Сĕве Атăла юхса кĕрет. Иккĕмĕш кĕнеке :: Пиллӗкмӗш пайӗ. Ҫармӑс ҫинче ҫар вылять
— Мĕскер, хĕрĕм? — ыйтрĕ вăл хăйне ахальтен чĕнсе кăларманнине туйса.
— Каччă тупрăм. Атя кайса пăхатпăр — терĕ хĕр пĕр кулмасăр.
— Ан аташ эсĕ, тĕрĕссине кала.
— Тĕрĕссине калатăп çав: каччă тупрăм.
— Аннӳ ăçта? Эс шăл йĕрме пăрах...
— Анне таçта çухалчĕ çав. Çавăнпа сан патна чупса килтĕм те. Ват çынна килĕшмест тесе вăл пирĕнпе çӳресшĕн пулмарĕ.
Вĕсем улăх тăрăх хĕрсен таппи патнелле утса кайрĕç. Чечекпи ăна çерем çинче çынсенчен чылай аякра ларакан каччă патне илсе пычĕ. Каччă та мар иккен ку, ача кăна. Никам çине те пăхмасть хăй, аллине пĕчĕк пашалу тытнă та ăна кăтăр-кăтăр кăшлать.
Ахтупайпа Чечекпи хăй умне пырса тухсан ача темшĕн ура çине сиксе тăчĕ, пашалуне хĕве чикрĕ, мĕн кирлĕ сире, усал çынсем, тенĕ пек, пĕрре Ахтупай çине, тепре Чечекпи çине шикленсе пăхрĕ.
— Ан хăрат ăна, атте! Эп ку ача камне пĕлетĕп, — пăшăлтатса каларĕ хĕрĕ. — Палламасни, атте?
— Чим ара, ку ман ывăл-çке, Нургали, — терĕ ашшĕ майĕпен кăна. Унтан ачаран тутарла ыйтрĕ. — Эс Нургали ятлă, çапла мар-и, ачам?
— Нургали, — çав-çавах шикленерех хуравларĕ лешĕ.
— Ак шыраса тупрăмăр сана. Тĕрĕссипе, эс ху шыраса тупрăн пире. Эп сан аçу пулатăп, Нургали. Ак ку сан аппу — Чечекпи...
— Анне ăçта манăн? Эп çавна шыраса килнĕ, — кăшт хăюланса ыйтрĕ ача.
— Халех аннӳ те тупăнать. Чечекпи, часрах туп аннӳне.
Чечекпи Нургали çине тепре пăхса илчĕ те «халех» тесе халăх хушшинелле тапса сикрĕ.
— Мĕнле килме пĕлтĕн-ха ку таврана, Нургали? — аллисене ун пуçĕ çине хучĕ ашшĕ, унтан ăна хăй патнелле туртса çупăрласа илчĕ.
— Анне каларĕ. Тепри, мана пăхса ӳстерекенни.
— Аçу ăçта халь? Сана пăхса ӳстернĕ князь ăçта?
— Вĕлерчĕç, — макăрса ярас пек тавăрчĕ ывăлĕ. — Кăçал анне те вилсе кайрĕ.
— Эс пĕччен тăрса юлтăн-и вара?
— Пĕччен тăрса юлтăм. Пĕр хаджи усрама илнĕччĕ, вăл та хăваласа ячĕ мана...
— Юрать, ан кулян, — татах та татах çупăрларĕ Ахтупай ывăлне. — Халĕ килте ĕнтĕ эсĕ. Аçу та, аннӳ те кунта санăн. Пиччӳ пур, аппу пур тата.
Çав вăхăтра Эрнепипе Чечекпи чупса çитрĕç. Эрнепи çине кив тумтир, пуçне çĕтĕк тюбетей тăхăннă ачана курчĕ те юпа пек хытса тăчĕ, унтан çари çухăрса йĕрсе ячĕ. Ахтупай вăл тăнне çухатса çĕре персе анать пуль тесе шутларĕ, ăна ик хулĕнчен тытрĕ. Эрнепи ӳкмерĕ, ывăлĕ патне ыткăнчĕ. Нургалие такам туртса илес пек, ăна ик аллипе хупларĕ.
— Палларăн-и, Нургали? — ыйтрĕ Ахтупай лешĕ амăшĕн ытамĕнчен вĕçерĕнсен.
