Таркăн :: Сăпай Ваçук
ВАÇУК. Паллах ара.
УЛЬТИ. Хушамат терĕн-и-ха эсĕ — мĕн вăл?
ВАÇУК. Хушнă ят, эппин. Çынсене пĕр-пĕринчен уйăрмалли сăмах. Эп Сбоев, тепри Петров, пирĕн йысна Золотницкий...
УЛЬТИ. Кай, ним тусан та кала пĕлес çук эп. Çынсене уйăрмалли ят... Пĕрлештермелли çук-и?
Ун пек сăмах та пур-мĕн тĕнчере. Каччă чĕринче те пур вăл. Çунтарса тăракан вĕри сăмах. Анчах нимĕн те шарламарĕ ун чух Ваçук. Кăлама хăймарĕ. Хĕрача хăех туять пуль терĕ. Халĕ ак ун пек туйăм пуррипе çуккине те пĕлмест вăл. Ультие часрах курас килет ун, çавă çеç паллă. Малаллине тĕтре хупласа тăрать...
Çамрăк Сбоевпа лавçă вăрмана çитсе кĕчĕç. Çул лакăм-тĕкĕмлĕ те, çатанлă урапа ывăннă лашасене турткалать-лăскать кăна: лăнк та лăнк каять, кăрт тă кăрт туртăнать, çăтăр та çăтăр тăвать. Ваçук халъ тăрантас хуçăлса анать, ак кустăрма кĕпчекĕ çурăлать, шăлĕсĕм тухса ӳкеççĕ тесе кĕткелесе пычĕ-пычĕ те лăпланса каллех шухăша путрĕ. Шăм-шăккине хытарса тытнă вăл, тутине кулнă майлă тунă та ним курмасăр чалхăртса пăхса пырать. Лавçă çул хĕррипе утать, пĕшкĕнмесĕрех темĕн тата-тата хыпать. Ярханах вăл, йӳле пилĕкĕн, çурăмĕ тăрпа шуралнă. Малтан ăна Ваçук тĕлĕкри пек çеç курса пычĕ-ха. Унтан сасартăк хăмла çырли шăрши çапрĕ ун сăмсине, хурлăхан тĕмĕ куçĕ тĕлнĕ пулчĕ. Пуçне лăстăр силлерĕ те вăл çул айăккине сиксе анчĕ, уксахласа вăрманалла талкăшрĕ.
Ăна хайне ĕвер ăнланнă лавçă лашисене пӳлчĕ.
— Тăрр, шереметсем!
— Ма чăртăн, Ухатер пичи?
— Эп сана мĕн пуль терĕм...
— Атя, уттăрах хуллен. Эс мĕн çинине пĕлес килчĕ ман.
— Кур ав, хăв çумăнтах.
Пăхрĕ те Ваçук — хăмла çырли! Никам татса та, çисе те пĕтерес çук. Хĕп-хĕрлĕ, шултăра, тĕклĕ...
— Ма татмаççĕ кăнă?
— Сан валли хăварнă, — терĕ лавçă кулса.
— Çук... Чăнах ара... Ытла нумай.
— Çавăнпа татса пĕтереймеççĕ те. Иртен-çӳренсем çеç кăшт-кашт çикелеççĕ. Ял çыннисем ĕçре. Ваттисемпе вĕттисене вăрман хĕрринчи те çитет.
— Татар мар-и пăртак?
— Мă пăртак çех? Ытларах тат. Кучченеç пек пултăр.
— Çак пурака-и?
— Ман чĕрес те пушă. Эпир çикелех тăнă. Мана кирлĕ мар. Кулленех вăрманта пирĕн ачасем. Сире хулара питех лекмест пуль çырла.
— Ма? Унта та çиме пулать, укçуна çеç ан шелле.
— Укçу пулсан-и? Çапла çав вăт. Кунта ани çинче ав, çи те çи. Васкамалли çук пирĕн. Киле çитрĕмĕр темелле ĕнтĕ.
