Тăванлăх
Тăван тени мĕн тени?.. Чуна çывăх çын тени! Чунпа юнăн пĕрлĕхне палăртакан сăнарлăх шăпах пулать тăванлăх. Чăваш тĕрлĕ ятпала палăртать çак туртăма — пархатарлă туйăма. Ахальтен мар халăхра тăванлăхăн шайлăхне кăтартакан паллăсем чи авалхи ăнлавсем, шучĕпе те йышлисем. Çакă мĕне пĕлтерет, мĕскер çинчен систерет? Хуравĕ кунта пĕрре — тăван-пĕлĕш сумлăхĕ халăхăмăр хушшинче, çакна пĕлтĕр пур тĕнче, авалтанпах хисепре!
Тăван тăвана сумлать, хисеплесе пуç таять. Ыр хунавлă, ятлă йăх, е урлхла каласан, пĕр тымартан вăй илен тăванлăх-хурăнташлăх пире пухать пĕр çыхха — инкек хуçайми йыша. Савнăçа та, хурлăха та этем пайлать тăванпа, чун саван хурăнташпа. Халăхăмăр хушшинчи ниме евĕр ыр йăла, тĕрлĕ уяв-праçниксем, туй-çуй йăли-йĕркисем сĕм авалхи тапхăртан тивĕçлипе упранса, йăхран йăха тăсăлса ĕçчен, харсăр пур чуна çыхать туслă кăшăла.
Çав кăшăлăн никĕсне, тăванлăхăн паллине, йăх пуçĕнчен пуçласа çичĕ сыпăк таранччен ăру тымар вуллине компьютерсăр-мĕнсĕрех пирĕн мăн асаттесем пĕлсе тăнă пит лайăх. Мĕншĕн тесен пурнăçра, çавăн пекех хурлăхра пĕр-пĕрне чăн пулăшма, ал тăсса тĕрек пама пултарать пĕр кăк-йăхри шанчăклă тус-йыш кăна.
Çумрах-ха ман тăван
Н.В. Хăмăшкана
Мĕншĕн чĕнместĕн нимене, тăван?
Нимелĕх ĕç тытма пăрахрăн-им?
Чăрмавлă тетĕн-им ниме тума?
Пĕччен епле чăтма пултарăн-ши?
Çумра та пур тăван,
Ютра та пур тăван,
Манман-и, тăвансем, тăван ятне?
Тăван асра пулсан,
Кĕме сăлтав тупса,
Кĕретпĕр, тăвансем, тăван патне.
Мĕншĕн кĕместĕн-ха пирĕн пата, тăван?
Уяв йăлисене çухатрăн-им?
Тăкаклă тетĕн-им ĕрет тухма?
Пĕччен юлма епле пултарăн-ши?
Çумра та пур тăван,
Ютра та пур тăван,
Манмастпăр, тăвансем, тăван ятне.
Калас сăмах тупса,
Пĕрле канаш тытса,
Ларар-ха, тăвансем, сĕтел патне.
1993, кăрлач, 3.
Аякри ыр тăванăм
Инçе çул вăрăмне тиркемесĕр
Хыпалантăм хыпар пулсанах.
Тăвансем, чăтаймарăм килмесĕр,
Курас теттĕм сире тахçанах.
Ай, тăван, аякри ыр тăванăм,
Мĕнле пĕлтĕн чĕнме хăнана.
Ай, тăван, аякри ыр тăванăм,
Эсĕ ман чĕрере яланах.
Капланан кăмăла пытармасăр,
Иртнипе хальхине те картса,
Тăвансем, калаçар асăнмалăх
Малашри кунçула палăртса.
Ай, тăван, аякри ыр тăванăм,
Куç тулли ытарми ытамра.
Ай, тăван, аякри ыр тăванăм,
Эсĕ, хаклă пире никамран.
Тăванпа тăвана тăвар каснă,
Тĕп килтен илсе кайнă катса.
Аякри те килти пекех хаклă
Пĕр-пĕрне пăрахми юратсан.
Ай, тăван, аякри ыр тăванăм,
Тĕл пулса калаçни пин ахах.
Ай, тăван, аякри ыр тăванăм,
Нихăçан та пире ан пăрах!
1995, утă, 12
Михалкка
Юрла, тăванăм, юрруна
Юрла, тăванăм, юрруна
Манса самантлăх хуйхуна.
Сана — юрра юрлакана
Пулайтăр канăç пĕр кана.
Юрла, тăванăм, юрруна
Итлер-ха уçă сассуна.
Янратăр-и вăл таврара
Çĕкленейсе тӳпе таран?
Юрла, тăванăм, юрруна,
Ан хăварсамччĕ ырана.
Чунра çуралнăскер сăя
Тек ярас марччĕ-çке сая.
Юрла, тăванăм, юрруна,
Вăл сиплĕ санăн суранна.
Çуратĕ савнăç кĕмăлра —
Хăвна эс туйăн çăмăлрах.
Юрла, тăванăм, юрруна
Çунат хушса ачаш чуна.
Савах ăна — чун ăшшине,
Телейлĕ пурнăç тĕшшине.
Тăван килсен...
Тăван килсен чун савăнать,
Тăван кайсан чун хурланать.
Нумай çулсем курман пулсан —
Йĕрсе те ярăн тĕл пулсан.
Тăван хуйхи йывăр пулсан,
Сан пулăшма май пулмасан —
Чĕре çунать, чун хурланать,
Хамах айăплăн туйăнать.
Тăван тăвар витĕр тухать,
Пирте чăваш юнĕ юхать.
Тăван килсен чун савăнать,
Тăван кайсан чун хурланать.
Тупмалли
Сайта кĕр
Шырав
Çыравçăсем
- Çеçпĕл Мишши (26)
- Çемен Элкер (38)
- Александр Артемьев (12)
- Алексей Воробьев (160)
- Ваççа Аниççи (6)
- Валем Ахун (29)
- Геннадий Юмарт (90)
- Денис Гордеев (22)
- Иван Мучи (71)
- Илле Тăхти (81)
- Илле Тукташ (17)
- Илпек Микулайĕ (2)
- Константин Иванов (12)
- Куçма Турхан (3)
- Леонид Агаков (13)
- Любовь Мартьянова (186)
- Мария Ухсай (3)
- Митта Ваçлейĕ (21)
- Николай Теветкел (139)
- Николай Шупуççынни (21)
- Пайтул (9)
- Петĕр Хусанкай (41)
- Петĕр Ялгир (118)
- Светлана Асамат (24)
- Трубина Мархви (25)
- Хветĕр Уяр (4)
- Эмине (7)
- Юрий Скворцов (39)
- Юхма Мишши (240)
- Яков Ухсай (14)
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...