— Палларăм. Ман анне, — терĕ ывăлĕ.
— Аннӳ, аннӳ, — чĕвĕлтетрĕ Эрнепи. — Эп çуратнă сана, эп кун çути кăтартнă... Кăвапуна та хамах татнă, ятна та эпех хунă... Ак аçунтан ыйт, Нургали ятлă тутар пурччĕ пирĕн. Аçу ăна упаран çăлчĕ те, туслашса кайрăмăр. Çавăн ятне патăм мар-и сана, чĕппĕме...
— Çитĕ, амăшĕ, — чарчĕ ăна Ахтупай. — Кала-ха, сан укçа юлчĕ-и унта кăштах?
— Пур-çке, — терĕ Эрнепи. Унтан упăшки мĕншĕн ыйтнине тавçăрса илсе хăвăрттăн каласа хучĕ. — Халех пĕтĕмпех туянатпăр. Халех. — Хăй Чечекпи еннелле çаврăнчĕ. — Эс тупрăм тетĕн-и-ха ăна, хĕрĕм?
— Тупасса эп тупрăм та-ха, пĕр сăмах хушма та, паллашма та памастăр-çке мана. Те сирĕн ача кăна ĕнтĕ вăл...
— Ан тĕлĕнтер, Чечекпи, — терĕ амăшĕ. — Калаç ара, паллаш шăллупа...
Вара Ахтупайпа Эрнепи пур пек укçине шутланă хушăра шăллĕпе аппăшĕ калаçрĕç. Чечекпи чăвашла ыйтать, Нургали тутарла хуравлать, ашшĕ вĕсен сăмахне тăлмач пек куçарса пырать. Кулăшла та, анчах кулмалли ним те çук-çке кунта: пурнăç пăрăнăçĕ ку, нумая пынă Хусан вăрçин юлашкийĕ, Ахтупайпа Эрнепин телейĕпе савăнăçĕ.
Çынсем, палланисем те, палламаннисем те, пĕр-пĕринчен кунта мĕн пулса иртнине ыйта-ыйта пĕлчĕç. Кăшт чухласа илсен тĕлĕнчĕç, пуçĕсене суллакаларĕç. Чечекпи тантăшĕсем кĕтмен çĕртен саппун тулли канфет-пĕремĕк килсе тăкрĕç, Нургалие пĕр кунтăк хурăн çырли тыттарчĕç.
— Парне пултăр ăна пултран-пасар ячĕпе пиртен.
— Часрах каччă пулса çиттĕр, хĕрсене кунта ертсе килтĕр.
Ашшĕпе амăшĕ çынсене тав туса та пĕтереймерĕç — халиччен курман-илтмен çынсем те ăна парне пама пуçларĕç.
— Телейлĕ ача пулать ку сирĕн!
— Пултран-пасар паттăрĕ пулать!
Ахтупайпа Эрнепи ĕнтĕ пасартан часрах хăтăлса тухма васкарĕç: лайăх та, лайăх та мар кун пек. Пĕтĕм халăх вĕсем çине пăхать.
— Куçăхтаратăр ак ман ывăла! Ан пăхăр! — тӳсеймесĕр кăшкăрса ячĕ юлашкинчен Эрнепи. — Сирĕншĕн мыскара кунта, маншăн — куççуль.
— Чăтса ирттеретĕн, инке, савăнăç куççуле вăл тăварлă пулакан мар.
Пасар курăнми пулсан вĕсем вăрман хĕрринче майлă вырăн тупрĕç те çемйипех апата ларчĕç.
— Яла çитме чылай утас пулать, Нургали. Хамăрăнне те, çын панине те астивсе пăхар пăртак, — ăнлантарчĕ ашшĕ.
Вĕсем васкамасăр халь ĕнтĕ шавламасăр, сăпайлăн, тирпейлĕн апатланчĕç. Çиме кансĕрлес мар тесе тек Нургалирен ним çинчен те ыйтмарĕç. Нургали вĕсене хăнăхрĕ те пулас, сăйлакансем ют çынсем маррине туйса апата тăраниччен çирĕ. Эрнепи çăварне пĕр-ик çырла çеç ывăтрĕ, вăл халь, хыпăнса ӳкнĕскер, çăкăр-пĕремĕк чăмласа ларма пултараймарĕ. Апат çиес шухăш-и ун халĕ?
