Сĕве Атăла юхса кĕрет. Иккĕмĕш кĕнеке :: Пиллӗкмӗш пайӗ. Ҫармӑс ҫинче ҫар вылять
— Каймалла! — кăшкăрчĕç çынсем. — Маттур йĕкĕтсене ытларах илмелле те каймалла!
— Эппин, ыранах çула тухатпăр, — терĕ Тукай. — Анчах астăвăр, ял-йышсем, вăл хут халь вырăссене кăтартсан та сире ним те памасть. Ăна илнĕренпе виçĕ çул ытла иртнĕ.
— Пур пĕр кăтартатпăр!
— Çăмăллăх илетпĕр ăна кăтартса!
— Сан аллунта пултăр вăл ӳлĕмрен!
Малалла каллех тиек калаçрĕ. Сăмах каламарĕ вăл, камăн мĕн чухлĕ ясак, тĕрлĕ хырçă-куланай тӳлемеллине пĕлтерсе тухрĕ. Пуху пĕтнĕ тĕле хурал пӳрчĕ патне темиçе лав пырса чарăнчĕ, куланай пуçтаракансем ял тăрăх кайрĕç. Çынсем пуçĕсене усса килĕсене саланчĕç. Ахтупай васкамарĕ-ха, вăл турханпа ясак тӳленĕ чухне Иливан тӳпи кама тивесси пирки сăмахласа пăхасшăн пулчĕ.
Тукай ял халăхне улталама пултараймарĕ: ытла нумайранпа кăшкăрашаççĕ таврари ял çыннисем крепь хутне кăтарт тесе. Арăмĕпе мăнукне макăртсах (лешсем турхана пăлхавçăсем ярса тытасран хăрамаллипех хăраса ӳкнĕ) вăл хăй суйласа илнĕ вун икĕ тĕкĕрçĕпе çула тухрĕ. Унăн та, тĕкĕрçĕсен те телей пулчĕ: Шупашкара çитиччен вĕсем казаксен ушкăнĕпе пĕрле пычĕç. Шупашкартан иртсен аслă çултан пăрăнас терĕç. Иккĕмĕш кунĕнче турханпа ун çыннисем Юнкă шывĕ хĕррине çитрĕç. Çакăн чухлĕ йышпа пырса кĕрсе Акпарса хăратса пăрахас мар тесе лашасене çулнă çаран çине тăлласа ячĕç, çыран хĕррине вучах чĕртрĕç. Нушинал ялĕ куç умĕнчех ĕнтĕ, турханăн кăшт сăрта çеç хăпармалла. Тукай тăрна куçĕ пек тăрă шыва ытараймасăр салтăнчĕ, ĕхлетсе пĕве хыçне сикрĕ, чылайччен ишсе çӳресен тин тумланса яла кайма хатĕрленчĕ. Анчах сăрталла пăхрĕ те пĕр вырăнта хытса тăчĕ. Тĕкĕрçĕсем те сывлама пăрахнă пек пулчĕç: ялтан темĕн чухлĕ халăх кĕпĕрленсе анать, малта тупăка хунă вилнĕ çынна йăтса пыраççĕ. Кайра — йĕнерленĕ утсем, вĕсене çамрăксем чĕлпĕр вĕççĕн çавăтнă.
— Чаплă çынна пытараççĕ, — терĕ тĕкĕрçĕсенчен пĕри.
— Акпарса пытараççĕ, — майĕпен çеç каларĕ Тукай. — Вилнĕ пирĕн Акпарс. Мамич-Бердей çыннисем вĕлернĕ ăна. Çавсем пăтратасшăн Юнкă шывне...
Вĕсем çултан чылай аякка пăрăнчĕç те вилнĕ çынна пытарма тухнă халăх хăйсем патне çывхарасса кĕтме тытăнчĕç.
5. Пултран-пасар
Çуллахи чи хитре вăхăт — çимĕк çитрĕ. Çамрăксем каçсерен урама тухса вăйă выляма пуçларĕç. Вĕсен янравлă сассине илтет те Иливан, ун чунĕ хурланса килет. Эх, мăнтарăн тарçă пурнăçĕ тет вăл хăйне хăй, тантăшсемпе пĕрле савăнса юлма та çук-çке çын аллинче. Тăрăнса ӳкиччен ĕçле те кайăк ыйхипе çывăр. Хĕвелтен малтан тăр та хĕвел ансан вырт.
