Сĕве Атăла юхса кĕрет. Иккĕмĕш кĕнеке :: Пиллӗкмӗш пайӗ. Ҫармӑс ҫинче ҫар вылять
Казанские люди лучшие, их князи и мурзы и казаки, которые лихо делали, все извелися, а черные люди все с одного в холопстве и в дани учинилися и во всем ему, государю, бог милосердие свое показал и дело казанское в конечное смирение привел.
Вырăс летописецĕ çырса хунинчен
Пирĕн тăван нумай мар,
Атăл хĕрринчен пуçласа
Тинĕс хĕрне çитиччен.
Пирĕн тăван нумай мар,
Ĕмĕр туслă пулмалăх.
Ĕмĕр пĕрле пурăнмалăх.
Чăваш халăх юрринчен
1. Тĕнче хĕсĕр мар
Тукай патĕнчен таврăнсан Сарри пĕр вăхăтлăха ăптраса ӳкрĕ: ăçта каймалла, камран хунтă-хӳтлĕх ыйтмалла, пурнăçа çĕнĕрен йĕркелесе ярас тесен мĕн тумалла? Ялта, кӳршĕ ялсенче вăл никамран та ăс ыйтма шутламарĕ — ĕмĕр мăрса ячĕпе çӳренĕ çын кампа та пулин хăйĕн пурнăçне сӳтсе явать-и?
Ялан çывăрнипе, енчен енне çаврăнкаласа шухăшласа выртнипе аяк пĕрчисем ыратакан пулсан Сарри ывăлне утсене йĕнерлеме хушрĕ.
— Мĕнле «утсене» тетĕн, атте? — тĕлĕнсе ыйтрĕ ывăлĕ. — Кампа каясшăн эсĕ? Ăçта каясшăн?
— Кампа пултăр, санпа! — кчларах тавăрчĕ ашшĕ. — Куран, халь тарçăсем çук манăн. Иксĕмĕр каятпăр, ывăлăм, иксĕмĕр.
— Çӳресе йăлăхмарăн-и-ха, атте?
— Кашкăра ури тăрантарать. Эс çавна илтмен-и вара, Атапай?
— Илтнĕ те-ха, темскер, питех тăрантараймарĕç пире хамăр урасем. Тĕнче хĕррине те çитрĕмĕр санпала, киле çап-çара таврăнтăмăр ак...
— Сывă таврăннăшăн кĕл ту турра, ывăлăм. Турра пуç çап та... Тукай мăрсана. Эпир иксĕмĕр те чул нӳхрепрех пĕтме пултарнă.
— Пултарнă пулмасăр, — терĕ ывăлĕ. — Тукай ыйтман пулсан кăлармастчĕç вĕсем пире. Çармăс мăрсисем халь те ларса юлчĕç ав...
— Çитĕ, — чарчĕ ăна ашшĕ. — Вăл пĕтĕмпе хамăр хушăра пултăр. Ăна эсĕ пĕлетĕн те эпĕ пĕлетĕп. Ăнлантăн-и?
— Мĕн ăнланмалла марри пултăр унта.
Атапай картишне тухсан ашшĕ вĕçĕмсĕр ывăлĕ çинчен шутларĕ. Кайса çӳренин усси пулмарĕ те-ха, çапах ывăлĕ уçăлмаллипех уçăлчĕ унăн. Лере кайнă чух çынпа виç сăмах çыпăçуллăн калаçма пĕлместчĕ. Чĕмсĕр тăрнаккайччĕ, урăх ним те мар. Вунă çухрăм пырать санпа юнашар, хăй тĕллĕн виçĕ сăмах çавăрса каламасть. Халь пурнăç нӳчĕркелерĕ, каллĕ-маллĕ хутлаткаларĕ пулас ăна. Чăвашсем ун пек чух ури çине ĕне пуснă теççĕ. Пит лайăх-ха ку, ура çине ĕне пусмасăр çынна ăс кĕмест çав.
Ывăлĕ çул çинче те нумай калаçрĕ. Ашшĕ килте ларнă хушăра таçта та çитнĕ иккен Атапай, тем те пĕр илтме ĕлкĕрнĕ.
