Сĕве Атăла юхса кĕрет. Иккĕмĕш кĕнеке :: Пиллӗкмӗш пайӗ. Ҫармӑс ҫинче ҫар вылять
— Макăртмастăп-çке, — тӳрре тухма хăтланнăччĕ Ахтупай. — Эп ăна ним те туман. Алăпа та тĕкĕнмен.
— Çынна макăртма ун сине алă хума кирлĕ мар. Чунсăр пулни, сивĕ сăмах калани патакран та хăрушă. Куратăп ĕнтĕ, вăл ялан йĕрет. Куçĕ типме те пĕлмест. Мĕнле намăс мар сана çынна çапла этемлĕхрен кăларма? Арăмупа чиперех пурăнса ирттер, акă манăн юлашки сăмахăм...
Ку ĕнте пил сăмахĕ вырăнне пулчĕ курăнать. Ун пек пулсан эп сана пил те памастăп тенĕ пекех янăрарĕç вĕсем хăлхара. Сываласса сывалчĕ ашшĕ, халь вăл патак çине таянса хире те тухкаласа çӳрет, анчах ывăлĕн чĕринче вăйлă йĕр хăварчĕç ку сăмахсем. Килте те, ялсем тăрăх çӳренĕ чухне те нумай аса илнĕ вĕсене Ахтупай.
Çуркунне, çуна çулĕ пăсăлас вăхăтра, Ахтупай арăмне вунă çухрăмри яла лавпа пыма хушрĕ. Икĕ кун тытрĕ ăна ют çын патĕнче, хăйĕн чунĕ çемçелнине кăтартса парасшăн пулчĕ. Тен, ĕлĕкхи пекех туслашса çитеймерĕç пуль вĕсем пĕрле кăмака тунă хушăра, çапах чĕрери пăр самаях ирĕлчĕ. Упăшкипе арăмĕ пĕр-пĕрин çине пăхса кулакан пулчĕç. Ĕç хыççăн çăвăнса тасалнă хушăра та, илнĕ пек тырра, кĕрпепе пыла йăтса таврăннă чухне те пĕр-пĕрне пулăшма тăрăшрĕç. Пĕр киле çĕнĕ пӳрт ĕçкине çаклансан иккĕшĕ ура хуçса ташласа кăтартрĕç-ха тата.
Этем кăмăлĕ вылянчăк япала çав. Ăшă сăмах кала çынна — çемçелет вăл, сивĕ сăмах кала — хытать. Ахтупай пурнăçĕнче тем те курнă, вунă çын тӳсменнине тӳссе ирттернĕ Эрнепишĕн ялан ăшă сăмах шырарĕ. Çынна юратнă, хисепленĕ чух ун пек сăмаха шырама та кирлĕ мар иккен, вăл хăех тупăнса пырать.
Ашшĕне вăл чĕрере тав турĕ çеç. Сăмахĕсене виличчен манмасла астуса юлчĕ: «Элле ман кин начар-и? Элле ман кин мĕнле те пулин айăпа кĕчĕ-и?» Унăн кинĕ... Эрнепие ывăлĕ мар, ашшĕ суйласа илнĕ тейĕн çав.
Ака вăхăчĕ кăçал ункайлă килчĕ. Çумăр вăхăтра çурĕ, тăпрана сивĕ çил типĕтмерĕ.
— Тăпра лайăх пиçнĕ, — терĕ пĕррехинче Ахтупай апат çисе ларнă хушăра хăй сухаласа пăрахнă ана çине савăнăçлăн пăхса. — Çуртри ăнса пулмалла пек.
— Ыраш калчи те селĕм, Ахтупай, — çамрăк чухнехи пек, ятран чĕнсе евеклĕн каларĕ арăмĕ.
— Пĕлетни, мĕн çинчен шутлатăп эп, Эрнепи?
— Мĕн çинчен-ха?
— Тыр-пул чипер пулсан ăна пуçтарса кĕртетпĕр те виççĕн е тăваттăн Хусана каятпăр.
Арăмĕ, ĕненмен пек, ăна куçран чăрр пăхрĕ.
— Эп сана кун пирки тахçанах каласшăнччĕ, — хурлăхлăн тавăрчĕ вăл. — Анчах виççĕн е тăваттăн каясси пулас çук. Иккĕнех кайса килетпĕр, Ахтупай.