Çимĕк, çимĕк! Сăмахĕ мĕнле çепĕç те хитре! Кайăк чĕвĕлтетнĕ пекех илтĕнет вăл Иливана. Курать каччă, пахча хыçне сенĕк йăтса тухсан та пулин курать: çамрăксем вăрмана çӳреççĕ, улăха анаççĕ. Урамра тĕттĕм пулсан хап! та хап! тесе ташлани илтĕнет. Иливан пĕччен чух витере çеç ташланă çав, ăна ку таранччен никам та туя, çĕн хăтана чĕнсе курман, каччă пулса ӳссе вăл ку таранччен çынна ташласа кăтартман.
Вăйă тени вăл — ыттисемшĕн — уншăн мар. Иливан пĕччен юрлать, пĕччен ташлать. Çавăнпа пуль хăй илтнĕ пĕр юрă сăмахĕсем ялан аса килеççĕ ăна:
Шурă Атăл пăрĕ шурă сахăр пек,
Хăш еннелле юхса кайрĕ-ши?
Пирĕн вун çич çулхи çамрăк ĕмĕр
Хăш еннелле иртсе кайрĕ-ши?
Иливан вун çиччĕре мар-ха, кăшт аслăрах, çапах та ку юрра шăп та шай Иливан пирки хунă пек туйăнать ăна.
Ĕнер Сарье патне каллех Чечекпи чупса килчĕ. Пĕлет-ха Иливан, турхан мăнукĕшĕн мар, нимрен ытла пиччĕшне курас тесе килчĕ вăл.
— Эс манса кайман-и çак, Иливан? — терĕ йăмăкĕ картишне кĕнĕ-кĕмен. — Çимĕк каçĕ кĕçĕр. Пыратăн пуль киле?
— Темле çав, — ассăн сывласа тунсăхлăн тавăрчĕ пиччĕшĕ. — Ыйтса пăхман.
— Вара киле пĕр самантлăха пыма та хуçаран ыйтмалла-и?
— Чĕн пушă тутанса пăхас тесен ыйтмасан та юрать.
— Çапать-и? Арçын арçынна чĕн пушăпа çапать-и? — ĕненмен пек ыйтрĕ йăмăкĕ.
— Çапмасть, сулса кăна ярать. Пушши сывлăшра чашлатса илет те çурăм çине ӳкмест те.
— Юрĕ, ыйтсах пыр, — терĕ Чечекпи тек кун çинчен сăмахласшăн пулмасăр.
Иливан хуçа пĕр-пĕр ĕçпе картишне тухасса чылайччен сыхларĕ, ыйтса та пăхрĕ унран. «Çимĕк ыран тин пуçланать халь. Пин хут та кайса килĕн», — терĕ те урăх пĕр сăмах та чĕнмерĕ Тукай. Теттĕм пулсан, çывăрма выртас умĕн, Чечекпи ун умне пĕр чашăк пăтă лартрĕ. Çапла вăл килте пĕçернĕ çимĕк пăттине çын патĕнче тутанса пăхрĕ.
Пăтти темскер мар-ха вăл, çын унсăрăн та выçă вилес çук, чăн кӳренмелли çимĕк хыççăнхи тепĕр эрне кун пулса иртрĕ. Ку кун тури чăвашсем ялăн-ялăн пухăнса пур çĕрте те «пултран-пасар» ирттереççĕ. Ячĕ тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕ вăл уявăн: кушар, пултран пасарĕ, пултран таппи, çимĕк вăййи, çимĕк ярмăркки тата ытти те. Атăл çывăхĕнче пурăнакансем уява Сĕмĕл çывăхне, улăха пуçтарăнаççĕ. Чăвашсем çеç мар, çармăссем, вырăссем, тутарсем йышлăн пыраççĕ унта. Ача чухне пĕрре кайса курнăччĕ Иливан, темле япалапа та — ĕçме-çимепе, шăхлич-курайпа, пусма таварпа — суту тăваççĕ унта, ака туйри пек, ут яраççĕ, тупăшса чупаççĕ, кĕрешеççĕ, тем те пĕр хăтланаççĕ. Çамрăксемшĕн пултран-пасарта тепĕр кăсăк пур: каччăсем хĕр пăхаççĕ, хĕрсем каччă суйлаççĕ. Хĕрĕсене çавăнтанах илсе каяççĕ тепĕр чухне. «Пултран-пасарта суккăр хĕр те каччă тупать, суккăр каччă та хĕр тупать» тесе ахаль каламан пулĕ çав.