— Пирĕн тарçă пулнă Аттеней вăрман хĕррине пӳрт лартать, — пĕлтерчĕ вăл нимрен малтан ашшĕне. — Лаши те пур, юпах тиха.
— Пирĕн лашана ăçта хунă вăл, ие чăмласа кайманскер?
— Пирĕн лаша çул çинче ӳкнĕ тет çав. Вăл Ухантей вырăссенчен туртса илнĕ ута утланса таврăнтăм тет.
— Эс ăна хăйне куртăн-им? — ыйтрĕ Сарри.
— Куртăм-çке. Авланнă Аттеней. Арăмне Орапакассинчен илнĕ. Хуньстарике пачĕ тет юпах тихине.
— Пуян çын кĕрӳшĕ пулса тăнă апла ват хусах. Ухантей тупнă лаша камра халь?
— Ăна вĕсем арăмне панă.
— Ухантей арăмне курмарăн-и?
— Курман, — терĕ Атапай. Хăй çавăнтах хыпăнса ӳкнĕ
пек пулчĕ, лашине кăшт чарса ашшĕпе танлашрĕ. — Эс унран утне туртса илесшĕн мар пулĕ те, атте?
— Илмесĕр, илетĕп çав! Кам учĕ вăл? Пирĕн. Вĕсем ăна вăрласа тухса кайрĕç.
— Тархасшăн, ан хăтлан ун пек, атте. Вара пĕтĕм ял шавлама пуçлать. Хамăрах лайăх мар пулĕ кайран.
— Мĕншĕн лайăх мар пулмалла-ха пире?
— Мĕншĕнне ху пĕлетĕн. Ярлăк çук халь санăн, чăкăлташма тапратсан вĕсемех çиеле тухаççĕ.
— Вара çак ик лашапа тăрса юлас-и?
— Çитет. Мана пăхма çăмăлтарах пулать, — йĕкĕлтенĕ пек тавăрчĕ ывăлĕ.
Ашшĕ шучĕпе, ку ĕнтĕ эп сан тарçу мар, ярлăкна туртса илчĕç тĕк, вунă-вун пилĕк лаша усрама ан ĕмĕтлен тениех пулчĕ. Сарри самаях тарăхса кайрĕ.
— Нихçан та ик лаша вĕçне юлман, юлмастăп та, — терĕ вăл, — Сана ак мĕн калам, ывăлăм: ярлăка парса хăварнă тесе пуçна ан ус. Хăвна ĕлĕкхи евĕрлех мăрса пек тыт. Ярлăк пулмасан та ман ят пур. Ярлăкĕ вăл пурăна-киле каялла та таврăнма пултарать.
— Тем пекчĕ, атте, тем пекчĕ, — чунĕпе хăй ун майлă пулнине систерсе каларĕ Атапай. — Эпĕ те çапла ăнлантарса патăм çав ялти çамрăксене. Мĕнех вара, кайнă та килне, вырăссене хирĕç çапăçман эпир, пире Хусан воеводи ним те каламарĕ терĕм.
— Çапах та тапăнса пăхрĕç-им çамрăксем?
— Вăйлă тапăнчĕç. Аттенейпе ытти тĕкĕрçсенчен йăлт ыйтса пĕлнĕ ял çыннисем. Кайса пăхăр-ха, Кăрмăш вайпучĕ сире аçупа иксĕре çавăнтах тытса хупать теççĕ. Хупмасть терĕм, пирĕн нимле айăп та çук терĕм.
— Тĕрĕс каланă, пит тĕрĕс, — мухтарĕ ывăлне Сарри. — Хупас вăхăтсем иртсе кайрĕç ĕнтĕ. Хусанта чи аслă воевода ирĕке кăларчĕ пулсан кунта пире тивмеççĕ.
