Тутимĕр :: ÐиллÄкмÄÑ Ð°ÐºÑ
Тух-ха аслă урама!
Мĕншĕн эсĕ акрăн кантăр,
Мĕншĕн турăн сӳс те пир?
Сӳсӳнтен пăяв яватпăр
Каччуна çакма эпир.
Çăвăнтар пире, хĕр, эсĕ,
Çӳллĕ валак шывĕпе.
Пирĕн алăсем хĕрелнĕ
Сан каччун чĕр юнĕпе.
Виççĕмĕш сыпăк
Тарăн вар. Пысăк çăварлă шăтăк тăрринче те, айккинче те хапха пек пысăк чулсем, умне çĕрĕк йывăçсем урлă-пирлĕ выртлă. Çӳлте, пĕр ватă кутамас йывăç вулли çумĕче, тупă ларать. Тутимĕрпе Иван тата Ахах тăраççĕ.
Тутимĕр
Вăрман хăлхаллă, тенĕ халăх.
Унта пур хăрăк çапă та
Итлет чĕрчун хускалнине,
Çил вĕрнине. Çапла-и, шăллăм?
Ахах
Çапла, пичче, çамка çаппа
Çапăнмасан.
Иван
Ахах, браток,
Ан çапăнтăр вăл салтака.
Ахах
Çак çӳллĕ йывăç тăррине
Хăпарăп эпĕ кушакла
Пĕр йăпăрт çеç.
Тутимĕр
Турат çинче
Лар эсĕ кăйкăр кайăк пек,
Тискеррĕн пăх: салтак килмест-и, Утмасть-и кунталла сухаçă.
Ахах
Услап упа пулсан та-и?
Тутимĕр
Упи тивмест. Пăшалĕ çук.
Иван
Ман хамăн та, Ахах браток,
Санпа пĕрле пăхса ларас
Çӳле, кăвак тӳпенелле.
Унта таçти-таçти тавралăх
Яр-уççăн курăнса выртать,
Ыйха сиретг, енçенелле
Чĕнсе тăрать.
Ахахпа Иван йывăç тăррине умлăн-хыçлăн улăхаççĕ.
Тутимĕр
Тем сиснĕ пек вăркать ман чунăм,
Ăшран тарас пек ыткăнать.
Ларсан та, манăн канăç çук,
Утсан та, шухăш хыççăн шухăш
Пуçа ватать.
(Эрпикене)
Ан кай! —тесе
Çич хут каларăм, ӳкĕтларĕм.
Анчах вăл туртăнчĕ яла,
Çурт-йĕрсĕр хуйхă-суйхине
Сиресшĕн пулчĕ, кайрĕ те
Калла килменĕ, виçĕ талăк
Иртсе кайсан та.
Савнă чунăм,
Сана асаплăхран çăлма
Пĕчченçĕ пырăттăм, анчах
Епле хăварăп халăха?
Вăрмана кĕрет. Аялта, тарăн варта, пăлхавçăсем вучах умĕнче пухăннă, хăшĕ ларать, хăшĕ месерле е хăяккăн выртать.
Туйтирек
Кунта кăçал упа нумайччĕ.
Тытса çисе пĕтертĕмĕр.
Ӳплисене кĕрсе выртсан,
Пăртакçă шăршăллă, çапах
Мунча пек ăшă çывăрма.
Тяпук
Пире упа ылханĕ çитĕ.
Пире пурне те хамăра
Салтак эшкерĕ тытĕ те
Какайлĕ кашкăрсем валли.
Тукмак хӳреллĕ кашкăрсем
Куян çурисене тытса
Пĕтернĕ, акă халĕ ĕнтĕ
Этем ӳт-тирĕ шăршине
Сиссе улаççĕ çĕрĕпе.
Xĕркке килсе кĕрет, хурăн хуппи чĕрессем йăтнă.
Xĕркке
Ахрат вăрманĕ илемленнĕ.
