Тутимĕр :: ÐиллÄкмÄÑ Ð°ÐºÑ
Ху илтнине, асту, ан ман!
Асамата халь курнă куçăм
Сĕм-суккăр пултăр, шăтса юхтăр.
Ан куртăр хамăн упăшкан
Сăнне нихçан та!
(Сывлайми пулать, кăкăрне аллипе тытать.)
Турăçăм!
Асамата курсан, этемĕн
Чĕри тӳссе тăрать-и?
Çук! Асамата пĕлсе çитсен,
Çилленĕ чунсăр сивĕ чул та,
Чăтса тăраймĕ, çурăлĕ.
Пĕрре укçа арчи пирки те,
Чемей хăта вилни çинчен те
Урамсенче те çухăрăп,
Пĕлтерĕп пĕтĕм халăха.
Нихçан та эсĕ, Асамат,
Аллусене хырса çусан та,
Тасалмăн, чĕрĕ юнлă юлăн,
Тараймăн халăх вĕччинчен.
Сана хура вăрман та витмĕ,
Хура тĕтре те хупăрламĕ,
Сана хура куçна хура çĕр
Пытармĕ халăх куçĕнчен.
Тӳп-тӳрĕ чунлă çын чукмарĕ
Сӳнтерĕ выçă ĕмĕтне.
Асамат
Апла, эппин, кар-кар курак,
Чемей шăпи сана та çитĕ.
Курак
Халех пăв! Акă манăн пырăм!
Асамат
Сана каçарăп хальхинче.
Эпир санпа асап курса
Тертлентĕмĕр, юлашкинчен
Юр-варлă, çăкăрпа тăварлă,
Укçаллă пулăпăр, — телей
Мĕнне курар-ха иксĕмĕр.
Курак
Мĕн юлнă сан ăшчикӳнте?
Тăрса юлман пĕр пĕрчĕ ырлăх,
Пĕр пĕчĕк чĕптĕм тĕрĕслĕх.
Пиншер пăт çăткăнлăх анчах
Пуçтартăн эсĕ чĕрӳне.
Пĕртен-пĕрĕх хĕрĕмере
Эрпикене, тыттартăн эсĕ,
Чĕре тĕпренчĕкне пĕтертĕн,
Вăл амăшне хĕрхеннипе
Киле пырса кĕрсен.
Ах, турă,
Асамата усал вăй пар,
Уртар. Мана вĕлертĕрех!
Асамат
Сана курма, кар-кар курак,
Хура масарăн тĕнчине
Эп пырăп мăшăр лашапа,
Пĕветнĕ авăк пикĕпе
Ян-янрĕ кĕмĕл шăнкăрав.
Мана ятарласа кĕтсе тăр,
Икерчĕпе хуплу пĕçер,
Эрех те ил, сăра та туп.
Хăвна халех вĕлерттерме
Питех те йăлăнан пулсан,
Пырна тытам-ха.
Курак
Акă, тыт!
Асамат Курака пăвать, вăйран кайнă пек ларать. Салтаксем килсе кĕреççĕ.
Пĕр салтак
Хисеплĕ хосподин, сире
Пехил те ырлăх.
Асамат
Тав-тавах!
(Сиксе тăрать.)
Тепĕр салтак
Салтак-и эсĕ? Тăмпăшал?
(Хырăмне тытса кулать.)
Пĕр салтак
Ара, мĕн пулчĕ?
Тепĕр салтак
Эккемет.
Кăвак тӳпенелле çеç каçăр
Çӳретĕн, йĕтĕр çăтнă пек,
Çĕр çинчине, аялтине,
Курмастăн эсĕ, тăм пăшал.
Кама чыс патăн?
Пĕр салтак
Мерекке,
Юмах пек тупăнчĕ чăваш,
Хура хурах, тискер пăлхавçă.
Вăл тытнă чаплă улпута,
Хăйне вĕлернĕ, çĕлĕкне
Çаклатнă та уяр чухнех
Çӳрет унпа каппайланса,
Салтаксене те хăратать.
Виççĕмĕш салтак
Ури чăвашăн. Пыйтлă пуçĕ,
Улпут пек, хӳхĕм çĕлĕкпе.
Çап-çутă çăлтăрлă. Ха-ха!
Тăваттăмĕш салтак
Чăвашăн ватă улпутне
Салам калатăр саламат!
(Хĕнеме тытăнаççĕ.)
Асамат
Тутимĕре тыттарăпах!
Ман куçăм-пуçăм анриччен
Ытла ан çапăр! Чим-ха, чим.
Пĕр салтак
Çерçи пек ан чимлет, чăваш!
Асамат
Тыттарăп, тупата!
Иккĕмĕш салтак
Итлер.
Виççĕмĕш салтак
Кайран, пире суяс пулсан,
Йĕмне хывса вĕтелĕпĕр.
Асамат
Çук, эпĕ пăлханман.
Пĕр салтак
Ку çĕлĕк
Тӳпе çинчен хăй ӳкрĕ-и
Пуçу çине?
Асамат
Чăнне калам.
Пăлхавшăн çичĕ ют тесе
Ман пуçăма касма тăратчĕ
Эсрел пек утаман Тутимĕр.
Вара çĕрле çап-çарамас
Тарса пытантăм вăрмана.
