Тутимĕр :: ÐиллÄкмÄÑ Ð°ÐºÑ
Укçи те пур-и?
Пĕри
Пĕр пус та çук.
Ăна кунта яраканни
Çĕлен ăшчиклĕ Асамат,
Укçа вăрри.
Тяпук
Ухливана
Вĕрентĕп эпĕ çын сутма,
Хуса çитсе кăнтса пăрахăп!
(Вирхĕнсе чупать.)
Иван сасси
Тутимĕр!Халăх ыткăнать вăрманалла.
Ахах сасси
Юртса килеççĕ
Юланутсем шак сиккипе.
Тутимĕр те, халăх та çӳле кĕпĕрленсе улăхать. Иван йывăç тăрринчен анать.
Иван
Тискер салтак эшкерĕ мар,
Ку — вăйлă халăх, брат Тутимĕр.
Кĕтсе, пĕрре хыпар туса
Перем-и?
(Тупă умне пырса тăрать.)
Тутимĕр
Пер!
Иван
Браток Ахах,
Ан ӳк! Туратсенчен тытса тăр!
Перетĕп эпĕ.
Ахах сасси
Утăрья!
Килеççĕ паттăр пушкăртсем!
Xалăх çĕр çине выртать, тупă кĕрленĕ хыççăнах сиксе тăрать.
Сассем
Пире манмарĕ Тимĕркке!
Унпа пĕрле хăпса килет
Хаюллă халăх. Утăрья!
Тяпук çӳлелле васкаса хăпарать, халăх умне пырса тăрать, пуç тарринче хĕç çавăрать.
Тяпук
Ухливана туранипе
Юнланчĕ манăн хĕç, анчах вăл,
Тăшман хура юнне тăксан та,
Хĕлхемлĕ çиçĕм пек таса.
Пăлхав çĕнтертĕрех тесен,
Пур сутăнчăк чуна та касăр,
Пĕртте ан шеллĕр!
Сассем
Утăрья!
Пăлхавçăсем хĕçĕсене çĕклеççĕ, суллаççĕ, Эрпике пуçласа янă юрра пĕтĕм халăх хутшăнать.
Ирĕк пурнăç илме хамăр
Кар тăрар пурте пĕрле.
Харсăр вĕç-ха, хурчăкамăр,
Кăн-кăвак тӳпенелле!
Пăшал сассисем илтĕнеççĕ. Тутимĕр йăванать. Салтаксем курăнаççĕ.
Тяпук
Вилсен те Тутимĕрпе пĕрле
Вилер, атьсемĕр!
Сассем
Утăрья!
Халăх пăшал сасси еннелле ыткăнать.
Xĕркке
Атте!..
Тяпук
Ачам, вилсен те вил
Манпа пăрле!
Эрпике
(Тутимĕре ыталаса)
Тутимĕр!
Тутимĕр
Пушкăрт лашисен
Таканĕсем янранине
Илтсе вилетĕп.
Асамат килсе тухать.
Эрпике
Эсĕ-и?
Атте-и?
Асамат
Сан тăван аçу,
Чее чăваш, салтаксене
Чи вăрттăн сукмакпа ертсе
Çитерчĕ сирĕн йăвăра,
Сасартăк çапрĕ хыçалтан.
Аçу сан аслă турă пек
Чи аслă мар-и?
Эрпике
Сутăнчăк.
Асамат
Пăлхавçă таркăн хĕрĕме
Салам та тав! Çĕнтертĕр-и?
Тутимĕр кĕрӳпе паян
Хитре туй тăвăр! Ха-ха-ха!
Эрпике
Арча укçа сана çитмерĕ,
Пырна лармарĕ, йĕрĕнчĕк!
Ман мулăм çук, çапах та эпĕ
Сана парне паратăп. Ме!
Тутимĕр хĕçне илет те сулать. Асамат ӳкет. Халăх кĕрлени те, пăшал пени те илтĕнсе тăрать. Эрпике пĕр аллипе хĕç çĕклет, теприпе хĕвĕнчен тутăр туртса кăларать, ăна пуç тăрринче вĕлкĕштерет.