Тулли çырлаллă палансем
Лараççĕ халĕ шĕл-кăваррăн
Хĕп-хĕрлĕ йăл-йăл ялкăшса.
Палан кукли çисе пăхасчĕ.
Пиçерĕн-и, атте?
Тяпук
Чусталăх
Пĕр чĕптĕм çăнăх çук, ачам.
Сана кĕтсе сехрем хăпатчĕ.
Е сăрă кашкăр-кашаман,
Е пурăш, е услап упа
Сана тытас пек туйăнчĕ.
Ахах
Упа палан çырли çисе
Çӳретчĕ те, мана курсан,
Хăй тарчĕ каялла пăхмасăр.
Тяпук
Ачам, ытла хăюллă эсĕ,
Пыра-киле сиксе вĕçтерĕн
Упа патне те хăнана.
Хĕркке
Ялта — пĕрпе çăпа тусан,
Тепре — леш лăпăр-лăпăр пыльчăк.
Кунта таса! Атте, çапла-и?
Тяпук
Çапла, ачам.
Ухливан
Кĕрхи çанталăк,
Тухатмăш карчăк пек урса
Килсессĕн, сивĕ пăрлă çумăр
Чĕреслете çăвас пулсан,
Пире вăрман ăçта пытарĕ?
Xĕркке
Чул шăтăк, Ухливан пичче,
Пӳртрен те ăшă.
Ухливан
Ăшăра
Ларсан та, кирлĕ хырăма
Мемме.
Тяпук
Епле пулин те ырлăха
Кĕтсе илесчĕ, Ухливан.
(Ухливана хăлхинчен тем калать.)
Ухливан
Хăв ачуна хăратасран
Эс пăшăл-пăшăл ан калаç,
Кала, пат тӳрĕ чăннине!
Кĕр çитсенех, ачу-пăчу та,
Эпир те сарă çулçă пек
Ӳке-ӳке таптанăпăр
Юр айĕнче.
Туйтирек
Вилес пирки çеç
Пĕр вĕçсĕр-хĕрсĕр палкаса
Ан лар-ха. Ухливан пичче,
Ан тарăхтар куллен хăвна та,
Ан йӳçĕхтер çьнсен чунне те.
Ухливан
Сана мĕн? Эсĕ — çамрăк каччă.
Пĕр пуç сан, эс — пĕччен, хусах. Пăлхавăр çилĕ сан ăсна
Вĕçтермесен, çап-çамрăк тусăм,
Пăртакçă шухăшла: ăçта,
Ăçта чикем эп пуçăма?
Ача-пăчамăм саккăрăн.
Пĕри сăпка ачи, пепекĕм.
Сĕм-суккăр арăм. Самана
Пире хаваслăхпа сиктерчĕ,
Алла тыттарчĕ хĕç, кайран
Кутран тапса сакки çинчен
Антарчĕ, ывтрĕ кунта,
Ахрат варне.
Тяпук
Чăнни чăнах,
Пăлхав кĕрлерĕ те телейĕ
Çумарĕ пирĕн пуç çине.
Пĕри
Ан хурлăр чаплă вăхăта,
Унта хăюллă пулнăшăн
Ытла ан ӳкĕнĕр эсир.
Унччен килти кăмакаран
Кăвар туртатчĕ турчăка.
Вăл пулчĕ хĕç, янрарĕ,
Улпутсене касса юланчĕ.
Тепри
Улпут пĕтет-и çĕр çинче?
Пĕри вилсен, тепри килет
Е Мускавран, е Питĕртен.
Пăлхав вăл — пăслă пыл-сăра —
Пĕрре хăпарчĕ, чашкăрчĕ,
Тепре кĕрлерĕ, сӳрĕлчĕ,
Пире хăварчĕ мухмăр çеç.
Ку мухмăр питĕ йывăр пулĕ,
Ташлатĕ вут-кăвар çинче,
Çактарĕ вăл юпа çине,
Вĕлермесен çамка çине
Пустарĕ хĕртнĕ тимĕрне
Тĕнче курмалăх кĕлеме.
