Тутимĕр :: ÐиллÄкмÄÑ Ð°ÐºÑ
Туйтирек
Хĕрхенмест хăйне.
Пĕри
Тутимĕрĕн вĕри куççулĕ
Пире хĕртмест.
Тепри
Кĕрхи çанталăк
Тĕтреллĕ сивĕ куçĕпе
Пăхсан, эпир ăçта каяр?
Тăрна сасси илтĕнет. Пăлхавçăсем сиксе тăраççĕ, каçăрăлса тӳпенелле пăхаççĕ.
Тяпук
Телейлĕ тăрнасем каяççĕ
Ăшша, çап-çутă кăнтăра.
Xĕркке
Мана йăтса кăтарт, атте!
Тяпук
(Хĕрккене хул çине лартать.)
Тискер те кутамас вăрман
Хупланă пĕтĕм пĕлĕте,
Пиртен хуплать вăл хĕвеле те,
Тăрнасене те кăтартмасть.
Xĕркке
Вĕсем мĕншĕн ара: тĕрриллĕк!
Тесе калаççĕ тӳпере?
Туйтирек
Вĕсем: — Пире кайма çул ирĕк!
Сире хĕлле мунча кĕме
Çемçе ем-ешĕл милĕк! — теççĕ.
Тăрна сасси илтĕнми пулать. Пăлхавçăсем вучах умне пырса лараççĕ.
Ухливан
Тăрна пире, чăвашсене,
Шартлатакан вĕри мунча
Кĕме хушать-и, Туйтирек?
Туйтирек
Калаçрăм эпĕ Хĕрккепе.
Кунта та эсĕ, ватă çын,
Чĕрре кĕресшĕн.
Ухливан
Чăн-чăнах,
Мунча кĕрес килет. Ут-тирĕм
Сăран пек хулăн. Кирĕклĕ.
Эх, ман мунча хутасчĕ,
Лапка çине выртасчĕ те,
Пĕççе-каççа, э-эх, çапасчĕ
Пĕр машăр ешĕл милĕкпе,
Манасчĕ ку Ахрат варне.
Тяпук
Пурин те çутă тĕнчере
Выртса канмалăх вырăн пур:
Упан — ӳпли, йăви — ăсанăн,
Шыв —пуллăн. Пирĕн ним те çук.
Кĕр сиввинчен илсе каяççĕ
Çуначĕсем тăрнасене.
Пире, мăнтарăн ачамсем,
Никам та ăшăнма пӳрт памĕ,
Никам та выçлăхран тарма
Çунат тыттармĕ. Пĕтрĕмĕр.
(Ачине ыталаса илет, пуçне лаштах усать.)
Тутимĕр кĕрет.
Тутимĕр
Эсир кĕр сивинче шăнма та,
Йĕрсе ларма та хатĕр-и?
Пĕрне-пĕри тиркемесен,
Пичче пек, шăллĕ пек пулсан,
Пире тивеймĕ хĕл сивви те,
Пур çул та янкăр уçă выртĕ
Пĕр вĕçсĕр аслă тĕнчере.
Телей хăй тĕллĕнех килмест,
Çитмест вăл шăнкăрав çакса
Пĕр мăшăр акăр лашапа.
Йывăç çумне тайнса тăрать, юрлама тытăнать. Туйтирекпе ытти çамрăксем сиксе тăраççĕ, унпа пĕрле юрлаççĕ.
Уй-хирте вăрă-хурахăн
Хураллаççĕ çăхансем.
Хурчăкамăр ырнă, ахăр,
Усăннă çуначĕсем.
Усăнсан, сурать суранĕ,
Хĕрлĕ юнĕ — хĕрлĕ вут.
Хурчăкамăр халĕ канĕ,
Вăй пуçтарĕ тепĕр хут.
Тепĕр хут хăпарĕ халĕ
Кăн-кăвак тӳпенелле,
Вăркăнса анса чăрмалĕ,
Чĕрнипе тĕлле-тĕлле.
Тĕллесе çӳлтен вăл анĕ
Хуп-хура тăшман çине.
Хурчăкамăр халĕ канĕ,
Вăл тӳрлетĕ суранне.
Суранне тӳрлетнĕ хыççăн
Хӳрчăкамăр çĕкленсен,
Тăрса юлĕç выçă куçсăр,
Вилĕм тупĕç çăхансем.
Ухливан
Сассу та сан хитре, Тутимĕр,
Юрру та янрса юхать
Çăлкуçĕ евĕр шăнкăр-шăнкăр.
Сисетни эсĕ, шăллăмçăм,
Тăм ӳкнĕ мĕскĕн курăк пек
Пĕр тĕлсĕр-тилсĕр пирĕн пурнăç
Хăрать тымарĕ-мĕнĕпех,
Е кунталла, е лерелле
Каяр-и? Çул пирĕн çук.
Тутимĕр
Çул пулĕ.
Ухливан
Хĕрлĕ юр çусан-и
Е хыр хăй лăссине тăксан?
Тутимĕр
Хыр ĕмĕр-ĕмĕр ешĕл ларĕ,
Тымарлă пулĕ халăх та.
Пĕр вăхăтлăх тăм ӳкнипе
Вăл хăрмĕ, тепĕр хут вăй илĕ.
Ытти ялсем пăлханă чух
— Пĕрле пулар-ха, — терĕм эпĕ,
Сире каларăм, йăлăнтăм,
Эсир мана итлес темерĕр,
Çуралнă çĕр çинче анчах
Тункатасем пек тăрса юлтăр.