Эрпике
Епле кĕтсен те, пирĕн туй
Пулмарĕ, тусăмçăм Тутимĕр.
Пире çураçрĕ çапăçу
Пĕрле пулма, пĕрле вилме.
Вĕç, тутăр, вĕç!
Офицер килсе тухать.
Оицер
Кунта иккен
Чăвашăн паттăр Жанна д'Аркĕ.
Иван чупса кĕрет, аманнă.
Иван
Чăвашăн пулĕ ирĕк пурнăç.
Мĕн юлнă санăн, господин?
Пĕр вилĕм, мăшкăл вилĕм çеç.
Офицер
(тĕлĕнсе)
Иван, патша салтакĕ, эсĕ
Кунта-и?
Иван
Чунăм пур чухне
Сана касмалăх хĕçĕм пур.
Иккĕшĕ хĕçе-хĕç тытăçаççĕ. Эрпике офицера пуç урлă хĕçпе сулать. Офицер ӳкет, Эрпикене пистолетран перет. Эрпике тайăлать, ӳкмест.
Эрпике
Сан йывăр суранна, Иван,
Çыхам-ха эпĕ.
Иван
(Эрпике тутрине илет.)
Эрпике,
Юнланнă санăн тутăру.
Ăна ман вырăс юнĕ те,
Эппин, пĕветтĕр, тусăмçăм.
(Тутăра кăкăрĕ çумне тытать, Эрпикене парать.)
Вăйна пух эсĕ, Эрпике,
Юнланнă пурçăн тутăрна
Вĕл-вĕл вĕçтер те халăха
Хавхалантар!
(Йăванать, Тутимĕре ыталать.)
Тутимĕр тус,
Мой кровный брат,
Мана санпа пĕрле тăрса
Хăюллăн çапăçма аванччĕ,
Пĕрле вилме те йăвăр мар...
Пиччӳ пек вырăса, мана,
Санпа пĕрле выртса вилме
Хисеплĕ вырăн пар, Тутимĕр!
Тимĕркке килет. Вăл пушкăртла тăхăннă. Ун хыççăн пушкăртсем вăр-вар килсе тухаççĕ.
Сассем
Чăвашларга селем!
Тимĕркке
Тутимĕр,
Эпир сана кĕттертĕмĕр,
Кăлканлă, юнлă уй-хир урлă,
Вут-çулăм витĕр килтĕмĕр.
(Пĕшкĕнсе, Тутимĕре ыталать.)
Иван
Ман куçăм хупăнас чухне
Сана куратăп, Тимĕркке...
(Сиксе тăрать, тупă патне пырса тăрать.)
Эсир, туссем, пăлхав хаяррăн
Кĕрленĕ чух ан чарăнăр,
Пĕр пусăм та калла ан чакăр...
(Тупăпа перет те йăванать.)
Тимĕркке
Дуслар, алга!
Сассем
Эйзе алга!
Xалăх кĕрлесе килсе тухать. Туйтирекпе Тяпук, ыттисем те пушкăртсемпе ыталашаççĕ.
Туйтирек
Яла! Яла!
Унта кĕтеççĕ!
Сассем
Утăрья!
Xалăх пĕр харăс хускалса каять. Эрпике тутăр вĕлкĕштерсе чупать, антăхса сывласа илет те ӳкет. Хĕркке ăна йăтса тăратма вĕтеленет.
Xĕркке
Ах, чунăм, Эрпике аппа.
Ан вил-ха...
Эрпике
Тутăра вĕçтер,
Ут эсĕ халăхпа пĕр харăс!
Хĕркке тăванăм, ан ӳкер
Юнланнă пурçăн тутăра,
Ялти тăвансене кăтарт!
(Сиксе тăрать, тутăрне пуç тăрринче вĕлкĕштерсе илет те йăванать. Хĕркке тутăра илсе çӳле çĕклет.)
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...