— Мана ан пăхăр, эп тутă, — терĕ вăл пурин умне те çимĕç хыççăн çимĕç хурса.
— Эс тутă пулмасăр! — арăмĕпе пĕрле савăнчĕ Ахтупай. — Сан паян пире пĕр кĕленче йӳççи ĕçтермелле. Çапла-и, Чечекпи.
— Киле çитсен ĕçтерĕп, — çийĕнчех тавăрчĕ Эрнепи. Хăй ал айĕнчи тепĕр пуракне илчĕ те ăна хĕрĕ умне лартрĕ. — Ак сапа уншăн, Чечекпи. Çи, пысăк пул! — кулчĕ вăл. — Çапах та эс пире шăллуна мĕнле тупнине йĕркеллĕ каласа кăтартмарăн-ха, хĕрĕм.
— Каламарăм-и вара? — тĕлĕннĕ пек пулчĕ Чечекпи чи шултра çырлисене Нургали умне хурса. — Эпир хĕрсемпе вăл вырăнтан темиçе хутчен иртрĕмĕр — эп ăна-кăна ним те асăрхаман. Тепре иртнĕ чухне Эртюк калать: «Ай-уй, ку каччăн тӳпетейĕ çĕтĕк-çке», — тет. «Камăн?» — тетĕп эпĕ. — «Ав, каччă ларать, курмасним? — тет — Хитре хăй, анчах тӳпетейĕ шăтăк-шатăк». Лайăхрах пăхрăм та — палланă сăн-пит. Каснă-лартнă Иливан. Тăрăхла питлĕ, кăвак куçлă, тӳрĕ сăмсаллă. Тюбетейне курсан анне каласа пани аса килех кайрĕ. Хĕрсенчен вĕçерĕнтĕм те ут-вĕттĕн атте патне чупрăм.
— Ма малтан аннӳне тупмарăн-ха? — сăмах тĕртрĕ ашшĕ.
— Анне таçта-ха ун чух. Эс ăçтине эп лайăх пĕлетĕп.
— Ху калаçма хăрарăн-им?
— Хăрамасăр! — терĕ Чечекпи. — Те çавă-ха, те çавă мар. — Вăл хăйĕнпе юнашар ларакан Нургалие хăрах алпа ыталаса илчĕ. — Ăнлантăн-и эп мĕн каланине, шăллăм? Атте, куçарса пар ăна.
Ахтупай Чечекпи сăмахĕсене тутарла куçарса пачĕ. Нургали ăна итлесе пĕтерсен именнĕ пек пулчĕ. Хăй çапах та йăвашшăн, илемлĕн кулса кăтартрĕ. «Чăнах, каснă-лартнă Иливан», — шутларĕ ашшĕ ун çине ытараймасăр пăхса.
— Атьăр часрах киле. Мĕн туса ларатпăр эпир кунта? — васкатрĕ Чечекпи.
— Утатпăр, хĕрĕм. Халех каятпăр, — хавхаланчĕ амăшĕ. Ахтупай курчĕ, вăл халь утма çеç мар, çунат пулсан вĕçме те хатĕрччĕ.
