Таркăн :: Сăпай Ваçук
— Киремете юмăçсем шутласа кăларнă, — терĕ Ваçук татăклăн. —Юмăçсем — ултавçăсем, çăткăнсем, харам пырсем! Çын инкекĕпе ырă кураççĕ вĕсем!
— «Ма эп хыттăн кастарса ларап? — асăрхарĕ вăл хăйне хăй. — Лăпкăн та ăнлантарма пулать-çке çынна».
— Ĕçлемесĕр тăранса пурăнакансем халь таçта та пур, — килĕшрĕ Ухатер ĕшенчĕклĕн.
Ваçукшăн ку çăпанĕнчен тĕкнĕ пек пулчĕ. Пĕрмай куккашĕпе питлеççĕ ăна. Хĕрелсе кайрĕ те вăл аллине сулчĕ.
— Юмах кăна вăл, киремет. Çук вăл тĕнчере.
— Чим-ха, уксах, — пӳлчĕ ăна Ухатер. — Эсĕ ху пĕлмен япаласем çинчен калаçма юратан. Киремете курман та эсĕ — çук тетĕн. Эп курнă та ăна — пур тетĕп.
— Эсĕ курнă-и киремете?
— Ак халь сана курнă пек курнă.
— Хăш тĕлте? Хăçан?
— Кирек хăçан пултăр, кирлĕ мар вăл сана. Эс пурĕ пĕр ĕненместĕн.
Калаçнă май вĕсем Золотницкисем патне çитсе тăчĕç. Пĕр курка эрех ĕçтернĕ хыççăн тин Ухатер кăмăлĕ çемçелчĕ.
— Ун чух эпĕ хăнаран таврăнаттăм, — тесе пуçларĕ вăл. — Киле ман икĕ çулпа килме пулатчĕ, тавра: ку — инçе, вунă çухрăм ытла; е тӳрĕ — пилĕк çухрăм та çук. Анчах хаяр киремет çумĕнчен иртмелле. Каçараха юлнăччĕ те эпĕ, тӳрĕ çулпа таврăнам терĕм... Киремет патнелле çывхарнăччĕ çеç, сасартăк çĕр кисренсе илчĕ. Мана хирĕç хура утсем кӳлнĕ кӳме сирпĕнсе килет. Лашисем авкаланаççĕ кăна. Кустăрмисене тимĕрленĕ те, аслати пек кĕмсĕртетет кӳме. Становой хосподин вулăс тăрăх тухнă тесе эпĕ çул хĕррине пăрăнса тăтăм, çĕлĕке хыврăм. Кӳми манпа танлашрĕ те — кăшт çеç тăнсăр пулса ӳкмен эпĕ. Чӳречинчен хаяр киремет карăнса пăхса пырать!
Калавçа пӳлес килсен те вĕçне çитиччен тӳсĕсшĕнччĕ Ваçук. Анчах ку тĕлте ниепле те чăтса тăраймарĕ вăл, тăрăхласа ыйтрĕ:
— Хаярриех-и?
— Мĕн? — ăнланмарĕ Ухатер.
— Киремечĕ чăн хаярриехчĕ-и тетĕп?
— Самай çавăччĕ, — терĕ хĕрĕнкĕ Ухатер. — Шăп кăна Илюк юмăç каланă пекки. Вăрăм питлĕ, мăйракаллă, сухаллă. Хĕрлĕ сăхманпа. Сухалĕ пайăркан-пайăркан усăнса тăрать. Мăйраки качаканни майлă. Кашнин вĕçне пĕчĕк шăнкăрав çакса янă. Куçĕ шĕл кăвар пек çунать... Киремет çихĕрни, урапа сасси, чăпăркка шартлатни мана вĕлерсе-лапчăтсах хăварчĕç.
— Эсĕ хăнара пулнă-и-ха ун чух?
— Çапла. Туйра.
— Пăртак эрехне те, пыллă сăрине те ĕçнĕ ĕнтĕ?
