Сăмах


Сăмахсем — кайăксем мар


Сăмахсем — кайăксем мар,

Каласан — тытаймăн.

Чĕре те чул татки мар.

Мĕншĕн ăнланмастăн?

 

Вĕçрĕç, вĕçрĕç çӳлелле...

Сăмах — кайăк мар-и?

Чараймарăм ниепле...

Тен, кирлех те мар-тăр?

 

Вĕçрĕç, явăнчĕç пĕрле

Шухăшсем пĕр авăк.

Çулсем тĕрлĕ еннелле

Авăнчĕç сасартăк.

Ялта суеçĕсĕр кичем


Çилпе çӳрет ялта сăмах,

Кусса çӳрет сăмах çăмхи:

Пĕри пĕçернĕ тет çăмах,

Теприн çухалнă тет чăххи...

 

Сăмах çумне сăмах хушсан,

Хайхи сăмах пулать така.

Яла пĕр-иккĕ çаврăнсан,

Кăркка тăваççĕ леш чăхха...

 

Ялта суеçĕсĕр кичем!

Кирлех-çке кулăш кустăрми.

Кулма мансан ял çыннисем,

Тек шăнкăртатмĕ ял çырми.

 

Шыв сыпнă пек çӳре-çӳре

Ан кӳрентерĕр урама.

Сăмах-юмах кирлех пире

Чиперрĕн калаçса кулма!

«Шурă юр ăшшине, ун хĕрӳ чĕнĕвне...»


Шурă юр ăшшине, ун хĕрӳ чĕнĕвне

Эп

Ĕнер —

Шурă юр хуралсан —

Туйса илтĕм.

Хура каç илемне, унăн йăл çутине

Эп

Ĕнер

Çутă Кун шуралсан —

Туйса илтĕм.

Йăлтăр Çăлтăр ятне, унăн вĕçсĕр сасне

Эп

Ĕнер —

Сăмахсем çухалсан —

Туйса илтĕм.

Çичă ют сăмахĕ


Çичĕ хурăн хушшинчех-çке

Аташма пулать.

Çичĕ ют сăмахĕпех-çке

Сивĕнме пулать.

 

Юрату тени ачаш-çке,

Вăрттăна савать.

Ирĕке тухсан ăна-çке

Çичĕ ют сăнать.

 

Кăвак çеçпĕл тăм тивсессĕн

Шуралса хăрать.

Çамрăк чун сăмах илтсессĕн

Юратма хăрать.

 

Çичĕ ют сăмахĕ вирлĕ!

Чул пекех çапать.

— Кам пĕлет, ăна мĕн кирлĕ,

Ма çапла тăвать...

 

Çичĕ хурăн хушшинчен-çке

Тухайма пĕлер!

Юрату хĕлхем чĕртсессĕн

Упрама пĕлер!

 

Çичĕ ют сăмахĕ тивмĕ

Пĕр-пĕрне шансан.

Юрату хĕлхемĕ сӳнмĕ

Чĕререн савсан!

Сехет шаккани те юлать пурнăçра...


Сехет шаккани те юлать пурнăçра,

Ăшри тӳре ĕмĕт те шухăш.

Мĕскер-ши тухать-ха апла манăçа?

Сăмах-и? Шутлар-ха пĕр хушă.

 

(Аспа та чунпа тĕвĕленнĕ пулсан,

Ик чул хушшинче те ванаймĕ.)

Çук мар халлĕхе пуш сăмах салатан,

Пĕтмен-ха çак çĕрĕн айванĕ.

 

Пасар хакĕпе сутасла сăмахне

Эрешлĕн сĕреççĕ, сăрлаççĕ.

Пылпа пыллантарнă тути-çăварне —

Мухтав-халалсем салатаççĕ.

 

Пĕри е тепрн, ман пекки — айванни —

Ĕненнĕ те хунă хăп-хапăл.

Сăмах вăл — сăмах — çапсан ванманни,

Пулса юлмасассăн пуш хăвăл.

 

Сехет шаккани те юлать пурнăçа

Шуса, сăрхăнса вăхăт витĕр...

Ан юлтăр кăна пĕр сăмах манăçа:

Тĕнчешĕн тĕнче пек вăл килтĕр.