— Иккĕн те юрать. Усламçăсемпе çыхланатпăр та ним мар çитсе килетпĕр. Лавпа тăк — лавпа, кимĕпе тĕк — кимĕпе.
— Эп çуран утма та хатĕр. Халь ман вăй пур — хăрамастăп. Темскер чун сисет, тупассăнах туйăнать Нургалие.
— Тупатпăр, — хăпартланса каларĕ Ахтупай. — Таçта та çитетпĕр, йĕрĕ çине ӳкетпĕрех.
Ахтупай аллине тăсса арăмне ура çине тăма пулăшрĕ. Нумайччен вĕçертмерĕ Эрнепи ун аллине. Сăмахпа ним те каламарĕ хăй, анчах упăшки сисрĕ, ку ĕнтĕ арăмĕ ăна пуриншĕн те, пуриншĕн те каçарнине пĕлтерчĕ. Ахтупай вĕсем патне ашшĕ çывхарнине асăрхарĕ те каллех ун сăмахĕсене аса илчĕ. «Элле ман кин начар-и?..»
— Пĕтрĕ-и? — ыйтрĕ ашшĕ пырса çитсен.
— Пĕтрĕ, — терĕ Ахтупай. — Эпир ĕнтĕ Эрнепипе ака апачĕ те турăмăр.
— Аннӳ ака яшки пĕçерет унта. Пĕтрĕ пулсан часрах килччĕр терĕ.
Иштерек вĕсемпе калаçнă хушăра çĕрте выртакан михĕ патне пычĕ, аллине чиксе ярса унта мĕн пуррине тĕрĕслерĕ.
— Пур, пур, пӳлмелĕх те юлнă, — терĕ хăй савăнăçлăн. — Çитсен куна пӳлмене каялла сапăр вара. Эп ыраш пуссине кĕрсе тухасшăн.
Тепĕр кунне вĕсем сăра пĕтиччен тесе килте ут хăрпань çăкине пăтăпа чӳклерĕç. Ашшĕпе ывăлĕ картишĕнчи ват çăка айне сарлака сĕтел вырнаçтарса лартрĕç, çăка аялти тураттинчен тĕрлĕ апат-çимĕç тултарнă пĕрне çакса ячĕç. Чечекпи аслашшĕ хушнипе Иливана чĕнме чупрĕ.
Иливан та çитнĕччĕ ĕнтĕ, амăшĕ сĕтел çине пĕр хуран вĕри пăтă, пĕр чашăк çăмарта лартнăччĕ, анчах кил-йышпа йĕркеллĕ ĕçсе-çисе чӳк ирттересси пулмарĕ. Чечекпи хăй хыççăн хапхана питĕрмен иккен те, хыттăн калаçнине илтсе-ши е çуллă пăтă шăршине туйса картишне хура та вăрăм тумтир тăхăннă игумен кĕрсе тăчĕ. Неофит игумен яла виçĕм кунах килнĕччĕ-ха, ĕнер ял халăхне пуçтарса хĕрес тĕнĕ пирки проповедь те ирттернĕччĕ, анчах кайнипе кайманнине никам та пĕлмен-çке. Кайман эсрелĕ, ак каллех чӳк ĕçкине пăсать ĕнтĕ. Кăçал çулĕ çавăн пек ăнăçсăр-ши е вырăс турри хăйĕн хăватне кăтартать-ши, чиркӳ çыннисемпе çар çыннисемсĕр нимпе те чӳк ирттерме çук.
— Кунта та чӳк тăваççĕ киремете ĕненекенсем! — çухăрса ячĕ игумен, такам хăвалас пек, хапхана яри уçса пăрахса. — Миçе киле çитрĕм — пур çĕрте те киремете пуç çапаççĕ.
Ун патне лăкăшт-лăкăшт пускаласа Иштерек пырса тăчĕ.
— Ан вăрç-ха, игумен атте, — сасси питерĕннипе хăрăлтатса калаçрĕ вăл. — Эпир темле усал ĕç тумастпăр, хамăр кил-йышпа çеç ларатпăр сĕтел хушшинче... Пирĕн лаша пур, ваттисен йăлипе ут хăрпанĕ ирттерес терĕмĕр.
— Юрамасть киремете пуç çапма, юрамасть! Пирĕн Христос çилленет уншăн. Вырăс патшалăхĕнче пурăнакансен чиркӳ уявĕсене çеç уявламалла. Тăкăр йăлтах сĕтел çинчи ĕçме-çимене. — Хăй шăлса пăрахас пек, вăл сĕтел патне çывхарчĕ. — Христос турă ячĕпе калатăп: ман куç умĕнчех силлĕр пĕтĕмпе çерем çине.