Питех те каясшăнччĕ Иливан ку уява. ĕмĕрте перре çамрăксем хушшинче çынпа тап саркаланса çӳресшĕнччĕ. Хĕр пăхассиех пулас çукчĕ пуль, çынсем суйланине курни те теме тăратчĕ. Ашшĕ юри килсе каласа хучĕ ăна, эпир виççĕн тан каятпăр терĕ. Сарье те каçпах шыраса тупрĕ йĕкĕте, пыратăн-и тесе ыйтрĕ. Пымасăр терĕ каччă, эп ĕнтĕ унта ларма вырăн та хатĕрлесе хунă. Ирхине те ăшшăн-ăшшăн пăхкаларĕ хĕр каччă çине, унпа пĕр-ик сăмах та пулин калаçса илме май шырарĕ, анчах кукашшĕпе кукамăшĕ умĕнче, тарçăсем умĕнче ун патне пыма именчĕ. Хуçа ямшăк вырăнне кама ярассине Иливан малтанах пĕлсе тăчĕ — хăйĕн тăванне, Автее шанса памасăр кама шанса патăр ĕнтĕ турхан арăмĕпе мăнукне? Çавă улпут евĕр хăпарса ларчĕ çатан урапа ларкăчĕ çине, çавă ярса тытрĕ ик аллипе те чĕн тилхепене.
Пĕлтĕрсенчен Иливан хуçа ăна пăртак та пулин юп курать тесе шутлатчĕ. Шутланăран та мар, чăнах çаплаччĕ вăл. Пĕррехинче, вăрман çуннине пăхма кайсан, Сарье пирки, ăна кама качча парасси пирки те сăмах хускатнăччĕ. Эс ачи начар мар та-ха, чухăнни пĕтерет-çке сана тесе систерсе хунăччĕ. Халь турхан пĕрре те кăмăлламасть пек çамрăк тарçине. Кăмăлланă пулсан пăртак хĕрхенĕччĕ. Курать-çке, кунĕн-çĕрĕн ĕçлет йĕкĕт, тарçă та, тĕкĕрçĕ те вăл, ямшăк та, хуралçă та. Инçе çула каяс пулсан нихçан та киле хăвармасть хăй: «Иливан, утсене йĕнерле», «Иливан, ухă такмакне туллирех ту». Сарье-и? Сарье вăл чун ăшши кăна. Паян пур вăл, ыран çук. Ак тытать те пĕр-пĕр вырăса качча парать мăнукне турхан. Темле стряпчий темиçе хут килчĕ ĕнтĕ. Иливан шучĕпе, килсен вăл ытларах кайри пӳртре ларать, Чураппапа Сарье пурăнакан пӳртре. Ав мĕнле тумланса кайрĕ турхан мăнукĕ пултран-пасара, патша хĕрĕ пекех. Те лешĕнпе калаçса татăлнă-ха, те урăххипе паллашасшăн. Вăл эрленнĕ чунне нимпе пусараймасăр такмакласа илчĕ: «Пултран-пасарта суккăр хĕр те каччă тупать, суккăр каччă та хĕр тупать»...
— Тупать, тупать, — терĕ йĕкĕт картишĕнче никам çуккине кура сасăпах. — Часрах качча кайтăрччĕ анчах, ман чĕрене çунтарса ан пурăнтăрччĕ.
Иливан ларнă çĕртех сĕнк пулнăччĕ, çав вăхăтра тулти алăк чĕриклетсе илчĕ. Курчĕ тарçă, хуçа пусма çине тухса тăчĕ. Таçта каясшăн-ши? Иливан астăвасса турхан калаçма-тума е ĕçкĕ таврашне никам патне те каçса ларса курман. Çук ун ялта пĕр тус-юлташ та, пĕр çывăх тăван та. Пур пулсан та вĕсене хăйĕнпе ĕçсе çиме тивĕçлĕ çын тесе шутламасть. Килсен — йышăнать, калаçать унпа, хăй нимпе те каймасть. Сарри мăрсапа туслăччĕ ĕлĕксенче турхан, унпа çĕрĕ-çĕрĕпе шавласа ларма юрататчĕ, халь вăл та пит килсе çӳреми пулчĕ. Пăлхавçăсем патĕнче пулнă хыççăн çунатне касрĕç пулмалла унăнне вырăссем. Тепĕр чухне Акпарспа Алттыш килкелетчĕç. Ял çыннисенчен ютшăнать хуçа, вĕсем уншăн ясак тӳлекенсем кăна.