6. Усал хыпар утпа çӳрет
Али-Акрам кавир çинче пĕчĕк ача пек шакăлла выляса ларать. Тĕрĕссипе, вылямасть-ха вăл, тăхăр вунă шака, тĕрлĕ тĕслĕ те тăваткăлскерсене, чăл-пар сапаласа ярать те телей мĕнле валеçĕннине пăхать. Хĕрлĕ тĕслисем улттă тан юнашар выртсан — ырлăх, ăнăçу кĕтет имĕш ăна, саррисем улттă таран юнашар выртсан — инкек пуласса пĕлтерет. Тăхăр вунă шакă сахал мар вăл — йĕкер ывăçа та кĕмест, хан вĕсемпе аппаланма тытăннăранпа хĕрли те, сарри те, кăвакки те темиçе хутчен ултшарăн пуçтарăнчĕç, çапах вăйă йăлăхтармарĕ курăнать-ха. Паян Хусантан Усеин-Сеит килсе çитмелле. Çавăнпа шакă ярса тытрĕ аллине Али-Акрам. Нихçан та пĕр хыпарсăр çӳрекен марччĕ-ха ун визирĕ. Пĕркун кайсан, Хусанти аслă воевода Горбатый-Шуйский чирлĕ выртни çинчен, сывалса çитеймесĕрех Мускава тухса кайни çинчен пĕлтерчĕ. Раменскине Сююнбике патне кайсан та ырă хыпар чылай илсе килнĕччĕ. Хусанта тус-тăван нумай тутар княçĕн. Пасарта иртен пуçласа каçчен кăшкăрашса, çĕлĕк çавăрса çӳрекенсем мар ун тусĕсем, Нухайпа, Астраханьпе, Крымпа çыхăннă чаплă çынсем. Вĕсем çинчен калама тытăнсан итлесе тăранаймастăн. Вăл Хусан, Бахчисарай, Стамбул çинчен калама тапратсан Мамич-Бердей айван ачалла çăварне карса пăрахать вара. «Айтур, çавăн пекех-и? Эй, тамаша, мĕнле кăсăк пурнăç унта!» — тесе тĕлĕнсе ларать. Али-Акрам çеç хăй тĕлĕнсе итленине палăртмасть — вăл Бахчисарайра, Стамбулта, Багдадра пулса курнă-çке.
Хан шакăсене пуçтарчĕ те рак хуранĕсенчен эрешлесе тунă пĕчĕк арчана хучĕ, хăй джеллаба — вăрăмран та вăрăм халат тăхăнса пусма вĕçне тухрĕ. Ĕнтĕ тĕттĕм пулса килет, визирь çук та çук. Ăçта мур тĕпĕнче аташса çӳрет ват супнă? Хан хăйне куç пек кĕтнине пĕлмест-им вăл?
Хапхаран лашине çавăтса Мамич-Бердей кĕчĕ. Ара, ку нуратдин лаши маргиç, Усеин-Сеит лаши! Темскер, инкек пулман пулĕ те?
— Визирь ăçта? Визирь! — Кала часрах, унсăрăн тем туса пăрахатăп тенĕ пек, кăшкăрса ячĕ хан.
— Зензет аталыкпа вăрман хĕрне ларса юлчĕç. Мана лашине илсе кайма хушрĕ, — хан умĕнче тарçă пек мĕскĕннĕн тăчĕ çармăс мăрси.
— Ыйтмарăн-и, мĕнле те пулин инкек сиксе тухман пулĕ те Хусанта?
— Хусанта мар, Сарайчикра усал ĕç пулса иртнĕ, аслă Али-Акрам хан, — терĕ Мамич-Бердей.
Хан ку сăмахсене илтсен кĕл пек кăвакарса кайрĕ. Вăл Сарайчикра мĕнле усал ĕç пулса иртме пултарнине хăех чухласа илчĕ курăнать — джеллаба аркине хăвăрттăн сирчĕ те йĕнĕрен хĕç туртса кăларчĕ. Мамич-Бердей ку мĕне пĕлтернине ăнланса, алăкран тухса тарма хатĕрленнĕ пек, пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн каялла чакрĕ.
— Эх, ма нуратдин турăм-ши сана? Çак хыпара ахаль аскер пĕлтернĕ пулсан эп ăна ку хыпаршăн касса ваклаттăмччĕ. Аллаха тав ту...
Çапах та хăй тепĕр ыйту памасăр та чăтаймарĕ.
— Аттене вĕлернĕ-и?
— Çавна вĕлернĕ, аслă Али-Акрам хан.
— Кам вĕлерни пирки ыйтмастăп. Тăван шăллĕ, ман усал пичче Исмаил пăвса пăрахнă ăна. Тахçанах хăрататчĕ, пур пĕр вĕлеретĕп сана тетчĕ. Эпир сиснĕ ăна. Асăрхаттараттăмăр аттене, шăллу сана тĕп тăвать те Нухайра хăй аслă князь пулса тăрать теттĕмĕр. Халь аслă князь пулса тăчĕ пуль, шакал. — Кăшт чĕнмесĕр тăрсан хăйне йăпатма пăхрĕ. — Эй, шăллăмсемпе пиччесем пур-ха унта. Çав Исмаила тавăрмаççĕ-им? Тавăраççĕ. Ачи-пăчи-мĕнĕпе вакласа тăкаççĕ килне кайса. Вĕсем пусса пăрахмасан, таврăнсан, сурăха пуснă пек, хам мăйне касатăп. Юншăн — юн, вилĕмшĕн — вилĕм! Юсуф ывăлĕсем никама та, каçармаççĕ.
