Сĕве Атăла юхса кĕрет. Иккĕмĕш кĕнеке :: Пиллӗкмӗш пайӗ. Ҫармӑс ҫинче ҫар вылять
Кăçал Сăр тăрăхĕнче нумайранпа курман пăтăрмах пулса иртрĕ — ялсенче çĕр катăлса юлчĕ. Ял çĕрне кун чухлĕ касса илнине эпир те астумастпăр терĕç ваттисем. Çĕре çухалман-ха вăл, куç умĕнчех, анчах кĕртмеççĕ-çке унта, сирĕн мар теççĕ. Малтан Сăр леш енче сарăлса выртакан ейӳллĕ улăхсене туртса илчĕç. Унтан ял хыçĕнчи çĕре касрĕç.
Çаран çинчи тытăçу хыççăн ваттисем хăйсем уйăрнă элчĕсене çапла тума хушрĕç: Кăрмăша кайăр та ял çĕрĕ кам аллине куçнине пĕлĕр. Кам туртса илнĕ ăна, мĕнле тивĕç пур вĕсен çапла пуçтахланма?
Элчĕсем çурăм хыçне хутаçсем çакса Кăрмăшалла çул тытрĕç. Самаях кулянчĕç пулин те ытла пуçа усса, нăйкăшса пымарĕç вĕсем çул çинче. Урасем çирĕп-ха — утаççĕ, чĕлхе-çăвартан çынран катăк мар вĕсем — çĕр тесен çăвара шыв сыпнă пек чĕнмесĕр тăмĕç. Кирлĕ пулсан эрне пурăнаççĕ хулара, хăйсен ĕçне вĕçне çитереççех. Хутаçсем пушă мар-ха — шăрттан та, типнĕ чăкăт та чылаях чикнĕ арăмсем. Укçалла илмелле ан пултăр тесе пĕрер мăшăр çĕнĕ çăпата та çакса янă элчесем çурăм хыçне.
Çĕрле çумăр пĕрĕхсе иртнĕ, утма çăмăл. Çул хĕрринчех тӳпере тăри юрлать, чĕпписене вĕçме вĕрентекен чĕкеçсем, çунаттисемпе питрен килсе çапас пек, аялтах явăнса çӳреççĕ.
Хулана çитсен те кăмăл лайăхчĕ-ха элчĕсен. Вырăссем урам ик айккипе тăршшĕпе улма-çырла йывăççисем лартса тухнинчен, ку йывăçсем умĕн хитре хăма карта тытнинчен тĕлĕнсе чылайччен курса çӳрерĕç вĕсем, вара паян пурĕ пĕр ниçта та кĕртес çук тесе пасаралла пăрăнчĕç. Пасарĕ те чаплă Кăрмăшăн, вăл иртен пуçласа каçчен кĕрлесе тăрать. Суту тума аякри хуласемпе ялсенчен килеççĕ. Чăваш усламçиссм те сахал мар пасарта. Чăвашсене курсан усламçăсем вĕсене тӳрех хăйсем патнелле кăчăк туртаççĕ.
— Килĕр, килĕр, мĕн те пулин илĕр, — юрланă пек сăмахлама пуçлаççĕ çивĕч чĕлхеллескерсем, — çурри укçалла, çурри — укçасăр. Ырă çынсене, хамăр ялсене кĕтмелле те, пĕтмелле те пама пултаратăп. Кăтартăр-ха, камăн мĕнле кăмăл, камăн алли çăмăл...
Халăх ĕçĕпе çӳрекенсем, тем те пĕр туянас пек, пур çĕрте те япала хакне ыйта-ыйта пĕлеççĕ, илме вара — кĕсье тĕпĕ якарах. Çапах та хăйсен чунне йăпатма, усламçăран нимсĕр хăтăлма пĕлеççĕ апăршасем: халь йăтса çӳресси, киле кайнă чух илетпĕр теççĕ.
— Çапла пуль, çапла пуль, — çилленнине кăтартмасăр япалисене вырăнне илсе хурать усламçă. — Арăмсем хытăрах пуль, хăвăр мĕскĕнрех пуль. Каланă тет çав пĕр чăваш: манăн пурте пур: лаши — Хусанта, çуни — пасарта, хăмăчĕ — Васарта тенĕ тет. Килĕр, килĕр, тепĕр чухне килĕр, хамăр ялсем. Лаша пурри — лашапа, лаша çукки — мĕлкепе.