— Çителĕклех ĕçнĕ, çынсенчен юлман, хуçана кӳрентермен. Гакшă.
— Киремет таврашĕнче мĕн те пулин сиксе тухасран та хăранă ĕнтĕ?
— Хăрамасăр ара. Киремет хурăнташ мар-çке вăл. Пĕр çыпăçсан унран хăпса пĕтме çук:
— Тĕттĕмре эс чăн та пĕр-пĕр урапана тĕл пулма пултарнă. Вутă турттарса таврăнакана, сăмахран. Çынни чĕлĕм туртса пынă пуль-ха. Е çулу çапнă. Эс ăна, ӳсĕрекер, киремет тенĕ.
Ухатер, пилеш хыптарнă пек, питне пĕркелентерчĕ, çăварне карчĕ те Ваçук еннелле сехĕрленсе пăхрĕ. Лешĕ кулса ячĕ.
— Лайăх çын эс, Ухатер пичи. Кăмăллă çын... — теме тытăннăччĕ йĕкĕт, чăваш сиксе тăчĕ те картишĕнчен тухах кайрĕ. Кĕтсе ларчĕ-ларчĕ ăна ача, таврăнмарĕ Ухатер. Укçине илме те хăй пымарĕ. Пĕр хушă урамра-мĕнте курсан та аяккалла пăрăнса утатчĕ. Кайран калаçкалакан пулчĕ вăл. Анчах чăваш ĕненĕвĕсем, йăлисем пирки нихçан та тапратмастчĕ. Вуçех.
Хăйне килĕштерсе пăрахнă Ваçук çилленсе те пăхрĕ ăна, ӳпкелешсе те илчĕ. Вăхăт çитмесĕр Ухатер çилли-пăшши пур пĕр иртсе каймарĕ. Малтанхи çывăх туйăм та çĕнĕрен амаланмарĕ.
Киреметсене, йĕрĕхе, эсреле, хĕрт-сурта, вутăша тата ыттисене Ваçук вунвисçĕре-вунтăваттăра чухнех суя ĕненӳ теме хăнăхнă. Протопопов килĕнче çапла вĕреннĕ. Турă çеç аслă чăнлăх тенĕ вăл. Субстанци, семинаристсем калашле. Ун пирки ни тавлашма, ни сӳтсе явма юрамасть иккен. Ăна мĕнле пур тенĕ, çаплипе йышăнмалла-мĕн. Ĕненмелле. Кам та пулин турра та тиркеме хăясси пирки ĕмĕрне ун пуçне пырса кĕмен.
Халь шухăшлать те йĕкĕт — вăтанать. Пирĕн ĕненӳ çеç тĕрĕс, ыттисен пурин те суя тени — эпир çеç ăслă, ыттисем пурте айван тени патнех илсе пырать пуль вăл? Ухатер Ваçуксен тĕнне çапла тиркесе тăкма пултарайман-и? Çăмăллăнах пултарнă. Анчах вăл, çынпа ун ĕçне-хĕлне, ун ĕненĕвне хисеплеме пĕлекенскер, Ваçук пек павраса тăмарĕ, пăрăнчĕ те утрĕ çеç.
Уншăн Ухатере çилленес пулсан Ваçукăн вăрçмалли çук-и? Вăл çылăхсăр çын-и?
Семинарин кĕçĕн класĕнче вĕреннĕ чухнех-ха вăл, чăвашсем çинчен кала-кала парса пĕрле вĕренекенсен кăмăлне тыткăна илнĕ Ваçук. Кăшт пушă вăхăт тупăнсанах ачасем анăратнă ăна.
— Тата мĕн те пулин каласа пар, Сбоев.
— Туйне мĕнле ирттереççĕ вĕсем?
— Вăл чăн-чăн мистери! — тенĕ çамрăк Сбоев. — Балетпа опера пĕрле! Кăштах фантази пулсан хăвăрах ăнланатăр.