Темĕнччен сура-сура вăрçрĕ, аллах ячĕпе ылханчĕ хан ашшĕпе пĕр тăван пиччĕшне, Исмаила. Унтан хăйĕн çывăх çыннисене пĕлтерсе хучĕ: çак кунсенче ăна кирлĕ-кирлĕ мар ĕçпе ан чăрмантарччăр, вăл ашшĕне асăнать. Ахматека чĕнтерсе ĕç хушрĕ: аттене асăнма, çав ятпа мăрсасене сăйлама темиçе така тупса пар терĕ.
— Пĕр кĕтӳ тупса пама пултаратăп, — шантарчĕ лешĕ. — Така мар, вăкăр та тупатăп.
— Сирĕншĕн вăкăр хаклă, маншăн — така, — систерчĕ нухайсен апат-çимĕçне ăнлансах пĕтереймен мăрсана.
Хан никама та йышăнманнине кура Усеин-Сеит ку хушăра пуринчен ытла Мамич-Бердейпе канашларĕ. Али-Акрама пĕр хыпарне — Сарайчикран килнĕ хыпара çеç пĕлтерчĕç çав, ыттисем пирки халлĕхе шарламарĕç. Хыпарсем çук мар иккен, çитменнине тата ханпа ун çыннисемшĕн пĕринчен тепри усалтарах.
— Шупашкарпа Улатăрта пикенсех хула хӳмисене купалаççĕ. Вĕсене купалама вырăссем Ту енчи тата Сăр тăрăхĕнчи ялсенчен халăх нумай пуçтарнă. Шупашкарта самаях йышлă çар тăрать. Вырăс воеводисем ку çарпа Чалăма тапăнса пăхасшăн.
— Юсуф княçа вĕлернĕ хыççăн Нухайран пулăшу кĕтмелли çук. Унта пуçтарнă пек çара та салатса янă. Нухайра аслă князь пулса тăнă Исмаил Юсуф ывăлĕсене Али-Акрам валли çар пуçтарма чарнă.
— Вырăссем пысăк çарпа Атăл тăрăх анаталла аннă та Астраханьти Ямгурчей хана хăваласа янă, ун вырăнне хан пулма вырăссем майлă тăракан Дербиш Алие лартнă. Эппин, Али-Акрамăн Астраханьтен те çар кĕтмелли çук.
— Атăл тăрăх Чалăм патнелле çитес вăхăтрах Петр Морозов воевода анмалла. Унсăр пуçне патша Иван Мстиславскипе Даниил Захарьин бояринсене те çула тухма хатĕр тăрăр тесе каласа хунă.
— Пĕр хыпарне чееленсе мана калаттартăн-ха, — терĕ Мамич-Бердей Усеин-Сеита. — Ăна илтсен мана кăштах касса вакламарĕ. Ыттисене ĕнтĕ ху кала, хаджи. Çылăхне хăвăн çине ил.
— Хăратăп. Пуçа касмĕ-и манăнне? — кулчĕ Усеин-Сеит.
— Кăмăлĕ мĕнле пулать çав. Ӳсĕр чухне ним мар чиксе пăрахать. Юлашки вăхăтра пит ĕçме пуçларĕ. Ĕçсе супсан пӳртре лармасть тата, халăх хушшине тухать. Тутарсем ав куç умĕнчех эшкече, исерекбаш тесе кулаççĕ. Хăй ялан така ыйтать. Теке керек, сарык ите, куй ите тесе кăна тăрать.
— Ытла ашкăнать çав, — килĕшрĕ унпа Усеин-Сеит. — Нухайри йăлисене нимпе те пăрахаймасть. Лере ашкăнса пурăнма вĕреннĕ те кунта та çапла пурăнасшăн. Хам та пĕлместĕп, мĕнле пĕтет-ши ĕнтĕ пирĕн ĕç. Темскер, Хусана каясси пулмасть пуль пиртен.