Ашшĕ хирĕç нимех те калайманнине кура сĕтел хушшинчен майĕпен Ахтупай тухрĕ, тĕреклĕскер, пĕвĕпе Неофит игументан икĕ хут çӳллĕскер, ун çулне пӳлчĕ.
— Тухса кай, игумен атте, халех тасалнă пул! — уçă хапха еннелле кăтартса кăшкăрчĕ вăл. — Эпир хĕрес турă тĕнне йышăнман, пире унпа хăратса ан çӳре.
— Вырăс çĕрĕнче пĕр тĕн кăна пулмалла, Христос тĕнĕ. Киремете пĕтеретпĕр, йăхĕ-тымарĕ-мĕнĕпе пĕтеретпĕр! Тăкатри ку ĕçме-çимене, çук-и?
Игумен Ахтупайран пăрăнса пăтă хуранĕ патне сиксе ӳкрĕ. Анчах хурана хăлăпран çаклатма ĕлкĕреймерĕ, çав вăхăтра Ахтупай ун-кун пăхкаларĕ те ал айĕнче ним çукран вăрăм тенкел çинче выртакан кĕслене ярса илчĕ, ăна ик кĕтессинчен тытса, пăр таткине пенĕ пек, игумена пĕтĕм вăйпа пуçран шанлаттарчĕ.
— Ак сана!
Кĕсле хăмисем хăпăна-хăпăна тĕрлĕ еннелле чăл-пар саланчĕç. Игумен пуçне ик аллипе хупласа хапха еннелле чупрĕ. Ахтупай ăна хăваласа çитсе пĕрре-иккĕ чышкă парасшăнччĕ — хапхаран игумена хирĕç Северьян кĕни кансĕрлерĕ.
— Тарчĕ, тарчĕ, ан хăвала, — терĕ тимĕрçĕ Ахтупая картишнелле тĕртсе. — Çынни çапмалăх çук, ан тив ăна.
— Хăй качака путекки пек кăна, çухăрать вара, ай-ай-ай... Ав кĕслене ватрăм çав усалшăн. Пĕтрĕ Ятламас парни.
— Ан кулян, Ятламасăн тата нумай унта...
— Пĕр вырăс кайрĕ, тепри — килчĕ, — хапхана шал енчен тĕкĕлесех хучĕ Иштерек. — Ларăр халь сĕтел хушшине. Пăтта ăна тăкма пĕçермен, çиме пĕçернĕ. Атя, Северьян, атя...
Ялти нумай çыншăн вăл кун çапла шавлă пуçланчĕ, шавлă пĕтрĕ. Чылай киле кĕрсе çуйăхашнă иккен вăл кун игумен, чылай çĕртен ăна ĕнсе чикки парса кăлара-кăлара янă.
Кăнтăрла иртсен ял халăхне — кил пуçĕсене пурне те — хурал пӳртне чĕнтерчĕç. Хурал пӳртне пымалла тесен кашни пĕр сăмахсăрах ăнланчĕ — куланай пуçтарма килнĕ.
Сĕве хулинче вырăссене тупа тунă хыççăн пăртак сывлăш çавăрнăччĕ-ха ял çыннисем, ик-виç çул çав ясак тенине тӳленĕ-тӳлемен пурăннăччĕ. Патша сăмахне питех тытмарĕç вырăссем, ылтăн пичетпе çирĕплетнĕ грамотăра каланă пек, виç çуллăха хăтармарĕç ясакран, çапах çăмăллăхĕ пăртак пулчĕ-пулчех курăнать, ĕлĕк ялсем тăрăх хан эшкерĕ тустарса çӳренĕ пек, çар çыннисем килсе сехрене хăпартмарĕç. Çывăхри тата çул хĕрринчи ялсенчен вырăссем пуринчен ытла выльăх апачĕ — утăпа сĕлĕ — турттарчĕç.
— Пуçланать пулас каллех, — терĕ Иштерек атма-сĕрекесемпе аппаланакан Ахтупай патне кăштăртатса пырса тăрса. — Эс илтрĕн-и çак, Ахтупай? — ыйтрĕ вăл.