Чăн та иккен. Йăлтах палланă вырăнсем йĕри-тавра. Пĕлекен варман. Курма хăнăхнă тӳпе. Сипетлĕ сывлăш. Хăйсен ялĕнчи, Урхас Кушкăри сывлăша Ваçук куçне çыхса пырса кĕрсен те уйăрса илет. Ку пирĕн енчи сывлăш тет. Урăх çĕрте ниçта çук ун пекки. Пĕр пек панă юр-вартан, пĕр кĕрперен, пĕр шывранах тĕрлĕ хĕрарăм тĕрлĕ тутă калакан яшка пĕçернĕ пек, кунти сывлăша та чăваш пурнăçĕн техĕмĕ витнĕ. Ял ятне те Ваçук чăн чăвашла калать — Урхас Кушăк тет. Тӳре-шарапа пуп кил-йышĕшĕн вăл Урхас Кушкă.
Сбоевăн чĕри савăнăçлăн тапать. Çав вăхăтрах ун кăшт хăрасси те пур. Çырлана ыран та килме пулатчĕ ĕнтĕ, вăл ав халĕ вăрманалла пăрăнса утать. Хулара чух кашни пушă самантра яла аса илсе пурăннă, чунĕпе унталла ăнтăлнă йĕкĕт халь яла пĕртте васкамасть тейĕн. Темĕн шухăшласа çитереймен пек вăл. Яла курăнма чунĕпе хатĕр мар пек.
Тен, тĕл пулу савăнăçне ытлараха тăсасшăн Ваçук? Е вуçех урăхла: пурне те пĕр харăс курасшăн, ыталаса илесшĕн вăл? Вăрманне, тăван тавралăхне, ялне, унти çынсене?
Ультипе унчченхилле ним шухăшсăр çӳреме юраманнине çеç лайăх туять ача. Çитĕннĕ хĕрпе выляни — вутпа выляни.
Ваçукран курмалăх лавçă та çырлана пикеннĕ — лашисене чăрнă та çултан инçе те мар çисе çӳрет. Апла пулсан тусан ларман çырлинех татас-ха тесе Ваçук вăрмана чылай шала кĕчĕ. Уçланкăсенче хĕрлĕ лăстăксем типме уртса янă тейĕн — пиçсе çитнĕ хăмла çырли; йывăçсем айĕнче — кăмпа. Кирек хăшне тат. Çырли тытнă-тытман кăпăлт та кăпăлт çеç хăйпăнса тăрать. Кăмпи тата — те путек хăлхи вăл, те йĕрĕлче.
Вăрманти чухлĕ ниçта та савăнмасть пуль Ваçук. Чунĕпе канать вăл кунта. Пурте çывăх ăна, ăнланмалла. Хăй те вăл çак тавралăхăн уйрăлми пайĕ. Ни хăвăнтан ăслă, ни хитререх курăнма тăрăшмалла мар сан. Никам та тиркемест сана, вăрçмасть, ура хурса ӳкермест. Мĕнле пур эс, çавăн пек ларатăн, выртатăн, çӳретĕн: хăвăн ирĕк.
Çынсем хушшинчех апла мар. Пурнăç кăткăс, хаяр, пăтранчăк. Мĕн те пулин пултăр тесен ялан кĕрешмелле, тапăçланмалла, сыхă пулмалла. Хăвна лăнчă ярса пурнăç юхăмне парăн кăна — эс пĕтнĕ çын. Нимĕн те тухмасть сан.
Пĕр пурак çырла та пĕр аркă кăмпа татнă йĕкĕт канма хатĕрленсе пуçне çĕклерĕ те тăн-н итлесе тăчĕ. Ура сасси çывхарса килет. Таçта палăртса хунă вырăна васканă евĕр, хашкаса утать çын. Тен, лавçă Ваçука шырать? Çук-мĕн, вăл мар; Урхас Кушăкри Анахвăр пулчĕ вăл. Пĕр аллăсене çитнĕскер. Çывăхранах Ваçук çулне пӳлсе каçса кайрĕ. Пичĕ хăйĕн тĕмпĕл-тĕмпĕл хĕрлĕ, куçĕ урнă çыннăнни пек. Чирли те чирлĕ пулмалла вăл, кирек хăçан та тути вĕрипе çуркаланса юнăхса çӳрет.