Çывăрма элчĕсем пасарах юласшăнччĕ — май килмерĕ, тĕттĕм пулас умĕн унти халăха пĕтĕмпе хăваласа кăлараççĕ иккен. Вара ирĕксĕрех Сăр хĕррине анмалла пулчĕ. Тепĕр тесен кунта та начар мар — хула тĕлĕнче çыранта çĕмрĕк баржăсем, тавар тиеме килсе тăратнă пысăк кимĕсем темĕн чухлех. Кĕрсе вырт та хутаçна пуç айне хурса хăрлаттар кăна.
Аттеней ку таранччен хăй ĕçĕпе е ял нушипе тӳре-шара патĕнче пулса курманччĕ-ха. Пасарти усламçăсемпе çăвар вылятса, кăмăла йывăра илмесĕр çăмăллăн калаçнăран-ши, кунти çынсем ăна тĕлĕнтерсех пăрахрĕç. Çав тери мăн кăмăллă та капăрчăк, тӳрккес те хаяр иккен воевода çыннисем. Чĕнсе те чĕнмеççĕ-çке иçмасса. Илтсен те илтмĕш пулаççĕ. Виççĕ пычĕ Якăпта темле çут тӳмеллĕ пуçлăх патне, ăна виçĕ хутчен сăмах хушрĕ, лешĕ пуçне те çĕклесе пăхмарĕ. Чĕнмесĕр ларсан-ларсан ура çине тăчĕ, темле тĕрке илсе пӳлĕмрен тухса кайса çухалчĕ. Пур пĕрех тӳсĕм çитерчĕç элчĕсем, кĕтсе илчĕç ăна. Якăпта сăмахне итлесе пĕтермесĕрех пуçлăх ку ĕçпе эпĕ ĕçлеместĕп тесе пĕлтерчĕ, вĕсене урăх çын патне кайма хушрĕ.
Тепĕр пуçлăхĕ те çавăн пекех йышăнчĕ вĕсене, унтан юнашарти пӳлĕме хăваласа ячĕ. Виççĕмĕш пуçлăхĕ сĕтел сунтăхĕнчен темле тĕрке туртса кăларчĕ, ирĕксĕртен тенĕ пек, «хатĕр мар, пăхса тухман сирĕн ĕçе» тесе хуравларĕ.
— Вăхăт питĕ нумай иртрĕ-çке эпир евит хучĕ çырса панăранпа. Мĕнле-ха капла? — ун кăмăлне кăшт та пулин çемçетесшĕн пулчĕ Якăпта. — Хăçан пăхса тухма май тупăр-ши?
— Час мар — терĕ пуçлăх. — Сирĕн пата ĕçе тĕрĕслеме çын çĕнĕрен пымалла. Стряпчий хăй пырать. Ак кунта сирĕн хут çине çырса хунă, кĕнтелемсем çитмеççĕ тесе каланă унта.
— Ара, пирĕн кĕнтелем ялĕпех унта, — хирĕçлеме пăхрĕ Якăпта. — Вăл çĕрсем ĕмĕрех пирĕн ялăн пулнă. Халĕ те...
— Ан янраса тăр, — пӳлчĕ ăна пуçлăх. — Халь вăл çĕрсем сирĕн мар. Вĕсене пĕлтĕрех сиртен илмелле тунă.
— Кама панă вĕсене? Пĕрех хут çавна пĕлесчĕ пирĕн. Пире ял халăхĕ суйласа янă...
— Кама панă тетĕн? — эсир çавна та пĕлместĕр-и вара тенĕ пек, мăшкăлларах ыйтрĕ «çутă тӳме». — Благовещенски мăнастире памалла тунă сирĕн ана-çарана, кӳршĕ ялсенне воевода çыннисем валли касса илнĕ. Мĕскер, эсир мăнастирпе сутлашасшăн-и? — куларах ыйтрĕ пуçлăх.
— Ма сутлашмалла мар? Саккунсăр туртса илнĕ пирĕн çĕре. Хутне ма кăтартмастăр эппин пире ку таранччен? Эпир виçсĕмĕр те элчĕсем пулатпăр. Пире те пулин кăтартăр воевода хучĕсене, — куçа кĕчĕ Якăпта.
