«Кунĕ уяр, кунĕ уяр тееççĕ...»
Кунĕ уяр, кунĕ уяр тееççĕ.
Эп тухрăм та —
Хĕвел пĕлĕт хыçне пытанчĕ.
Хĕвел пĕлĕт хыçне пытанчĕ —
тăман çавăрттарма пуçларĕ.
Эп тухрăм та —
кунĕ уяррине курмарăм.
Çулĕ такăр, çулĕ такăр тееççĕ.
Эп утрăм та —
сукмакăма кĕртсем хупларĕç.
сукмакăма кĕртсем хупларĕç —
пĕр йĕр палли те хăвармарĕç.
Эп утрăм та —
çулĕ такăррине курмарăм.
«Утма çулăм авкаланчăк...»
Утма çулăм авкаланчăк,
Çип çăмхи пек тăсăлать.
Çулăн çаврăмĕ пытанчăк,
Хăш çĕрте-ши татăлать?
Ӳкессе пĕлес пулсассăн,
Сарнă пулăттăм тӳшек,
Çапларах килет калассăм,
Курăнсан куçа тӳпе...
Кукăр-макăр çул тумхахлă,
Сисме çук — такăнтарать.
Пурăнăç виçесĕр хаклă:
Ирекре, хăть тыткăнра...
Уйăрать пире самантлăх:
Паян пур та — ыран çук...
Пур-ха хальлĕхе утмалăх,
Малаллах чĕнет кун-çул.
Утма çулăм авкаланчăк,
Çип çăмхи пек тăсăлать.
Çулăн çаврăмĕ пытанчăк,
Хăш çĕрте-ши татăлать?
«Çула тухас чух...»
«Çула тухас чух
кил çинчен шухăшла», —
Тесе вĕрентетчĕ мана асанне.
Çула тухасси йывăр мар.
Каялла
Киле çитесси тĕрлĕрен хăш чухне.
Тен, тăвăл тухать пуль, çула йăлт хуплать.
Тен, сĕм вăрманта йыт-качка тапăнать.
Юлташ улталать. Ун пекки те пулать.
Кĕпер çĕмрĕлет. Ут-лаша уксахлать.
«Çула тухас чух лайăхрах хатĕрлен», —
Тесе вĕрентетчĕç мана ваттисем.
Вĕсем вĕрентни тĕрĕсе килнĕрен,
Паян çырăнаççĕ çак ман йĕркесем.
Çил-тăман
— Лайахрах хупсам эсĕ алăка: шăршăнса ларнă та хытă туртмасăр пит хупăнасшăнах мар, — тесшĕнччĕ кăмака умĕнче ухватпа аппаланса тăракан амăшĕ, Леонид хысçăн алăк лайăх хупăнманнине курса. Анчах вăл ывăлĕ çине пăхса илчĕ те, калас сăмахне каламасăрах, хăвăрт ун патне утса пычĕ, кĕрĕкне хывтарчĕ, унтан, пукан çине ларса, çăматтине хывса шаккарĕ, кăмака çинчен çăм чăлха илсе пачĕ. Çак хушăра вĕсем иккĕшĕ те сăмах чĕнмерĕç.
Нумай пулмасть урама уçăлма тесе тухнă Леонидăн пичĕ каламалла мар шурса, улшăнса кайнă. Тăнлавĕсемпе янахĕ чылай хушă хырăнман çынăнни пек хура та таса мар курăнаççĕ.
Темле ырă мар япала пулса иртнине сиснĕ амăшĕ, хăвăрт тапма пуçланă чĕрине лăплантарма пикенсе, хăрах аллипе кăкăрне тытрĕ, тепринпе ывалне, пĕчĕк ачана çаватнă пек çавăтса, хăнасем ларакан пӳлеме илсе кĕчĕ. «Никам та урăх килмен, ют çын таврашĕ çук, пурте хамăрăннисемех», — ыт-ахальтен тенĕ пек çеç каланă сăмахсемпе йăпатма пăхрĕ вăл Леонида.
Сĕтел хушшинче чăнах та çавсемех, Леонид тăванĕсем — пиччĕшĕпе шăллĕ, инкешĕ, арăмĕ Полина. Хăйсем самаях ӳсĕрĕлнĕ. Хĕрĕнкĕскерсем нимех те сисмерĕç. «Э, Леонид-çке! Инженер çитрĕ пирĕн... Кил, лар часрах», — текелесе илчĕç те, тахçанах пуçланнă калаçу каллех сыпăнса кайрĕ. Вĕсем мĕн çинчен пĕр-пĕрне пӳле-пӳлех калаçни те халь Леонид хăлхине кĕмест, арăмĕ лартса панă вĕри какай шӳрпине те курмасть вăл.
