■ 21.08.2008 19:49 | 5413 просмотров
Ӗнер ӗҫре хут коропкӑна чиксе хунӑ картриджа шырама тиврӗ. Картриджӗ тӗрлӗ тӗслӗ принтерӑн, мана вара хӗрли кирлӗ. Яланхи пекех вӑл тӗсли ҫиелте мар, шалта выртать. Пӗрине шыраса тупрӑм та ҫиелтисене каялла чикме пуҫларӑм. Ҫак самантра шалти туйӑм мана «Ан хур, каялла кӑларма тивӗ», — тенӗн туйӑнчӗ. Итлемерӗм, пуҫтарса хутӑм. Пустуй ӗненмерӗм, тупнӑ картридж ӗҫлеменни лекнӗ иккен — каллех лешсене кӑларса теприне шырама тиврӗ.
Паян ӗҫе тухас умӗн ҫав шалти туйӑмах паспорта чиксе тухма хистерӗ. Итлес терӗм — чӑнах та, паспорт кирлӗ пулчӗ.
Шалти туйӑма шанмаллах пулӗ.Далее...
Хам эпӗ Тутарстанра ҫуралса уснӗ чӑваш. Шупашкарта 7 ҫул пурӑнтӑм,Чӑваш патшалӑх университетӗнче верентӗм.Вӑхӑт пур чухне чӑваш концертесене кайкалатӑмче,анчах эстрада урӑвене пите аял.Тутар эстрадипе танлаштарсан,нумай чӑваш "ҫӑлтӑресем" итлеме кӑна мар ,пӑхмата хурӑша.Ни юрлама пелмеҫ ни ташлама,ни тӑхӑнма. Чи интересле, халӑх пурӑпӗрех концертесене ҫӳрет.Юлашки вӑхӑтра чӑваш эсрада сценисенче ҫӗнӗ лайӑх юрӑвҫасем тухреҫ.Ман шутпа:А.Ульяндина,А.Васильев,пӗр тӑван Малинасем,О Кайкӑр,Ҫавал,Тин,СашаКазакова,А.Шадриков,Сингл,Хусан чӑвашесем рок ушкӑне,Христофоров,А.Далее...
Чӑваш хушаматне илес шухӑш пур.Паспортсене пӑхсан мана вырӑс теҫҫӗ,чӑвашла калаҫма пуҫласан,ма санӑн вырӑс фамили тесе ыйтаҫҫӗ.Терес ыйтаҫҫӗ, эпӗ чӑваш мари вара? Раҫҫейре 10 млн Ивановсем,вӑсен хушинче 100 пинь чӑваш,25 ҫултан 90 пинӗ эпӗ вырӑс теҫ.Кам манпа килӗшет?
Приятных летних впечатлений
Ӗнер CyberLink PowerCinema программӑпа паллашма тӳр килчӗ. Программӑна вырӑс чӗлхи ҫине куҫарман, акӑлчанла ӑнланма йывӑр та мар. Ҫапах та тӗп менюна (локалӗн 30 процентне чӑвашла куҫартӑм) чӑваш чӗлхи ҫине куҫартӑм та питӗ килӗшмелле. UNICOD та усӑ курма чармасть. менюра вара ҫак пунктсем: ТВ, DVD, видео, юрӑ-кӗвӗ, радио, хыпарсем (RSS пухакан), вӑйӑ, справка, экстраз, ӗнерлев. Программӑпа ӗҫлеме пульт усӑ курма пулать. Навигаци питӗ меллӗ. Музыка кайнӑ чухне кӗвӗ файлне чӑвашла ҫырсан ун ятне пӗр улшӑнусӑр кӑтартать. Ҫутҫанталӑк пайӗнче (интернет кирлӗ)Чебоксары (е урӑх вырӑна)хула ятне кӗртме пулать, ҫанталӑк ҫав вырӑнтине кӑтартать.Далее...
■ 27.07.2008 19:46 | 5425 просмотров
Ҫавра сӗтел иртнӗ иккен. Хыпарта ҫак статьяна тупрӑм:
Республика кунӗнче "Раҫҫей ҫӑл куҫӗсем", "Алӑпа ӑсталанӑ Раҫҫей" фестивальсем ирттересси йӑлана кӗчӗ ӗнтӗ. Уяв хаваслӑхӗ, илемлӗхӗ халӗ те асрах. Мероприяти хыҫҫӑн пӗтӗмлетӳсем тума вӑхӑт. Нумаях пулмасть Наци библиотекинче халӑх пултарулӑхӗн Пӗтӗм Раҫҫейри "Раҫҫей ҫӑл куҫӗсем" фестивалӗн ҫитменлӗхӗсем тата аталану ҫул-йӗрӗ пирки "ҫавра сӗтел" иртрӗ.