— Тархасшăн ара! — сĕтел сунтăхĕнчен тем хулăнăш тĕрке туртса кăларчĕ «çут тӳме». Вăл нумай листана шăлтăртаттарса сирсе тухрĕ, юлашкинчен хăй шыранă хута тупрĕ пулас, юри хыттăн, кашни сăмаха тăсса вулама пуçларĕ:
— «Се яз царь и великий князь Иван Васильевич всеа Русии пожаловал есми Благовешенского монастыря архиманрита Исаию з братеею... в Курмышском уезде селцом Мигино з деревнями, да деревнею Плотинской враг, да лесами бортными ухожаи по реке Суре, рыбными ловли и бобровыми гоны в реке в Суре от речки Курмышки и от речки Урги наниз по Суре по Волгу реку... Дана грамота на Москве лета 7062 февраля в 23 ден». Ак тытсах пăхăр, элчĕсем. Унсăрăн ĕненмĕр тата.
«Çутă тӳме» тĕркене вĕсен еннелле туса сарса хучĕ, элчĕсем грамотăна вулама пĕлмен пирки ăна алăпа тĕккелесе пăхрĕç.
— Тата кирлĕ-и? — ыйтрĕ пуçлăх тĕркене хăй умнелле туртса илсе. — Ак тепĕр грамота. Ку та сирĕн çĕрсем пиркиех. «Грамота Нижегородского воеводы... боярина... год... За молитвы и христианскую службу... пожаловать Благовещенскому монастырю земельные участки по реке Кюльсерма в Курмышском уезде и бортных ухожаев между реками Ургой, Уронгой и Мухиной...» Ак кунта мăнастир çĕрĕсене тĕплĕн çырса кăтартни пур. Ку вырăнсене унта та асăннă: Кюльсерма, Сирекле, Пивелех... Пур-и ун пек ятсем çав таврара?
— Пор, пор, чăваш ячĕсем вĕсем порте. — терĕ Якăпта. — Анчах Чулхула воеводи пирĕн çĕрсене мĕнле хăй тĕллĕн, пиртен ыйтмасăр валеçме полтарать-ха?
— Ун пирки ĕнтĕ эс хăй патне çырса яр, — лĕх-лĕх кулчĕ «çут тӳме». — Темме сиртен ыйтман çав вăл. Килсе ыйтмаллăх пулнă. Халь сутлашăр ĕнтĕ. Чулхулари воеводăна суда паратăр-и-ха?
— Кирлĕ полсан ăна та суда паратпăр, — хăюллăн тавăрчĕ Якăпта. — Халлĕхе эпир мăнастире суда панă. Пăхса тохăр часрах ĕçе.
— Пăхса тухатпăр, пăхса тухатпăр, — терĕ пуçлăх. — Çак кунсенче приказран çын пырать унта. Вăл ыйтса тĕпчет. Эсир хăвăр енчен вырăсла пĕлекен кĕнтелемсене ытларах тăратăр. Унсăрăн вилĕм кунта вырăсла калаçма пултарайман çынсемпе тавлашасси. Ав эсир чĕлхене пĕлетĕр те, сирĕнпе пит лайăх калаçса татăлтăмăр. Çапла-и?
Элчĕсем çапла тесе те, çапла мар тесе те каламарĕç. Якăпта халлĕхе ним çинчен те калаçса татăлаймарăмăр-ха, эс пире патшапа воевода грамотисене çеç вуласа патăн тесе тавăрасшăнччĕ, вăл та асăрхануллă пулчĕ. Ун пек кала-ха, пуçлăх тӳрех урса каять, вĕсене кăптăр-каптăр хăваласа кăларать, тепринче элчĕсене йышăнмасть те.
Приказ çуртĕнчен тухсан элчĕсем ниçта кайма пĕлмерĕç. Çапах та вĕсен пĕлмеллине пĕлмесĕр, халăх хушнă ĕçе тумасăр ята таврăнас килмерĕ.
— Мĕн тăватпăр ĕнтĕ, тăвансем? — аптраса ыйтрĕ Якăпта. — Вайпут патне каймастпăр-и? Вăл хăй ăнлантарса патăр. Тен, ку тиекĕ пире суя хутсем кăна кăтартрĕ?