Кичемрех пулас Тукая килте пĕччен ларма, çавăнпа чунне уçăлтарма час-час инçе çула туха-туха каять те вăл. Ывăл çук — ĕмĕт те çук турханăн. Кама хăварать ĕнтĕ мĕн пур пуянлăхне? Вилсен леш тĕнчене илсе каять-и? Чухăна кил-çуртра тĕпчĕк кирлĕ, тĕшмĕртет хăй тĕллĕн Иливан, пуяна вăл тата ытларах кирлĕ иккен. Унсăрăн ĕмĕр тăршшĕпе пуçтарнă мул виç кунтах çилпе саланать.
Иливан ăшра турхана хĕрхенсе те илчĕ: «Ав ниçта кайса кĕме пĕлмест вăл. Арăмĕпе мăнукĕ çук та, никампа калаçса йăпанаймасть. Ĕçсе лартасчĕ пĕрех хут, урама тухса çынсемпе харкашасчĕ». Кун пек шутларĕ те сасартăк хăйĕнчен хăй хăраса кайрĕ каччă. «Ак картишне анать те юлнă пек тарçăсене тустарма пуçлать хуçа».
Вăл шутлани чăна килчĕ — ырă кăмăлпа-и, усал кăмăлпа-и, Тукай пусма тăрăх картишне анчĕ.
— Ларатăн, каччă? — терĕ вăл Иливана асăрхаса. — Пултран-пасара кайма шутламарăн эппин?
— Каяс килмерĕ, — ӳсĕр-и ку, урă-и тенĕ пек, пăхрĕ ун çине тарçă.
— Тĕрес тунă, — ун çумне каска пуканĕ çинех пырса ларчĕ хуçа. — Чăвашăн уяв тени нумай унăн, пурне те кайса пĕтерес те çук. Пултран-пасар, çимĕк, çинçе, сĕрен, ака туй, сурхури... Чӳк мĕн чухлĕ тетĕн эсĕ? Пин тĕслĕ. Аслă чӳк, уй чӳкĕ, çерçи чӳкĕ, авăн пăтти, авăн сăри... Киреметсене ĕлĕк эп пурне те пĕлеттĕм, ăна мана аннех вĕрентсе хăварнă, халь манса та пĕтнĕ ĕнтĕ...
Шăршранах сисрĕ Иливан, хуçа самай хĕрĕнкĕ. Эппин, халь унпа асăрхануллăрах калаçмалла.
— Нумай, нумай чăвашăн турă, — терĕ Тукай татах. — Вырăссемпе мăхаметсем, сăмахран, пĕр турра ĕненеççĕ, вĕсемшĕн тĕнчере пĕр турă кăна. Чăваш, çу-ук, чăваш нумай турра ĕненет. Ыйт-ха эс унран миçе турă сан тесе, вăл хăй те калаймасть. Мĕншĕн тесен пĕлмест. Пĕлĕт çичĕ хутлă пулсан турри те шутсăр йышлă ĕнтĕ унта. Кашни хутĕнчех асли те, кĕçĕнни те, ырлăх кӳрекенни те, хурлăх кӳрекенни те нумай. Пурне те парне памалла, çапла-и?
— Памалла çав, — сăпайлăн тавăрчĕ Иливан. — Унсăрăн вĕсем çилленеççĕ.
— Çилленеççĕ, — терĕ хуçа. — Хаса, хаяр яраççĕ. Çавăнпа кашни çул чӳклетпĕр те вĕсене. Лаша, ĕне пусса çырлахтаратпăр. Эп хам ĕмĕрте пĕр кĕтӳ ĕне панă пуль вĕсене. Лашасен те шучĕ çук. Çавăнпа аслă киремет те, кĕмĕл киремет те, пилĕк тӳпе киремет те мана усал сунмарĕç. Ывăл та пачĕ мана турă, хĕр те пачĕ. Мул-тахат та тытса куртăм хам ĕмĕрте. Хĕрĕн телей пулмарĕ темелле, ывăл, Туканаш, хăй ухмаххипе пĕтрĕ. Арăм тĕлĕшĕнчен пурнăç ăнчĕ манăн, Иливан. Чураппапа ĕмĕре лайăх ĕмĕрлерĕмĕр. Хисеплет вăл мана, эпĕ те ăна хисеплетĕп. Тепĕр ывăл кирлĕччĕ, паллах, анчах халь ун пирки мĕн калаçмалли пур?