Çул çинче
Çу уйăхĕ. Çанталăк çуллахи евĕр шăрăх тăрать. Çакăн пек кунсенче ĕç çинчен манас, çутă ĕмĕтпе çеç пурăнас килет.
Хăйне отпуск парсан, çавăнпа та Ваня чăтма çук савăнчĕ. Атту ялан ăна е кĕркунне, е хĕлле лекет канмалли вăхăт. Халь вара ĕмĕтленнĕ пекех пулса тухрĕ. Çитменнине арăмĕ те çак вăхăтрах, пĕрле канар тесе, отпуск илчĕ.
Ваня хăй водитель пулса пĕр заводра вăй хурать. Çавăнпа та ялан тенĕ пекех командировкăсенче пулма тивет унăн. Ĕçĕ йывăр, çемьепе пĕрле те час пулаймастăн. Çапах та мĕн тăвас? Хальхи çăмăл мар вăхăтра ăçта май килнĕ çавăнта ĕçлеме тивет. Рынок хуçаланать вĕт урамра.
Киле çитсенех Ваня арăмĕпе отпуск ăçта ирттересси пирки калаçса татăлма шутларĕ. Мускава, Санкт-Петербурга кайса килсен аванччĕ. Унта Ваньăн та, Лена арăмĕн те тăванĕсем пурăнаççĕ. Вĕсене валли кучченеç хатĕрлесен те япăх марччĕ. Вăт савăнĕç вара вĕсем!
Алăка уçнă-уçман ăна Лена темшĕн хурлăхлă куçпа кĕтсе илчĕ.
— Пĕтрĕ пирĕн отпуск, каллех пĕтрĕ, — мăкăртатрĕ вăл.
Ваня, ăнланманнăн, куçне мăчлаттарса тăчĕ.
— Мĕн, мĕн сиксе тухрĕ тата? — хыпăнса ыйтрĕ вăл.
Çулсем
Эп малтан çуран утатăп
Тӳрĕ, такăр сукмакпа.
Çутă иршĕн савăнатăп,
Киленетĕп улăхпа.
Таврара йăл-йăл кулаççĕ
Сывлăм сыпнă чечексем,
Мана ăшшăн саламлаççĕ
Илĕртӳллĕ куçĕсем.
Кăмăл ырă-çке ытла та,
Улăх тăрăх утнăçем
Кĕвĕлетĕп те юрлатап
Чи илемлĕ юрăсем.
Самантрах çапла тухатăп
Çывăхри шоссе çине,
Эпĕ савăнса пăхатăп —
Çул инçе пире чĕнет.
Çул тӳп-тӳрĕ те çап-çутă,
Икĕ енĕпе — вăрман.
Манăн та, сан аслаçу та
Кун пекки авал курман.
Эп кăштах кĕтсе тăратăп,
Ак автобус та килет!
Чарăнать вăл, эп ларатăп,
Туянатăп пĕр билет.
— Ак кунта сан вырăн, — теççĕ, —
Ларт кунта чăматанна. —
Тăванла кĕтсе илеççĕ
Палламан çынсем мана.
Лартăм, малалла вĕçетпĕр,
Кĕскетсе инçе çула.
Тулă хирĕ, тинĕс евĕр,
Хумханса кăна юлать.
Çутçанталăк илĕм-тилĕм
Çутă иршĕн савăнать.
Тупмалли
Сайта кĕр
Шырав
Çыравçăсем
- Çеçпĕл Мишши (26)
- Çемен Элкер (38)
- Александр Артемьев (12)
- Алексей Воробьев (160)
- Ваççа Аниççи (6)
- Валем Ахун (29)
- Геннадий Юмарт (90)
- Денис Гордеев (22)
- Иван Мучи (71)
- Илле Тăхти (81)
- Илле Тукташ (17)
- Илпек Микулайĕ (2)
- Константин Иванов (12)
- Куçма Турхан (3)
- Леонид Агаков (13)
- Любовь Мартьянова (186)
- Мария Ухсай (3)
- Митта Ваçлейĕ (21)
- Николай Теветкел (139)
- Николай Шупуççынни (21)
- Пайтул (9)
- Петĕр Хусанкай (41)
- Петĕр Ялгир (118)
- Светлана Асамат (24)
- Трубина Мархви (25)
- Хветĕр Уяр (4)
- Эмине (7)
- Юрий Скворцов (39)
- Юхма Мишши (240)
- Яков Ухсай (14)
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...