Çире çӳхе кĕпе анчахчĕ.
Çĕрле ӳкетчĕ сивĕ сывлăм,
Мана кушак çури пекех
Вăл тăр-тăр чĕтретсе тăратчĕ.
Вилес килместчĕ, ман куççулĕм Тăварланса касатчĕ куçăма.
Куççулĕм витĕр куртăм эпĕ
Хĕп-хĕрлĕ вут-кăвар таçта
Çĕкленнине, — тĕллев тупса,
Унта аран-аранăн çитрĕм.
Вайпут керменĕ ялкăшса
Унта çунатчĕ, хăй вайпут
Тăратчĕ шăппăн силленсе
Юпа çинче. Ăна хĕрхентĕм,
Антартăм кĕллĕ çĕр çине.
Вилсен, мĕн тутăр çĕлĕкпе, —
Тесе шутларĕ шăннă пуçăм.
Вара вайпутăн çĕлĕкне
Хывса илейрĕм, тăхăнтăм,
Йăпатрăм шăннă пуçăма.
Шăнман пулсан, хăвăр пĕлетĕр, Тивместĕмччĕ.
Пĕр салтак
Ăшу-чикӳ
Паян та ăшăнса çитмен-тĕр?
Асамат
Ун чух хура вăрман сивви
Чуна витерчĕ.
Тепĕр салтак
Ашăтас.
Виççĕмĕш салтак
Эрех пек йӳçĕ саламат
Пĕр-иккĕ хытăрах вĕтсен,
Чее чăвашăн çурăмĕ —
Каçанĕ хăвăрт ăшăнĕ.
Хĕнеççĕ. Офицер кĕрет.
Асамат
Мана юп кур-ха, ырă çыннăм!
(Офицер умне ӳкет, чĕркуçленсе ларать.)
Офицер
Мĕскер?
Пĕр салтак
Тутимĕре тытса
Пире парасшăн çак чăваш.
Офицер
Ман тинкене кăларчĕç ĕнтĕ
Чее хайлаллă чăвашсем,
Куçкĕретех кулаççĕ. Мăшкăл!
Вĕлернĕ воеводăна,
Анчах хăйсем ун лашипе
Вĕçсе çӳреççĕ сиккипе.
Ку акă, тепĕр ăçтиçук,
Илемлĕ çĕлĕк йăкăртнă.
(Асамата питĕнчен çапать.)
Перес те ывăтас ăна
Лере, çырма тĕпне.
Асамат
Ку çĕлĕк
Мана çакланчĕ ăнсăртран.
Офицер
Ялта тытса килме пĕр чун та
Тăрса юлман, тарса пытаннă.
Сана, ултавçă йĕксĕке,
Итлем, эппин.
Асамат
Патша тесен,
Вут чĕртнĕ пек вĕрет чĕремĕм,
Çĕрле те канăçлăх памасть,
Сирсе ярать ман ыйхăма.
Патшашăн çеç хĕмленнипе
Çакна,
(Чемей çине кăтартса)
Тутимĕр ашшĕне,
Вĕлертĕм хамăн аллăмпа,
Çакна,
(Курак çине пурнипе тĕллесе)
Усал хĕрарăма,
Наркăмăшлă сăра парса
Салтаксене вĕлернĕшĕн
Пăвса пăрахрăм.
(Куççуль кăларнă пек, куçне шăлать.)
Аслă пӳлĕх,
Ман çылăха каçарăн-ши?
Пĕртен-пĕр хамăн хĕрĕме
Сире тыттартăм хам килтех.
Пĕр салтак
Хĕрӳ сан тарнă.
Асамат
Тартăр-и...
Вĕçсе кайма çуначĕ çук.
Ăна каллех тыттарăп эпĕ,
Хĕрхенмĕп, çакăп эп хамах.
Пăлхавлă утаман Тутимĕр
Ăçта çӳренине пĕлтерĕп,
Сире ертме те хатĕр эпĕ.
Офицер
Инçе-и?
Асамат
Сĕм вăрман варри.
Ахрат çырми. Упалăх варĕ.
Унта сукмак та, йĕр те çук.
Ертӳçĕсĕр унта кайсан,
Эсир унта анса аташăр,
Лекме пултарăр ăнсăртран
Пăлхавçăсен танатине те.
Кăтартăп.
Офицер
Салтаксем, çула!
Лере, мала тăр эс, ертӳçĕ!
Асамат
(Сиксе тăрать.)
Ачаранах ăста сунарçă
Пулса çӳренĕ эп унта.
Сĕм-сĕм вăрман çăра пулсан та,
Мана вăл витĕр паллă.
Офицер
Марш!
Тĕтĕм мăкăрланса шăвать. Салтаксем юрласа утаççĕ.
Юрă
Ахалех пăлхантăн, халăх.
Юнлă пулчĕ хирĕмĕр.
Сирĕн пуçăра касмалăх
Çивĕч пирĕн хĕçĕмĕр.
Хуп-хура вăрман çăханĕ,
Явăн эсĕ хирсенче!
Санăн хырăму тăранĕ
Халăх виллисем çинче.
Çĕмĕрт пек куçу, хитре хĕр,
Кӳлепӳ сан — хурама.
Хурланса вăраххăн ан йĕр,
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...