Ялта юратмаççĕ ăна. Тухатмăш теççĕ. Ывăле Атăл çинче бурлакра, арăмĕ хăнара чух чипер çĕртенех пӳкле вилĕмпе вилнĕренпе никампа та хутшăнмасть вăл. Пĕчченех суха тăвать, тырă вырать, авăн çапать. Çырласем кăмпасем, юман йĕкелĕ пулнă вăхăтра вăрмантан татăлмасть. Йывăç хăвăлĕнчи пыла чĕресси-чĕрессипе йăтать. Çынсене курсан е пăрăнса утатъ, е çĕрелле пăхса иртсе каять. Ĕçкĕ-çикĕ чух ун хура пӳртĕнчен те пĕччен сасă ĕнерлени илтĕнет. Те юрлать вăл, те макăрать.
Ачасем чулпа пере-пере ватаççĕ ун чӳречине, пахчинчи йăрансене таптаса пĕтереççĕ, Анахвăр çав-çавах çын çинче çук. Çаплах пĕччен вăл.
Чăвашсем хушшинче сарăмсăр вилĕмпе вилекенсем нумай. Çавсенчен курмалăх çакăнса вилме шухăш тытман-ши ку, апла Ухатер пичине чĕнес, иккĕн мĕнле те пулин чарăпăр тесе Анахвăр хыççăн утрĕ Ваçук. Леше пĕчĕк уçланка тухрĕ те шлепкине хывса пăрахрĕ, вĕрӳ-суру сăмахĕсем мăкăртатса, ĕсĕклесе çĕре чĕркуçленсе ларчĕ.
— Тархасшăн... Тархасшăн... — тенисем çеç Ваçук чĕрине çурса илтĕнчĕç.
Нимĕн те ăнланмарĕ йĕкĕт. Анчах Анахвăра мĕнле шеллесен те ун куçĕ умне курăнма хăрарĕ вăл.
Мĕн ку? — тесе шухăшласа тăчĕ ача шĕшкĕ тĕмĕ хыçĕнче. — Эп пĕлмен йăла-и? Пулма пултараймасть. Хăш-пĕр йăлине эп чăвашсенчен ытларах чухлатăп. Вĕсем хăйсен çывăхĕнчи йĕркесене пĕлеççĕ, эпĕ пур чăвашсен пурнăçĕпе паллашнă. Пĕлтĕр «Северный архив» журналта, сăмахран, мĕнле ăслă статья тухрĕ... А, тен, вилес умĕнхи кĕлĕ ку? — хăраса ӳкрĕ Сбоев. — Кĕл туса пĕтерĕ те — çакланса ларĕ? Е макăрса ăшне кантарма килнĕ вăл?
Çав хушăра Анахвăр ура çине çĕкленчĕ, кĕпи-тумтирне вăшт-вашт хывса печĕ, урине салтрĕ те, çаппа-çарамасскер, хĕвелтухăçнелле тилмĕрсе пăхса, тем пăшăлтатрĕ, çапла-çапла тенĕ пек, пуçне сула-сула илчĕ. Унтан сасартăк элес-мелес çухăрса-уласа ячĕ, питне-куçне тăрмаларĕ, çӳçĕпе сухалне туртрĕ. Çĕре персе анчĕ те енчен енне йăваланса кăшкăрчĕ, макăрчĕ, çĕре кăшларĕ...
Ĕнтĕ пĕтĕмпех юнланса, хуралса пĕтнĕ вăл, хăй çаплах улать-ха, кусса çӳрет, ылханать. Сăмахĕсем те юнлă пек ун.
— Аслă киремет! Хаяр киремет! Итле ман сăмаха, тыт-хутлат ăна часрах! Вĕлер ăна! — антăхса кайса йăлăнать, хушать, хĕтĕртет, вĕслетет Анахвăр курăнман вăя, — Ман тăшман çурчĕ-йĕрĕ кĕл пулса вĕçсе кайтăр. Выльăх-чĕрлĕхне çĕлен-калта ертĕр, хĕрт-сурчĕ сивĕнсе вĕсем панчен тухса тартăр...»
Тем чул вăхат иртрĕ çапла, Анахвар тăчĕ те хĕвел тухăçнелле пуçне тайрĕ, тем каларĕ хуллен. Вара кĕпи-йĕмне хыпаланса тăхăнчĕ, урине сырчĕ те каялла çаврăнса пăхмасăр килнелле васкарĕ.