— Хыпашласах пăхрăмăр-çке.
— Хыпашласа пăхни вăл вуласа пĕлни мар.
— Çапли çапла та-ха. Анчах патша ячĕпе çырни те пур-çке. Вырăс ĕмпĕвĕ çапла çĕр валеçсе ларать-ши вара?
— Хутне ăна вайпут ячĕпе те, патша ячĕпе те çырма пулать-ха, — терĕ Туринке. — Темскер, ĕненес килмест çав, патша ячĕпе хăйсем çырнă пулĕ.
Воевода алăкĕ патне вĕсене çывăха та ямарĕç.
— Хам куртăм, тиек сире кирлĕ хутсене кăтартрĕ, — хăтăрса тăкрĕ пĕр пуçлăхĕ. — Тата мĕн кирлĕ сире? Суда пама пĕлтĕр пулсан кĕтме те пĕлĕр.
Элчĕсем вăра хутаçĕсене йăтса каллех урама тухрĕç, карта çумне апата ларчĕç.
— Улăха каялла илесси пулмасть пек туйăнать, — терĕ Якăпта ĕç мĕнле çаврăнса тухассине малтанах пĕлсе тăнă евĕр. — Пĕр-пĕр мăрсапа, тӳре-шара çыннипе сутлашма полĕ, вайпутпа тавлашма памĕç. Патша хучĕ пор çинче пире никам та хӳтĕлес çок.
— Çав усал Сарриех пуç çапас пулать. Вайпут патне кĕрсе тохтăр.
— Лайăхрах парне парсан ним мар чупса килет, — килĕшрĕ Туринке те.
Яла элчĕсем хулана кайнă чухнехи пек ыррине кĕтсе, хăпартланса мар, хуçăлнă кăмăлпа таврăнчĕç. Хăйсене мĕнле тыткаланинченех туйрĕç ваттисем, вĕсем ял халăхне савăнтармалли хыпар нимех те илсе килеймен. Çапах та сăрьелсем те, кӳршĕ ял çыннисем те алла усса, ана-çаран пĕтрĕ тесе макăрса ларасшăн пулмарĕç.
— Кăрмăшра пулни сахал. Чулхулана çитмелле, унта ĕç тухмасан Мускава, патша патне çитмелле, — вĕрентрĕ чи асли, Туринке аслашшĕ Эптельмен. — Эпир ĕлĕк те яланах Чулхулана çӳренĕ. Çĕршĕн укçа хĕрхенсе ан тăрăр. Анчах çав вайпутсен хутĕнчи йăнăша тупмаллах, тӳрлетмеллех ăна. Пĕр вайпут йăнăшма пултарнă, темиçе ял çĕрне мăнастире пама хушнă. Тепри ăна тӳрлетме тивĕçлĕ.
— Пулать ун пекки, — сăмах тĕртрĕ тепĕр старикĕ, — пĕр патша указ кăларать, тепри ăна пăрахăçлать. Вайпут та турă мар, вăл та çĕр çинчи çынах. Хальхинче ăна суя хута алă пустарнă. Кăрмăшра вăл хута ĕненсе пурăнаççĕ...
Тĕрлĕ енчен сӳтсе яврĕç çĕр ыйтăвне ваттисем. Чулхулана элчĕ вырăнне çавсенех ярас терĕç. Якăпта ваттисен хушшинче питех шавламарĕ, çапах та юлашкинчен сĕнӳ парса пăхрĕ-пăхрех.
— Пирĕн тем тесен те çав Благовещенски мăнастире çитсе килмелле, — терĕ вăл. — Пĕлес пулать, ăçтарах вăл, пиртен инçетре-и, çук-и. Ма ун пекех хапсăнать мăнастир пирĕн ана-çарана?
— Сăр леш енче пулма тивĕç ĕнтĕ вăл усал мăнастир, — хăйĕн шухăшне каламасăр чăтаймарĕ Аттеней ашшĕ. — Темскер илтнĕ пек те, кайса курман çав...