Иливан турхана сывламасăр тенĕ пек итлесе ларчĕ. Тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕ — мĕн пулнă паян ун хуçине чăнах та. Мĕн тесе каласа кăтартать вăл çакна хăйĕн тарçине? «Тунсăх пуснă ăна, тунсăх пуснă, — терĕ вăл хăйне. — Чунĕ ирĕке тухасшăн. Халь чĕрине кăшт пусарчĕ пулать ĕнтĕ».
— Пултран-пасара каймасăр эс тĕрĕс тунă, — те йĕкĕлтесе, те чăнласа калаçрĕ Тукай. — Унта халь хавха, çапăçу пырать, вăл тапă нихçан та йĕркеллĕ вĕçленни çук. Хусана иличчен кайнăччĕ эп пĕрре, хама та кăшт çеç тӳпелесе кăларса ямарĕç. Хĕр вăл акăш-макăш вăрçтаракан япала, Иливан. Унта халь каччăсем хĕр суйлаççĕ. Мĕнле суйлаççĕ, пĕлетĕн-и?
— Мĕнле? — терĕ Иливан.
— Улшуçсем лаша суйланă пек. Хыçалтан пăхать, малтан пăхать, кăмăла кайрĕ тĕк, хĕре тантăшĕсем хушшинчен тӳрех сĕтĕрсе тухать. Хĕре тепĕр каччă куç хыврĕ пулсан унпа чышкăпа тӳпелешме пуçлать. Пирĕн Сарьешĕн çапăçса ан кайччăрах çав чурăс автансем... — Кăшт мăшлаткаласа ларнă хыççăн турхан хушса хучĕ. — Сарье хитре вăл пирĕн, каччăсене астармалăх пур, — терĕ.
Иливанăн ун сăмахĕсене çирĕплетмеллеччĕ пулĕ ĕнтĕ, мĕн каласси пур — хитре темеллеччĕ пуль, анчах чĕлхе çаврăнмарĕ-çке. Пĕрре те кăмăла каймарĕ йĕкĕте хуçа хăйĕн мăнукне куçкĕретех мухтани. Хитри вăл ыттисене ахалех курăнать, ăна çынна каламаççĕ, шутларĕ ăшра Иливан.
Пултран-пасара та ахалех хурлать ватă турхан. Çамрăксен уявĕ — хĕр пăхни, каччă суйлани — ун пек илемсĕр пулма пултараймасть. Чăвашсемпе çармăссем, хĕрсем те, каччăсем те, ун пек çĕрте хăйсене сăпай тытма пĕлеççĕ. Каччă хăйне пĕр-пĕр хĕр кăмăла кайсан ун тавра нумайччен явăнкаласа çӳрет, нихçан та ун умне улшуç пек пырса тăмасть. Калаçать-ха унпа малтан, шӳт туса илет, ун хыççăн тин тата темиçе хутчен пырса хăй ăна кăмăлланине систерет. Вара киле пĕрле таврăнаççĕ вĕсем, пĕр-пĕринпе çывăхрах паллашаççĕ. Юлашкинчен ӳлĕмрен ăçта тĕл пуласси пирки калаçса татăлаççĕ.
«Ĕлек, эп ача чухне, çаплаччĕ, халĕ те тĕнче улшăнман пуль, — тет Иливан. — Эс ху ватăлнă, турхан, çамрăксен уявĕсене юратми пулнă».
Тукайăн ĕнтĕ ыйхи килнĕ — çăварне пĕр шит карса анасла-анасла илет. Тем мăкăртатса вăл аран-аран ура çине тăрать, «Çавăн пек пирĕн ĕçсем, Иливан» тесе пӳртелле утать.
Каччăн шухăш çăмхи сӳтĕлсе пĕтмен-ха, вăл ăна тăрăшсах малалла сӳтет.
