Хум


«Тинĕс хумĕ пек пирĕн пурнăç...»


Гювен Бургула,

Киарис ачисен ертӳçине~

 

Тинĕс хумĕ пек пирĕн пурнăç,

Вĕçсĕр çаврăм пек пирĕн çул.

Хумсемпе хумсем ма тĕл пулмĕç?

Тен, тĕл пулăпăр тепĕр чух!

 

1997, çу, 24.

«Хум чуптурĕ çыран хĕррине...»


Хум чуптурĕ çыран хĕррине,

Шăпăртах шăпăрланнă сар эрĕм.

Юлашки юрату юррине

Юратусăр каçа парнелерĕм.

 

Сывлăша çавăратăп аран.

Халь пĕр туйăмсăр лăпкă çанталăк.

Шурă кăпăк — шур аркă таран,

Аркăма хум чӳхерĕ пĕр авăк.

 

Ӳпкелеш, ятласах-тăк, ятла,

Юрату та вилмест пуль сăлтавсăр.

Шыв çине чĕркелетĕп ятна,

Çырăнмасăр çĕтет вăл пĕр шавсăр.

Балетран


Чупать хум хыççăн хум,

чупать, чупать, —

васкать хум хыççăн хум

çыран енне.

Хум çапăнать те ĕмĕрхи чулпа —

пĕле тăркач татать хăй ĕмĕрне.

 

Сасартăк çак хумсен ушкăнĕнчен

шап-шурă хум килсе тухать ума.

Мĕн-ма кунта вăл шурă

пĕр пĕччен!

Мĕн-ма чупмасть ытти пиншер

хумпа!

 

Ку — акăш.

Чул пек — вăл та авалтан.

Анчах кунта пĕр акăш çеç хуçа.

Ташшийĕ ун — пурнăçпала

пĕр тан.

Ташшийĕ ун —

пуласлăха куçать.

«Эп, акă, — акăш. —

Шурă акăш эп.

Пике пек тейĕç

ман çинчен кĕçех.

Эп,

акăш пек,

шыв çийĕпе ишеп...

Эп, акă, — акăш.

Шурă акăш çех!

Ман юрату та — акăшах.

Çынсем!

Эсир телейлĕ хăвăр çĕр çинче.

Ман юрату çухалчĕ те — кунсем,

çĕрсем

тата

çак кӳлĕ те — кичем...»

Санпа эпирчченех çак çăлтăрсем çуталнă...


Санпа эпирчченех çак çăлтăрсем çуталнă,

Эпир сĕмленĕпĕр — çуталĕç çаплипех.

Анчах шанас пулать: çын çăлтăрпа çуралнă,

Ун куçĕ хупăнсан — пĕр çăлтăр сӳнетех.

 

Санпа эпирчченех шавланă çакă тинĕс,

Эпир шăпланăпăр — вăл шавлĕ çав-çавах.

Анчах шанас пулать: ăна илтетĕн тин эс,

Эгем чĕнми пулсан — пĕр хум чарать шава...