— Ватрас енче пуль е Василь таврашĕнче. Чăнах, çитсе курмалла унта. Сутлашма шутлаççĕ-и пирĕнпе, çук-и? Сутлашма шутлаççĕ пулсан пуçлăхсене, леш вăрăм çилхеллисене, парне памалла мар-и унта халăх ячĕпе?
— Тĕрĕс! Малтан хăйсемпе калаçса пăхмалла! Вара тин Чулхулана каймалла, — пĕр сăмаха килчĕç ваттисем.
Виçĕ кун шырарĕç элчĕсем Сăр леш енче хăйсене шар кăтартакан Благовещенски мăнастирне. Ăна тупас тесе вырăс ялĕсене кĕре-кĕре тухрĕç вĕсем, сĕм вăрманта чылай суптăркаса çӳрерĕç. Никам та татса каламасть ку мăнастир ăçта иккенне.
— Спаскав патĕнче пуль. Илтнĕ те тĕплĕ пĕлместпĕр çав, — терĕç пĕр ялта.
— Макарав çывăхĕнче вăл, çылăхăрсене каçарттарма çавăнталла çул тытăр, ушкуйниксем, — терĕç тепĕр ялта. Сăр тăрăх тăвалла хăпарма сĕнекенсем те пулкаларĕç.
— Эп çол ăнмассине малтанах пĕлнĕ, — терĕ вара Аттеней.
— Мĕнле пĕлтĕн-ха?
— Тĕлĕк кортăм. Осал тĕлĕк. Тем пысăкăш ĕне кӳлĕрен чăмса тохрĕ те утă капанĕ патне пырса тăчĕ. Поçларĕ хайхи утта çиме. Эй, çиет, эй, çиет. Пĕр капан утта йăлт тирпейлесе хочĕ.
— Чăнах, ырă тĕлĕк мар ку, — терĕ Туринке. — Çав ĕне çисе ячĕ пуль ĕнтĕ пирĕн утта.
Виççĕмĕш кунĕнче «ушкуйниксем» çӳллĕ сăрт патне, вăрман хĕрринчи хӳтĕ вырăна пырса тухрĕç. Пăхрĕç — çĕр çулхи хырсен айĕнче, хӳме евĕр тытса çавăрнă карта варринче кивелсе кайнă пысăк çурт ларать. Темиçе хут чĕнсен карта патне хура тутăр пĕркеннĕ хĕрарăм çывхарчĕ. Ку хĕрарăм скитра пурăнакан манах пулчĕ курăнать. Элчĕсем унран мăнастир пирки ыйтрĕç.
— Мĕн аташса çӳретĕр, антихристсем, — вăрçрĕ манах. — Благовещенски мăнастир Чулхулара вăл. Кайăр, тасалăр кунтан!
Вĕсем тасалĕç те-ха, анчах çав тери тĕлĕнмелле хыпар-çке ку: Благовещенски мăнастирĕ Сăр тăрăхĕнче мар иккен — Чулхулара. Аякка килнĕ, пит аякка килнĕ ана-çаран шыраса хĕрес турă çыннисем. Айван элчĕсем вăл мăнастире кунта шыраççĕ! Асапланса пĕтнĕ, йăлт халтан кайнă çул çӳревçĕсем аптраса ӳкнипе малтанлăха пĕр-пĕрне сăмах чĕнме те пултараймарĕç — пуçĕсене сулкаларĕç те лач! сурчĕç, пуçĕсене сулкаларĕç те лач! сурчĕç.