Лупин воевода вĕсене хăй патне пынă ытти çынсем кайса пĕтсен тин йышăнчĕ. Те ытларах калаçса ларас тесе турĕ вăл куна, те айăпа кĕнĕ çынна тарăхтарас тесе. Хусан наместникĕ Кăрмăша Саррипе ывăлĕ пирки пĕлтерсе хунă пулас — воевода вĕсем вырнаçса ларнă-ларман сĕтел сунтăхĕнчен темле тĕрке кăларчĕ, ăна хăй умне сарса хучĕ. Вара тутине выляткаласа, ахаль те хĕсĕк куçĕсене мăч-мăч хупса нумайччен пĕрре Сарри çине, тепре Атапай çине пăхрĕ.
— Таврăнтăр апла, таркăнсем? — хуллен, анчах çиллессĕн ыйтрĕ вăл. — Эпир шыратпăр, шыратпăр сире кунта. Эсир виççĕн тарнă терĕç-çке, тепĕр ывăлу ăçта?
— Вăл аманат йĕркипе Новоград Свияжскинче ларать, воевода. Ывăл мар, мăнук вăл манăн, — май пур таран çемçен те асăрхануллăн хуравларĕ Сарри.
— Юрать, вăл унта лартăр. Сире валли Кăрмăшра вырăн тупатпăр. Тахçанах хатĕрленĕ эп сан валли чул нӳхреп, Сарри. Пĕлместĕп, мĕнле чĕнмелле сана халь... мăрса тесен мăрса мар эс, çĕрпӳ ятне вараларăн та, çĕрпӳ теме пултараймастăп. Таркăн темелле пуль е сутăнчăк тесе чĕнмелле.
— Темле чĕнсен те юрать, воевода. Айăплă эпĕ. Çапах та хупса лартма ан хуш. Хусан наместникĕ Горбатый-Шуйский князь каçарчĕ мана, киле кайма ирĕк пачĕ.
— Пĕлетпĕр мĕнле каçарнине, — терĕ воевода. — Çитсенех тытса хупма хушнă. Акă хучĕ. Вырăссене хирĕç пĕр сăмах кăна кала, тӳрех сивĕ нӳхрепе ăсататăп.
— Ĕмĕрне пĕр сăмах каламан, каламастăп та. Вырăссемпе пĕрлешес тесе нумай тăрăшрăм. Темиçе хутчен Мускава кайса килтĕм...
Воевода ăна каласа пĕтерме памасăр çийĕнчех хушса хучĕ:
— Унтан хам тупа тунине манса кайрăм та вырăс патшалăхĕн тăшманĕсем патне тартăм, хамăр государе хирĕç çапăçрăм...
— Ун пекех мар та, çапах йăнăшрăм çав пăртак. Кӳреннине пула пăлхавçăсем патне çитсе тухрăм. Анчах вырăссене хирĕç çапăçман эпĕ, пĕр вырăс çыннине те вĕлермен. Ман ывăл та пĕр çынна та вĕлермен.
— Вĕлермен, — йĕкĕлтерĕ воевода. — Çур çул ытла пурăннă эсир Мĕша тăрăхĕнче. Сĕве патĕнчи çапăçусене хутшăннă. Вырăс воеводисем хăвра аркатса тăксан Хусана каçару ыйтма чупса пынă.
— Мĕша хыççăн эп хам йăнăша ăнланса илтĕм çав, — ывăлĕ унпа çӳремен пек, ялан хăй ячĕпе çеç калаçрĕ Сарри. — Кусем мана кирлĕ çынсем мар терĕм те пăлхавçăсем патĕнчен тарма шутларăм. Ыттисем Атăл тăрăх тăвалла хăпарчĕç, халь вĕсем Кăкшамарта çапăçаççĕ, эпĕ тӳрех Хусана çул тытрăм... Хусанта...
— Халь эс кунта ма килтĕн? — ман сана итлес те килмест тенĕ пек, тата тепре пӳлчĕ ăна воевода.
— Пĕлме çеç килтĕм...
— Мĕн пĕлесшĕн эс? Хăвна тытса хупассипе хупмассине-и? Хупатпăр, тем тесен те хупатпăр. Сан пек сарăплă та шанчăксăр çынсене ирĕкре тытма юрамасть.