1993 ҫулта "Атӑлҫи ҫӑлкуҫӗсем" фестиваль пӗрремӗш хут Оперӑпа балет театрӗнче иртнӗ. Республика тулашӗнчен 3-4 коллектив ҫитнӗ. Тепӗр ҫулхине регионсен хушшинче иртнӗ мероприятие сакӑр регионтан тата хамӑр республикӑран вун-вун коллектив хутшӑннӑ. Далее...
■ 23.07.2008 17:28 | 4861 просмотров
Килти сӑнӳкерчӗксен альбомне пӑхнӑ чухне ҫакна асархарӑм: ман анне качча кайнӑ чухне чӑваш тӗррилӗ шурӑ кӗпе тӑхӑннӑ пулнӑ иккен! Малтан вӑл сӑнӳкерчӗксем ытлашши пӗлтерӗшлӗ марччӗ, халӗ вара самай килӗшеҫҫӗ.
■ 21.07.2008 21:34 | 6618 просмотров
Тӑвансем патне ҫитсен вӗсен сӑнӳкерчӗксен пуххинче хамӑн кукаҫин сӑнӳкерчӗкне куртӑм. Карп Григорч ҫуна тума ӑста пулнӑ. 102 ҫула пурӑнса ҫитнӗ. Мӑшӑрӗ — Евдокия пулнӑ (малтанхи арӑмӗ). Вӗсен Офимия, Елена, Фёкла (хӗр чухнех вилнӗ. Хӗлле Атӑл урлӑ каҫнӑ чухне) тата Анастасия хӗрӗсем пулнӑ. Иккӗмӗш хут авлансан (Фёкла ятлӑ пулнӑ) Василий ҫуралнӑ. Анастасийӑн виҫӗ ача пулнӑ — Евдокия , Нина, Николай (вӑл салтак пулнӑ, Тихвина куҫса кайнӑ). Ман атте — Евдокийӑн ачи.
Карп Григорч чаплӑ ҫын пулнӑ!Далее...
■ 21.07.2008 20:36 | 5804 просмотров
Утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа «Тӑван Ен» хаҫата ҫырӑнса илме пуҫларӑм. Ку Шупашкар районӗн хаҫачӗ. Тиражӗ 2250 экземпляр, эрнере икӗ хут тухать: юнкунпа шӑматкун. Хаҫатӗнче ҫырнӑ пек каласан: чӑвашла тухать, хушӑран вырӑсла хушма листасене хушаҫҫӗ.
Хальхинче тӑван киле килсе кайнӑ чухне хаҫата пӑхса тухрӑм. Мӗн калас? Хаҫачӗ интереслӗ, «Хыпарпа» танлаштарсан — кӑсӑклӑрах. Кулленех тӗрлӗ пайсем тухаҫҫӗ: «Ватлӑх хисепе юратать», «Йӗркелӗх хуралӗнче», «Атӑл хумӗсем» (литература пайӗ), «Ҫунатлӑ ҫамрӑклӑх» (ман алӑра 4 кӑларӑмӗ кӑна, ҫавна май тен ятарлӑ пайсен шучӗ тата та ытларах пулӗ.Далее...
■ 10.07.2008 22:30 | 6785 просмотров
Интереслӗ пӗтӗмлетӳ шыраса тупрӑм:
http://www.chuvrdub.ru/model.htm
Вулавӑшӗ Шупашкарти пулас... Адресӗ ҫапла: «428027, Чувашская Республика, г. Чебоксары, пр. И.Яковлева, 8 а.» /аран-аран шыраса тупрӑм/. Вӗсене ӗненес пулсан ачасем чӑвашла кӗнекесене те вулаҫҫӗ!
//Сайтне тунӑ чухне эпӗ хатӗрленӗ ӳкерчӗксене те усӑ курнӑ: http://www.chuvrdub.ru/head.html — вулакан хӗрачине ман сайтран илнӗ (Енкка кӗнеки)