4. Юнкă шывĕ — тăрă шыв
Ахтупай кăçал хĕлле килте сахал пурăнчĕ — Шупашкара тимĕр илме кайсан тĕл пулса паллашнă Кĕпĕрьянпа иккĕшĕ вĕсем кӳршĕ ялсенче кăмака туса çӳрерĕç. Северьянпа пĕрле тимĕрç лаççинче ĕçленĕ пулсан тата лайăхрахчĕ ĕнтĕ, анчах исадсенче тимĕр пама пăрахрĕç-çке, Северьян ахаль те тепĕр чух ĕçсĕр ларать. Кунта эсĕ выçă вилетĕн тесе Кĕпĕрьян ăна хăйне пулăшма юлташа илчĕ. Ахтупай, пур ĕçе те час хăнăхаканскер, кăмака тума та хăвăрт вĕренсе çитрĕ, часах вĕсем ялсенче уйрăммăн ĕçлеме пикенчĕç: пĕри пĕр килте кăмака тăвать, тепри — тепĕр килте. Пуянтараххисем — старостăсем, усламçăсем, хырçă-куланай пуçтаракансем, çĕрпӳ-турхан çыннисем — пурте тенĕ пекех пӳртсене шурăлла тытаççĕ. Çавăнпа вĕсем вырăс кăмаки тутараççĕ. Ун пек çĕре яланах Кĕпĕрьян каять, хура пӳртсенче тата мунча таврашĕнче Ахтупай тăрмашать. Ик эрнере е уйăхра пĕрре вĕсем киле таврăнаççĕ. Таврăнмасан май çук: нумайăшĕ вĕсене кăмака тунăшăн укçан тӳлес вырăнне тĕш тырă е кĕрпе-çăнăх пăрать. Кĕпĕрьянăн халь килне пырса кайма тепĕр сăлтав та пур: чăваш ялне килсе вырнаçнă вырăс çемьеллĕ пулса тăчĕ. Çулталăк ытла ĕнтĕ вăл Яхуте хĕрĕпе Эрнеçпе пурăнать. Хĕлле кайсан Кĕпĕрьян Ахтупайпа Северьяна хăнана та чĕннĕччĕ — Эрнеç ывăл çуратса панă та, вĕсем ăна ваттисен йăлипе ят хучĕç.
Çĕр-шыв типсен Ахтупай яла чылайлăхах таврăнчĕ. Ашшĕ питех те ватăлса çитрĕ унăн, Иливана турхан темиçе кунлăха та киле ярасшăн пулмарĕ — ака ĕçĕсене Ахтупайăн пĕтĕмпе хăйĕн тума лекрĕ. Киленсе ĕçлерĕ вăл уйра. Ака пуç тытса чылай ывăнчĕ пулин те чунĕпе канчĕ. Ăна савăнтараканни, ун кăмăлне уçаканни Эрнепи пулчĕ. Иртен пуçласа каçчен унпа пĕрле тăрăшрĕ вăл: кунтăкпа тырă акрĕ, сӳрелерĕ, килтен апат-çимĕç йăтрĕ. Нумай, пит нумай пулатчĕ вĕсем ана пуçне сарнă пĕр сăхман çине çапла юнашар ларса апат çименни. Тыткăнран таврăнсан пĕр-пĕрне ăнланса пĕтереймерĕç вĕсем, Ахтупай Хусан çулĕ çинче пĕрререн пĕрре кӳрентерчĕ те Эрнепие, арăмĕ ăна каçарма пултараймарĕ. Çитменнине тата Эрнепи хуйхăпа, выçлă-тутлă пурăннипе çав тери хавшаса, начарланса çитнĕччĕ. Ак халь вăл сывлăхран та юсанчĕ, çамрăк чухнехи пек, унпа тан арçын ĕçне хутшăнма пуçларĕ. Ĕлĕкхи ачаш та илĕртӳллĕ сăн кĕчĕ ăна, куçсем çуталчĕç, çӳлти таса тӳпе пек, кăн-кăваккăн курăнакан пулчĕç. Ашшĕ систерни пулăшрĕ пулмалла çав Ахтупая, вăл хăйне тăлласа тăракан иккĕленӳлĕхе сирсе пăрахма вăй çитерчĕ. Ытла тӳрĕ каларĕ çав чирлĕ выртакан ашшĕ ун чух, ун сăмахĕсем Ахтупая пушăпа туртса çапнă пекех пырса тиврĕç.
— Ывăлăм, — терĕ вăл ăна хăй патне чĕнсе илсе, — тен, эп çапла выртсах вилсе те кайăп. Ман сана каламалли сăмахăм пур.
— Кала, атте, — терĕ Ахтупай.
— Сăнатăп та, эс пит кӳрентеретĕн Эрнепие. Унпа этемле калаçма та манса кайрăн пулас. Пĕр ăшă сăмах çук санăн ун валли. Элле ман кин начар-и? Элле ман кин мĕнле те пулин айăпа кĕчĕ-и? Санăн ăна, ывăлăм, алă çинче йăтса çӳремелле. Эс ăна макăртатăн. Ăнман çын эсĕ, чунсăр этем...
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...