— Тата тепĕр япала пирки ыйтасшăнччĕ эпĕ. Çĕр пирки.
— Сан çĕрӳсене государь йăлтах туртса илме хушнă. Сутăнчăксене эпир пĕр четь те çĕр памастпăр. Сирĕн унта ял çĕрĕ пур, халăхран ыйт. Тен, парĕ ял халăхĕ, тен, памĕ те.
— Кун пек ытла мăшкăл-çке, воевода...
— Эс ăна тивĕçлĕ. Ыттисемпе тан ясак тӳлесе пăх-ха, вара кăшт ăс кĕре.
Пĕр ырă сăмах каламарĕ воевода, çапах та эс çĕрпӳ пулнă çын, хĕрхенмелле сана тесе пĕрре ăшă куçпа пăхмарĕ ун çине. Тухса каяс умĕн кăмăлне кăшт çемçетрĕ ĕнтĕ — пиччĕшĕ пирки ыйтрĕ.
— Хусанта эс Олександр Борисович патĕнче хăйĕн патĕнчех пултăна? — терĕ.
— Çавăн патĕнче пултăм, — ку ыйтушăн та пулин савăнчĕ Сарри. — Паллать вăл мана. Нумай хутчен тĕл пулнă эпир унпа. Хусана илнĕ хыççăн та куркаланă ăна. Александр Борисовича çеç мар, ашшĕне те палланă. Эпĕ унпа пĕрле Васильев-Новгород хулине тунă.
— Мана тăван тивет вăл.
— Ав мĕнле, — юри пĕлмĕш пулчĕ Сарри. — Ашшĕ Лупин-Горбатый тесе çыртаратчĕ çав.
— Çапла, Лупин-Горбатый. Иван Васильевичăн чи çывăх çынни. Никама та мар, ăна наместник туса хăварчĕ государь Хусана илнĕ хыççăн. Çуркунне, Иван Васильевич чирлесе ӳксен, Мускава кайса килнĕ терĕç. Ман пата кĕмерĕ.
— Васильев-Новгород урлă кайнă пуль, — сăмах хушрĕ Сарри.
— Çавăнтан кайнă ĕнтĕ, — терĕ воевода. — Курманни нумай пулать. Мĕнле, сăнран пит ватă-и хăй?
— Пĕрре те ватă мар. Унчченхи пекех. Тăнлавĕсем çеç пăртак шуралнă.
— Хытă ятларĕ-и сана?
— Ятларĕ, хытă ятларĕ, — тунмарĕ Сарри. — Йăлтах тĕлĕнтертĕн мана, Сарыев мăрса, санран кăна кĕтменччĕ терĕ. Унтан тӳрех ярлăка ыйтрĕ. Кăларса патăм та, вăл ăна ак çапла чăр-чар çурса тăкрĕ, — Сарри воеводăна Хусан наместникĕ ярлыка мĕнле çурнине кăтартасшăн пулчĕ. — Халех çакса вĕлермелле сана. Ĕлĕкхи сăваплă ĕçӳсене пĕлмесен калаçса та тăмастăмччĕ санпа, тӳрех çакса вĕлерме хушаттăм терĕ.
— Тĕрĕс каланă. Шутлатăп та, мĕнле хăтарнă вăл сана? Сутăнчăксене тӳсме пултараймасть ман пичче.
— Тавах ăна. Ĕмĕр манас çук. Чипер пурăнсан ярлăкне тавăрса параççĕ пулĕ тетĕп-ха, — шахвăртасшăн пулчĕ Сарри.
— Ан та кĕт, памаççĕ! — çавăнтах сассине хăпартрĕ воевода. — Пăх-ха эс ăна, вăл ярлык ыйтасшăн тата! Асăрхаттарса хуратăп: сан çинчен пĕр усал сăмах кăна илтем, çавăнтах тытса хуптаратăп. Ярлыкна эс маннă пул, ăна тĕлĕкре те кураймастăн. Сан пеккисене мар, кăшт айăпа кĕнисенне те ярлыкĕсене туртса илеççĕ халь...