Туйтирек
Кĕрлевлĕ, шавлă пăлхава
Юратрăм эпĕ чĕремçе,
Пĕверĕмпе, кăвапампа.
Хĕçпе касса та, пăшалпа
Персе те чунăм каниччен
Хавасланса, — пĕтертĕм эпĕ
Тăшмансене эп кам çуралнă,
Хам ӳснĕ хаклă çĕр çинче,
Ак çакă вăйлă аллăмпа
Пĕр улпута çакса вĕлертĕм,
Шыва путартăм теприне,
Офицере йĕнер çинчен
Антартăм сĕтĕрсе, пуçне
Çурса пăрахрăм хĕçĕмпе.
Йĕлме хуппи те, курăк та,
Мăян та çинипе анчах
Иртетчĕ пирĕн хĕрĕн пурнăç
Пĕр хăтлă кунсăр, ăраскалсăр.
Ухливан
Мăян çисен те пурнăç пурччĕ,
Хам хутнă пӳртĕн тĕтĕмне
Кĕртетчĕ хамăн сăмсака,
Çиме ларсан, ман йывăç кашăк Çурмастчĕ çăвара.
Тутимĕр
Инçе çеçенхиртен килсен,
Пĕрре хăмла пĕрчи хыпса
Çӳле хăпарнă леш тăри пек,
Хĕç тытмасан, мухтанмасан,
Сухаçă халăх пăлхава
Çĕкленмĕнчĕ, ял çунмĕччĕ.
Инкек тымарĕ, пĕтĕм айăп —
Тутимĕрте.
Туйтирек
Ан вăрç ăна!
Пурте эпир Тутимĕр пек
Хастарлă тытăнсан, пăлхавăн
Хăвачĕ пĕтĕм пур яла
Çĕклетĕччĕ ура çине.
Чи юлашки çапăçура
Пăхатăп: йышлă юланут
Килет, мăкăрланать тусан.
Сехрем юлмарĕ, тартăм эпĕ,
Юман çине кушак пекех
Хăпартăм, çулçă хушшинчен
Тинкер пăхса анчах ларатăп.
Сасартăк вирхĕнчĕ Тутимĕр,
Тухать те хум пекех лаши
Хирте тип-тикĕс ярăнать.
Хăватлă кăйкăр кайăк пек,
Мала кăшт ӳпĕннĕ Тутимĕр.
Шап-шурă утлă ахвитсер
Салтаксенчен малта пыратчĕ.
Хăяккăн тытнă хĕçĕ унăн
Çунатчĕ ялкăшса.
Тутимăр
Сасартăк пӳлчĕ ун çулне,
Хĕçпе пĕрре анчах вăл сулчĕ, —
Йăванчĕ чаплă ахвитсер.
Пĕр ушкăн юланут салтак,
Лашисене чĕвен тытса,
Шак сикиппе вĕçсе пырсассăн,
Хĕçпе касма ăста Тутимĕр,
Пĕччен пулсан та, тăвăл пек
Вăл пычĕ хирĕçле, ӳкерчĕ
Пĕрне те, теприне ,те, хирчĕ
Сахал тесен те вуннăшне.
Кĕтмен çĕртен аманнă учĕ
Йăванчĕ, унăн пуçĕ урлă
Çăмка пек сирпĕнчĕ Тутимĕр.
Çухалчĕ ĕнтĕ, — терĕм эпĕ.
Вăл авнă хурçă пек сиксе
Çĕкленчĕ те пĕр салтакне
Йĕнер çинчен туртса антарчĕ,
Утне утланчĕ, хăтăлчĕ.
Кайран, пăлхав саланнă хыççăн
Çерем çинче пĕччен чĕнмесĕр
Выртсан-выртсан, вăл макăрчĕ
Ача пекех.
Тяпук
Тутимĕр паттăр,
Çураласса çуралнă вăл
Çынсемшĕн ирĕк шырама,
Вилмĕ те.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...