăнать вăл — вĕсен пурнăçне пĕлмелле ун. Хăй ăссĕнех чăвашла калаçма вĕреннĕ ав. Вĕсен сăвви-такмакĕсене çыра-çыра илет. Юмахĕсене итлеме юратать. Хусанти пĕр юлташĕ тутар ачи те —Ваçук тутарла перкелешме тытăннă. Ирçе-мăкшă хушшине лекес пулсан вĕсенне те çавăн пекех вĕренĕччĕ вăл.
Мĕн унта кӳршĕ халăх чĕлхисемпе кăна калаçмалли, авалхи чĕлхесене чухлать вăл, нимĕçле те французла вулать. Çапах та чи кăмăл туртакан, асра юлакан халăх ун пурнăçĕнче чăвашсем пулаççĕ. Ăна вăл тахçанах сиснĕ.
Сбоевăн виççĕмĕш енĕ — вăл хăйне йăвасăр кайăк пек туйни. Таçта та пурăнма пултарать вăл, çав вăхăтрах ниçта та тымар яраймасть. Пĕрмаях çул çинче. Пĕрмаях таçталла туртăнать.
— Тата миçе çухрăм юлчĕ-ши, Ухатер пичи?
— Çирĕмрен те катăлчĕ пуль ĕнтĕ. Энтри апатне киле çитетпĕр.
Хевтесĕррисем пулаççĕ-мĕн ытларах кил шутлă. Пурнăç пăтăрмахĕсенчен килте пытанса юласшăн та вĕсем — май килмест-çке. Нумай чухне май килмест. Ăнман пурнăçăн яшки тăвалла тăкăнать...
...Малтан нимĕн те асăрхаман-ха вăл, çак чĕрĕ çăмха, мĕншĕн тесен пĕчĕккĕ пулнă. Вилекенни, çуралаканни — темен те пулса иртнĕ ялта та, вĕсен килĕнче те, анчах пурте ăна тивмесĕр иртсе кайнă-ха. Ытла тивмесĕрех те мар пуль те, ун асĕнче тивĕçлĕ йĕр хăвармасăр. Хăйне майлă курнă вăл, сиснĕ, илтнĕ. Çиелтен. Çăмăллăн. Ашшĕ çук-и? Эппин, çуккипе пурăнăпăр. Ашшĕн ырлăхне курман та вăл, ашшĕсĕр пурнăçăн хурлăхне те туйса илеймен-ха. Вылянă. Кулнă. Ял тăрăх чупса çӳренĕ. Пур çĕрте те юлтасем пулнă Ваçукăн, хаваслă ачан. Пурте шелленĕ ăна, çурма тăлăха. Ял çыннисем ун умĕнче пĕр-пĕринпе тем пăшăлтатса пуçĕсене мĕншĕн сулкаланине те ăнланман-ха вăл.
Сусăрланса ӳксен тин шухăшлама вĕрене пуçланă Ваçук. Кӳршĕ лашине çитерме кайнă чух кĕпер çинчен тип çырмана тирĕнсе анса урине икĕ çĕртен хуçнă пулнă вăл. Пĕр çула яхăн вырăнпа выртнă, темиçе уйăх туяпа çӳренĕ. Ĕмĕрлĕхе уксах юлнă. Кĕнеке вулама хăнăхтарнă ăна амăшĕ. Пĕччен выртакан Ваçук вара вуланă, вуланă. Вăл утланнă лашана кĕрĕкне тӳнтер тăхăнса хăратнă ача, Ваçук тусĕ, ун патне халь ура та ярса пусман. Туяллă Ваçука урамра тĕл пулсан та аяккалла пăрăнса утнă. Вăл мар Ваçука, Ваçук ăна инкек тунă тейĕн çав. Ваçукпа амăшĕ ӳпкелешме пултарасси çинчен шухăшланипех вĕсем ăна курайми пулса çитнĕ...
Хăйен çухатăвĕсене çеç астунă Ваçук, çавсене çеç щутласа пынă. Вăл çеç асап тӳсет иккен, мĕскĕн ача. Çепĕç чун. Ыттисем — е хыт чĕреллĕ этемсем, е ырă курса тăраннисем. Нимĕнле шухăш аптратмасть вĕсене. Пурте паллă вĕсемшĕн... Шăпчăк çăмарта тунă чух ула куракăн кучĕ ыратни ĕмĕрте пĕрре пулать пуль вăл. Çын çинчи — йывăç çинчи-çке.
Тĕрĕссипе каласан, инкек-синкекне ытлашшипех те курнă Ваçук. Ашшĕне астумасть вăл. Кĕçех, амăшне те çухатать. Унтан килсĕр тăрса юлать...
Кусем кăшт каярахпа пулаççĕ-ха...
Вĕсен килĕнчи чи нумай хут илтĕнекен самах «çук» пулнă. «Аçу çук сан — вилнĕ вăл, — тенĕ ăна амăшĕ. — Укçа та çук пирĕн — чухăн эпир...»
Кайран Чăвашра илнĕ ячĕ те Сбоева çавна аса илтерсе тăнă — Ваçук.
— Шкула аçуна ертсе кил, — тенĕ ăна вĕрентекен Чернухăра.
— Атте çук ман, — тенĕ Ваçук хăнăхнă сăмахпа. — Вилнĕ вăл...