...Çамрăксем уяв вĕçнелле виçерен тухсан кăна, халлĕхе пултран-пасарта нимле вăрçă-харкашу та сисĕнмерĕ. Улăх варринче, хăвалăха хирĕç, хĕрсем тапă тăраççĕ. Вĕсем вуншар ушкăна пайланнă. Кашни ушкăнрах çак çулталăк хушшинче качча кайнă кĕçĕн кинсене курма пулать. Вĕсене уйăрса илме йывăр мар: хĕрсем сулахай хул урлă тевет çакнă тата пуçа тухья тăхăннă, кĕçĕн кинсем хушпу тăхăннă. Качча кайса арăм ятне илтнĕрен-тĕр, кĕçĕн кинсем хĕрсен ушкăнĕнче чи хисеплĕ çынсем. Хĕрсем никампа та мар, çавсемпе калаçаççĕ, вĕсем мĕнле тумланнине ăмсанса пăхаççĕ.
Хăйсем патне каччăсем пынине хĕрсем аякранах асăрхаса илеççĕ, инке арăмĕ çеç вĕсене курмăш пулать. Ун арçынсемпе ытлашши пуплеме юрамасть-çке пасарта: таçта çакăнтах кĕçĕн кинĕн упăшки çӳрет, тен, çак вăхăтра вăл арăмне юри сăнаса тăрать-ха. Анчах чĕлхене калаçма тунă, хĕрсем çăвар уçма вăтанаççĕ пулсан каччăсемпе кĕçĕн кин хăй калаçать. Ара, çав капăрчăксене парăнма юрать-и? Тавăрса кала вĕсене лайăхрах, ку хĕрарăмпа шăл йĕрме йывăр тесе аптраса тăччăр.
Ырă каччăсем хĕрсене ывăç çине çырла, хĕвел çаврăнăш хурса параççĕ. Тукай каланă пек, алăран тытса ушкăнран вăйпа сĕтĕрсе кăлармаççĕ йĕкĕтсем, атьăр, кăшт утса çӳрер тесе темиçе хĕрне чĕнеççĕ. Пасар курса çӳренĕ май вара каччă хăй куç хывнă хĕрпе калаçса каять, ыттисем вĕсене кансĕрлемеççĕ, кирлĕ пулсан иккĕшне юри пăрахса хăвараççĕ.
Ахтупай ман хĕр пăхас вăхăтсем тахçанах иртсе кайнă терĕ те улăх пĕр кĕтессине, паттăрланса кĕрешекенсем патне пăрăнчĕ. Арăмĕпе хĕрне асăрхаттарса хучĕ, мана пасарта ан шырăр, эп ялан çакăнта пулатăп терĕ.
Ĕлĕкрех, пĕр вун пилĕк-çирĕм çул каялла, Ахтупай хăй паттăрсен шутĕнче тăратчĕ-ха. Ыттисене çăмăллăн çĕнтерсе парне илме юратакансене нумайăшне пуçхĕрлĕ ывăтнă вăл ака туйпа ытти уявсенче. Тукай патĕнче Иливан пек тарçăра ĕçленĕ чухне турхан урхамахĕпе ут ярса та мала тухса курнăччĕ. Халь хул-çурăм хытрĕ ĕнтĕ, алăсем тем пек кĕçĕтсе тăрсан та юрамасть паян çын карти варрине тухма. Пĕр-пĕр каччăшăн çын айне пуласси ним те мар, вăл уншăн кулянма та пĕлмест, Ахтупай пек вăй питти çыншăн — намăс.
Паттăрсем кĕрешнĕ çĕрте лăпкăн, пĕр хумханмасăр пăхса тăракан çын çук. Ахтупай та чунпа çуйкăнлансах пăхрĕ кĕрешекенсене, хăй паллакан паттăрсемшĕн те, палламаннисемшĕн те пĕрре савăнчĕ, тепре пăшăрханчĕ, хутран-ситрен чăтаймасăр «ну, ывăт!» «çу-ук, ура хума юрамасть!» — тесе кăшкăркаласа тăчĕ. Çавăн пек киленсе пĕтĕм кӳлепипе талпăнса пăхса тăнă чух чĕнсе кăларчĕ те ăна Чечекпи çынсен картинчен. Киле кайма иртерехчĕ-ха. Çавăнпа Ахтупай хĕрĕ çине тĕлĕнсе пăхрĕ.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...