Киле таврăнсан Сарри воевода сăмахĕсене тĕрлĕ енчен виçсе-шайлаштарса пăхрĕ. Усаллăн, пит хаяррăн туйăнчĕç вĕсем мăрса пулнă çынна. Анчах ăшра нимле кӳренӳ те пулмарĕ: вăл кунти тӳре-шара ăна урăхла йышăнасса кĕтмен те. Хупса лартмарĕç ывăлĕпе иккĕшне, çавă паха. Ана-çаран йăлт таврăнмасан та пăртак тупăнĕ-ха вăл. Ăна пурăна-киле ыттисенчен укçалла туянма та, тара илме те пулĕ. Ярлык пирки воевода тĕрĕс каларĕ — ăна каялла памаççех. Вырăнти халăхран, чăвашсем хушшинчен служилăй çынсем, çĕрпӳсем кирлĕ мар вырăссене. Вĕсен мĕн пур ĕмĕчĕ те ун пек служилăй çынсене часрах пĕтересси кăна. Атапай ман пек çĕрпӳ пулаймасть, вăл каламасăрах паллă.
Çапах та туять Сарри, воевода патĕнче вăл ытлашширех палкарĕ пулмалла. Горбатый-Шуйский çакса вĕлермелле сана тенине мĕншĕн персе ямалла пулнă-ха унăн, ярлыка çурса тăкнине мĕн тума каламалла пулнă? «Чĕлхе чараксăртарах çав манăн, инкек тени тепĕр чух çавăнпа сиксе тухать, — шутларĕ вăл хăй тĕллĕн. — Новоград Свияжскинче те чĕлхе пиркиех шар куртăм. Салтыков воеводăпа тавлашман пулсан, тен, ĕç ун пекех шала каймастчĕ те пуль. Чармалла чĕлхене пăртак, чармалла».
Кĕтмен çĕртен Лупин воевода ăна хăй патне тепĕр хут чĕнтерчĕ. Хальхинче те Сарри Кăрмăша ывăлĕпе пĕрле кайрĕ. Воевода пӳлĕмне çеç илсе кĕмерĕ ăна.
— Санпа тек çыхланас мар тенĕччĕ, анчах нуша килсе тухрĕ, сан пулăшăву кирлĕ пулать, — терĕ Лупин мăрса пулнă çынна тараватлăрах йышăнса.
— Манран килсен эп хаваслансах пулăшнă пулăттăм, — хăпартланса каларĕ Сарри.
— Санран та килет çав, — терĕ воевода. — Сирĕн округ валли губной староста тупаймаççĕ пирен çынсем. Эс мĕнле шутлатăн, кама лартма пулать вырăнти çынсенчен?
— Тӳрех калама йывăр, — аптраса тăчĕ Сарри. — Çырма-вулама пĕлекенсем çукрах-ха пирĕн.
— Ун пеккине шырамастпăр та эпир. Кайран вĕренет пĕчĕккĕн. Йĕркине пĕлтĕр, халăха алăра тытма пултартăр. Миçе ял-ха сирĕн округра, астумастăн-и? — ыйтрĕ воевода.
— Астумастăп. Нумай пулма тивĕç, — кăна та татса калаймарĕ Сарри. — Çĕр виçинчен илсе шутласан вун икĕ ял.
— Округсене çĕр лаптăкĕ тăрăх туман-ха вĕсене. Унта çирĕм-вăтăр ял та пулма пултарать.
Малалла мĕн илтнине Сарри ĕненесшĕн те пулмарĕ.
— Сана сĕнсе пăхсан мĕнле пек? — куларах ыйтрĕ воевода. — Кăмака çинче ларма иртерех халь сана. Староста тем тесен те ялан халăх хушшинче. Патшалăх службине пĕлетĕн эсĕ, ĕçле те ĕçле. Кĕреш çав ушкуйниксемпе, хура халăха пăтратакансем çинчен хыпар туса тăр.
— Ман вара çавнашкал этемсемпе кĕрешмелле пулать-и?