Ун ури сасси йăмсан, вăл хускатса хăварнă йывăç тураттисем лăплансан тин Ваçук хăй йĕри-тавра пăхса илчĕ. Çакăнта Анахвăр патне тухнă пулсан пĕр самантра пăвса вĕлеретчĕ вăл Ваçука.
Тăнă çĕртех ача çĕре лак! ларчĕ те çырлине тăкса ячĕ. Анчах курмарĕ ăна. Кăмпине вăл хăй çумне хĕстерсе тытса ватса пĕтернĕ-мĕн. Ăна та пăртакран тин асăрхарĕ. Халĕ вăл хай вилес пек ывăннине, халтан кайса çитнине çеç йывăррăн туйса илчĕ. Пăркăчласа лартнăскерĕн пăявне лашт! касса ячĕç тейĕн çав.
Киремете сулчĕ иккен Анахвăр. Кама тĕп тăвасшăн-ши вăл?
Кун пек тискер япалана нихçан та курманччĕ Ваçук. Курма мар, ун пек тамаша тĕнчере пулма пултарасси çинчен шухăшламанччĕ. Чăн та — ĕмĕр пурăн — ĕмĕр вĕрен иккен.
Ан та кала, ан та кала. Ваçук аякри хуласем тăрăх вĕренсе çӳрет. Хăйпе юнашар çакăн пек мыскарасем пулса иртнине тĕлĕкре те тĕлленмен вăл.
Пăртакран çул хĕррине тухрĕ Ваçук. Пăхать йĕкĕт — ни лавçă, ни лашисем çук таврара. Ирĕксĕрех ун çуран ланкăштатмалла пулчĕ яла.
Йыснăшĕсем панче те çук Ухатер. Ваçук япалисене парса хăварнă та вăл килне чуптарнă.
— Ма мана кĕтсе тăман-ши вăл, çул укçине тӳлесе ямаллаччĕ, —терĕ Ваçук.
— Эсĕ мĕн, хулара пурăнса çынсене шеллеми пулса кайнă-и? —тĕлĕнчĕ йыснăшĕ.
— Ма ун пек калатăр? — терĕ Ваçук.
— Ара, çынну сиксех чĕтрет-çке. Яла мĕнле çитнĕ-ха вал. Аран пĕр-ик сăмах каларĕ те урапи çине тӳнчĕ, тилхепине хускатрĕ...
— Пĕр сехет каялла та чип-чиперччĕ-çке. Вăрманта пĕрле хăмла çырли çисе çӳрерĕмĕр. Кулмасăр çăвар уçмасть Ухатер пичи.
— Мăн аккунтан ăйт, эппин. Çынну вут пек çунать.
— Ман шухăшпа, ӳсĕрччĕ вăл, — терĕ Елизавета Ивановна кăмака кукринчен.
— Çук, чирлĕ, матăшкă. Куçĕ тăп-тăр урахчĕ.
— Куçĕ урă пуль те, хăй ӳсĕр. Çавăнпа килне васкарĕ вăл.
— Укçа леçмелле, кайса курас ăна ыран, — тĕв турĕ Ваçук.
— Тата тепри тупăнчĕ! — кăмака умĕнчен тухрĕ Ваçук мăн аккăшĕ. — Эсĕ те пулин ăслăрах пул, ачам. Халь тин пĕчĕккĕ мар ĕнтĕ эс, хамăр камне те чăвашсем камне ан ман. Ытлашши ачашлама юрамасть вĕсене. Укçа пулсан хăйсем те урасăр мар.
Татрĕ те хучĕ çапла. Чăвашсемпе çывăхлансан хак ӳкет иккен çыннăн. Темĕн те пĕлет ун мăн аккăшĕ!!! Пуринчен ăслă, пуринчен ятуллă тет пулмалла хăйне. Ниçта вĕренменскер, упăшкине вĕрентет кăна.
— Манăн каламалли пур сана, — терĕ вал Ваçука Иван Васильевич чиркĕве каçхи кĕлле кайсан. — Анчах савăнмалли хыпар мар, мана ан çиллен эс. Çирĕплен...
Хурланнă чухнехилле сасси аран тухать ун, куçĕ хăйĕн кулма хăтланса çиçет.