— Сахал кун пек çеç! Эс тĕпĕ-йĕрĕпе каласа кăтарт. Куçа курăнмалла пултăр. Пĕркунхи пек.
— Киремет тени мĕне пĕлтерет?
Яла тунсăхланă Ваçук савăнсах калама тытăннă вара. Хĕрнĕçем хĕрсе кайса пурин кăмăлне хускатнă. Ун шухăшĕпе, çуллахи чăваш ялĕнчи пек илемлĕ вырăн ниçта çук. Уй чӳкĕ тума тухнă шур кĕпе-йĕмлĕ халăха Ваçук авалхи жрецсемпе танлаштарнă.
Çав кунах каçалапа Сбоева инспектор патне чĕнсе кĕртнĕ.
— Сан пирки ачасем ӳпкелешсе калаçаççĕ, — суйнă хулăм пуп.
— Мĕн пирки-ши? — тенĕ Ваçук.
— Сирĕн калаçăва итлесе тăтăм та эп, эсĕ вĕсене вĕренӳрен пăратăн. Хăв çеç лайăх вĕренни сахал пире...
— Каçарăр та, инспектор господин, ачасене мĕн туса чăрмантаратăп эп?
— Вĕсен çирĕпленсе çитмен шухăшне пăсма часах. Кирлĕ мар япаласемпе ачасен кăмăлне хускатма та çăмăл. Калаçма ăста эсĕ, аван вăл. Сăмахусем çыпăçуллă. Анчах вăл пуянлăха турра юравлă ĕçе парнелесчĕ.
— Ачасем хăйсем ыйтаççĕ. Ăна каласа пар та кăна каласа пар теççĕ...
— Тĕрĕс, каласа пар эсĕ. Анчах кирлине кала. Чăваш ялĕнче ырри нимĕн те çук унта, пĕлетĕп эпĕ. Чир-чĕр те тасамарлăх. Кайăкла пурăнăç. Тискер йăласем. Аллă-утмăл çултан вĕсен ячĕ те юлмĕ тĕнчере. Вилекенни — вилсе пĕтĕ, вырăса тухаканни — вырăса тухĕ... Юрĕ, калаçу пĕттĕр çакăнпа. Урăх хускатар мар ку сăмаха. Каях!
Çамрăк Сбоев анăраса кабинетран тухнă, аялти хута аннă. Унтан Атăл хĕрринче асăрханă вăл хăйне. Чул çинче ларать-мĕн ача. Инспектора аса илнĕ те вăл — кулса çеç янă.
«Сан яту хăв виличчене те çитмĕ, — тенĕ Сбоев. — Эпĕ те çухалăп. Анчах чăваш халăхĕ ĕмĕр пулĕ. Пыр та чар Атăл юхăмне. Халăх пурнăçĕ те çавах!..»
Çавăнтан пуçласа мĕн хăй вĕренсе тухичченех инспектора пĕрре сывлăх сунмасăр ирттернĕ Ваçук.
Кам пурнăçĕн сыпăкĕсем иртрĕç пирĕн куç умĕнчен? Автор шутласа кăларнă япала-и вăл е чăн пулни-и?
Иван Васильевич Золотницкий пуп каярахпа чăваш халăхĕн культурине тĕпчесе палăрнă Николай Иванович Золотницкий ученăйăн ашшĕ пулнă. Вăл чăнах та Урхас Кушкă ялĕнче пурăннă. Чăваш ачисене пуçласа чăвашла ăнлантарса парса вĕрентме тытăннă çын вăл. Çакăнта кăтартнă Ваçук, каярахпа Хусан университечĕн профессорĕ чăвашсем çинчен çырнă «Исследования об инородцах Казанской губернии. Заметки о чувашах» тата «О быте крестьян Казанской губернии» кĕнекесен авторĕ Василий Афанасьевич Сбоев пулса тăнă.
Хисеплĕ çын вăл пирĕн халăхшăн.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...