— Çавсемпе кĕрешмелле пулать. Губной старостăсене округсем тăрăх нимрен ытла çавăншăн суйласа лартаççĕ. Ытти ĕçсене пирĕн приказной çурт туса пырать. — Пĕр хушă чĕнмесĕр ларсан воевода унран каллех кулма пăхрĕ. — Мĕн, хăраса ӳкрĕн-им? Ун пекех хăрамалли ĕç мар вăл. Хăнăхатăн майĕпен. Малтан Кăрмăшри приказра темиçе уйăх ларатăн.
— Ик алла пĕр ĕç, — хăюланнă пек пулчĕ Сарри. — Эс сĕнсен шанчăклă ĕнтĕ. Ĕмĕр тав тунă пулăттăм.
— Тав тăвасси-масарĕ... вăл кайран. Малтан суйласа лартар-ха. Суйлав ирттерме пирĕн çынсем пыраççĕ унта...
Сарри воевода пӳлĕмĕнчен тухрĕ те ывăлĕ патне утса мар, чупса пычĕ.
— Атя часрах, — терĕ вăл Атапая хулĕнчен ярса тытса.
— Мĕн пулчĕ? Каллех вăрçрĕ-и? — сехĕрленсе ӳкрĕ ывăлĕ.
— Вăрçрĕ çав, вăрçрĕ! Хупса лартассипе хăратрĕ. Çавăнпа часрах теççĕ те сана.
Хуларан тухсан Сарри чылайччен сиккипе пычĕ. Ывăлĕ унпа ним çинчен калаçма та пĕлмерĕ. Темиçе çухрăм кайсан тин ашшĕ лашине тытса чарчĕ те ăна майĕпен уттарса ывăлне воевода пӳлĕмĕнче мĕнле калаçу пулса иртни çинчен тĕпĕ-йĕрĕпе каласа кăтартрĕ.
— Асту, сана тĕрĕслес тесе юри тумарĕ-и вăл ку ĕçе? — ывăлĕ те иккĕленчĕ малтанах.
— Çук теççĕ сана! Юри тумарĕ. Чунтанах калаçрĕ манпа. Эс мĕн, аçуна ухмах тетĕн-им? Ăна-кăна чухлатпăр ĕнтĕ, ывăлăм. Староста пулма сĕнчĕ. Ял старостине мар, губной старостăна лартаççĕ.
— Мĕн тени пулать вăл, губной староста тени?
— Хам та пĕлсе пĕтерейместĕп, ывăлăм. Çирĕм-вăтăр ял халăхне тытса тăратăн терĕ.
— Мĕскер, ясак пуçтаратăн-и вара, çынсене суд тăватăн-и?
— Каларăм-çке, пĕлместĕп терĕм. Ушкуйниксемпе, ял халăхне пăтратакансемпе кĕрешетĕн тет.
— Апла пулсан вĕсем çинчен пĕлтерсе тăмалла пуль ĕнтĕ. Пит лайăх ĕç ку, атте! — пĕчĕк ача пек савăнчĕ Атапай. — Мăрса пекех чаплă çын пулатăн.
— Çирĕм-вăтăр ял халăхĕ сана пăхăнса тăрать тĕк, мăрса пекех ĕнтĕ...
Вĕсем тепĕр хушă сиккипе пычĕç. Яла кĕрес умĕн Сарри ывăлне çапла каласа хучĕ:
— Халь авланма пултаратăн, Атапай. Вăйлă кăна туй тăватпăр. Анчах хĕпĕртенипе туйна пĕр çынна чĕнме ан ман, — терĕ.
— Тукай мăрсана-и? Ăна хăваратăп-и вара хам туйран! — хуравларĕ ывăлĕ.
2. Сенĕк саккунран вăйлăрах
Ăçта мĕнле те, Сăр тăрăхĕнчи чăвашсемпе вырăссемшĕн ĕççи тени утă çулассинчен пуçланать. Улăх-çаран нумай кунта. Ути пилĕк таран, ĕçĕ пурин валли те çитет: çулмалла утта, тавăра-тавăра типĕтмелле, пуçтармалла, турттармалла.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...