Ниме тăман япала кĕтсе хăрушă хыпар илтиччен чи хăрушши çинчен шухăшласа ниме тăман хыпар илтесчĕ. Усаллине асăнмасан ырри пулмасть теççĕ чăвашсем. Мĕнпе çапса хуçĕ мăн акка? Неушлĕ... анне вилнĕ?
— Итлетĕп, мăн акка.
— Тен, ыран пĕлтерем? Паян ывăннă эс. Мунча кĕр, кан... Капла ытла пĕр тăрук пулать.
— Ан хăра, мăн акка, ывăнман эп. Паянах кала.
— Ультие... вăрларĕç вĕт, мĕн тăвăпăр?
Темле хăрушă сăмах илтме хатĕрленнĕ пулсан та кăна кĕтменччĕ Ваçук. Пĕрре шурса кайрĕ вăл. Унтан сасартăк питне юн çапрĕ. Тăчĕ те йĕкĕт картишнелле ланкăштатрĕ.
— Ик-виçĕ хут та тарса килсе пăхрĕ вăл, каяллах тыта-тыта ăсатрĕç, — калаçрĕ çенĕк умне тухса тăнă Елизавета Ивановна.
— Камсем тытса ăсатрĕç?
— Ашшĕ... Упăшки енчи тăванĕсем...
Халь ĕнтĕ упăшки çинчен ыйтса пĕлессе кĕтет тесе Ваçук садалла утрĕ. Мăн аккăшĕ сад алăкĕ патĕнче курăнсан карта шăтăкĕ витĕр кӳршех каçрĕ йĕкĕт.
Çĕрле вăл пĕрре куç хупмарĕ. Мĕнле ватать, аллать, унать иккен пурнăç çынна, мĕнле вылять унпа! Пĕр кун хушшинче мĕн курмарĕ-илтмерĕ те ача, утса тухмалли кун-çулĕ тăршшĕпе мĕн-мĕн тӳссе ирттерме пӳрмĕн пуль ăна.
Сасартăк хăрăсă тăрса ларчĕ вăл. Мăн аккăшĕ ăна Ультие вăрлани çинчен ăшĕнче савăнса пĕлтерчĕ. Йĕкĕт макăрать ав, анчах вăрттăн вăл та хĕпĕртенĕ тĕмелле. Эппин, Ваçук та икĕ пит-и?
Çапла, кирек мĕн тесен те, ун пурнăçĕнчи пĕр тапхăр вĕçленчĕ. Халь ĕнтĕ малалла тапăçланмалла, вĕренмелле. Май килсен чăвашсем хушшинче курнине ыттисене каласа памалла.
Тепĕр эрнерен Ваçук Ухатере тĕл пулчĕ. Вăл чиркӳрен тухатчĕ. Хăй хуралса, начăрланса кăйнă, пуçне уснă.
— Ухатер пичи, аван-и! — ун патне чупса пычĕ Ваçук. — Атя пирĕн пата.
— Ма тӳрех унта? Тен, кăштах канса ларар, ăшăнар? Чиркӳре шăнтăм эпĕ.
— Ăçта ларăпăр?
— Ак çак каска çинче те юрать пуль.
Вĕсем чиркӳ тулашĕнчи пĕрĕнĕ пуçĕ çине лăрчĕç.
— Сана тем пекех тав, Ухатер пичи, — терĕ Ваçук лешĕ хăйне вăрмана пăрахса хăварнине асăнмасăр ырă тăватăп тесе. — Эс пыман пулсан çаплах Хусанта çӳрĕттĕм-ха эп.
Ухатер чĕнмерĕ.
— Укçине виçĕм кун-тăватăм кунсĕнчех пырса памаллаччĕ те — ерçмерĕмĕр пулмалла... — укçа леçме пырассипе пымасси хăйĕнчен çеç килменнине систерсе каларĕ Ваçук.
— Эпĕ хам сирĕн пата кĕрсе тухма пулнăччĕ, чирленипе пыраймарăм, — айăпне хăй çине илчĕ Ухатер.
— Йысна та мăкăртатрĕ-хă. Мĕн пулчĕ вара сана?
— Киремет тытрĕ, — терĕ лавçă ачана куçран пăхса..