Сасартăк аçа çапнă, çиçĕм çиçнĕ.
— Суять Сбоев! — кăшкăрса янă çавăнтах Ваçукăн тусĕ пулнă ача хыçалти ретрен, — Пур ун ашшĕ! Ăна Çĕпĕре пуçиле янă!
Килне вирхĕнсе пырса кĕнĕ Ваçук.
— Анне! — тенĕ вăл çывлăшне аран çавăрса. — Чĕрĕ пирĕн атте!
Чуста çăрса тăракан амашĕ сак çине лак ларнă.
— Ăçта вăл — аçу?
— Çĕпĕр ялĕнче. Пăрамун каларĕ.
— Каллех çав Пăрамун. Суять вăл!.. Ну, эппин, касамата тытса хупнине тĕрĕсех калать-ха. Кайран вилнĕ сан аçу. Çĕпĕрте вилнĕ. Çук вăл тĕнчере!
— Ма хупнă ăна? Ăçта ĕçленĕ пулнă вăл?
— Мĕне кирлĕ вăл сана? Хамăр чиркӳре ĕçленĕ. Тиечукра... Çук халь сан аçу, çавна пĕл эс. Вилнĕ вăл. Саншăн та, маншăн та вилнĕ! — хĕремесленсе кайса кăшкăрашнă Ваçукăн çамрăк амăшĕ.
«Апла пулсан чĕрĕ ман атте» тесе шухăшланă пĕчĕк ача.
— Киле хăçан таврăнать вăл, пирĕн атте?
— Эсĕ мĕн — ăслă-и, ухмах-и? Çук тенĕ вĕт сана аçу. Çук! Çук.
Эппин, ваттисенчен ыйтса пĕлĕп атте пирки тесе урамалла тухса чупнă пĕчĕк Сбоев. Анчах пĕлсе ĕлкĕреймен. Амăшĕ ăна Чăвашра, Урхас Кушкă ялĕнче пурăнакан тăван аппăшĕ патне, Протопопов пупăн килне, ăсатнă. Хăнана тенĕ. Тĕрĕссипе усрава пулнă-мĕн. Кĕркунне амăшĕ качча тухни çинчен илтнĕ Ваçук.
Çапла вырăс ачи чăваш ялĕнче пурăнма тытăннă.
Мăн аккăшĕ ăна ăнланман тесе шутлать Ваçук. Вĕренме пăрахас тесе мар яла юласшăнччĕ вăл (вĕренес тесен таçта та вĕренме пулать), хăй ялта кирлĕ çын иккенне сисе пуçланăччĕ Ваçук. Парăмлине ăнланса илнĕччĕ. Хăйне тăван амăшĕ пек йышăннă ял халăхĕ умĕнче те, Ульти умĕнче те. Вĕсене пăрахса кайни тарнипе пĕр тетчĕ. Эрне, ун пек-кун пексене калаçман вăл никампа та, Ультипе пушшех çăвар та уçман, анчах ăшри шухăш-туртăмсене сăмахсăр та ăнланма пулать-çке. _
Пуçĕпех яла юлма хăтланнин тепĕр сăлтавĕ вара акă мĕнре пулнă: нумая тăсăлнă туслăх сĕвĕрĕлесрен хăранă Ваçук. Вăхăт иртнĕçем Ультирен сивĕнĕп те ирĕксĕрех ултавçа тухăп, пĕрех хут халех качча илсе пăрахам та, ĕçĕ пĕттĕр тенĕ. Анчах юратнă хĕрĕпе калаçман ун пирки. Вăл килĕшессе шаннă кăна.
Мăн аккăшне илсен, Анна Никитична нумайăшне сисне пулнă, çавăнпа хăраса ӳкнĕ те вăл. Ун шухăшĕпе, Ваçукпа чипер Ультин нихçан та пĕр чĕлхе пулмалла мар. Пулма тивĕç мар. Халь вĕсем туслă пулсан вăл иртсе каймалла. Иртменни — йăнăш. Вĕсем пĕр çулхисем мар, ку — пĕрре. Чăваш ачисем тантăшсемпе çеç выляççĕ-кулаççĕ. Кусенни пек, пĕри тепринчен виçĕ çула яхăн аслă пулни вĕсем ăру çыннисем иккенне пĕлтерет. Чĕлхе те расна вĕсен. Ывăлне çамрăкла авлантарма тытăнсан çеç чăваш этемми кинне ывăлĕнчен ик-виçĕ хут аслине илме пултарать. Ывăлĕ çитĕниччен вара кинĕ ĕçлет, вăл ватăлнă çĕре ывăлĕ çитĕнет.
Кусен ак хĕрĕ (Ульти) виç çула яхăн кĕçĕн. Йĕркеллĕ-и вăл? Çук. Темиçе хут — çук!
Тата. Пĕри вĕреннĕ çын вĕсен (Ваçук), тепри — сĕм тĕттĕм (Ульти). Пĕри хытанка, тепри тата хытанкарах. Ун пек пулассинчен тур хăтартăр та, пĕрне-пĕри перĕнсен вут тухса кайĕ. Арçын темле те пулĕ, кин тенине Ваçук мăн аккăшĕ кервен те кĕрнеклине курасшăн.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...