Ухливан
Тăван хирпе тăван ялтан
Тухса каяс та юн тăкас-и
Таçта ютра
Тутимĕр
Тавра ялсем
Хăйсен уй-хирĕнче анчах
Хĕрсе кĕрешрĕç, çавăнпа
Пăлхав пулмарĕ тинĕс пек,
Çил-тăвăллă хумсем айне
Патша çарне çапса чикмерĕ,
Ансатлăх пачĕ.
Салтаксем,
Пĕрерĕн хулă хуçнă пек,
Пусарчĕç ялсене пĕрерĕн,
Пĕр вăхăта анчах тавралăх
Çил-тăвăл кĕтнĕ пек шăпланчĕ,
Юн юхнă, лашасем таптанă
Хирте — çăра ем-ешĕл курăк...
Кунта çеç лăпкă. Çĕр-шывра
Хура çĕр тăр-тăр кисренет,
Кăвак тӳпе те тĕтĕмпе
Амаллă çулăмпа хупланнă,
Патша улпучĕсем çине
Çуса тăрать кăварлă çулăм.
Хĕçсем янраççĕ, тупăсем
Кĕрлеççĕ Атăл хĕрринче.
Пăлхавçăсем çеçен-хирте
Салтаксене тапта-тапта
Иртеççĕ, акăр учĕсем
Чупса хаваслăн кĕçенеççĕ
Тарпа юн шăршинче.
Ухливан
Ăçта,
Ăçта патшамăр Пăкачав?
Тутимĕр
Пăлхавăн улăп утаманĕ
Майра патша çарне хирсе
Халь çитнĕ Атăл хĕррине,
Аслатилле çĕклетнĕ вăл
Чăвашсемпе тутарсене.
Ухливан
Пире, кунти чăвашсене,
Манса хăварнă.
Тутимĕр
Мускава
Çитме васканă Пăкачав.
Пĕри
Ăна — Мускав, çемçе тӳшек,
Майра та хӳхĕмми?
Тепри
Пире мĕн?
Пĕри
Пире — майран пăяв йăлмакĕ,
Айран —шалча.
Тутимĕр
Пăлхав ялавĕ
Мускав çинче вĕл иĕлкĕшсен,
Раççей çĕр-шывĕ пĕтĕмпе
Пуç тайĕ пирĕн патшана,
Пăкачава.
Тяпук
Унччен хĕл çитĕ,
Пире патша тӳре-шари,
Салтакĕ те пĕтермесен,
Хура эсрел инкек çил-тăвăл
Çемçе юрпа витсе хăварĕ.
Тутимĕр
Пуриншĕн те ырă çут тĕнче
Кĕтессĕр, алăкссар, çăрасăр,
Чăнах та ăраскал тĕнчн
Пăр вăхăт чарăнса тăрсан,
Эпир пурте вĕçтерĕпĕр
Пĕр харăс пушкăрт хирнелле,
Пире, ĕçчен этемсене,
Уйпа вăрман тăрантĕ-ха.
Ухливан
Йӳтенĕ çын-и эс, Тутимĕр?
Аташрăн пушкăртпа анчах.
Маттур ачаччĕ Тимĕркке,
Сана шанса тупа тусах,
Вĕçтерчĕ пушкăрт пăлхавне,
Çухалчĕ, каялла килмерĕ.
Тяпук
Аманнă-тăр. Халех кунта
Килес пек туйăнать мана.
Пĕри
Тăван хиртен каймастăп эпĕ,
Вилсен те, тунката пеках
Ларатăп асатте пилленĕ
Суха тутарнă çĕр çинче.
Ухливан
Атте-аннемĕр пурăннă
Уй-хирсенчен, вăрмансенчен,
Пире пурне те сыхлакан
Пур ырă турă çĕрĕнчен,
Уйчӳксенчен, киреметрен
Тарас-и пирĕн аякка?
Пулассине пĕле тăркач,
Тутимĕр, мĕншĕн халăха
Пăлхатрăн, пирĕн чĕр юна
Тăктартăн? Халăх юнĕ шыв-и?
Туйтирек
Пăлхав пăчланчĕ тетĕн-и,
Чунна кантарнă пек, хаяррăн
Пăхатни, Ухливан пичче?
Пĕри
Хресчен патши килет, — тесе
Сана шанса çĕклентĕмĕр.
Пире пĕтертĕн эс, Тутимĕр!
Тутимĕр
Суймарăм эпĕ, пушкăртран,
Пăлханна халăх хушшинчен,
Патша манифестне илсе
Килме васкарăм ялăма.
Ухливан
Ăнмарĕ пăлхаву, Тутимĕр!
Пире шерпетлĕ çăтмаха
Кĕртме шантарчĕ вăл, анчах
Путарчĕ юнлă тамăка.
Мĕн эсĕ? Эсĕ, çăмăл кайăк.
Хăпартăн ирĕк çунатна,
Каллех вĕçтерĕн Пушкăрта,
Пире манса анчах хăварăн
Кунти сĕм-тĕттĕм вăрманта.
Тяпук
Чĕлхӳ сан вăрăм, Ухливан,
Ытла чарамсăр. Ан калаç,
Ан хăрт маттур Тутимĕре!
Вăл кайăк мар, вĕри этем.
Тутимĕре итлес пулсан,
Пăлхав сасартăк сӳнмĕччĕ.
Улпутсене вĕлертĕмĕр,
Çĕр илтĕмĕр, вара кайран
Пĕри суха тума васкарĕ,
Тепри, пуйма çунаканни,
Улпутăн апăр-тапăрне
Сутма уттарчĕ пасара.
Пĕр сас
Куллен хĕç-сăнă вылятсан,
Хăй тĕллĕн тырă ӳсĕ-и,
Ачасене кам çăкăр парĕ?
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...