— Илтрĕм-çке, — пĕрре те тĕлĕнмен пек хуравларĕ ывăлĕ. — Эс — кил пуçĕ, хăвах каян пуль, атте?
— Манран пулмасть. Темскер, аптрарăм-ха. Сывлăш пӳлĕнет. Кайса кил, ывăлăм.
— Мĕн чухлĕ тӳлеттереççĕ-ши ĕнтĕ?
— Çынпа тан пулĕ. Калĕç унта. Эс темскер чĕрре ан кĕр хăвна чĕнсе кăларсан. Шăпăрт пул. Карма çăварсем кăшкăрччăр, эс ан шарла.
— Калаçма пĕлĕп-ха, — терĕ Ахтупай. — Иливаншăн пур пĕр тӳлеместпĕр, атте.
— Уншăн Тукай хăй тӳлеме тивĕç. Тарçăшăн ялан хуçа тӳлет.
— Асту, тӳлет сана. Унтан ясак ыйтмаççĕ. Вырăссем кайсан вăл хăй тепĕр хут куланай сăптăрать ак ял çыннисенчен.
— Юрĕ, Иливаншăн ан тӳле. Кала, вăл турхан тарçи те, — вĕрентрĕ ăна ашшĕ.
Тукай ялĕнче хурал пӳрчĕ пĕчĕкрех çав. Пĕтĕм ялĕпе пуçтарас пулсан унта халăха чышса тултарсан та шăнăçтараймастăн. Хальхинче пуçлăхсем тĕрĕс тĕшмĕртнĕ — хӳтĕ вырăна сĕтел лартнă та халăха пӳрт хыçне çерем çинех вырнаçтарнă. Ларас килсен куклен те лар, тăрас килсен — тăр тенĕ ĕнтĕ. Ларакансем кунта ваттисем çеç, ыттисем, туй курма килнĕ çынсем пек, шăкăр тăрса тухнă.
Ахтупай хăйсен пус килĕсене курчĕ те вĕсен хушшине кĕрсе кайрĕ, мĕнле тӳре-шара килнĕ-ха тесе малалла кармашса пăхрĕ. Сĕтел хушшинче такам та пур унта — староста, тиек, тăлмач, куланай пуçтаракан виç-тăватă вырăс çынни. Ак пухăва Тукай килсе кĕчĕ, çынсене тĕрткелесе вăл та сĕтел патнеллех иртрĕ.
Староста малтан тиеке сăмах пачĕ. Тиек халăха ясак мĕн чухлĕ тата мĕнле йĕркепе тӳлемеллине ăнлантарса пачĕ. Малтисем: «Чăвашла кала! Ăнлансах пĕтерейместпĕр!» — тесе кăшкăрашрĕç. Тиек чăвашла пĕлмест иккен, ун сăмахĕсене тăлмач куçарса пыма тытăнчĕ.
— Ха, ĕç тупнă хăй валли, — кулчĕ Ахтупайпа юнашар тăракан Теней. — Чăваша чăвашла куçарса парать те çавăншăнах укçа илет. Хăй ясак тӳлемест пулĕ-ха, эсрел...
— Ан шавла, Теней, — чарчĕç ăна кӳршĕсем. — Ак ăнланмасăр юлатăн та ытларах тӳлесе яратăн.
Ăнланмалла марри кунта нимех те çук иккен. Ясак ясаках — илекен тупăшăн вуннăмĕш пайĕ. Анчах унсăр пуçне тĕрлĕ хырçă-марçă пит нумай-çке: çĕр хапласĕ, кăлтăк укçи, сулăм укçи, каçу укçи, мăрье укçи. Пуриншĕн те куланай илесшĕн хысна: ĕçкĕ ĕçнĕшĕн те, вăрманта пыл пуçтарнăшăн та, сунара çӳренĕшĕн те, пулă тытнăшăн та.
— Кусем тутарсенчен те ытларах сăптăрасшăн курăнать, — каллех чăтаймарĕ Теней. — Лешсем пĕр хут тире сĕветчĕç, кусем — ик хут тире сӳме шутлаççĕ. Айтур, мĕнле пурăнмалла кун пек?
Малалла тиекпе тăлмач мĕн калани нимĕн те илтĕнмерĕ, халăх кĕрлесе шавласа кайрĕ. Сулăм патакĕ — тăмха — пирки ăнлантарчĕç унта, хырçă-куланая тӳлесе татмасан ят çĕрне тӳртса илессипе хăратрĕç. Ахтупайпа ун кӳршисем хăшне-пĕрне ăнланса та илеймерĕç. Тукай каланине çеç кăшт хăлхана чиксе юлчĕç вĕсем.
