Укçа


«Çунашкана вăйпах туртатăп...»


Çунашкана вăйпах туртатăп,

Çак михĕре — шалу укçи.

Çан тавăрса чуста çăратăп.

Пур çăкăр... Килĕм-йышăм, çи!

 

Ача-пăча канфет çиесшĕн

Е ас тивесшĕн кăлпасси.

Тата ăçта çитсе килес-ши?

Шараçăн пулĕ-ши усси?

 

Турри парсан, татах, тен, пулĕ —

Е çăнăх парĕç, е песук?

Шăвать çуна... Пуяншăн — кулă,

Ăс-тăншăн — пĕтсе çитнĕ сум.

Миллион


Инçе, инçе каятăн, хĕрĕм. Умра малашлăх. Мĕн кĕтет сана унта? Тăван килӳ аякка-аякка юлса пырать. Эсĕ пурнăç çулĕпе тарăнран-тарăна кĕрсе пыратăн. Акă çитес çĕре çитрĕн. Вĕренме кĕтен. Кашни кун пĕрешкел: кĕнекесем, тетрадьсем, лекцисем... Студент пурнăçĕпе пĕрле çамрăклăх та урапа евĕр пĕрмай кусать. «Тăрăшса вĕренмелле, унсăрăн çывхарса килекен экзаменсене тивĕçлипе тытаймăн», — çаврăнаççĕ Вальăн пуçĕнче шухăшсем.

Пӳрте Вальăпа пĕрле пурăнакан юлташĕ Вика кĕрсе тăчĕ:

— Салам, — терĕ вăл алăкранах.

— Халиччен ăçта çухалса çӳретĕн, — кăмăлсăртарах ыйтрĕ унран Валя.

— Кайран каласа паратăп. Халĕ апатланар-ха. Хырăм питĕ выçрĕ, — терĕ юлташе тумтирне хывнă май. — Анне кукăль парса ячĕ, çисе пăхар.

«Ача-пăча çеç вĕт-ха вăл», — шухăшларĕ Валя ун çине тинкерсе.

Вика яланах хаваслă. Паян та акă çиçсе çеç тăрать. «Мĕнле пĕрмай савăнас килет унăн», — тĕлĕнет Валя.

Вика васкаса ялтан парса янă кучченеçĕсене сĕтел çине кăларса хучĕ, чей вĕретме лартрĕ, унтан тантăшĕ патне пырса ăна ыталаса илчĕ те:

— Валя, эпĕ сана кăштах савăнтарасшăн, — терĕ.

Малалла

Çĕрлехи çутăсем


— Туртăр, — пирус пачкине тăсрăм ун енне.

— Çук, çук, тавтапуç, — именчĕклĕн хирĕçлерĕ вăл. — Пĕлетĕр-и, йăвашраххине хăнăхнă эп.

Кĕсйинчен сигарет кăларса кăвайт çинчи кăвартан тивертрĕ, тарăннăн сăвăрса çумĕнче ларакан машина енне куç ывăтрĕ те ассăн сывласа илчĕ.

— Тыр-пул пухса пĕтереççĕ-и-ха? — ман енне çаврăнмасăр ыйтре хайхи.

— Çук-ха, çумăр чăрмантарать. Кун сиктерсе лӳшкет.

— Çапла çав, çу кăçал йĕпе-сапаллă килчĕ. Çанталăк çинчен пĕлтернине телевизорпа кулленех пăхатăп-ха. Пур çĕрте те çумăр. Çавă пăшăрхантарать.

— Ял пурнăçĕ кăсăклантарать апла? — калаçу йăл илнишĕн савăнса сăмах хушрăм эп.

— Кăсăклантарать çав, чуна та илĕртет. Кашнинчех тăван ялпа хам ĕçленĕ комбайна тĕлĕкре куратăп.

— Эппин, яла таврăнатăрах.

— Пĕлместĕп-ха, ялти ĕç-пуç еплерех çаврăнса тухассинчен килет ку...

Хуларан тухакан аслă çул çинче алă çĕклесе тăнине кура лартрăмăр ăна. Хĕвел анса килет. Текех автобус та пулас çук. Пирĕн «Газель» пушах, мĕншĕн пулăшас мар çула тухнă çынна.

Сăнран пăхсан, вăтăртан иртнĕ, лутрарах типшĕм çын. Тӳрех асăрхарăм: ялта пурăнаканскер мар. Шурă кĕпепе хура костюм çинчен хура сăран куртка тăхăннă. Аллисем ĕçпе хытса кушăрханă.

Малалла

Кĕрше каятпăр


«Ăçта васкатăн ир-ирех, Наçтук кума?

«Праски патне каятăп.»

«Мĕн тума?»

«Килте пĕр чĕлĕ çук — ыйтма.»

«Тĕлĕнтеретĕн эс, кума,

Кĕлетунте шур çăнăх лăк тулли

Ан пул-ха çын кулли.»

«Ах-х...»

«Ан хуйхăр кăлăхах,

Пĕçер-ха çăкăрнă хăвах.»

«Çĕпре пĕр чĕптĕм çук.»

«Ил лавккаран.»

«Мĕнпе илес укçийĕ пулмасан.»

«Татах тĕлĕнтерен, Наçтук.

Мĕнле-ха çук?

Ĕнер çеç сутрăн çĕрулми пĕр лав.»

«Тав Çӳлтине, пит пысăк тав,

Анчах укçийĕ çук.»

«Ăçта вара?»

«Банкра.

Унта куçарчĕ ман упăшкам — Ваççук.»

«Тĕлĕнтерен, кума, çаплах тĕлĕнтерен:

Ил укçуна çынна култариччен.»

«Илесчĕ те ăна — хуçи вĕт эпĕ мар...»

«Ах, Турăçăм. Наçтук...

Ну, юрĕ, пыр, уттар.»

 

Çак çутă тĕнчере эпир пурнатпăр:

Мул-пурлăх пур çинчех кӳрше ыйтма каятпăр.

«Кăчăркан, оливин та топас...»


Кăчăркан, оливин та топас —

Хаклă чул тĕнчере темĕн чул,

Ман асра вĕсен ячĕ тăмасть,

Ман çумра ылтăнпа кĕмĕл çук.

 

Ни укçу, ни яту пулман чух

Пуç çине ĕреххет тăкăнмасть.

Куç ăшшилĕх пĕр ĕнчĕ кучух

Хăш çырма тĕпĕнче-ши тупас?

 

Чăвашра та, тен, пур-тăр топас,

Ма ан пултăр вара темле чул?

Чунăма чулсемпе-ши хуплас —

Ан ыраттăр текех мĕскĕн чун.

 

1994, раштав, 3.