— Кун пек карланкă пирки çеç шутласан темле çав. Çар кашни кун чакса пыни пачах пăшăрхантармасть ăна,
— Мĕн пур ĕçĕ те шакăлла вылясси çеç...
Пĕрремĕш хут хан çинчен çапла калаçрĕç ун чи çывăх çыннисем. Мамич-Бердей вара вăл каç çĕрĕпе куç хупмарĕ.
Чунĕпе унчченех сиснĕ-ха вăл, Чалăмра ĕçсем юсанса, лайăхланса пырас вырăнне начарланнăçемĕн начарланса пыраççĕ. Çар хутшăнмасть. Хан ăна вăйлатас тесе нимĕн те тăвасшăн мар. Ĕлĕк пĕр шанчăк пурччĕ: анатран çар хăпарасса кĕтетчĕç. Халь кама кĕтмелле? Крымран виç çĕр-тăват çĕр çар йĕкĕчĕ килессе-и? Вĕсем килĕç те сăлтав тупса каялла кайĕç.
Пĕр савăнăçлă хыпар та пĕлтермерĕ-çке паян Усеин-Сеит. Нуратдин кăмăлне йăлт çапса хуçрĕ. Халиччен пăр-так та пулин, Сююнбике çырăвĕсене вуласа панипе те пулин хавхалантаратчĕ Хусан княçĕ ăна. Паян хăй те çуначĕсене уснă. «Хам та пĕлместĕп, мĕнле пĕтет-ши ĕнтĕ пирĕн ĕç. Темскер, Хусана каясси пулмасть пуль пиртен»... Эппин, хăй илсе килнĕ хана та шанмасть Усеин-Сеит. Кама шанать-ши ватă князь? Крымран е урăх çĕртен тепĕр хан илсе килсе лартма шутламасть-ши? Чее çыннăн ăсне пĕлме йывăр. Асăрхаман мар ĕнтĕ Мамич-Бердей, чĕлхепе пĕр тĕрлĕ кастарать хаджи, ĕçне тепĕр тĕрле тăвать. Хан умĕнче ун пек те, кун пек те йăпăлтатать, çынсен умĕнче ăна мухтам пекки тăвать, куç хыçĕнче, мăрсасем илтмен чух «ахмак» тесе сурса вăрçать.
Астраханьтн хан ывăлне Мухаммеда илсе килнĕ пулсан, ăна хан туса хунă пулсан мĕнлеччĕ-ши тет Мамич-Бердей шухăшĕсен вĕçне тухма тăрăшса, пăлхава ертсе пыма пултаракан çын пулатчĕ-ши вăл е Али-Акрам пекех тутлă çиме, çемçе тӳшек çинче выртма юратакан этем пулатчĕ-ши? Тен, кунтан маттуртарахчĕ пуль. Курман çын пирки мĕн калăн? Усеин-Сеит палланă пуль, пĕлнĕ пуль Мухаммеда. Салтыков воеводăна вĕлерсен ун çар тумтирпе Астрахане Исмаил патне ярса пама сĕнчĕ-çке.
Тепĕр япала та шухăшлаттарать халь çармăс мăрсине: Сююнбике шăпи мĕнле-ши? Раменскинчех пурăнать-ши вăл хăйĕн пĕчĕк ывăлĕпе е Шигалей ăна Касимова илсе кайнă-ши? Мамич-Бердее çав «шурăмпуç çăлтăрне» курма пӳрнĕ-ши е мăрса вырăссемпе çапăçса çакăнтах, Чалăмрах пуçне хурĕ-ши? Мĕн тесе çырнă-ши ун шăпи пирки çармăс турри Кече ава? Темле пулсан та Мамич-Бердей çивчĕ хĕççине алран вĕçертес çук. Ашшĕ ăна вырăссене хирĕç кĕрешме пилленĕ, вăл ашшĕ сăмахĕнчен тухмасть.
Усал хыпар утпа çӳрет теççĕ те, тепĕр кун ирхине усал хыпар нуратдин пӳлĕмне çуранах килсе кĕчĕ. Кашни ир тенĕ пекех ăна вăратма пыракан Ахматек алăк уçăлнă-уçăлман тепĕр хыпарпа тĕлĕнтерсе пăрахрĕ:
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...