— Ăçта тытрĕ? Хăш вăхăтра?
— Çырла çиме чарăнмалла мар пулнă пирĕн вăрманта. Пĕтĕмпех эп ухмаххипе пулчĕ вăл. Çултан инçе мар хаяр киремет иккенне маннă эп. Виçĕ кун йывăр чирлесе выртрăм, пурăнас хура мăкăра киремете парне кӳтĕмĕр... Çын кăшкăрашни хăлхана пырса кĕчĕ кăнă; 'киремет тапăнчĕ мана. Ал-ура вăйĕ шалтăр пĕтсе ларчĕ; пуç çаврăнса кăйрĕ, ăш патранать, шăм-шак сурать — вырт та вил çавăнтах. Киле мĕнле çитсе ӳкнине те астумастăп. Икĕ кун тăнсăр пулса выртнă. Юрать, Илюк юмăç урам урлă çеç те, çавă пулăшнă...
— Мĕн туса пулăшнă-ха вăл?
— Хура мăкăра пусса чӳклеме хушнă... Çавăн хыççăн тин хаяр киремет çырлахрĕ. Сых ятне паян Микул турă умне те çурта лартрăм. Атя, пурте кăмăллă пулччăр ĕнтĕ. Çитĕннĕ мăкăрă шĕллемейнине çур пуслăх çуртана та шеллесе тăрас мар.
— Пĕр тухатмăш мĕн чул сиен тунă.
— Мĕнле тухатмăш?
— Анахвăр, ара. Сан хурăнташу.
— Çавăччĕ-и вăл? Хуплантăр!
— Анчах сана сулмарĕ вăл киремете. Эсĕ унпа мар сехрӳ хăпнипе чирлесе ӳкнĕ.
— Эх, уксах, пĕлместĕн-ха эс киремет мĕнлине. Вĕсилетсен вăл хăй çывăхĕнчи çынна такама та тытса хутлатма хатĕр. Вĕлерсе пăрахма та ӳркенсе тăмасть.
— Мана тытмарĕ-çке вăл? Эпĕ Анахвăр мĕнле пынине, вăл киремете сулнине — йăлтах пăхса тăтăм. Тата, сан пек аякран та мар, вун пилĕк-çирĕм утамран, киремет картинчен.
Ухатер тем калама хăтланса çăварне карчĕ те Ваçук çине аптраса кăлин пăхрĕ.
— Эсĕ... мĕн-çке... вырăс пулнă, — терĕ вăл юлашкинчен, — урăх ĕненӳ сан. Вăл пирĕн тӳр кĕлли. Сиртен хăрать пуль вăл. Вырăссем киремет йывăçĕсене касса пĕтерчĕç, картисене ишрĕç, итту ним те тумарĕ.
— Итле-ха, Ухатер пичи. Эсĕ ăслă çын, таçта та пулса курнă. Чылайранпа ямшăк чупан. Намăс сана ун пек ухмахла япаласене ĕненме. Мĕнле хаяр турă вăл, чăвашсемпе çармăссене, мăкшăсене çеç хĕн кăтартаканскер? Е эпир уйрăммăнах çылăхлă-и? Сăмахран, ак эсĕ. Мĕн туса çылăха кĕрсе пĕтме пултарнă эсĕ?
— Ман çылăхсене никам шутласа пĕтереймĕ. Çул çинче çеç эпĕ санран укçа сахал илме пулнăшăн ӳкĕнсе килтĕм. Эсĕ йăваш çын, ытларах тӳлеме те килĕшетчĕ терĕм. Унтан вăрманта та эсĕ чарса тăратман пулсан пирĕн мăкăр сывă юлатчĕ тесе шухăшласа килтĕм...
— Вăл чăн та çапла-ха. Çылăхĕ хамăн та мăй таранах. Айăпăм та нумай. Эп урăхла каласшăн. Киремет чанах пулас пулсан ма вăл нимĕçсене е тутарсене тивеймест тетĕп?
— Тен, тивесшĕн мар, çавăнпа? — терĕ Ухатер шухăша кайса. — Тен, пӳлĕхçĕ кашни халăха хăйне тивĕç асап панă? Ытлашши иртĕхесрен? Пирĕн — киремет ав, сирĕн — турă...
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...