— Ясака вăхăтра тӳлемелле, ял-йышсем, — ӳкĕтлерĕ вăл хулăн сассине хĕрхенмесĕр. — Вăхăтра тӳлемесен е кутăна персе пачах тӳлемесĕр тăрсан яла йывăр килет, мĕншĕн тесен вĕсемшĕн ял халăхĕн тӳлеме лекет. Староста тĕрĕс каларĕ, ясак паманнисене нимле хĕрхенӳ те пулмалла мар. Илтрĕр пуль, вăл хулă пирки те астутарчĕ. Çырма тăрăх хăва нумай пирĕн. Ак хыçрах хурăн ларать. Çавăн тураттисенчен çурăм тăрăх шутарма хулă касмалла ан пултăр ĕнтĕ, ял-йышсем.
Итлессе чиперех итлерĕç те тавăрма та лайăх тавăрчĕç сăмахпа турхана. Ахтупайпа юнашар тăракан Теней тахăш вăхăтра вĕсенчен пăрăнса кайма та ĕлкĕрнĕ, пĕчĕкскер, хытанкаскер, капан пек сарăлса тăракан Тукай умне сиксе те тухрĕ.
— Мана пĕр-ик сăмах калама юрать-и, турхан? — аллине сулса илчĕ вăл.
— Кала ара, мана мĕн, — терĕ Тукай хăйĕн вырăнне ларса.
— Юрамасть! — кăшкăрса ячĕ çавăнтах тиек. — Эсир мĕн, патша указне сӳтсе явасшăн-и? Сăмах памастăп сана, ял куштанĕ! Тасал, тасал сĕтел кутĕнчен!
Тенее ял çыннисем пĕлеççĕ — вăл сăмах илчĕ пулсан хăраса тăмасть, калас пеккине йăлт калать. Хальхинче те çавăн пекех пулса тухрĕ. Теней, вĕçсе каяс пек, ик аллипе те хăлаçланса илсе хыттăн кăна ӳсĕрчĕ — хăй пĕчĕк пулин те сасси хулăн унăн, тĕреклĕ, вăкăр пек мĕкĕрмелĕх те хăват çитермелле.
— Эс, тиек, ытла ан кăшкăр, — пуçларĕ вăл сăмахне. — Эпир ялта хурал таврашĕ ирттерсе курнă. Пире пухма пĕлтĕн пулсан, итлеме те пĕл, ăнланманнине ăнлантарса пар. Тăлмач, куçарса пар эс ăна ман сăмахсене. Сана уншăн укçа тӳлеççĕ...
Теней тăлмач çине пăхса кулса илчĕ.
— Ясакне тӳлĕпĕр-ха ăна. Анчах пире малтан çакна ăнлантарса парăр. Иван ĕмпӳ пире вырăссем майлă пулнăшăн виç çула ясакран хăтарчĕ. Эпир вăл çăмăллăха курмасăрах юлтăмăр. Ман шутпа, кăçал вĕсен пиртен нимле ясак та илмелле мар. Тепĕр çул килччĕр ясак ыйтма, кăçал тӳлеместпĕр.
— Тӳлеместпĕр!
— Тӳлеместпĕр!
— Патша пире çăмăллăх панă! — пĕтĕм яла илтĕнмелле кĕрлерĕ пуху.
— Ку мĕскер? Ку бунт! — сиксе тăчĕ тиек. — Эп сирĕн яла çар чĕнтеретĕп!
Тукай ăна вырăсла тем каларĕ. Нимле бунт та пулмасть, ан хăра терĕ курăнать.
— Пунт тени пăлхав тени пулĕ-ха вăл, — малалла калаçрĕ Теней. — Пăлхав вăл кунта мар, тиек, пăлхав вăл Чалăм патĕнче. Сана эп пăлхавçăсене пусарма Чалăма кăна янă пулăттăм та çав...
Халăх кăшт асăрханарах пулин те ахăлтатсах кулса ячĕ. Тиек тăлмачран вăл мĕн каланине ыйтса пĕлчĕ те кăвакарса кайрĕ, çапах хальхинче Тенее чармарĕ. Лешĕ вара калаçнăçемĕн хăюлансах пычĕ.
— Пирĕн турхан кунта ясак тӳлемесĕр кутăнлашса тăракансем çинчен каларĕ. Эпĕ тӳре-шара çынни мар, сана вĕрентеймĕп, çĕрпӳ, анчах мĕн чухлĕ пурăнатăп çĕр çинче, ял çыннисене те пурне те лайăх пĕлетĕп, ку таранччен ун пек çынна курман. Чипер ăслă çын кутăнлашса йĕмне антарать-ши вара, хулă айне кĕрсе выртать-ши? Ну, хулли-масарĕ темскер мар-ха вăл, ăна ĕлĕк те тӳснĕ, ӳлĕмрен те чăтса ирттерĕпĕр. Эс ак çакна кала-ха, турхан, ял халăхне: ăçта санăн ĕмпӳ панă крепь хучĕ? Ăçта пытарса усратăн ăна? Ма никама та кăтартмастăн? Кала çавна паян. Пĕтĕм халăхпа ыйтатпăр. Тархасласа ыйтатпăр санран. Чăваш ĕмпĕвĕ тесе сана панă теççĕ-çке ăна...
Хурал шăп пулчĕ. Пурте Тукай мĕн каласса кĕтрĕç. Тиек Теней мĕн каланине ăнланса пĕтермесĕр унталла-кунталла пăхкаларĕ.
— Ма чĕнместĕн, турхан? Ăçта çав крепь хучĕ? — çине тăчĕ Теней.
— Крепь хутне кăтарт!
— Крепь хучĕ кирлĕ!
— Ăна патша халăха панă! — илтĕнчĕç сасăсем.
Тукай, хăйне тĕлĕнмелле йывăр ĕç хушнă пек, хиркеленсе ура çине тăчĕ.
— Ну, Тене-ей, — терĕ вăл пуçне пăркаласа. — Чăнах та пăлхавçă пекех калаçатăн эс паян. Ял халăхĕ ясак тӳлемесен асту вара, чăт. Вырăс тӳре-шари сан чĕлхӳне кассах татать. Хачăпа-и, çĕçĕпе-и, кăчăрт! çеç тутарса илет.
— Ан хăрат, — терĕ Теней. — Эп ăна унччен хамах çăтса яратăп.
Тукай Тенее чарăнма хушрĕ.
— Крепь хучĕ пирки сире ак мĕн калам, ял-йышсем. Ăна эпир Сĕве хулинчен таврăнсан Тури çармăс мăрсине Акпарса патăмăр. Вăл çухатмалла ан пултăр тесе крепь хутне çĕр айне чавса чикрĕм терĕ. Пĕлтĕр Алттыш çĕрпӳпе ыйтнăччĕ унран, çухалман, ăçта хунă, çавăнтах выртать терĕ.
Кун пек калани халăха çырлахтармарĕ. Унта та кунта кăшкăрма пуçларĕç.
— Эс илсе килсе кăтарт!
— Крепь хучĕ çĕр айĕнче выртать — вырăссем пире ясак тӳлеттереççĕ!
— Ăна Акпарса паман, халăха панă!
— Тăхтăр, каласа пĕтерем, — терĕ турхан. — Акпарс шанчăклă çын терĕмĕр ĕнтĕ. Вăл манпа пĕрле Мускавра та пулнă. Çармăс мăрсине Иван ĕмпӳ пит лайăх пĕлет. Сĕве хулинче ĕмпӳ ячĕпе çав хута Шигалей хан Акпарса тыттарчĕ. Вăлах киле илсе таврăнчĕ ăна. Эп Акпарс килĕнче темиçе хутчен те пулса курнă. Ун ялĕ Нушинал ятлă. Хитре вырăнта, Юнкă шывĕ хĕрринче ларать. Кайма инçерех ĕнтĕ, çĕр çухрăма яхăн, анчах тĕкĕрçĕсем ытларах илсе çитсе килме пулать. Пĕччен-иккĕн тухса кайма хăрушăрах пуль. Нушиналтан çав пăлхавçăсен хули-крепоçĕ инçех те мар. Килĕшетĕр пулсан атьăр, тыр вырма тухиччен кайса килер. Каяс пулсан мана сахалтан та пĕр вунă çын кирлĕ пулать, мĕншĕн тесен крепь хутне пăлхавçăсене парса хăварсан эсир тӳрех мана айăплама тытăнатăр.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...